Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Опытом люди называют свои ошибки.(Оскар Уайльд)
 

Ad

Agabazar: Республика тулашӗнчи чӑваш ялӗсем. Чӳреккел

Agabazar07.03.2018 22:336791 views

Чӗмпӗр облаҫӗ. Майна районӗ. Чӳреккел ялӗ.

Чӳреккел, вырӑсла Чирикеево, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Майна районӗнчи историлле чӑваш ялӗ. Ӑна Чӑваш республикинчи Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукал ҫыннисем никӗсленӗ.

Асӑннӑ Майна районӗнче чӑвашсем ушкӑнланса пурнакан ялсем татах та пур. Анчах та вӗсем е чылай каярах никӗсленнӗ е унчченхи "таса" вырӑс е "таса" ирҫе ялӗсем демографи енчен улшӑннӑран сасартӑк чӑвашланнӑ темелле. Ҫапла вара Чӳреккел ку районта ҫапах та хӑйӗн чӑн чӑвашлӑхӗпе уйрӑлса тӑратех. Паллах, паянхи куна вӑл та вырӑсланса кайман пулсан.

Пӗлместӗп, тен, камӑн та пулсан мӗнле те пулин сӑлтава пула кунта ҫитсе килме те тивӗ.

Енчен те чӑнах та ун пек май килсе тухсан, унашкаллисем валли ку тӑрӑхра пӗр тӗлӗнттермӗш пур. Вӑл ҫак Чӳреккелтен пӗр пилӗк ҫухрӑмра уй варринче ларакан пӗччен чиркӳ.

Сухаласа тӑкнӑ Хир варринче ларакан тӑлӑх чиркӳ.

Ӑҫтан килсе лекнӗ-ха кунта ҫак чирку?

Тупсӑмӗ ансат.

Ку тӗлте тахҫан Еделево ятлӑ вырӑс ялӗ ларнӑ. Ҫыннисем тӗрлӗ ҫӗрелле саланса пӗтнӗ, ҫапла вара ял пушанса юлнӑ. Еделевӑран тухнӑ ҫынсенчен пӗр пайӗ (вырӑссем) халӗ ҫывӑхри Ҫӗнӗ Мӑклавӑш текен тутар ялӗнче пурӑнать.

Чултан тунӑ тӗреклӗ чиркӳ ҫеҫ сыхланса юлнӑ. Малашлӑхра та сыхланса юлӗ-ши — ҫакна калама йывӑр.

Петӗрпе Павӑл чиркӗвӗ теҫҫӗ ҫак тӗлӗнтермӗшӗ.

Хайхи Еделево ялне чӑннипех ирҫесем никӗсленӗ. Яла никӗсленӗ Еделев хушаматлӑ ҫын — ирҫе мӑрси. Каярахпа ял вырӑсланнӑ. Ӗнтӗ халь вӑл ҫӗр ҫинче пачах та ҫук. Кунти таврари ялсенче халь чӑвашсем тата тутарсем ытларах пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен шутӗнче — Чӳреккел, Труд, Ҫӗнӗ Чакӑ, Хулаҫырми, Тутар Шатрашан. Пӗрисем Тутарстанри Ҫӗпрел районӗче, теприсем Чӗмпӗр облаҫӗнче шутланаҫҫӗ.

Ҫав чиркӗвех урӑх вӑхӑтра тата урӑх ракурспа.

Кунта килсе лексен, тӗлли-паллисӗр тустарса ҫӳремелле мар. Сыхлас, упрас пулать мӗнпур илемлӗхе. Пӗр пӗчӗкҫӗ чул татӑкне кунтан "ҫаклатса" кайма юрамасть.

Вӑт ҫакнашкал япала.

Видео та пур.

К западу от с. Чирикеева Ульяновской области находится одно из самых удивительных мест Майнского района — «урочище Еделево».

<Куҫару: Ульяновск обласӗнчи Чӳреккелтен хӗвеланӑҫнерех Майна районӗчи чи тӗлӗнтермӗш вырӑнсенчен пӗри — "Еделево тӗлӗ".>

Чӗмпӗр облаҫӗнчи Вешкайма районӗнчи Каркел ялӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ чух эп герб пирки те сӑмах хускатнӑччӗ.

Анчах та хальхи сакккункӑлараслӑх тытӑмӗ уйрӑм ялсене официаллӑ майпа гербсем "туянтарассине" палӑртмасть. Официаллӑ гербсем уйрӑм ял тӑрӑхӗсен ҫеҫ пулма пултараҫҫӗ.

Чӳреккел Кив Мӑклавӑш ял тӑрӑхне кӗрет. Кив Мӑклавӑш ял тӑрӑхӗн хӑйне уйрӑм герб пур. Паллашӑр. Ӳкӗнмӗр. Питӗ кӑсӑклӑ.

Кивӗ Мӑклавӑша чӑвашсем никӗсленӗ. Чылай вӑхӑт вӑл ирҫе ялӗ шутланнӑ. Паянхи статистикӑлла кӑтартусем чи пысӑк йыш вырӑссем тесе палӑртаҫҫӗ. Ирҫесем ӑҫта "тухса тарни" паллӑ мар. Ахӑртнех, вырӑна тухса тӗрӗслесен ҫеҫ пӗлме пулать ҫакна.

Интернетра Чӳреккел пирки материал шыранӑ май, Чӗмпӗр облаҫӗнчи улӑм витнӗ юлашки ҫурт текен объект патне пырса тухма пулать. Чӑннипе ҫавнашкал ҫурт Чӳреккелте пӗрре мар, сахалтан та иккӗ пулма кирлӗ. Мӗншӗн тесен сӑнсем унта икӗ тӗрлӗ. Тепӗр енчен, ҫакнашкал "пиар" туса каллех чӑваша "тӗксе илме" хӑтланни сисӗнет. Ну, улӑм витнӗ ҫурт пултӑр, вара мӗн? Мӗнех пур унта чӑвашлӑха шутсӑр вӑйлӑн палӑртаканни? Калӑн, вырӑс ялӗсенче пулман унашкал ҫуртсем! Пулнӑ, епле пулман пултӑр! Халӗ ҫӗр ҫинчен ҫухалнӑ Еделево текеннинче те, паллах, пулнӑ. Анчах та никам та вӑл яла, авӑ, никам та унашкал "аттракцисемпе" ҫыхӑнтармасть.

Чӳреккелти "Чи юлашки улӑм витнӗ ҫурт" текен объектсенчен пӗри.

Каларӑмӑр ӗнтӗ ҫӳлерех, кунашкал объектсем Чӳреккелте татах пур. Ҫавсенчен пӗрне ак ҫакӑнта курма пулать.

Татах тепӗр касӑклӑ хыпар ҫавӑнтанах:

25 окт 2017

Анатолий Виноходов

У меня остались детские воспоминания, услышанные более 55 лет назад от чирикеевских старожилов, что деревянная Еделевская церковь была разобрана и перевезена в Чирикеево. Она сохранилась, хотя и обветшалая, рядом с кладбищем. В советское время она использовалась как зернохранилище.

 

<Куҫару: 25 окт 2017 Анатолий Виноходов Ачалӑхри асаилӳсемпе килӗшуллӗн, — ваттисем 55 ҫул каялла каласа панӑ, — Еделевӑри кивӗ йывӑҫ чиркӗве Чӳреккелне куҫарса кайнӑ пулнӑ иккен. Вӑл, кивелсе юрӑхсӑра тухнаскер, халӗ те пур. Масарпа юнашар. Совет тапхӑрӗнче унпа тырӑ усрама усӑ курнӑ.>

Хайхи кивӗ чиркӳ юлашки ак ҫак ҫурт пулма пултарать (аялалли сӑна пӑхӑр).

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters