- News
- Chuvash Language
- - Chuvash-English Dictionary
- - Dictionaries
- - Resources
- Culture
- - Cuisine
- - Music
- - Religion
- - Pre-Russian Names
- Art
- Folklore
- - Clothes
- - Embroidery
- Literature
- - Myths & Legends
- People
- Chuvashia
- - National Anthem
- - Districts
- - Towns
- Forum
- Links
- About us
- - Recent Activity
- - Users
ХАМĂН сăн ÿкерчĕксен пуххине тахçанах çил арманĕ хушасшăнччĕ эпĕ. Чăвашра çил арманĕ нумай пулни çинчен чылай вуланăччĕ-ха. Кĕнекесенче кăна курнăскер хам куçпа та курас килетчĕ вĕсене. “Пирĕн тăрăхра малтан пурччĕ, халĕ салатнă”, - тенине чылай çынран, сăмахран, Элĕк районĕнчи Тени ялĕ патĕнче сыхланса юлни çинчен илтнĕччĕ. Пĕрре çапла ÿкерес тесе тăван Шупашкар районĕ тăрăх çул çÿреве тухрăм. Шоркка ялĕ патĕнче икĕ арман сыхланса юлнă иккен! Аякран темле асамлă хÿтлĕх пек курăнчĕç вĕсем. Икĕ армана ÿкернĕ чух манăн шухăш та çуралчĕ: тен, вĕсене юсаса пысăк музей тумалла? Вăл питĕ пысăк ĕç пулĕ. Голландире арман нумай пулнине чылайăшĕ пĕлет ĕнтĕ. Пирĕн те çак армансене аркатас марччĕ, хамăр ачасем, мăнуксем валли упраса хăварасчĕ. Курччăр пирĕн асаттесем епле ăста пулнине. Армансем миçе çул ларнине пĕлместĕп, анчах мĕнле çирĕп ăсталанă вĕсене. Хальхи пек “хăвăрт тăвас та тарас” тесе мар, ĕмĕрлĕхе тунă. Шалти пÿлĕмсене эрешлеме те вăхăт тупнă. Вăл вăхăтра подшипник пулмасан та пирĕн асаттесем пĕрене шăйрăлса ан пĕттĕр тесе тимĕр çапса лартнă.
Инçех те мар çынсем ĕçлетчĕç. Вĕсенчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх, малтан кунта ачасене арман курма илсе килнĕ. Халĕ вăл пăрахăçа тухнă иккен. Музей тенĕрен, Çатракассинчи шкулта музей тăвассипе ĕçлеççĕ-мĕн. Музее çак армансенче е вĕсен хушшинчи пÿртре вырнаçтарсан питĕ лайăх пулĕччĕ. Манăн ĕмĕт пурнăçлансан ачасене, хула хăнисене авалхи армансене кăтартма май пулĕ. Ку вырăнта ĕлĕкхи пурнăç çинчен кино ÿкерме те меллĕ пулмалла. Ку армансене ĕçлеттерсе ярсан çак тăрăх çинчен чылай аякра пĕлме пуçлĕç.
Ĕçе вăхăта тăсмасăр пуçăнмалла. Чи малтан тăррине те пулин юсамалла. Юрпа шыв шала ан кайтăр.
■ Николай ПЛОТНИКОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ