Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Предвидеть - значит управлять.(Паскаль)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӑвашсем! Атьсем! Нимелле ӗҫлеме хӑрар мар!

Аçтахар Плотников30.06.2017 14:148734 views

Хисеплӗ чӑвашсем! Пирӗн халӑхӑн чӗлхи кӑна мар, йӑли-йӗркисем те манӑҫа тухаҫҫӗ. Ҫав шутра — ҫирӗп тымар янӑскерсем те. Кунта эп туй йӑли-йӗрки е урӑххи пирки каламастӑп. Сӑмах нимелле ӗҫлени пирки пырать. Йӗри-тавралла сӑнаса пӑхкаларӑм та паянхи кунра ниме текен япала ҫухалнӑнах туйӑнать. Пӗр 15 ҫул каяллах апла марччӗ. Кӳршӗ-кӗршӗ, сӑмахран, кирпӗч е хӑма машшинпа тиесе килсен ҫывӑх ҫуртсенчи халӑх ӑна пушатма васкатчӗ. Халӗ вара тавар турттарса килнӗ хуҫи тата вӗсен кил-йышӗ кӑна нушаланать. Ыттисем кантӑкран «ку кӳршӗ мӗн тиесе килчӗ-ха?» тесе ҫеҫ пӑхса тӑраҫҫӗ. Ушкӑнпа ӗҫлесси пӑрахӑҫа туха пуҫларӗ, ытларах кашни уйрӑм пурӑнма тӗмсӗлет мар-и? Е эпӗ йӑнӑшатӑп...

Нимелле, е тепӗр май ушкӑнпа ӗҫлесси вара пирӗн халӑха сӑнлакан чи пӗлтерӗшлӗ паллӑсенчен пӗри шутланать. Вырӑсланса пынӑ май эпир ҫак хамӑрӑн йӑлана та манса пыратпӑр. Паянхи пурнӑҫӑн йӗрки ҫапларах тесе тӳрре кӑларас килмест ман ҫакна. Тем тесен те ҫак пулӑмӑн чӑн сӑлтавӗ — хамӑр халӑхран писсе, тӑван чӗлхене сирсе ют чӗлхе ҫине куҫнӑ май «ютла» (е тепӗр май — вырӑсла) пурӑнма хӑтланни. Хӑма е кирпӗч тиесе килсен хӑшӗ-пӗри кантӑкран кӑна мар, урама та тухса тӑрать, анчах хӑйӗн килӗ умӗнчен пулӑшу кӳме тапранмасть. Чӑваш чунӗн тарӑн тымарӗ ӑна, паллах, пулӑшма хистет пулӗ, анчах пурнӑҫӗ улшӑннӑ тесе вӑл хӑйне хӑй чарса тӑрать.

Нимелле ӗҫленине манса пыни чӑваш чӗлхин аталанӑвне хутшӑнманнинче те лайӑх курӑнать. Ак, сӑмахран, Википедине илес. Чӑн-чӑн нимелле ӗҫлесе аталантарма хатӗрленӗ проект. Анчах сӑнӑр-ха: вырӑссем унта мӗнле хутшӑнаҫҫӗ тата чӑвашсем. Пӑхатӑп та ниме йӑли-йӗрки вырӑссен лайӑхрах аталаннине куратӑп. Тӗлӗнмелле мар-и?

Атьсем, атьӑр-ха хамӑрӑн ниме йӑлине пӑрахар мар, вӑл пирӗн халӑхӑн палли пулнине лайӑхрах палӑртма тӑрӑшар.

Чӑваш чӗлхине аталантарас ӗҫре нимелле ӗҫлемелли вырӑнсем вара сахал мар. Вӗсем пирки кӗскен сире каласа парар:

1. Википедин чӑвашла уйрӑмӗ. Википеди — вӑл ирӗклӗ энциклопеди. Халӑх вӑйӗпе хатӗрленӗскер чылай анлӑрах та калӑпӑшлӑрах пулса тӑмалла. Ӑсчахсем темле ӑслӑ пулсан та вӗсен ушкӑнӗ пӗчӗк пулнӑран энциклопедине хатӗрлеме нумай ҫул кирлӗ. Халӑх пӗрле кар тӑрса ҫак ӗҫе кӳленсен вара ку ӗҫе хӑвӑртрах та туллирех тума май пур. Вырӑслинче паянхи кун тӗлне 1 млн та 400 пин статья. Танлаштарма: Пысӑк совет энциклопедийӗн 3-мӗш кӑларӑмӗнче пурӗ те 95 пин ытларах статья ҫеҫ. Куратпӑр ӗнтӗ, халӑх ушкӑнпа ӗҫленине пула 10 хут ытларах статья ҫырса кӗртме пултарнӑ. Википеди чӑвашла та пур, пирӗн уйрӑмра вара 40 пин статья кӑна-ха. Тутарсен ытларах — вӗсен 71 пин. Википедине хутшӑнас тесен чи пӗрремӗш утӑма кӑна тума хӑрамалла мар. Ӗҫлемелли вара унта пайтах — кӗртнӗ статьясене юсама пулать, хӑвӑрӑн тӑрӑх пирки информаци кӗртме пулать. Йӑнӑш тӑвасран хӑрамалли ҫук, Википеди функционалӗ йӑнӑшсене пӑрахӑҫлас енӗпе питӗ анлӑ та аван ӗҫлет.

2. Чӑваш халӑх сайтӗнчи энциклопедиллӗ пайӗ. Википеди евӗр ӗҫлекен пай пирӗн сайтра та пур. Анчах пирӗн вӑл кӑшт ансатрах. Енчен те Википедине пур материала та кӗртме юрамасть пулсан пирӗн ку тӗлӗшпе кӑшт ирӗклӗрех. Сӑмахран, Википедин вырӑсла уйрӑмне пур ҫынна та кӗртме юрамасть, вӗсен сумӗ пулмалла. Пирӗн ку енчен вара ирӗклӗрех — ялта палӑрнӑ кашни ҫын пирки кӗртме пулать. Информаци кӗртес тесен сайтра регистрациленмелле кӑна.

3. Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи. Ку сайт тӗллевӗ вара — чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен (предложенисен) пуххине хатӗрлесси. Ҫавна май пухмача кӗртнӗ пуплевӗшсене вырӑсла куҫаракансем питӗ кирлӗ. Вӑл темиҫе пин пуплевӗшпе пуянлансан эпир чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла хӑй тӗллӗн куҫаракан тӑлмача хатӗрлеме пултарӑпӑр. Ӗҫӗ пӗчӗк мар (хальлӗхе 24 пин кӑна), ҫавӑнпа та кашни те пулин пӗр-ик пуплевӗш куҫарсан ку ӗҫ малалла куҫма пултарӗччӗ. Ӗҫе хутшӑнма сайтра регистрациленес пулать.

4. Чӑвашла терминсен онлайн канашлӑвӗ. Ку сайт вара чӑваш чӗлхине аталантарма кирлӗ. Чӗлхене ҫӗнӗ терминсем хушмасан вӑл хальхи вӑхӑтпа тан пыраймӗ. Ку сайт вара шӑп та лӑп ҫӗнӗ терминсем кӗртмелли, сӗнмелли вырӑн. Эсир сӗнекен куҫару ӑнӑҫлах мар тесе хӑраса тӑмалла мар. Мӗн чухлӗ ытларах сӗнӗҫ, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах термин шухӑшласа кӑларма май пур. Ҫавна май ку проекта хутшӑнма хӑраман ҫынсем ытларах кирлӗ. Ӗҫе явӑҫма регистраци урлӑ тухма тивӗ.

5. Кӗнекесем сканерласси. Пирӗн порталта Электронлӑ вулавӑш тата Электронлӑ сӑмахсарсен пуххи пур. Вӗсене ҫулсенех пуянлатса пымалла. Сирӗн кӑмӑл пур пулсан эсир электронлӑ вулавӑшра ҫук пӗр-пӗр кӗнекене илсе ӑна сканерлама пултаратӑр, пӗр-пӗр словаре электронлӑ варианта куҫарма пултаратӑр. Хатӗрленӗ ӗҫе пирӗн пата ярса панӑ хыҫҫӑн (np@chuvash.org) вӑл тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнма пултарӗ. Кӗнеке е сӑмахсар пӗлтерӗшлисен йышӗнчи пулсан эпир сире укҫан хавхалантарма та пултаратпӑр.

 

Ҫавӑн пекех эсир «Хавал», «Ирӗклӗх» пӗрлӗхсен, Чӑваш наци конгресӗн проекчӗсене хутшӑнма пултаратӑр. Вӗсен те эсир пулӑшма тивӗҫ ӗҫсем туллиех. Нимелле ӗҫлеме кӑмӑл кӑна пултӑр.

 

Ӳкерчӗк ҫинче: ӗлӗкхи ниме

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

Agabazar // 1104.07.3488
2017.06.30 15:31
Agabazar
Çав тери вырăнлă, вăхăтлă асăрхаттару.

Интернетра çак статьяра асăннă ĕçсене туса пыма килĕшекенсем сахал пулни мана яланах тĕлĕнтернĕ.

Медальсем, орденсем памаççĕ тесе, хисеплĕ ятсем памаççĕ тесе, тулевсĕр тесе çавнашкалах пăлахая каймалла мар пулĕ ĕнтĕ!

Тиркешсе, чăркăшса ларма пурте маçтăр. Çав вăхăтрах хăйсем ансат япалана та пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарса хума ÿркенеççĕ. Майсем пур, ĕçлĕр Интернетра. Кирлĕ пулсан вăхăтăр тупăнатех. Атту кăмака çинче маччана сурчăк сурса выртсах мĕн чухлĕ вăхăт пустуй иртет чылайăшĕн.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters