«Эх, ӗлӗк туйсем епле иртетчӗҫ! Мӗн тери хаваслӑччӗ! Мӗн тери илемлӗччӗ!» — хаш! сывларӗ 70 ҫултан иртнӗ кӳршӗ хӗрарӑмӗ. Унтан хӑйсем ҫамрӑк чухне туй мӗнле иртнине аса илчӗ.
Ун чухне тури чӑвашсем туй арӑмӗсӗр ҫак уява ирттермен. Каччӑ енчисем те, хӗр тӑванӗсем те чӑваш кӗпине тӑхӑннӑ. Каччӑн тӑванӗсем – хура тӗслине, хӗр енчисем – шурӑ тӗслине. Кузовлӑ машинӑна ларса хӗр илме кайнӑ. «Упӑшкана миҫе туя илсе кайман-ши? Кузов ҫине ятарласа саксем лартнӑччӗ вӑл. Унта туй арӑмӗсем ларса такмаксем шӑрантарнӑ. Ҫав саксем халӗ те пур, лаҫра упранаҫҫӗ», - иртнине аса илсе калаҫрӗ ватӑ хӗрарӑм. Чӑнах та, эпир пӗчӗк чухне, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче, ялта туйсем питӗ чаплӑ иртетчӗҫ. Ача-пӑча ятарласа туй курма чупнӑ. Ял-йыш та пухӑннӑ, хӗр курма пынӑ. Халӗ унашкал йӑла ӑҫта сыхланса юлнӑ-ши? Калама хӗн. Халӗ ял ҫыннисем туй курма пухӑнмаҫҫӗ. Ара, халӗ ытларахӑшӗ ҫӗнӗ ҫемье уявне кафе-ресторанра ирттерет. Тен, ял ҫыннисем ҫавӑнпа хӑйсене ытлашши пек туяҫҫӗ, туй курма пымаҫҫӗ.
«Ҫав Толик авланнӑ чухне эпир те хӗр илме кайрӑмӑр. Яла ҫитсен вӑхӑт нумаях та иртмерӗ – каччӑсем ҫапӑҫма тытӑнчӗҫ. Туйра вӑрҫӑнни ырра мар теҫҫӗ ҫав. Толикӑн телейӗ пулмарӗ. Арӑмӗ ҫамрӑклах вилчӗ. Кайран хӑй те ҫӗре кӗчӗ. Вӑт, халь аса илетӗп те тӗлӗнетӗп. Ӗлӗк пӗр туй та вӑрҫӑнмасӑр иртмен. Хӑть те ӑҫта кай – каччӑсем хирӗлме тытӑнатчӗҫ», - иртнине аса илсе каласа кӑтартрӗ кӳршӗ. Чӑн та, ун чухне ҫамрӑксем хӗрӳ туйӑмлӑ пулнӑ. каччӑсем юттисене яла пули-пулми кӗртмен, картасене хӑйпӑта-хӑйпӑта ҫапӑҫнӑ.
Сӑмахӑма айккинелле пӑрам мар-ха. Халӗ чӑн чӑвашла туй ирттерекен ҫынсем пур-ши? Пачах ҫук мар, сайра-хутра тӗл пулать унашкал тӗслӗх. Анчах ку пирӗншӗн халӗ «эксклюзив» пулса тӑчӗ. Чӑвашла туй ирттернинчен слон курнӑ евӗр тӗлӗнме пуҫларӗҫ. Кам айӑплӑ? Хамӑрах. Ҫитӗнекен ӑрӑва чӑвашсен йӑли-йӗркипе паллаштармастпӑр, чӑвашла калаҫма вӗрентместпӗр. Шкулта чӑваш чӗлхипе литературин сехечӗсене катрӗҫ. Чӑвашсен йӑли-йӗркипе ятарласа паллаштаракан урок пачах ҫук. Эппин, ашшӗ-амӑшӗн вӗрентмелле. Анчах ку питех те иккӗлентерет. Тӑван халӑх йӑли-йӗркинчен хамӑрах пистеретпӗр ачасене.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.