Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Самое ценное в жизни и в стихах - то, что сорвалось.(М. Цветаева)
 

Ad

Виталий Родионов: «Малалла, Яковлев патнелле!»: И.Я. Яковлев пултарулӑхне ҫӗнӗлле хак пани

Виталий Родионов22.04.2018 19:328712 views

В.Г. Родионов,

филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Шупашкар хули, Чӑваш Республики

«Малалла, Яковлев патнелле!»: И.Я. Яковлев пултарулӑхне ҫӗнӗлле хак пани

Эпӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ ҫулсенче, 1973 ҫултаччӗ пулас, аслӑ патриархӑмӑра халалланӑ юбилей пухӑвӗнче Кашкӑр Хуначи (Г.Н. Волков) ҫапларах чӗнсе каланӑччӗ: «Малалла, Яковлев патнелле!» Зал сӗрлесе кайнӑччӗ ун чухне, хӑшӗ-хӑшӗ ура ҫине тӑрсах кӑшкӑрашрӗ. Ҫак уяв хыҫҫӑн этнопедагогика никӗслевҫине хӗстерме те хистеме пуҫӑнчӗҫ, юлашкинчен Шупашкартан хӳтерсе ямах пултарчӗҫ.

Ун чухне атеистсен саманиччӗ те, Яковлевӑн тӗн ҫинчен калани-ҫырнисене хура халӑхран пикенсех пытарма тӑрӑшатчӗҫ. Ҫав хушӑрах патриархӑмӑр ҫырнӑ уйрӑм йӗркесенчен политика пӗлтерӗшлӗ ялав-лозунг туса хытах вӗлкӗштеретчӗҫ, «аслӑ пиччемӗр» умӗнче (чӑннипе каласан, Мускавра ларакан влаҫри куккасен умӗнче) шанчӑклӑ йытӑ кӑмӑлне палӑртатчӗҫ.

Паянхи кун иккӗмӗш хӑтланкаларӑшӗ улшӑнсах кайман пек туйӑнать-ха. Атеистсен вырӑнне вара чиркӳ ҫыннисем йышӑнчӗҫ. Яковлев пурӑннӑ вӑхӑт каялла таврӑнчӗ тейӗн. Ҫак самана еннелле чӗннӗ-ши пирӗн Кашкӑр Хуначи? Тата мӗншӗн хисеплӗ академикӗмӗр пурнӑҫӗ вӗҫне ҫитсе тӑрсан ҫапларах пӗтӗмлетӳ тума пултарчӗ-ха: «Яковлев — чӑвашсене вырӑслатаканӗ!» (ку шухӑша вӑл Чӑваш гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӳнер выставки уҫнӑ чухне пӗтӗм халӑх умӗнче каланӑччӗ)?

Эппин, ӑҫта-ши пирӗн патриархӑмӑр: хыҫа юлчӗ-ши, паянхи саманара-и вӑл, е каллех малашлӑха куҫрӗ-ши? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне Яковлев пурнӑҫӗпе вӑл пурӑннӑ саманарах шырамалла пулӗ, тӗрӗсрех каласан, унӑн ӗҫӗсенче тата ҫырнисенче. Кунта вара хурапа шурӑ тӗссемпе кӑна курса хаклани, политика вӑййисем выляни пачах та вырӑнсӑр пек. Кӗтесри турӑш вырӑнне лартса пуҫа пӗкни те юравсӑр-тӑр. Историлле тишкерӳ тата хаклав кирлӗччӗ ҫак сӑваплӑ ӗҫре. Ҫаксене шута илсе эпӗ ҫак тӗпчев ӗҫӗнче ытларах И.Я. Яковлева кӑларнӑ самана, ун чухнехи чӑваш халӑхӗ умне тухса тӑнӑ ыйтусем, вӗсене хуравламалли ҫулсем-йӗрсем пирки калаҫса илесшӗн.

1

Католиксемпе православи чиркӗвӗн ҫыннисем Иерусалимри «сӑваплӑ вырӑнсемшӗн» яланах хирӗҫнӗ. XIX ӗмӗрӗн варринче вӗсем Христос ҫуралнӑ тесе шутлакан Вифлеем храмӗн куполне камӑн юсамалли пирки тавлашса кайнӑ. Ҫак сӑлтава пула 1853 ҫулта Раҫҫейпе Турци хушшинче вӑрҫӑ пуҫланать. Турци майлӑ Франципе Англи пулаҫҫӗ. Ҫак виҫӗ ҫул тӑсӑлнӑ вӑрҫӑра Раҫҫей шар тӳсет. Католиксемпе протестантсен тӗнчи православие хирӗҫ пулса мӑсӑльмансемпе ҫывӑхланать. Ҫак «вӑртахлӑха» (альянса) хӑй вӑхӑтӗнче Ф.Тютчев питӗ ӑнӑҫлӑ питленӗ: «Как в роскошной этой раме / Дивных гор и двух морей / Веселится об исламе / Христианский сьезд князей!»

Халӗ Атӑл тӑрӑхӗнчи лару-тӑру патне таврӑнар. Кунта XVIII ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенче чӑваш, ҫармӑс, ар тата ирҫе-мӑкшӑ халӑхӗсене православи тӗнне хистесех кӗртни паллӑ. Ҫакӑ вӑл Раҫҫей патшалӑхӗн абсолютизмне, унӑн тӗрекне ҫирӗплетмелли тӗп ӗҫсенчен пӗри пулнӑ. Крешӗнсем чиркӳ йӑлисене пӑхӑнасшӑн пулман, ахальтен мар вӗсем Пӑкача пӑлхавӗ вӑхӑтӗнче чи малтан пупсене ҫакса вӗлерме васканӑ. Ҫав хушӑрах вӗсене тепӗр хӑрушлӑх та кӗтнӗ: чиркӳрен тармалли ҫул пӗрре кӑна пулнӑ — мичӗте. Чӑваш тӗнне каялла куҫнисене вӑйпах чиркӗве тавӑрма пултарнӑ, ислама кайнисене вара тӗкӗнме юраман. Чӑваш ялӗсенче чиркӳсем уҫӑлнӑ тапхӑрта тутар ялӗсенчи мичӗтсен хисепӗ йышланни те паллӑ (уйрӑмах II Кӗтерне патша вӑхӑтӗнче). Ҫакӑ ҫын чунӗсемшӗн пыракан кӗрешӳ XVIII ӗмӗрте вӑйлансах пынине кӑтартать. Халӑхсен иккӗрен — ислам культурипе православи тӗнчинчен — пӗрне суйласа илме тивнӗ. Мӑсӑльмана тухнӑ чӑвашсем тутар хушшинче хӑвӑрт ирӗлсе кайнӑ пулсан, крешӗн-чӑвашсен хӑйсен традицилле культурипе чӗлхине упраса хӑварма май пулнӑ-ха [2].

XIX ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче мӑсӑльмана куҫнӑ чӑвашсен пӗр пайӗ тутарсемпе пӗрле Турцие куҫса кайма тытӑнать. Ҫакӑ Раҫҫей правительствине шартах сиктерет, ӑна миграцин тӗп сӑлтавӗсене шырама хистеттерет. Тӳре-шаралӑх ун чухне Анӑҫ католикӗсемпе Турци мӑсӑльманӗсем тунӑ «вӑртахлӑха» манма ӗлкӗреймен-ха. Атӑл ҫинчи халӑхсем ислам тӗнчине куҫни вӗсемшӗн патшалӑха шалтан аркатнипе, Раҫҫей пӗрлӗхне салатнипе танлашнӑ. Тулашри политика лару-тӑрӑвӗ шалти политикӑна ҫӗнетсе улӑштарма, вырӑс мар халӑхсене православи тӗнӗнче тытса тӑмалли ҫул-йӗре шырама хистеттернӗ. Ҫав ҫулсенче Н.И.Ильминскин мӑсӑльман идеологийӗпе кӗрешмелли концепцийӗ йӗркеленсе ҫитет. Вӑл, шкулсем тата тӑван чӗлхе ҫине тӗревленнӗскер, шовинистларах вырӑссене хӑратса пӑрахнӑ, ҫав хушӑрах тулашри политикӑна асра тытса тӑракансене, чи малтан тӳре-шаралӑхри тиексене, хӑйӗн витӗмлӗхӗпе илӗртме пултарнӑ. Вӗсем халӑха православире хӑварассишӗн ӑна шкулта тӑван чӗлхипе кӑштах та пулин усӑ куртарттарма та килӗшнӗ. 1870 ҫулхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Раҫҫей тӳре-шаралӑхӗ «О мерах к образованию населяющих Россию инородцев» ятлӑ йӗркесем (положени) кӑларать, ӑна Н.И. Ильминскин концепцине асра тытса ҫырнӑ пулнӑ. Мӑсӑльман мар халӑхсене вӗрентес ыйтусене Н.И. Золотницкий ҫырнисенчен илсе кӗртнӗ.

Ҫапла вара, Атӑл тӑрӑхӗнчи тӗнсен хирӗҫӗвӗ Тухӑҫ Европӑри патшалӑхсен тулашри политикине пула вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн хӗрсе ҫитнӗ. Тӗн хирӗҫӗвӗ чылай чухне экономика тата социаллӑ ыйтусемпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫапах та тӗнпе культура паллисем халӑхсемшӗн кирлӗрех пулнӑ-ха. Истори халӑхӑмӑр умне дилемма кӑларса тӑратнӑ: е мӑсӑльмана тухса чӗлхӳпе культуруна ҫухататӑн, е православие йышӑнса чӗлхӳпе культуруна упраса хӑваратӑн, шкуллӑ тата кӗнекеллӗ пулатӑн. Н.И. Золотницкипе И.Я. Яковлев халӑхӑмӑра иккӗмӗш ҫулӗпе илсе кайнӑ.

60-мӗш ҫулсенчи реформӑсем шкулсен ӗҫӗнче ҫӗнӗлӗхсем кӗртме хистеҫҫӗ. 1864 ҫулта хура халӑх ачисене вӗрентмелли шкулсем йышлӑн уҫӑлма пуҫлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ йӗрке тӑрӑх, вӗсене уйрӑм ҫынсем те тытса тӑма пултарнӑ. Ҫав шкулсенче, паллӑ ӗнтӗ, пур предмета та вырӑсла вӗрентнӗ. Ҫавна пула чӑвашсем хӑйсен ачисене ӑнланман чӗлхепе вӗренме ярасшӑнах пулман.

Ҫав ҫулсенче вырӑс обществинче Я.А. Коменский шухӑшӗсене хывнӑ ҫынсем тупӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте университет пӗтернӗ, чиркӳ ӗҫӗпе ҫыхӑнман хастарсем пулнӑ. Коменский ӗҫӗсемпе 60-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче М.Д. Шестаков (ҫак педагог 1860–1863 ҫулсенче Мускав университечӗн инспекторӗнче, 1863–1883 ҫулсенче Хусан вӗренӳ округӗн попечительне пулӑшаканӗн тата попечителӗн ӗҫӗсенче тӑрӑшнӑ) ҫывӑх паллашнӑ. Коменский каланӑ шухӑшсене Вятка хулинче хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ Н.И. Золотницкий 1861 ҫултах палӑртнӑ. Вӑл удмуртсем валли хӑйсен чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесем кирли ҫинчен ҫырать, ҫав ӗҫе чиркӳре ӗҫлекенсен тумалла тесе шутлать.

Н.И. Ильминский Коменский шухӑшӗсем патне 50-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчех ҫитнӗ. 1856 ҫулта вӑл хӑйӗн программӑлла сӑмахӗнче: «Халӑхӑн тӗшмӗшле ӑнланӑвӗсемпе ӗненӗвӗсене ӑна ҫутта кӑларнипе, тӗрӗсрех ырӑ кӑмӑл-сипет енне туртнипе кӑна пӗтерме май килӗ», — тенӗ [2, с. 228]. Ҫав ҫулсенчех вӑл халӑха тӑван чӗлхесӗр ҫутта кӑларма май ҫуккине, вӗрентӳ кӗнекисене ҫав чӗлхепе кӑларма кирлине туйса илнӗ, ҫак ӗҫе пурнӑҫлама хӑйӗн тавра хастар яш-кӗрӗм пуҫтарнӑ. 1857 ҫулта вӑл Г.С. Саблуков урлӑ Василий Тимофеев крешӗн тутарпа паллашать, ӑна шкул ӗҫне явӑҫтарать. Ку тапхӑрта калмӑксене вӗрентме А.А. Бобровников пуҫӑннӑ. Шкулта ачасене тӑван чӗлхепе вӗрентес шухӑш патне ҫав ҫынсем тӗрлӗ ҫулпа ҫитеҫҫӗ. Ку тӗлӗшрен вӗсем Стефан Пермский, Хусанти сӑваплӑ Гурий ӗҫӗ-хӗлне ӑшра тытса тӑни, Коменский идейисене килӗштерни иккӗленӳсӗр.

Кунта ҫакна палӑртса хӑварни кирлӗ. 60-мӗш ҫулсенче Ильминский ячӗпе ҫирӗпленнӗ вӗренӳ системинче икӗ пысӑк юхӑм пулнӑ. Пӗрремӗшӗ, тутарсене вырӑс тӗнӗнче тытса тӑма тапаҫланни Хусан тутарӗсемшӗн сиенлӗ ӗҫ шутланнӑ. Ҫакӑ пӗр чӗлхеллӗ этноса вакласа ярасси патне, конфесси ушкӑнӗсене хирӗҫтересси патне илсе ҫитерме пултарнӑ. Ҫав хушӑрах Тимофеев ертсе пыракан крешӗн шкулӗсенче литература чӗлхине халӑх калаҫӑвӗ ҫинче никӗслени ырӑ пулӑм тесе палӑртмалла.

Ильминский системин иккӗмӗш юхӑмӗ православи тӗнне кӗнӗ чӑваш, ҫармӑс, ар тата ирҫе-мӑкшӑ халӑхӗсене арканма мар, чӑмӑртанма пулӑшнӑ. Н.И. Золотницкипе И.Я. Яковлев тунӑ ӗҫсем Н.И. Ильминскипе В.Т. Тимофеев шкулӗн ӗҫӗ-хӗлӗнчен уйрӑларах тӑнӑ. Вӗсем ҫӗнӗ ҫырулӑх йӗркелени кивӗ ҫырулӑх традицийӗсене аталантарнӑ май пулса пынӑ (крешӗн тутарсене вара араб графикинчен, ҫав ҫырупа ҫырнӑ кӗнекесенчен вӑйпа пистереҫҫӗ). Пуҫламӑш шкулсене ачасен тӑван чӗлхи кӗрет, наци интеллигенцийӗ йӗркеленсе чӑмӑртанать (тутарсен 1845 ҫул тӗлнех 6763 миҫӗт, вунӑ пин ытла мулла ӗҫленӗ) [2, с. 229].

Ҫапла вара, Ильминский системин Ильминский-Тимофеев тата Золотницкий-Яковлев юхӑмӗсем тӗрлӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем тунӑ темелле. Вӗсене яланах уйӑрса пӑхни кирлӗ. Н.И.Ильминский хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне тӳре-шаралӑхӑн тулашри политикипе (ислам тӗнне уякан Турципе Раҫҫей хушшинчи хирӗҫӗве асра тытса) ҫураҫтарма пултарнӑ. Вӑл Толстой министра вырӑс тӗнӗнчен пӑрӑнакансем кайран наци тата политика ыйтӑвӗсене хускатма пултарасси пирки асӑрхаттарать. Ҫавӑнпа сӑлтавласа Ильминский ҫак консерватор-министра Хусан вӗренӳ округӗнче чӑваш шкулӗсен инспекторӗ кирлине ӗнентерет. (Тепӗр пилӗк ҫултан ҫавӑн йышши инспектор должноҫне тутар, пушкӑрт тата казах шкулӗсем валли ҫирӗплетеҫҫӗ.) Ку вырӑна Н.И. Золотницкий йышӑнать. Ҫав ҫулах (1867) «Сӑваплӑ Гурий тӑванлӑхӗ» йӗркеленет. Унӑн ӗҫӗнче те Ильминский системинчи пекех икӗ юхӑм-сулӑм палӑрать. Пӗрисем миссионер ӗҫӗсене пурнӑҫланипех ҫырлахнӑ пулсан, теприсем вара шкулсем уҫнӑ, ҫамрӑк вӗрентекенсене хатӗрлеме, вӗсене кӗнеке ӗҫне явӑҫтарма пултарнӑ. Ҫак пӗрлӗхе тӳре-шаралӑх мар, Н.И.Ильминскипе Н.И.Золотницкий тата вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем никӗсленӗ. Унти учредительсен йышӗнче чӑваш ҫутлӑхӗнче палӑрнӑ икӗ ҫын пулнӑ: чӑваш шкулӗсен инспекторӗ Н.И.Золотницкий тата чӑваш чӗлхин иккӗмӗш грамматикине ҫырнӑ В.П. Вишневский. Кӗҫех вӗсем ҫутлӑх ӗҫне ҫамрӑк чӑвашсене явӑҫтарма пуҫӑнаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ 1866 ҫулта чӑваш календарӗ, тепӗр ҫулне чӑваш букварӗ пичетлесе кӑларать. Ун чухнех чӑвашла кӗлӗ сӑмахӗсем те кун ҫути кураҫҫӗ. Каярах, куҫару ӗҫӗнче И.Я.Яковлев палӑрсан, икӗ ҫутуҫӑ (просветитель) хушшинче тупӑшу пуҫланать.

Ҫапла вара, 60-70-мӗш ҫулсенчи тӗн ҫутлӑхӗнче икӗ хире хирӗҫле юхӑм пулни курӑнчӗ. Ильминский системинчи Ильминский-Тимофеев юхӑмӗ халӑхсене тӗнпе хирӗҫлетсе аркатнӑ пулсан, Золотницкий-Яковлев юхӑмӗ халӑха чӑмӑртанма пулӑшнӑ. Юлашки юхӑмра тӗрлӗ тӗллевлӗ ҫынсем палӑрнӑ. Золотницкий йышшисем чӑвашсемпе ытти халӑхсене вырӑслатас кӑмӑлпа ӗҫленӗ пулсан, Яковлевпа унӑн вӗренекенӗсем халӑха цивилизаци ҫулӗпе ытти халӑхсемпе пӗр тан уттарассишӗн хыпса ҫуннӑ. Ахальтен мар «ватӑлнӑ арӑслан» (Юман Мӗтри) хӑйӗн пурнӑҫне пӗтӗмлетсе ҫапла каланӑ: «Эпӗ чапшӑн, чиншӑн, укҫа-ҫармашӑн, ӑшӑрах ӗҫ вырӑнӗшӗн, мухтав сӑмахӗсемшӗн нихӑҫан та ӑшталанман, тӑван халӑхӑмӑра вӗрентес ӗҫшӗн ҫунса, уншӑн усӑллӑ та кирлӗ ҫын пулнине туйса, ҫав ӗҫе эпӗ кӑна тума пултаратӑп пулӗ тесе ӗненсе пурӑннӑ» [2, с. 232].

1860 ҫулсенче чиркӳпе шкул таврашӗнче пулса иртнӗ пулӑмсем чӑваш наци ӑнне вӑратма сахал мар пулӑшнӑ темелле. Ку вӑхӑтра пуҫланнӑ тӗп улшӑнусен шутне ҫаксене кӗртмелле:

1. Чиркӳре чӑвашла кӗлӗ вулас, ӳкӗтсем калас ӗҫ уйрӑм ҫынсене пула мар, чиркӳ тытӑмӗн ҫӳлти шайӗнче (епархи шайӗнче) пулса пырать. Ку вӑхӑтра гражданла ҫутлӑх шухӑшӗсем тӗн ҫутлӑхӗн тӗллевӗсемпе пӗр килнӗ.

2. Чӑваш хушшинче ҫӗнӗ пурнӑҫ, капитализм йӗрки ҫирӗпленме пуҫлать, вӑл йӑла-йӗркере те, ялӑн ытти пурнӑҫӗнче те аванах палӑрать, чӑваш ялӗ европӑланас ҫул ҫине тухать. Ҫакӑ чӑваш ялне хут купӑс, ытти хула таварӗсем ҫитнинче те курӑнать.

3. Чӑвашӑн интеллигенцийӗ чӑмӑртанма пуҫлать. Вӗреннӗ чӑвашсем чиркӳре кӑна мар, тӗрлӗ шкулсенче те ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ. Кунта Чӗмпӗр чӑваш шкулӗпе Хусанти учительсен семинарийӗн пайти питех те пысӑк.

2

И.Я. Яковлевӑн чи малтанхи хайлавӗ «Чувашский праздник Учук» ятпа 1867 ҫулхи пуш тата ака уйӑхӗсенче кун ҫути курать («Симбирские губернские ведомости» хаҫатра). Унта гимназие вӗренме кӗме хатӗрленекен чӑваш каччи уй чӳкне пысӑка лартса хаклать, чӑваш тӗнӗ пӗр турра мала лартакан тӗн (монотеистическая религия) пулнине палӑртать. Кӑнна Кушки йӗкӗчӗн чӑваш аваллӑхӗпе мӑнаҫланас туртӑмӗ асӑннӑ хаҫат редакторне, М.В. Арнольдова, пула ҫирӗпленнӗ. Шӑпах ҫав революцилле демократ хӑйӗн юлташӗпе (А.А. Мукосеевпа) пӗрле пулас гимназиста экзаменсене хатӗрленме пулӑшнӑ, вӗсемех тӗн, политика ыйтӑвӗсем пирки влаҫа опозицилле шухӑшсем калакаланӑ, халӑхсен пӗр танлӑхӗшӗн кӗрешнӗ, тӗнпе влаҫ пирки тиркешсе калаҫнӑ. Ҫавӑн йышши ҫамрӑксене тӳре-шаралӑх политикине хӳтӗлекенсем (М.Н. Катков йышшисем) «нигилистсем», «сутӑнчӑксем» тесе вӑрҫнӑ, хӑйсене «патриотсен» йышне кӗртнӗ, Польшӑри пӑлхав вӑхӑтӗнче палӑрнӑ М.Н. Муравьев пек ҫын вӗлерекенсене чӑн-чӑн патриотсем тесе хисепленӗ.

Ҫамрӑк Яковлевӑн хӑш-пӗр либералла шухӑшӗсем, официаллӑ тӳре-шарана хирӗҫлерех каланисем уй чӳкӗ ҫинчен ҫырнӑ очеркра кӑна мар, ытти хайлавӗсенче те палӑркалаҫҫӗ. Калӑпӑр, «О влиянии театра» ӗҫӗнче вӑл театр, уйрӑмах пӑсӑк ҫынсен аллине лексен, гражданла обществӑна аркатма тата ҫынсен кӑмӑл-сипетне пӑсма та пултарни пирки калать. Ҫитменлӗхӗ театрта мар, уйрӑм ҫынсенче пулнине палӑртать автор. Ҫыраканӗ грексен обществинчи театра мухтать, вӑл патшалӑх тытӑмне ҫирӗплетме, ҫынсен кӑмӑл-сипетне ырӑлатма пулӑшнине палӑртать. Унӑн шухӑшӗпе, хальхи (1870 ҫул тӗлӗнчи) театр гражданла обществӑпа патшалӑха аркатать тени те тӗрӗс мар.

Сочинени авторӑн ҫак шухӑшӗпе вырӑс литературине вӗрентекен Т.Барсов пачах та килӗшмен. Чӑваш-гимназист вара хӑй каланинчен пӗрре те пӑрӑнман: театр тата литература уншӑн яланах кӑмӑл-сипете юсакан эмел вырӑнӗнче пулнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ вӑл ҫав енпе палӑрса тӑракан Л.Н.Толстойӑн пултарулӑхне кӑмӑлланӑ.

Халӗ тепӗр факта аса илер. 1871 ҫулта Иван Яковлев студент В.А. Белилин вырӑс ҫамрӑкӗпе тата И. Иванов, Т. Петров юлташӗсемпе чӑваш ялӗсенче халӑх сӑмахлӑхне пухаҫҫӗ, чӑваш чӗлхинчи сасӑсен уйрӑмлӑхӗсене палӑртаҫҫӗ. Ҫав пухнӑ материалсемпе усӑ курса И.Я. Яковлевпа В.А. Белилин ҫӗнӗ чӑваш алфавичӗн малтанхи вариантне хатӗрлеҫҫӗ. Вырӑс каччи пулас патриарха чӑвашла тӗн кӗнекисем мар, илемлӗ литература хайлавӗсене куҫарма сӗнет. Ҫак шухӑша И.Я. Яковлев пуҫӗпех хирӗҫлет, халӑхшӑн тӗн литературине пӗлни кирлӗрех пулнине палӑртать. Кунта эпир урӑх Яковлева куратпӑр: вӑл миссионер ӗҫне ыттисенчен маларах лартать, вӗрентӳпе тӗн ыйтӑвӗсене пӗр ҫыхӑра курать.

Кунта акӑ мӗне асра тытмалла. Пӗрремӗшӗнчен, Яковлев Чусан университетӗнче вӗренме пуҫласан Ильминский витӗмне кӗрсе ӳкет, миссионер идейисене мала лартма тытӑнать. Иккӗмӗшӗнчен, ҫав вӑхӑтри вырӑс литературинче тӗрлӗ идеологиллӗ хайлавсем йышлӑ пулнӑ. И.Я. Яковлев вара халӑха ун чухне шкуллӑ, кӗнекеллӗ тӑвасси кирлӗрех ӗҫ тенӗ. Илемлӗ литературӑри шухӑшсем халӑхӑн кӑмӑл-сипетне пӑсма та пултараҫҫӗ-ҫке (театр ҫинчен каланине аса илӗр). Тӗн кӑна ҫыннӑн чунне тасатса ҫӗклентерет тенӗ Яковлев. Ҫавӑнпа та чи малтан вырӑс литературин классикине мар, православи тӗнӗн кӗнекисене куҫарас ӗҫе пуҫӑннӑ вӑл, ҫак ӗҫ ҫутлӑх тапхӑрӗн пуҫламӑшӗнче, шкулсем уҫнӑ, букварьсем хатӗрленӗ вӑхӑтра, чӑвашшӑн кирлӗрех тесе ӗненнӗ.

Ку тӗлӗшрен И.Я.Яковлевӑн ҫулӗ халӑхӑн ӑнӗпе пӗр шайра ҫураҫӑнса пынӑ: халӑх вӗренӳн уссине туйнӑ тапхӑрта шкулсем уҫнӑ, вулама вӗренмелли (кӑмӑл-сипете ҫирӗплетмелли те!) кӗнекесем куҫарса кӑларнӑ. Тен, ҫав ҫул илемлӗ литературӑна малалла кал-кал аталанма майсем тусах паман-ха. Тӗн литератури куҫарнӑ май литература чӗлхи ҫирӗпленет, тӗрлӗ стильсем палӑрса пыраҫҫӗ, жанрсен ҫӗнӗ кӳлеписем хывӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен те ытларах тӗнче, вырӑс литературине лайӑх пӗлекен интеллигенци хунавӗ тӗрекленсе, халӑх сӑмахлӑхӗн шерпечӗпе шӑварӑнса ҫитӗнни пахарах та пӗлтерӗшлӗрех. Пӑхӑсӑн, Кӗҫтенкки Иванов (Кашкӑр) вӑхӑчӗ те мехел пухса ҫитерет. Апла тӑк вилӗмсӗр «Нарспипе» ытти ылтӑн ҫӳпҫере юлнӑ хайлавсем те хӑйсем ҫураличчен чылай малтан И.Я.Яковлев шкулӗнче ӳт илсе, чунланса та чӗмленсе пынӑ. Ҫакна асра тытар та патриархӑмӑр 70-80-мӗш ҫулсенче тунӑ мӗн пур ӗҫӗ илемлӗ литература пуласлӑхӗшӗн питех те кирлӗ пулнине палӑртар.

Малалла тепӗр шухӑша ҫирӗплетни кирлӗ. Пирӗн ӑслӑлӑхра И.Я.Яковлевӑн ӗҫне унчченхи тапхӑрпа хирӗҫлетсе кӑтартас меслет ҫирӗп тымар янӑ. Ку ҫул икӗ тапхӑртан пӗрне хурласси, теприне мухтасси патне илсе ҫитерет. Кашни тапхӑрӑн хӑйӗн историлле функцийӗпе пӗлтерӗшӗ пулнине манма кирлӗ мар. С.Михайлов (Янтуш) вӑхӑчӗ Н.И. Золотницкипе И.Я. Яковлевӑннинчен урӑхларах. Вӑл тапхӑрта чӑвашӑн хӑйӗн культура талккӑшне тупмалла, тӗнчери халӑхсен ретӗнче хӑйӗн вырӑнне йышӑнмалла пулнӑ. 60-мӗш ҫулсенче историлле вӑхӑт чӑваш халӑхне вӗренмен, цивилизаци ҫулӗнчен пӑрӑнса юлнӑ, интеллигенцисӗр обществӑран асӑннӑ пахалӑхсемлӗ общество пулса тӑрас ҫул ҫине тухма йыхӑрнӑ. Ҫак ӗҫе Н.И. Золотницкий пуҫарать, И.Я. Яковлев вара ӑна аталантарса тепӗр фазӑна (тавлӑка) куҫарма хал ҫитерет: чӑваш обществи XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче этнокультура нацийӗ (этнокультурная нация) пулса тӑрать.

Ҫапла вара, И.Я. Яковлев хӑйӗн умӗнхисенчен пачах та уйрӑм шӑтса тухнӑскер мар, вӑл вӗсен ҫулҫи-ҫимӗҫӗпе тутлӑхланнӑ ҫӗре тымар ярса ҫулҫӑ сарнӑ йывӑҫ евӗр ҫӗкленнӗ ҫутуҫӑ (просветитель). Ҫӗр ҫул ытла аталанса ҫирӗпленнӗ ҫырулӑх (1769-1870) пулни И.Я. Яковлева ҫав кириллицӑна чӑваш чӗлхишӗн юрӑхлатса ҫитерме майсем туса парать. Ҫак тӗлӗшрен вӑл кириллицӑна тӗпе хунӑ ҫырулӑха аталантараканӗ тата ҫӗнӗ литература чӗлхи никӗслекенӗ (Яковлевчченхи литература чӗлхин никӗсӗнче тури чӑвашсен калаҫӑвӗ пулнӑ) пек курӑнса каять. И.Я. Яковлевӑн пӗлтерӗшне чи малтан ҫӗнӗ букварь (ҫырулӑх мар!) тунинче курма пире чӗлхеҫӗсем хӑнӑхтарнӑ. Букварьсем унччен те пулнӑ-ха. Унччен чӑвашла вӗрентекен чӑвашсем пулман, чӑвашла кӗнеке кӑларакан куҫаруҫӑсен ушкӑнӗ, шкулта вуламалли текстсене хайлакансен йышӗ пулман. Чӑвашла вӗрентекен шкулсен йышӗ пӗр теҫеткене те ҫитмен. И.Я. Яковлев наци шкулӗн концепцине йӗркелет, педагогикӑра тӗлӗнмелле ҫӗнӗлӗхсем шыраса тупать, наци интеллигенцине чӑмӑртать. Ыттисем пурте ҫула май тунӑ, тӗп тӗллеве пурнӑҫлама пулӑшнӑ ӗҫсем. Библие те вӑл тӗншӗн мар, нацие ҫӗклес тӗллевпе, «чӑваш ӗҫӗшӗн» куҫарать.

Халӗ статья пуҫламӑшӗ патне таврӑнар та Кашкӑр Хуначи ватлӑх ҫулӗсенче пӗтӗмлетсе каланӑ сӑмахӗсем пирки шухӑшлар. Вырӑслану процесӗ Яковлев уҫнӑ шкулсемсӗр, вӑл вӗрентсе кӑларнӑ интеллигенцисӗр, унӑн куҫарӑвӗсемсӗр тата кӗнекисемсӗр пулмастчӗ-ши вара? Ку ыйту империсенче пурӑнакан сахал йышлӑ халӑхсен яланах пулнӑ, пулӗ те. Чӑваша Европа цивилизацийӗ вырӑс обществи, культури урлӑ килсе кӗрет, киввине пӗр шелсӗр ҫӗмӗрет, ҫӗннине ҫул пама хистет. Ҫав лару-тӑрура малти вырӑна вырӑс культурин, пурнӑҫ йӗркин хаклӑхӗ тухса тӑрать. Тутарсем патне Европа цивилизацийӗн сывлӑшӗ Турцирен те килет, ку вара ҫӗнелӳ пулӑмӗсене ислам тӗнӗпе ҫураҫӑнтарса йӗркелеме майсем туса парать. Чӑваш тӗнне XVIII ӗмӗртех ҫапса аркатнӑ пирки халӑхӑмӑршӑн тӗн, вырӑс урлӑ килнӗскер, тахҫанах хӳтлӗх пулма пӑрахнӑ ӗнтӗ. Ҫакна лайӑх ӑнланнӑ ҫутуҫӑмӑр ютран килнӗ тӗне, вырӑссем евӗрлех, тӑван халӑхшӑн ӗҫлеттерме ӗмӗтленнӗ. Анчах та империре тӗпре тӑнӑ православи чӑваш йышши халӑхсене аталантарма пулӑшать текен шухӑш питех те иллюзиллӗ пулнине нумай факт ҫирӗплетсе парать, ҫав шутрах вырӑсран тухнӑ тӗн ҫыннисен хирӗҫле тунӑ ӗҫӗ-хӗлӗ те. «Православи - монархи - халӑх» тытӑмлӑ наци идеи вырӑс халӑхӗшӗн кӑна юравлӑ пулнине Яковлев кайран тин ӑнланса илнӗ пулас. Ахальтен мар 1921 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче А.В. Жиркевич хӑйӗн кун кӗнекине ҫапларах йӗркесем ҫырса хунӑ: «Иван Яковлевич Яковлев, между прочим, обрушился на духовенство, но не на более недостойную часть его, а на всю духовную иерархию. Он удивляется, как Советская власть не разгонит, не упразднит архиереев, монахов и попов каким-либо особым декретом, выдвинув на место их хотя бы так называемых евангельских христиан, которые раз навсегда и покончили бы с православием, столько зла принесшим и приносящим русскому народу. А полгода назад Яковлев же говорил совсем иначе» [1, с. 268]. Ку ыйтупа ҫутуҫӑ ҫав ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче тата уҫӑмлӑрах каланӑ иккен: «По его словам, он всю жизнь терпел как инородец (чуваш) от принципа старого бюрократического режима — всячески мешать нерусским народностям жить свободно, веровать по-своему (палӑртни пирӗн. — В.Р.), употреблять свой язык» [1, с. 278]. Ку сӑмахсене патриархӑмӑрӑн чӗре тӗпӗнчен тухнисем теес килет.

Ҫапла вара, чӑваша ирӗккӗн те хӑйӗн тӗнӗпе пурӑнма, тӑван чӗлхипе усӑ курма тӳре-шара яланах чӑрмантарнӑ тесе И.Я. Яковлев 73 ҫул тултарнӑ хыҫҫӑн тин уҫҫӑн калама пултарнӑ. Ҫав шухӑш унӑн чылай малтан ҫирӗпленсе ҫитни иккӗленӳсӗр. Ҫутуҫӑмӑрӑн чӑвашран вырӑс тӑвас тӗллев нихӑҫан та пулман, вӑл чӑваша Европа халӑхӗсен (чи малтан вырӑссен) шайне ҫитерес ӗмӗтпе пурӑннӑ, чи малтан халӑхсен ирӗклӗхӗпе чӗлхисемшӗн, пӗр танлӑхӗшӗн кӗрешнӗ. Ку ыйту паян кун ҫивчӗ мар тесе калама май пур-ши? Ман шутпа, Кашкӑр Хуначин чӗнӗвӗ халӗ те кивелмен. Малалла, Яковлев патнелле!

Литература

1. Жиркевич А.В. Мои встречи с И.Я. Яковлевым. Из дневника за 1916 – 1924 годы. 2-е изд., испр. и допол. Чебоксары: Новое время, 2006. 468 с.

2. Родионов В.Г. Чувашский этнос: исследования по этнологии и мифопоэтике. Чебоксары: ЧГИГН, 2017. 324 с.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (8)]

Comments:

Ялтан // 9259.3.8429
2018.04.22 19:57
Яуковлев чиновниксне тата чиркӗве хирӗҫ пулнӑ ? Чӑваш чӗльхин ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ ? Юрать. Ҫавӑн пек пултӑр.
Agabazar // 3233.4.5042
2018.04.22 20:12
Agabazar
Чăвашла Википедире "И.Я.Яковлев халалĕ" ятлă çĕнĕ статья пур. Çавăнпа паллашма сĕнетĕп.
https://cv.wikipedia.org/wiki/И.Я.Яковлев_халалĕ
владимир // 3957.56.0551
2018.04.22 21:37
Тавтапуç Виталий Родионова, ÿркенмесĕр диссертаци пек! тĕплĕн çырса, çав тери йывăр ыйтăва, "шăкăльчелесе" панăшăн. Халь те пулсан, хăйсем ăнлансах çитеймннине пулах" ĕнтĕ, Çулпуçăмăра вăрçакансен йышĕ кемĕлмест. Пушкăртра та ун пекки тупăннăччĕ те..., вара çав çынна хирĕçлесе вăрăм сăвă та çырма тÿр килчĕ. "Кун çути" кăтартасса кĕтсе выртать-ха, чиперех. Пур, пур чăвашра Ăсчахсем! Савăнатăп чĕререн. Ырлăх-сывлăх сунатăп хисеплĕ автора.
Михаил Волков // 1080.02.1361
2018.04.22 23:37
Хуначипе чылай юнашар еслеме тюр
килче. Яланах Яковлева ыропа
аснатче халхшн трошнине. "Хессе
лартресь... Ертсе кайттм Моисей пек.
Пымесь", - асилетче вол И.Я. сырунчи
йркесене.
Хуларан // 1726.84.3785
2018.04.23 08:48
Тавах Виталий пичче.Яковлев пирки пач илтмен енӗсем мана тӗлӗнтерчӗҫ.Уйрӑмах унӑн 1920мӗш ҫулсенче каланӑ сӑмахсем.Апла пулсан Яковлев историне чӑвашсене вырӑслатассипе кӑна кӗрсе юлмӗ маншӑн.
Виталий Родионов // 3000.76.3861
2018.04.23 17:16
Акапасар И.Я.Яковлевăн "Халалĕпе" паллашма сĕнет. Эпĕ хам ун çинчен çак ĕçре çырнăччĕ: История чувашской литературы XX века. Часть 1. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, С. 182 - 184. Шухăшĕ çаплаччĕ: "Халала" Яковлев хăй çырман, унăн ывăлĕ Алексей Иванович хайланă. Документсем çапла калама хистеççĕ! Сав ĕçпе паллашсан аванччĕ...
Agabazar // 2044.95.8124
2018.04.23 19:34
Agabazar
Витталий Григорччă, Акапасар И.Я.Яковлев халалĕпе мар паллашма сĕнет, мĕншĕн тесен ун пирки капла та пурте илтнĕ.

Акапасар сĕнет çав халал пирки çырнă Чăвашла Википедири статьяпа паллашма.

https://cv.wikipedia.org/wiki/И.Я.Яковлев_халалĕ

А эп сирĕн сирĕн шухăшпа (История чувашской литературы XX века. Часть 1. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, С. 182 - 184.) паллашма ĕлкĕрнĕ.

Халлĕхе паллашма ĕлкерейменни — Юрий Готье текеннин "Мои заметки" ĕçĕ. — https://www.twirpx.com/file/1684813/


2018.05.29 08:19
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE
Христианский прорусский миссионер И.Я. Яковлев в современной психиатрии мог бы характеризоваться как носитель "Стокгольмского синдрома" — это понятие из психологии, характеризующее ситуацию, когда человек, подвергающийся какой-либо агрессии, проявляет симпатию и сострадание к своему насильнику. В подобной ситуации жертву насилия не обуревает гнев или протест, а, наоборот, она начинает чувствовать психологическую связь с агрессором, пытается оправдать его действия, а в некоторых случаях даже перенимает его идеи и приносит себя в «жертву» добровольно. Одним словом, синдром заложника, стокгольмский синдром — это тождественные понятия.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters