Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Истинный артист создает, даже копируя.(Г. Лебон)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Хыпар» е «Тӑван Ен»? Хӑшӗ хӑшне ҫӑтса ярӗ?

Аçтахар Плотников29.05.2018 12:366014 views

Тӗлӗнмелле хыпар тухрӗ. Иккен, «Хыпар» тепӗр хаҫата ҫатса ярасшӑн — Шупашкар районӗн хаҫатне — «Тӑван Ене». Хам ҫак район ҫынни пулнӑ май ку мана самай пӑшӑрхантарать.

Хӑшӗ хӑшне ҫӑтса ярӗ?

«Тӑван Ен»-пе «Хыпар» икӗ пысӑк хаҫат. Иккӗшӗн те лайӑх енӗсем пур. Район хаҫачӗсене илсен «Тӑван Ен» уйрӑммӑн тарать — вӑл яланах чи лайӑххисен йышӗнче тӑнӑ. Журналистсен йышӗпе те, ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртессипе те. Сӑмахран, хаҫат сайтне тӑвасси, ҫӗнӗ дизайн ҫине куҫасси, ҫӗнӗ программӑсемпе усӑ курма тытӑнасси тӗлӗшпе вӗсем малта пыраҫҫӗ. «Хыпар» ку енчен ман шутпа юлсарах пырать. «Тӑван Ен» пысӑк хаҫат мар та ҫӗнӗллӗх кӗртме уншӑн йывӑр мар. «Хыпар» вара — пысӑк хаҫат, унӑн коллективӗ пӗчӗк мар, ҫӗнӗлӗхсене хӑвӑрт кӗртме те ҫавна пула йывӑртарах.

«Хыпарӑн» лайӑх енӗ — паллах, унӑн коллективӗ. Республика хаҫачӗ пулнӑран унта лайӑхрах журналистсем лекнӗ, лекеҫҫӗ те.

Икӗ пӗрешкел предприяти пӗрлешнӗ чухне яланах ыйту ҫуралать — хӑшӗ хӑшне ҫӑтса ярӗ. Юлашки вӑхӑтра влаҫрисем «Тӑван Ене» сахал мар тимлӗх уйӑрни курӑнать. Ҫакна шута илсен «Тӑван Ен» «Хыпара» ҫӑтса яма пултарӗ тесен тӗлӗнтермӗш пулмӗ. Унсӑр пуҫне икӗ пӗр тан предприяти те малтанхи пекех юласси питӗ сайра пулать. Пӗри пуҫ пулса юлмаллах.

Сайчӗсене пӑхатӑп та — халӑх мӗнле вырӑсланса пырать, «Тӑван Ен» те ҫавӑн пекех вырӑсланать. Чӑвашла хаҫат пулсан та сайчӗ йӑлт вырӑсла. Хаҫатра тухнӑ материалсем кӑна чӑвашла пичетленеҫҫӗ. Вӗсем те пулин сайтра темле резервацине лекнӗ евӗр вырнаҫнӑ. Пӗтӗмлетӳ ҫапла ҫеҫ тума пулать: редакци хӑйӗн малашлӑхне вырӑс чӗлхеллӗ ҫеҫ курать, хӑйӗн кун-ҫулне чӑваш чӗлхипе пуҫланӑ пулин те вӑл чӗлхе вӗсене кирлӗ мар. «Хыпар» сайчӗ дизайн енчен япахрах пулин те ҫавах та хыпарӗсене чӑвашла та (тӗп страница чӑвашла!), вырӑсла та вырнаҫтарать. Ку енчен пӑхсан «Хыпар» хӑйӗн политикине «Тӑван Ен» ҫине сарсан, паллах, аван пулӗччӗ, пӗрлешӳ усси чӑвашлӑхшӑн та юрӑхлӑ пулӗччӗ.

«Тӑван Енпе» «Хыпар» пач расна хаҫатсем. Пӗри — район хаҫачӗ, район хыпарӗсене ҫутатаканскер, тепри — республика хаҫачӗ. Вӗсене пӗр тӗвве ҫыпӑҫтарсан мӗн пулса тухасси те паллӑ мар. Е «Хыпар» Шупашкар районне пысӑк тимлӗх уйӑрма пуҫлӗ, е «Тӑван Ен» Шупашкар район ҫыннисен нушисем пирки манса ытларах республика ыйтӑвӗсене ҫутатӗ. Икӗ хаҫат пӗр ҫын аллинче пулни ҫакӑн йышши уйрӑмлӑхран ниепле те хӑтараймӗ. Хамах илес. Эпӗ Шупашкар район ҫынни пулнӑран мана хам район хыпарӗсене те «Чӑваш халӑх сайтӗнче» ытларах ҫутатма туртать. Мӗн тӑвӑн, ҫывӑхрах-ҫке… Ҫавӑнпа та чи пысӑк ыйту маншӑн — икӗ тӗрлӗ хаҫата пӗрлештерсе вӗсен ӑшлӑхне малтанхи пекех хӑварма пултарӗҫ-ши? Ку тӗлӗшпе хӑшӗ хӑшне ҫӑтса ярӗ?

Укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗ кӑна-ши?

Тен, ман пӑшӑрхану ытлашши те пулӗ — ҫак пӗрлештерӳ хаҫатсем ҫине ниепле те витӗм кӳрмӗ, икӗ хаҫатӑн, тен, финанс пайне ҫеҫ пӗр алла куҫӗ… Ҫавах та ку тӗлӗшпе те ыйту сахал мар. Енчен те чӑн та укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑхсем пулсан (перлештернӗ чухне пире яланхи пекех ҫапла ӑнлантарса пама тӑрӑшаҫҫӗ-ҫке) тӗнчере ытларах чухне урӑхралах тӑваҫҫӗ — предприятие икӗ пая пайлаҫҫӗ: пӗрине тупӑшлисене параҫҫӗ те тепӗрне — пӗтӗм тӑкаксене, парӑмсене. Ҫапла май предприяти, калта хӑйӗн хӳрине татса тарнӑ пек, тӑкаксенчен хӑтӑлать. Эпӗ илтнӗ тӑрӑх «Хыпар»-ӑн тӑкаклӑ пайӗ — комуналлӑ расхутсем. Пушӑ пӳлӗмсем пит нумай («Тантӑш» тата «Хресчен сасси» ИҪ-сене хыпса янӑран мар-и?). Тепӗр хаҫат тӑкакӗсене хӑй ҫине илес вырӑнне мӗн-ма ҫав пӳлӗмсене калталла татса пӑрахас мар? Паллах, чӑн лару-тӑру пач урӑхла пуль… Кӑна хӑҫатрисем тата министерствӑри тӳре-шара ҫеҫ лайӑххӑн ӑнлантарса пама пултарӗ.

Чи пӑшӑрхантараканни вара — кунашкал пӗрлешӳсем хыҫҫӑн чӑвашла информаци хатӗрӗсен йышӗ чакса пыни. Ав, «Хыпар» «Хресчен сассине» ҫӑтса ячӗ. Маларах пӗрлештерӳ икӗ хаҫата ниепле те пырса тивмест тесе калатчӗҫ. Вӑхӑт иртрӗ те «Хресчен сасси» «Хыпар» ҫумне ҫыпҫӑнчӗ. Пач ҫухалмарӗ-ха… Ӑна халь «Хыпар» ҫумне хушса параҫҫӗ. Икӗ хаҫат та пӗр ҫын аллинче пулни те икӗ расна хаҫат тума май памасть. Хаҫатсенче икӗ тӗрлӗ шухӑш вырнаҫтарма ҫукран ун пек чухне.

Тепӗр енчен вырӑсла тухакан хаҫатсем те республикӑра сахал мар. «Советская Чувашия», «Грани», «Чебоксарские новости», «Республика»… Вӗсен те парӑмӗсем ҫук мар! Анчах никам та вӗсене пӗрлештересшӗн мар. Йӑлт чӑвашла тухакан хаҫт-журналсем кӑна республика тӳри-шарине канӑҫ памаҫҫӗ. «Ҫӑлас» сӑлтавпа ҫыпӑҫтараҫҫӗ те ҫыпӑҫтараҫҫӗ…

Хаҫатсен паянхи вырӑнӗ

Тепӗр тесен хаҫатсен паянхи вырӑнӗ самай хӗсӗнчӗ темелле. Кунта самана улшӑнни те, интернетпа телекурав вӑй илни те, почта хӑйӗн хакӗсене ӳстерни те пысӑк витӗм кӳреҫҫӗ.

Иртнӗ ӗмӗрте хаҫатсене мӗнле тӗллевпе йӗркеленӗ? Тӳре-шара тата патшалӑх ӗҫне халӑх патне ҫитерме, политика пропагандине туса тыма. Вӑл вӑхӑтра хут кӑна пулнӑ та ҫапла май хаҫат кӑларма, ӑна укҫалла халӑх патне ҫитерме — чи лайӑх мел пулнӑ. Хаҫат кӑларни тупӑш пама пултарни те вӑл вӑхӑтра йӗркеллӗ пулнӑ. Хыпарсене халӑх патне илсе ҫитерес енӗпе те хаҫат малти ретсенче тӑнӑ. Телекурав пулман, радион вара хӑйӗн ҫитменлӗхӗсем — вӑхӑтра итлеймесен хыпарсӑр тӑрса юлӑн. Хаҫата вара хуть те хӑш вахӑтра вулама май пур. Ҫапла май XX ӗмӗрте хаҫат халӑх патне хыпар илсе ҫитерес енӗпе пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнӑ.

Паян вара пач урӑхла. Телекурав та пур, интернет та пур. Енчен те ХХ ӗмӗрте тӳре-шара хӑйсен ӗҫне хаҫат урлӑ кӑна ҫитерме пултарнӑ пулсан — паян кашни министерствӑн, кашни ял тӑрӑхӗн хӑйӗн сайчӗ пур. Район хыпарӗсене пӗлес тесен интернетпа усӑ курма пӗлекен ҫынна мӗн тума хаҫат кирлӗ? Шӑп ҫак сӑлтавсене пула хаҫат пӗлтерӗшӗ чакса пырать те. Куллен тухакан хаҫатсене ҫырӑнакансен йышӗнче те ытларах ҫулланнӑ е ватӑ ҫынсем ҫеҫ. Хаҫат вулама хӑнӑхнӑран кӑна вӗсем ҫырӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑксем вара мӗнпур хыпарсене тӗнче тетелӗ урлӑ пӗлме тӗмсӗлеҫҫӗ.

Паллах, хаҫатсен хӑйсен вырӑнӗ те пур. Пӗр-пӗр тематикӑллӑ пулсан, е унта урӑх ниӑҫта та тупма май ҫук информаци вырнаҫӑнсан, е статьясене вулаканшӑн кӑсӑклӑ хатӗрлесен — паллах, кун пек хаҫатӑн е журналӑн ҫырӑнаканӗ пулатех. Сӑмах кунта, калӑпӑр, литература журналӗ е кулӑш хаҫачӗ пирки пыма пултарать. «Хыпар» хаҫата ҫырӑнса илекенсен йышӗ чакнӑ вӑхӑтра «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» вулаканӗсем ӳссе пынин сӑлтавӗ шӑп ҫакӑнта та.

Пӗтӗмлетсе каласан, «Хыпар» ҫумне хут те мӗн чухлӗ хаҫат ҫыпӑҫтар, ӑна хуть те мӗн чухлӗ редакципе пӗрлештер — хӑйӗн форматне улӑштараймасть пулсан ку ӗҫ ӑна ним енчен те пулӑшма пултараймӗ. Кулленхи хаҫатран аналитикӑллӑ е ытти кӑсӑклӑ статьясем пичетлеме пуҫласан ҫеҫ вӑл паянхи информаци ӗмӗрӗнче сыхланса юлма пултарать. Н. Никольский пуҫарнӑ ӗҫӗ ун чухне кӑна сӳнмӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (8)]

Comments:

Микула // 9259.3.8429
2018.05.29 15:20
"Хыпар" кăна пулнă пулсан малтан, ыран та "хыпар" кăна юлĕ чăвшла прессăран? Ÿлĕмрен, феодальный строй вăхăтĕнчи пекех чăвашăн сельский старостăсемсĕр пуçне нимĕн те юльмĕ? Май пулсан СР хаçатри Владимир Тяпкин каланă самахсене вырнаçтарса парăр.Вăл пĕтĕмпех ăнланмалла каланă. Темшĕн вăл причинно-следственные связи тенине пăтраштарнă пек туйăнать.Май 2018 №9. Акăльчан,ют çĕршыв чĕльхине чăваш ачисене "вăйпах" вĕрентмелле пулсан , чăваш чĕльхине ашшĕ-амăшĕнчен ыйтса кăна. Мĕнле тискерле самана пуçланнă? Благими намерениями,хитре калаçсах ,чăваш çынни аллисемпех,чăваш чĕльхи валли шăтăк тăрăшсах чаваççĕ?
Микула // 9259.3.8429
2018.05.29 15:41
Шкулта пĕр чăваш чĕльхи кăна "добровольно" пулма пултараймаç. Вăл Конституцине хирĕçлени пулать? Чăваш чĕльхи "ирĕке" тухнă пулса тухать. Шкулти ытти предметсем "ирĕксĕрлĕхре"? Нимĕнле "добровольность " та "выбор" та çук вĕсен? Шкулти ытти предметсене те "чăваш чĕльхи предмечĕ " пекех ирĕклĕ тума Путина ыйтса калас пулать. По бесплатному телефону: 8 800 200 40 40

SMS и MMS сообщения на номер 0-40-40
Хамăр ял // 2044.26.3461
2018.05.30 14:22
1. Чăваш пичечĕн пĕлтерешлĕ ыйтусене "информацилле политикин" министерстви татса парать. Унта чăваш пуçлăхĕсем пур-и? Е стройковасен майрисем кана? Тата министерстви çумĕнчи канашĕн членĕсем, володинасем, семедовасем? Çак майрисене чăваш МИХсем "информациллĕ политики" кăна шухăшлаттарать мар-и? 1990-мĕш çулсенче ЧР Патшалăх Канашĕн хăш-пĕр депутачĕсем, моляковсем "Хыпар" хаçата, чăваш пичете валли укçа тăкакĕсене чакарас тесе каларĕç. Ун
хыççăн чăваш интеллигенцийĕ Совет çурчĕ умĕн масăллă пикет
туса тухрĕ. Халĕ çакăн пек пикетсем çук.
2. Паллах, халь урăх самана. Интернет вăй илсе, сарăлать. Аçтахар тĕрĕс çырать. Кунсерен тухакан хаçата Интернетпа ăмăртланма хĕн. Çакна шута илмеллех. Тен, эрнере пĕр хут тухакан (еженедельник), аналитикăллă, критикăллă статьясене пичетлекен хаçат кирлĕ? Кашни кун Интернетран илекен ЧР пуçлăхĕ кампа тĕлпулнă, ăçта кайса çÿренĕ çинчен хаçат кирлĕ-и? Кама çак хаçат кирлĕ? "Информациллĕ политикин министерствин тÿре-шара кăна валли мар-и? Çакна валли çеç бюджет укçи тăкакламалла-и?
Agabazar // 4070.28.5691
2018.05.30 22:16
Agabazar
"Хамăр ял" тенипе витĕнсе "Хыпара" ан тапăн!

Мĕн Интернет çине йăвантаран? "Хыпарăн" хăйĕн сайт пур вĕт Тетелте! Кам чарать ăна çав сайта аталантарма?
Хамăр ял // 2044.26.3461
2018.05.30 23:56
"Хыпара" тапăнмастăп. Лайăхрах тухччăрах. Хута кĕретĕп.
Agabazar // 2328.26.0282
2018.05.31 22:33
Agabazar
"Хыпар" кашни кун (куллен!) тухса тăма тивĕçлĕ. Ăна эрнесерен тухакан кăларăма çавăрма чĕнни — провокаци.

Кунсерен тухма пăрахсан, "Хыпар" хаçат путланчĕ теме пулать.
"Хыпар" çинчен аллăрсене сирĕр!
Шутлакан // 1551.75.6336
2018.05.31 23:38
Путланнă ĕнтĕ, тухма пăрахнă тахçанах кунсерен, Agabazar тете.
ЛЕШКАС ÇЫННИ // 4251.38.2526
2018.06.05 21:14
Путланатех пулĕ чăваш хаçачĕ.Паянхи саманара, йăлтах укçапа виçме пуçларăмăр пулсан, ырă тĕллевсене валли сахалрах та сахалрах вырăн тăрса юлать пулсан, веçех энтузиастсен тÿпи çине куçса пырать пулсан, чăваш пичечĕ валли шутлă кунсем уйăрса хунă-няк

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters