Паян ман элтеперпе ирттернӗ пресс-конференцине хутшӑнмалла пулнӑ-мӗн. Ҫыру вӗсенчен килмерӗ те пире йышӑнмаҫҫӗ пуль терӗм. Каймарӑм. Ӗҫе велосипед ҫине утланса тухрӑм. Мероприятиччен 10 минут юлсан шӑнкӑравлаҫҫӗ — эп килессине е килмессине пӗлесшӗн пуль-ха ӗнтӗ. Те чӑвашла хуравланӑран, те ҫыхӑну татӑлнӑран манпа калаҫасшӑн пулмарӗҫ. Ҫыхӑну татӑлнӑ пулсан тепре шӑнкӑравланӑ пулӗччӗҫ-ха та, анчах урӑх шӑнкӑрав пулмарӗ. Тем тесен те эп чӑвашла хуравланипе манран темле заразӑран хӑранӑ пекех хӑраса ӳкрӗҫ пулас. :) Хӑйсен ӑшӗнче «юрать-ха ку килмерӗ» терӗҫ пулас. :) Ӗненмесен вӑл калаҫун аудио-версипе паллашма пултаратӑр.
Шӳтлеп ӗнтӗ... Элтепер администрацийӗнче чӑваш чӗлхинчен ҫав таранах хӑрамаҫҫех пуль-ха. Калаҫӑва вырӑсла та пулин тӑсаччӗҫех-ха ӗнтӗ.
Ҫавах та, ма калаҫӑва тӑсмарӗҫ-ха? Чӑваш халӑх сайтӗнчен эп хама тата Тимӗр Акташа ҫырсаччӗ. Ун патне те шӑнкӑравланӑ. Анчах вӑл вырӑсла калаҫнӑ та леш енчисем трубкине пӑрахман. Манпа вара калаҫасшӑн пулмарӗҫ.
Эсир мӗн шутлатӑр?
ХК: Ун пек чухне «асӑрханӑр, сире ҫырса илеҫҫӗ» тесе пӗлтереҫҫӗ. Кам ман пата шӑнкӑравлать — тӳрех пӗлӗр, калаҫу ҫырӑнса юлать. Трубкӑна пӑрахсан та пӗр пӗчӗк фельетон ҫырмалӑх сӑлтав хӑваратӑрах :).
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Калапăр, сирĕнпе вырăсла калаçнă.
Тен çирĕн çавна хирĕç çапла каламалла пулнă:
<< Уважаемый господин, нельзя ли с вами продолжить разговор на чувашском языке?>>
Кун пе чухне леш енчен реакци тĕрлĕрен пулма пултарнă пек туйăнать. Пĕр вариант: <<По чувашски не знаю>> темешкĕн пултарнă.
Вара малалла епле-ха? Эппин, <<неснай>> пулсан <<неснай>> пултăр. Анчах та ун пек чухне "лешĕнчен" трубка патне чăвашла пĕлекен çынна ятарласа чĕнсе илме пулать. Патшалăх чĕлхисенчен пĕрне хисеплеççех пулсан, унашкал ыйтăва-сĕнĕве тивĕçтерме тивĕçлĕ.
Э, ҫук. Эп яланах тӳрех чӑвашла пуҫлап. Вара вӗсем «я не понимаю» тесе вырӑсла куҫма ыйтаҫ. Мӗн тӑвӑн, ун пек чухне вара вырӑсла калаҫатпӑр. Кунта вара хӑраса ӳкрӗҫ те сас та памарӗҫ.
Вара вӗсем «я не понимаю» тесе вырӑсла куҫма ыйтаҫ. Мӗн тӑвӑн, ун пек чухне вара вырӑсла калаҫатпӑр.
===========================================
Каларăм-çке, кун пек чухне те сирĕн е урăххин (калăпăр, манăн) чăвашла калаçмашкăн ыйтма тивĕç пур. Е ятарласа куçаруçăна е чăвашла пĕлекен тепĕр яваплă çынна чĕнсе илме пулать.
Паллах, ку эп вĕрентсе калани мар. Манăн курăм — çавă кăна.
Армути // 3281.53.4740
2017.10.25 00:58
Кутăнлшнипе те, мĕскĕнленнипе те ĕç пулмасть. Халăха сăнаса пăхăр-ха- вăл мĕн хыçкаалать?
Тимĕр Акташ // 2363.42.3670
2017.10.25 02:34
Тен, ЧР элтеперĕн пресс-службинче чăвашла пĕлекен çук? Унта майрисем кăна лараççĕ пуль...
Армути // 3281.53.4740 2017-10-25 00:58 Кутăнлшнипе те, мĕскĕнленнипе те ĕç пулмасть. Халăха сăнаса пăхăр-ха- вăл мĕн хыçкаалать?
=======================================
Мĕн вăл "халăх"? Эс ху халăх мар-им вара? Акапасар халăх мар-им? Аçтахар халăх мар-им? Тимĕр Акташ халăх мар-им?
ак çапла тумалла пулман-ши?
Калапăр, сирĕнпе вырăсла калаçнă.
Тен çирĕн çавна хирĕç çапла каламалла пулнă:
<< Уважаемый господин, нельзя ли с вами продолжить разговор на чувашском языке?>>
Кун пе чухне леш енчен реакци тĕрлĕрен пулма пултарнă пек туйăнать. Пĕр вариант: <<По чувашски не знаю>> темешкĕн пултарнă.
Вара малалла епле-ха? Эппин, <<неснай>> пулсан <<неснай>> пултăр. Анчах та ун пек чухне "лешĕнчен" трубка патне чăвашла пĕлекен çынна ятарласа чĕнсе илме пулать. Патшалăх чĕлхисенчен пĕрне хисеплеççех пулсан, унашкал ыйтăва-сĕнĕве тивĕçтерме тивĕçлĕ.