Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
В гениальности 99% труда и 1% вдохновения.(Эдисон)
 

Ad

Виталий Станьял: «Пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ пултӑр!»

Виталий Станьял28.09.2017 08:037870 views

Кӗнеке ҫӳлӗкӗ

Вулакансем тӑтӑшах ыйтнине шута хурса Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш пилӗсемпе кӗллисем» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ (Шупашар, 2017. Редакторӗ В.Н.Алексеев. — 366 ен). Халӑх пилӗсемпе кӗллисем пӗрремӗш хут «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмпа 2005 ҫулта пин ҫурӑ шутпа тухнӑччӗ. Вӑл академилле кӑларӑм пулсан та, ҫулталӑкранах сутӑнса пӗтнӗ-мӗн.

«Чӑваш пилӗсемпе кӗллисем» кӗнекене ку хутӗнче пӗчӗкрех калӑппа, кӗскетсе, ҫӗнетсе, тирпейлӗ пичетленӗ. «Чӑваш халӑхӗн тӗнӗ-ӗненӗвӗ – чи авалхи йӑла-йӗркесенчен упранса юлнӑ еткерлӗх. Ӑна таптаса, кӑкласа, пӗтерсе пынӑ пулсан та, вӑл хӑйӗн ҫирӗп никӗсне паян кунчченех тӗрӗс-тӗкел тытса тӑрать», — тенӗ кӗнеке пуҫламӑшӗнче. Ача-пӑча шыва кӗрес умӗн калакан ансат сӑмахсене, пысӑк ӗҫ умӗн вӑйпитти ҫын ҫутҫанталӑкран ӳт-пӳ ҫӑмӑллӑхне ыйтнине, ваттисем яш-кӗрӗме туйра пилленине, уявра-ӗҫкӗре ҫӑкӑр касса пичке пуҫланине, салтака е вӗренме каякана ырӑ сунса ӑсатнине, несӗл пуҫӗсене асӑнса хывнӑ кӗлӗсене пирӗнтен нумайӑшӗ илтме пултарнӑ.

Ӗмӗрсен аваллӑхӗнче ҫуралнӑ сӑмахлӑхран халӑха ХХI ӗмӗрте кирли мӗн юлма пултарнӑ-ши. Мӗншӗн пин ҫулхи хаймак-хачмаксем, халап-юмахсем интернетланнӑ ватти-вӗттине илӗртме пӑрахмасть. Ырӑпа усала уйӑрма вӗрентни, тӗнчепе этеме аякран курса хаклани, хамӑр ҫине ыттисен куҫӗпе пӑхса виҫни килӗшет ҫынсене. Савӑк чун юрӑсӑр, ташӑсӑр, шӳтсӗр пулайман пекех, хурланакан, асапланакан, шухӑшлакан, ӗмӗтлекен, шанакан ҫын та кӑмӑла кӳнеҫтерекен пилсӗр, кӗлӗсӗр, шертсӗр-тупасӑр, тархаслу-ӳкӗнӳсӗр пурӑнма пултараймасть. Ку вӑл этем ӗмӗрӗнче халӑхран е уйрӑм харкам кӑмӑлӗнчен килмен саккун. Тӗнчепе пӗрле ҫынсен шухӑшӗ, курӑмӗ, ырлӑхӗ, пурлӑхӗ улшӑнса пырать, анчах этем тӗшши тата ырӑпа хаяр кӗрешӗвӗ хӑвӑрт улшӑнмасть. Эпир ырра, тӗрӗслӗхе шанса пурӑннӑран, авалхи асаттесем пире чӑтӑмлӑха, ҫирӗплӗхе, хисеплӗхе, танлӑха, тӑванлӑха упрама вӗрентсе хӑварнӑран чӑваш хушшинче хамӑр пилсем, халалсем, тупасем, сӑвапсем, пуҫтайсем, кӗлӗсем упранса тӑраҫҫӗ. Пӗлекен-упракансене вӗсем йывӑр вӑхӑтра чуна ҫӑмӑллӑх парса пулӑшаҫҫӗ.

Ача чухнеренпе, Чалтан вӑрҫи хыҫҫӑнхи выҫлӑх ҫулхине ҫумӑр чӳкӗнче пулнӑранпа, тӑван халӑхӑн ӑрӑмлӑ сӑмахне илтетӗп. Ҫӳлтикассинчи Йӑкӑнат амӑшӗ, Анаткуккӑрти Карила арӑмӗ, Кипечкассинчи Мостар карчӗкӗ тата Шомик-Кӗнер хутлӑхӗнчи Амаксар киремечӗн ӑстисем каланисене ун чухне тӑнкарса ҫитереймен ҫеҫ мар, итлеме те хӑранӑ. Сӑмаххисене ҫырса илнӗшӗн шкулта пионерсен линейкинче хытах пӑркӑчлатчӗҫ.

Чӗмпӗр енчи Чӑвашкассинче, Кив Улхашра, Пенза облаҫӗнчи Итӗм Курара, Самар енчи Ухинккельре, Уҫтимӗлте, Ҫтуххальте, Тутарстанри Аксура, Хӑратара, Йӗлмелӗре, Клемтелре, Патраклӑра, Пушкӑртстанри Ҫирӗклӗре «чӑн чӑвашсем» хамӑр йӑла-йӗркесене паян та ҫирӗп тытса пурӑнаҫҫӗ. Хӑрамаҫҫӗ те, вӑтанмаҫҫӗ те. Асӑнусемпе чӳксене акатуйсенчен кая мар ирттереҫҫӗ. Патраклӑ (Старое Суркино) ялне кайса курнӑ ҫын «чӑваш тӗнӗ пур-и вара?» тесе ыйтас ҫук тесе шутлатӑп.

«Чӑваш пилӗсемпе кӗллисем» кӗнекери сӑмахсене татах тепӗр хут вулатӑп та, унта чӑваш этемӗ тӑван ывӑлӗ-хӗрӗшӗн, шывшӑн-ҫӗршӗн, выльӑх-чӗрлӗхшӗн Ҫутҫанталӑкпа Турӑран мӗншӗн вӗҫсӗрех сиплӗх, канлӗх, ӑнӑҫу ыйтнине тӑнкарнӑ пек туйӑнать. Ҫав кӗлӗсенче тӑван халӑхӑн питех те йывӑр шӑпи ӳкерӗнсе юлнӑ. «Хӗҫсемпе сире сулса ярӗҫ, сӑнӑсемпе сире тӗллесе перӗҫ те ҫыннӑрсене йӗрӗхсем умне сӗтӗрсе пӑрахӗҫ» (72 ен). «Хӗвел ҫаврӑнӗ, ҫул ҫаврӑнӗ, пирӗн ӗмӗт ҫаврӑнӗ. Эпир чӑтӑпӑр. Эпир чӑтӑпӑр. Эпир чӑтӑпӑр!» (74 ен). Пысӑк чӑтӑмлӑхпа, шалти хӑват, ҫирӗп ӗненӳ пуррипе упранса юлнӑ Меттепе Аттила, Чорапа Сорӑм паттӑрсен тӑхӑмӗсем. Кӗнекери кӗлӗсенче ҫакӑ витӗрех курӑнса тӑрать.

Пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ пултарма хушса хӑварнӑ пире турӑнни пек аслӑ хисепе тивӗҫнӗ паттӑр несӗлсем. Манса кайрӑмӑр пулас эпир ку халалсене. Пирӗн пек халӑхсемех ҫӗкленсе пынӑ вӑхӑтра йышпа та хастарлӑхпа чакса та чакса пыратпӑр. «Пӳлӗхӗмӗр, пире шанчӑкран ан кӑлар, чарулӑхпа чӑтӑмлӑх пар, нушана та, ырӑлӑха та унчченех чӑтса курнӑ пекех виҫеллӗ ирттерсе яма вӑй пар!» (360 ен).

Чӑтӑмлӑх пирӗн сахал мар. Тӑван тӑвана кӗвӗҫсе, ӑмсанса такӑнтарнӑшӑн, ютсене сутӑнса ура хунӑшӑн, ҫӗршыва ҫаратнӑшӑн, виҫесӗр ҫӑткӑнланнӑшӑн хирӗҫ пама та хӑюлӑх ҫитереймесӗрех пурӑнатпӑр-ха.

Ӑса уҫӑлтарма, чуна тасатма, хастарлӑрах пурӑнма, ырӑ ӗҫе мехел ҫитерме хистекен, чӑвашсене «пӗрле ӑсса тӑракан ҫӑлтан» (361 ен) сип илме хистекен кӗнеке тесе шутлатӑп «Чӑваш пилӗсемпе кӗллисене». Ҫапла пултӑрччӗ!

 

Виталий Станьял

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (7)]

Comments:

Талпиçен // 3464.52.7598
2017.09.28 13:06
Чăваш кĕллисене аса илнĕшĕн пупсем = выçă кăуçсем каллех сиксе лараççĕ ак.Шупашкарти 500 çулăх паркĕнче Чăваш Юпине мĕнле хышларĕç! Россия халăхсене юратман,халĕ те вилсе кайса юратмаç. Пырне лартăрччĕ!
Тимĕр Акташ // 7553.6.4476
2017.10.01 19:32
Чăнах та, ку пирĕн халахĕн калама çук паха еткерлĕхĕ! Ăна ĕмĕрех упрамалла! Хÿтелемелле! Çухатмалла мар! Пирĕн Чулман Атăл леш енчи чăвашсем (халь Тутарстанра) çакă еткерлĕхпе пит́ĕ пуян пулнăччĕ.
Арлан // 9050.9.1496
2017.10.05 21:38
Пире вырăссем мар юатмаççĕ, чăваш ухмахĕсем тата пуçлăхрисем хамăра мĕскĕне чикеççĕ.
Agabazar // 9427.9.0327
2017.10.06 10:47
Agabazar
Тĕрĕс, пире вырăссем каçса кайса юратаççĕ.
Арлан // 2630.07.3255
2017.10.08 00:41
Вырăс пупĕсемпе, чиновникĕсемпе пĕрле ĕлĕк те, халĕ те чăваш сутăнчăкĕсем халăха касаççĕ, Пушкинпа Толстой мар.
Agabazar // 2391.09.5844
2017.10.08 08:06
Agabazar
Арлан,
Пушкинăн "Клеветникам России" сăввине вуланă-и эсĕр?

"Сутăнчăксем" тенĕрен... Вăт чиновниксем патне циркулярсем килеççĕ. Инструкцисем, приказсем.... Вĕсене кирек камăн та пурнăçламалла. Хуть вырăс пул эс, хуть чăваш! Вертикаль.
Арлан // 1023.12.1774
2017.10.09 14:29
АГАБАЗАР
Ветикаль тесе кутăн тăмалла=и! Этем ретлĕ ура çинчех тăма пулать-çке.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters