Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +5.3 °C
Тесен мир, мозг же человека необъятен.(Ф. Шиллер)
 

Ad

Ireklekh: «Ирӗклӗх» В.В.Путин наци чӗлхисем пирки каланӑ сӑмахпа килӗшмесӗр ҫырнӑ уҫӑ ҫыру

Ireklekh22.07.2017 20:459163 views

«Ирӗклӗх» В.В.Путин наци чӗлхисем пирки каланӑ сӑмахпа килӗшмесӗр ҫырнӑ уҫӑ ҫыру

 

В. Путин наци чӗлхисем пирки каланӑ ухмахла сӑмах - Федераципе Республикӑмӑр Конституцийӗсемпе саккунлӑхӗсене, тӗнче шайӗнче ҫирӗплетнӗ ирӗксене хирӗҫлет, халӑхпа ертӳлӗхе аташтарма пултарать, ӑна Чӑваш Республикинче нимӗнле те нихӑҫан та йышӑнмалла мар.

РФ Конституцийӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш ен вӑл республика (патшалӑх). Ун йӗркине шута илсех Республика хӑй ҫӗрӗ ҫинче икӗ патшалӑх чӗлхи ҫирӗплетнӗ — пӗртан, тулли праваллӑ чӑваш тата вырӑс чӗлхисем. Федерацин Тӗп Саккунӗпе килӗшӳллӗн чӑваш патшалӑх чӗлхипе патшалӑхпа муниципалитетӑн пур тытӑмӗнче вырӑс патшалӑх чӗлхипе пӗртанах усӑ курмалла, вӗсем пӗр шайрах пулмалла.

Чӑваш енри чӗлхе саккунлӑхӗ тӗнче шайӗнчи правӑпа, РФ тата ЧР хальхи вӑхӑтра вӑйра тӑракан саккунлӑх ҫинче никӗсленет. Чӑваш чӗлхине — ЧР патшалӑх чӗлхине, чӑваш нацине пӗтӗҫтерсе тӑракан чӗлхене упраса хӑварса малалла аталантарас, пур майпа та хӳтӗлес ӗҫшӗн Чӑваш ен патшалӑхӗ яваплӑ, ку вӑл Тӑван Ҫӗршывӑмӑрӑн пархатарлӑ тивӗҫӗ.

Чӑваш чӗлхине, ЧР патшалӑх чӗлхине, Чӑвашри кашни вӗренӳ организацийӗнче вӗрентмелле, хӑй вӗренӳ процесне те чӑвашлатма тытӑнмалла. Чӑваш чӗлхи вӗренӗвӗн сехечӗсене чакарма юрамасть, шайне — ӳстермелле!

Чӑвашсем, халӑх пӗрлешӗвӗнчи хастарсем, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхпа республика министрлӑхӗсен ертӳҫисемпе ӗҫченӗсем, ЧР Ертӳлӗхӗпе Пуҫлӑхӗ, чӑваш чӗлхишӗн кар! тӑрар! Чӑвашмарланармар!

 

Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (4)]

Comments:

Ваççа // 9259.3.8429
2017.07.28 07:09
Малтанхи утăм тăван чĕлхепе ÿстермелли ача пахчисенчен пулмалла. Хуласенче,районсенче ,пур çĕртре те. Чăваш чĕлхине Шупашкарта вăй илме памалли майсем туса парассипе ĕçлемелле. Тĕнче "касса " çÿресси малта пулмалла мар. Чĕлхе çинчен пыракан калаçуна яланах çак çамахсемпе пуçламалла тата вĕçлемелле. " Унсăр пуçне ,эпир шутлатпăр, хуласенче чăваш чĕлхипе ÿстермелли ача пахчисем пулмалла. Çакăн пек тума халăха Турă вăй патăр."
Акапасар // 4011.80.7226
2017.08.03 20:19
Ача сачӗсем. Вӗсене Ваҫҫа мар шутласа кӑларнӑ. Цивилизациленнӗ тӗнчере вӗсем тахҫанах пур.
Печча // 3335.84.0120
2017.08.14 16:47
Ирӗклӗхпе килӗшетӗп. Чӑваш чӗлхи ача сачӗнче те, шкулта та 6-8 сехет пулмалла. Радио, ТВ, театрсенче т.ыт. вӗсем кирлӗ халӑха.
чул // 3335.84.0120
2017.08.18 13:47
Чӑвашла вӗрентмесен татах, чӑвашсене, транспортра билет сутакансене мӑшкӑллама тытнаҫҫӗ 1960-80 ҫ.ҫ пек.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters