Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Люди всегда легко верят тому чего страстно желают.(Вольтер)
 

Ad

Таисия Ташней: Ҫулталӑкӗпе кӳрентерни пӗр кунта каҫӗ-и?

Таисия Ташней26.02.2017 13:413524 views

Паян — Ҫӑварни эрнин юлашки кунӗ. Каҫару ыйтмалли вырсарникун тесе паян пӗр-пӗрин патне шӑнкӑравлаҫҫӗ, тӗрлӗ открытка ӑсатаҫҫӗ, СМС-ҫыру вӗҫтереҫҫӗ. Пӗрне-пӗри ҫулталӑкӗпе кӳрентеретпӗр те кайран, пӗр кун, пӗрне кура тепри каҫару ыйтатпӑр.

Каҫару ыйтма пӗлни лайӑх пулӗ-ха. Анчах ҫав сӑмахра чунтан ӳкӗнни чӗрне хури чухлӗ те пур-ши? Ҫук пек туйӑнать.

Кӳрентерни тенӗрен... Мӗншӗн-ха эпир пӗрне-пӗри кӳрентеретпӗр, кӳренетпӗр? Сӑнанӑ тӑрӑх, чи йывӑр кӳрентерекенсем — ҫывӑх ҫынсем: мӑшӑр, ача-пӑча, тӑвансем, тус-юлташ тесе шухӑшласа пурӑннӑ ҫынсем. Ҫакӑнта асӑнса кайнисенчен малтанхи виҫӗ категорине сӑмахсӑрах каҫарма пулать тейӗпӗр. Вӗсем, мӗн тесен те, пире усал тумаҫҫӗ. Вӗсем, мӗн тесен те, хӗрсе кайнӑ самантра кӑшт ытларах персе яма пултараҫҫӗ. Персе ярсан та ҫийӗнчех ӳкӗнеҫҫӗ, каҫарӑвне те тӳрех ыйтаҫҫӗ.

Тус-юлташ, ӗҫтеш пирки апла калаймӑн. Вӗсем ура хурас тесех ура хума ӑнтӑлаҫҫӗ. Мӗншӗн ҫавӑн пек пулса тухни пирки пӗр вӑхӑтра чылайччен пуҫ ватрӑм. Усал тунӑ ҫын усал тума хӑтланнине ӑнланмалла. Хӑв чунтан хисеплекен, хаклакан ҫынах тахӑш самантра курайми пулса тӑни мӗнрен килет-ши? Ман шухӑшӑмпа, ӑмсану-кӗвӗҫӳ пире ура хурать. Ҫынсен пысӑк мар, пӗчӗк ҫитӗнӗвӗшӗн те ҫӗтӗлетпӗр. Вӗсем пурӑнас тесе тапаҫланнишӗн те тарӑхатпӑр. Ют ҫын ӑнӑҫлӑрах пурӑнсан апла мар-ха — вӗсем ҫывӑх ҫынсем мар та ун пек йывӑррӑн йышӑнмастпӑр. Тус-юлташпа ӗҫтешсен пурнӑҫӗ, вӗсен кашни утӑмӗ куҫ умӗнче-ҫке.

Тепри пулсан, хӑйне хисеплекенни, ҫынтан хӑйне катӑк туйманни, теприн ӑнӑҫӑвӗшӗн савӑнӗччӗ, унпа мухтанӑччӗ. Хамӑра ытла та телейсӗр тесе шухӑшлани чунӑмӑра шӗкӗ пекех кӑшлать те вӗчӗрхенме тытӑнатпӑр. Тепӗр ҫынна кӑшласа ҫӳренӗ вӑхӑтра хамӑр ӑраскала асӑрхами пулатпӑр. Мӗн тӑвӑн, кашнин хӑйӗн ҫулӗ...

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters