Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Решением всякой пробленмы служит новая проблема.(Гете)
 

Ad

Виталий Станьял: «Халь пӗтӗм пурнӑҫ — юптару!»

Виталий Станьял05.04.2017 22:446644 views

Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче 2017 ҫулхи акан 4-мӗшӗнче «Юптару каҫӗ» пулса иртрӗ. Унта Владислав Николаев ҫыравҫӑн виҫҫӗмӗш кӗнекине — «Дипломлӑ Тиха» ятлӑ юптарусен пуххине хӑтларӗҫ. Хӑтлава литературӑна юратакансем кӑна мар, Шупашкарти тата районсенчи чӑваш вӗрентекенӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, вулавӑшҫӑсем, таврапӗлӳҫӗсем пухӑннӑ. Вӗсен умӗнче юптаруҫӑ хӑйӗн ҫӗнӗ хайлавӗсене вуларӗ. Арсений Тарасов, Марина Карягина ҫыравҫӑсем, Василий Пушкин, Зоя Лукина педагогсем ҫӗнӗ талантӑн ҫӗнӗ кӗнекине тӗплӗ тишкерчӗҫ, ҫыравҫӑ пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗҫ. «Чӑваш халӑх сайчӗ» вулакансене юптару каҫӗнче Виталий Станьял тӗпчевҫӗ тухса каланӑ сӑмахпа паллаштарать.

 

Юптарусен ҫӳлӗкӗ пултаруллӑ ҫыравҫӑн Владислав Николаевӑн «Дипломлӑ Тиха» кӗнекипе пуянланчӗ (Ш., Чӑваш кӗн. изд-ви, 2017. 47 с.), ҫакӑ чӑваш литературин йывӑр жанрӗ чиперех аталанса пынине кӑтартса пачӗ.

 

Владислав Дмитриевич Николаев (28.8.1974; Елчӗкъен, Шӑмалак ялӗ) — Чӑваш Республикин яш-кӗрӗм премийӗн лауреачӗ (1998), паллӑ журналист, ҫыравҫӑ, «Тетте» журнал, «Тантӑш», «Салам» хаҫатсен тӗп тӗременӗ пулнӑ, 2013 ҫултанпа пӗчӗккисем валли хӑй йӗркеленӗ «Асамат тата Шевле», «Панулми» журналсем кӑларса тӑрать.

Пичетре Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑранпа (1996) тӑрӑшать, «Хыпар», «Хресчен сасси», «Молодежный курьер», «Спортивная Чувашия» хаҫатсенче тата Спорт, физкультура, туризм шаралӑхӗнче, Раҫҫей Перекет банкӗн хыпарлав хӗсметӗнче ӗҫленӗ.

Илемлӗ литература хирӗнче вӑл тӗрлӗ енлӗ аталанса пырать. Ачасем валли ҫырнӑ «Пиневерӗн ҫӗнӗ тусӗсем» (2010) тата «Хула хӗрачи» (2016) кӗнекери пьесисем тата Чӑваш академи драма театрӗ унӑн мешехи тӑрӑх лартнӑ «Пихампар чунӗ манра» (2016) мюзиклӗ чӑваш ӳнерӗнче юлашки вӑхӑтра каланӑ ҫӗнӗ сӑмах пулчӗ.

 

Ҫыравҫӑн юптару кӗнекинче ҫӗнӗ сӑмах пур-и? Ҫӗнӗ самана шульӑшне сывласа илнӗ-и вӑл? Мӗн ҫинчен, кам ҫинчен та мӗн калать юптару кӗнеки?

Чӑваш юптаруҫи Крылов асатте, Аттайпа Кӑлкан пиччӗшӗсен ҫулӗпех пырать, ҫав ӳсентӑранпах (ӑвӑс, хурӑн) чӗрчунсемпех (автан, кӑркка, хӑнтӑр, сӑсар, пакша, мулкач, тырккас, сӑпса, пӑван, ҫӑхан, ҫерҫи, чӗкеҫ, лаша, тиха, ӗне, сурӑх) калаҫать, ҫав япаласемпех (хачӑ, мечӗк, чан, пичет) усӑ курать. Анчах вӗсем пурте хальхисем, асаттесен вӑхӑтӗнчисем мар. Амӑшне сӳре туса пулӑшма пикенекен Тихасем ҫук халӗ. Хальхи Тиха-Пӑрушсем хут вӗреннӗ. Вӗсене дипломне ашшӗ-амӑшӗ хура ӗҫ тума туянса паман. Тиха килте ларать, ака-сухана тухмасть. Унӑн диплом пур! Ӗҫ тума пӗлмен дипломҫӑсем паян лӑк тулли, куккӑш-пиччӗшсен хӳттипе кантур пуканӗсене якатса, талантлӑ ӗҫтешӗсене таптаса, хура халӑха нушалантарса лараҫҫӗ. Йӑпӑлти Йӑпарсем, шӗлепкеллӗ Сурӑхсем, телевизорлӑ Автансем, праваллӑ Тырккассем, Лаша депутатсем, Хӑнкӑла президентсем алхаснӑ чухне кулӑшпа питлев валли тӗслӗх шыраса хӑшкӑлас ҫук. Владислав Дмитриевич калашле, халь самани йӑлт юптару валли! Тӗрӗссине шахвӑртса калама хӑюлӑхпа ӑсталӑх кӑна кирлӗ. Шӑпах ҫавсем ҫитмеҫҫӗ те паянхи капкӑнҫӑсене.

Анатри Элькушӑн Тракторӗпе Сухапуҫӗ хирте кам паттӑртарах пуласси пирки тавлашатчӗҫ. Хальхи Тракторсем чыс пайлаҫҫӗ. Кама кирлӗ эсӗ, тет МТЗ трактор Бульдозера, хӑйне паттӑра хурса. Юр кӗрчӗ ӑшне кӗрсе ларсан хӑйне шӑпах ҫав Бульдозер туртса кӑларать. Ҫапла пирӗн пурнӑҫ — хамӑра хамӑр хак хума пӗлмесӗр кутӑнла виҫесемпе пурӑнакан пурнӑҫ.

Кӗнеке «Капӑртмапа Пашалу» юптарупа уҫӑлать. Шупашкарти кӑтартура тем ҫимелли те пур — матнакаш, лаваш, багель, крендель, круассан, волован, крутон, шоти, тарталетка, чиобатта, тако, фатир, пицца — пурне те мур пӗлет! Хыҫалти кӗтесре Пашалупа Капӑртма та пур иккен. Анчах «Пур чаплӑ вырӑна валеҫнӗ ютсене». Кӗрсе пӑхӑр-ха Шупашкарти ертӳлӗх учрежденийӗсене — миҫе ҫӗрте Капӑртмасемпе Пашалусене тӗл пулайратӑр?

Лараҫҫӗ вара ютран илсе килнӗ тутӑх Хачӑсем ҫамрӑксене касса та вакласа. Вӗсем «ҪӗвПромПӗрлешӗвӗнче» ҫеҫ мар, Чӑваш университетӗнче те, Вӗрентӳ управленийӗнче те, ЖКХара та лӑк туллиех («Хачӑ» юптару). ХХI ӗмӗр пуҫламӑшне «Хӑнтӑр тухтӑр» юптарура пит тӗрӗс ӳкернӗ: Упа хуҫа вӑрман тухтӑрне Хӑнтӑра лартнӑ («Хӑнтӑр тухтӑр»). Кайнӑ вара ҫӗршывра экологи ӗҫӗ. Юманӗ, Йӑмри, Хырӗ, Чӑрӑшӗ — йӑлтах Хӑнтӑр пӑчки айне лекнӗ! Анчах Упа сӑтӑрҫӑ Хӑнтӑра хӳтӗлет: лешӗ, чеескер, Ҫӑкасене тивмест. Ҫӑкалӑхри утартьан Упа пуҫлӑха пыл пырса параҫҫӗ ҫав! Каснӑ-лартнӑ паянхи лару-тӑру. Упана Димон тесе ан калӑрах, тем курса пӗтӗр, ним мар кӳршӗри Ҫӑхав типтерне лекме пултаратӑр («Тетрадьсем»).

Юптару жанрӗн классики хирӗҫле мӑшӑрлӑха юратать. Пакша, ҫӳлте ларса, Мулкача ӑс парать: «Эс Кашкӑртан мӗн-ма хӑран. Эпир вӗт пурте пӗр йӑхран...» «Кашкӑр» тенине илтсенех Пакша мӗн тӑвать. Хӑвӑла тарса пытанать!

Ҫерҫи Чӗкеҫе ӑмсанать: «Куратӑн пуль темле асам та...». Чӗкеҫ пӗрле вӗҫме чӗнет. «Анчах ҫак хушӑра Чӑххисене апат парать хуҫи, унта вӗҫтерчӗ хай Ҫерҫи. Эпир та ҫак Ҫерҫи пекех Шав хырӑм тутӑ пултӑр тетпӗр». Ҫерҫисем Шӑнкӑрч йӑвине «приватизци» тунӑ та, тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ Шӑнкӑрча тӑпӑлтараҫҫӗ кӑна: «Ҫӳрет таҫта, ӑҫта ун патриотлӑх туйӑмӗ. Ярас хӑваласа ӑна кунтан! Туртса илес унран «Юратнӑ юрӑҫӑ» ятне! Юптарӑвӑн вӗрентӗвӗ ансат: «Нумай-ха Ҫерҫисем чӑн пурнӑҫра».

Сӗмсӗр вӑрӑ Пӑсараран йӑваш Сӑсар ним те ыйтмарӗ: Мӗн-ма вӑл тарнӑ йӑваран, ҫурисене мӗн-ма пӑрахса хӑварнӑ, ма арӑмне ҫурса пӑрахнӑ. — хӗрхенчӗ те пурӑнмашкӑн вырӑн уйӑрса пачӗ. Мӗнпе вӗҫленеҫҫӗ ҫакӑн пек историсем? Паллах, шар курнипе, кил-ҫурта пайланипе, судлашнипе.

Пуян Кушака юратса пӑрахнӑ чиперкке Шӑши ашшӗ-амӑшне итлемест. Кушакпа туслӑ пуласшӑн. Мӗнпе вӗҫленет ӗҫ-пуҫ? «Кушак ӑна ҫӑтса та ячӗ». Кушакпа Шӑши туслӑ пулмасси ӗмӗртен паллӑ. Пӗрех мӗн чухлӗ чиперкке, аслисене итлемесӗр, мӑнтӑр Кушаксен ҫӑварӗнче пӗтни кухаллӗн куҫ кӗретӗн те паллӑ.

«Ӗнепе юн ӗҫенсем» юптару та паянхи ҫивӗч ыйтӑва тапратать. Вӑрӑмтуна, Пӑван, Сӑвӑс, Шӑна, «пӗчӗк бизнеса суса илме кӗртеҫҫӗ ҫӗнӗ налуксем», вара ӗмеҫҫӗ Ӗнене сакунлӑ. Ӗне итлет вӗсене, курӑк ҫаранӗ чӑнах та ҫавсен тесе шутлать. Юптару моралӗ каламасӑрах паллӑ, бизнесменсен тӑрас пулмасть мӑк-мак туса».

Ҫӑткӑнлӑх, каппайчӑклӑх, икӗпитлӗх, сӗмсӗрлӗх, чеелӗх, ултав — этемккесенче шӑрка-пыйтӑ пекех пӗтми синкерсем. Тискер капитализм вӗсене Раҫҫее ниҫтинчен ытларах чыхса тултарчӗ. Нимле мунчара та тасатса пӗтерес ҫук. Мӗн кӑна курман Мунча, шарламан. «Депутатсем, чиновниксем, бюрократсем, демократсем, либералсем, генералсем, усламҫӑсем, лавккаҫӑсем, укҫан тарне курманнисем». Чӑтайман Мунча, шарланӑ. «Ҫитейнӗ-ши ҫыру ҫитес ҫӗре, анчах та виҫ кунран кӗл купи ҫеҫ юлнӑ Мунчаран». Мӗн каласси — нумай тискерлӗхе пӗлекенсем шӑпи синкерлӗ.

Чӑваш капкӑнҫисем «перестройкӑна» «утӑрья» кӑшкӑрса кӗтсе илчӗҫ те шӑлсӑр тӑрса юлчӗҫ. Телее, Кӑлканпа Галкин юптаруҫӑсен ялавне ҫӗре вуҫех ӳкесрен тытса тӑракансем пӗтмен-ха. Вӗсен ретӗнче Владислав Николаев тупӑнчӗ. Тискерлӗхе хӑюллӑн, ҫӗнӗ сӑмахпа, хӑрамасӑр питлерӗ юптаруҫӑ. Сӑнарӗсем курӑмлӑ, чӗлхи ҫивӗч, шухӑшӗ татӑклӑ. Паллах, ӑна кирек кам та ӑнланатех пулӗ тетӗп. Вӑл аса илтерекен сӑнарсем — Автансем, Тилӗсем, Тыркассем, Тӑманасем — чунӗ-ӑсӗпе кам пулни чӑваш халӑх юмахӗсенченех пит паллӑ-ҫке! Ҫӗнӗ йышши кайӑк-кӗшӗк те вулакансен асӗнче юлатех тетӗп.

Итлӗр-ха, мӗнле калаҫать фламинго пек пулма шутлакан Кӑркка: «Фла-мин-го — мӗнлерех янрать! Эп Кӑркка мар текех, Фламинго тейӗр малашне!». Ват кӑркка ӑна калать «Мӗнле Фламинго. Эс — Анго-Минго». Анкӑ-минкӗ Кӑрккана хуҫи чӑмтарнӑ яшкана!

«Кӑркка-фламинго», «Калта», «Виҫе», «Непӗссӗр Ҫӗрулми», «Хур» тата темиҫе юптарӑва шкул вӗренӗвне кӑштах тӳрлетсе кӗртме сӗнетӗп. Вӗсем тасалӑх, танлӑх, тӳрӗлӗх, тирпейлӗх ҫинчен калаҫма пит меллӗ.

«Дипломлӑ Тиха» кӗнеке алҫырӑвӗ 2016 ҫулта ача-пӑча хайлавӗсен ӑмӑртӑвӗнче Республика парнине тивӗҫнӗ. Пичетленнӗ кӗнеке вулакансен кӑмӑлне тивӗҫессе шансах тӑратӑп. Вӑл паянхи пурнӑҫпа ӗмӗрхи хаксем ҫинчен шухӑшлакан ҫынна самаях чӗрӗ шухӑшсем парнелеме пултарать.

 

2017, ака, 4,ЧР Наци вулавӑшӗ.

Сӑнсем ҫинче: Микрофон умӗнче — Владислав Николаевпа Виталий Станьял; кӗнекепе паллашма килнисем; пӗрле ӳкерӗннӗ сӑн.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters