Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Познавать - это радость для того, в ком воля льва.(Ф.Ницше)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Пуласлӑхсӑр ялсем

Аçтахар Плотников01.08.2007 19:254787 views
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, отпускӑн юлашки кунӗнче эпӗ Сӗнтӗр юханшыв тӑрӑхӗнче пулса куртӑм. Ку фотосессине эпӗ Г. Дегтярёвпа пӗрле тухрӑм — вӑл мана ҫак тӑрӑхри таса ҫӑлкуҫра ҫӑвӑнма илсе кайрӗ. Кунхинче вара эпӗ пӗрремӗш хут чӑвашсен пӗтнӗ тата пӗте пуҫланӑ ялӗсене куртӑм. Тӗрӗсрех каласан эпӗ ун пек ял патӗнче унчен те пулса курсаччӗ-ха... анчах та ун чухне пӗтнӗ ял ӑҫта ларнине пӗлме ҫукччӗ — ял вырӑнӗнче нимӗн те юлманчӗ (сӑмах май каласан леш ялӗ те Муркаш районӗнчечӗ).
Пӗрремӗш ял — Петровка ялӗ пулчӗ. Ку яла колхозсем тума пуҫланӑ вӑхӑтра никесленӗ иккен... Каярахпа вара ӑна «неперспективная деревня» тесе пӗтерме шутланӑ. Ҫыннисене урӑх ялсене пурӑнма куҫарнӑ. Ялӗнче халӗ йывӑҫсем кӑна лараҫҫӗ — кунта тахҫан ял пулни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Йывӑҫҫисем вара аякранах куранаҫҫӗ. Ялӗнче пӗр пӳрт вырӑнӗ кӑна сыхланса юлнӑ — хапха тата ҫурт ишӗлчӗкӗсене шыраса тупма пулать.
Иккӗмӗш ялӗ витӗр тухмарӑмӑр — айӑккинчен иртсе кайрӑмӑр. Ку Пӑшатановка ялӗ. Ку яла та «пуласлӑх ҫук» тесе пӗтерме тытӑннӑ — ҫыннисене урӑх ялсене куҫара пуҫланӑ. Анчах куҫарса пӗтерме ӗлкереймен — пӑтранчӑк самана пуҫланнӑ. Халӗ ялӗнче пурӑнаҫҫӗ, телефон та пур терӗҫ.
Виҫҫӗмӗш ялӗ вара — Макҫикасси. Ялӗ Сартон сӑрчӗ патӗнче вырнаҫнӑ. Шӑпи Пӑшатановка пекех — пӗтерме пуҫланӑ та пӗтерсе ӗлкереймен. Ку ял витӗр утса тухмалла пулчӗ те акӑ мӗн куртӑм. Ял темле «пуласлӑхсӑр» пулсан та аталанать. Ҫӗнӗ ҫурт куртӑм, куҫса пӗтеймен ҫынсем яла илемлетеҫҫӗ — картисене хитрелетеҫҫӗ, ялта типтерлӗ. Ҫынсем урамра курӑнаҫҫӗ (эпир канмалли кунта кайман). Вырӑссен ялӗсемпе танлаштарсан — ку ял пуласлӑхӗ тем чухлӗ лайӑхрах курӑнать. Тата яла ҫул та кӗртеҫҫӗ.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters