Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Лучше лев во главе стада баранов, чем баран во главе стада львов.(Наполеон)
 

Ad

Виталий Станьял: Картана хупӑнасран вут пек ача хӑтарчӗ

Виталий Станьял21.06.2018 20:4112347 views

Таврапӗлӳҫӗ типтерӗнчен.

2018, ҫӗртме, 20.

 

Чӑваш наци вулавӑшӗнче ҫӗртмен 15-мӗшӗнче чӑваш чӗлхине шкулта мӗнле вӗрентесси пирки Олег Николаев депутат «ҫавра сӗтел» ирттернӗ иккен те, ҫавна эпӗ, тӑван ялта пулнӑ пирки, сисмесӗрех юлнӑ. Шупашкара килсен тин ҫав «суйласа илнисен» вӑрттӑн канашӗ ҫинчен кӑштах вуларӑм. Тӗплӗрех пӗлесшӗн пулса, чӗлхене хӳтӗлесе сӑмах хускатнӑ вӑртахӑмсенчен — чӑваш халӑх ҫыравҫисенчен Валери Туркай, Анатолий Кипеч, Денис Гордеев тата Ваттисен тӗп канашӗн ҫыруҫинчен Алексей Бойковран ыйтса пӑхрӑм. Вӗсене те систермен иккен!

Пирӗн ҫырусем ҫине хурав паман пуҫлӑхсемпе тӗл пулса калаҫни те юрӑхлӑ пулӗччӗ. Анчах вӗсем куҫа-куҫӑн сӑмах татма та шикленнӗ-мӗн!Сисеҫҫӗ вӗсем, Чӑваш ячӗпе Госдумӑри депутатсем халӑхсене хирӗҫ ыйту хускатни вӗсем пирӗн шанӑҫа сутса янине кӑтартать. Аршинова та, Николаев та — халӗ темле йӑпӑлтилле калаҫаҫҫӗ пулсан та — чӑваш ятне тӗнчери халӑхсем умӗнче ҫӗртрӗҫ. Ют тӑхлачинчен урӑххине кӗтес ҫук пулсан та, эпӗ чӑваш ывӑлӗ ҫивӗч самантра йӑмшак пулнӑшӑн чӗререн хурланатӑп.

Хурланнипе чух уҫӑлмасть. Чӗлхене картана хупиччен хама картана хупса хурам терӗм. Ҫеҫпӗл Чӑваш чӗлхи ҫине вӗлтрен ан тухтӑр тенине аса илсе, маҫак пахчинчи вӗлтрене тӑпӑлтартӑм, ҫӗрӗк карта хӑмисене сӳтсе пӑрахрӑм. Вара чӑвашла тап-таса та тирпейлӗ калаҫакан, хӑйӗн кӳршин Митта Ваҫлейӗн сӑввисене юратса калакан Радик Васильев ӑстаҫӑ — Лиляпа Алексей ӗҫтешӗсем пулӑшнипе — икӗ кунта 125 метр хӳме хӑпартса пачӗ. Ҫакӑн пек вут чӗреллӗ, ӑслӑ, шанчӑклӑ, ҫивӗч алӑллӑ чӑвашсем пур чухне чӗлхемӗр пӗтместех тесе савӑнтӑм. Ӗҫе пӗтерсен Радик шӑллӑм каларӗ: «Тӑхта-ха, халӑхран уйрӑм питӗрӗнсе ларма — акӑ сана тӑватӑ енне тӑватӑ алӑк туса патӑм. Миттаран тӗслӗх ил!» — терӗ.

Госдумӑпа Патшалӑх Канашӗнче Митта кӳрши пек ӑслӑ ӗҫ ачи пӗр депутат та пулин пур-ши?

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (13)]

Comments:

Agabazar // 3756.0.8691
2018.06.21 21:47
Agabazar
Юлашки араттăр, чăвашла калаç. (Юлашки араттăр сăмахне модераторсем кăларса пăрахнă).
Виттус // 3994.21.5149
2018.06.21 22:04
Ӳркенмен улпутӑм Акапасар!
Пур япалан та пичӗпе хыҫӗ пур. Кирек мӗне те ырлама та, хурлама та пулать.Анчах чӑнни - пӗрре!
Чалтан вӑрҫинче Сталинӑн "Ни шагу назад!" приказӗнчен
пӑрӗнса юлма тивӗҫ пулман, Госдума вара темле хушусем хыҫҫӑн сӗтӗрӗнет пулсан, ӑна тӗрӗслӗх фрончӗ мар, лакейсен лаҫҫи ҫеҫ темелле.
Иккӗмӗш вулавра Олег Николаевӑн ырӑ витӗмӗ палӑрсан
кӑна ӑна Атӑлҫи халӑхӗсем тӳрре кӑларӗҫ тесе шутлатӑп.
Микула // 9259.3.8429
2018.06.21 22:10
Тыт та çыр ? Прахвуст вара эс Акапасар. Мана президент пулма суйлăрха тесе çÿремен.Эп шупăрсем тăхăнса кĕрекесем тăрăх йăваланса çÿремен,шкулсем хупаканнисен аллисенчен хисеп хучĕсем ильмен.Тимĕр патĕнче,Çăлкуçра, эп те эп тесе ларман. Академик тетĕр пулсан академик пек пулмалла . Ĕлĕк ,Ельцин вăхăтĕнче,кашни иртен çÿрен "паттăр" пулма пултарнă пулсан паян вĕсем ,"паттăрсем" çук? Тарса пытаннă? Шупашкарта тăван чĕльхепе ÿстермелли ача пахчисем çук пулсан ,ун пирки Хусанкай та Станьял та пĕр самах та шарламаççĕ пулсан,кам "ĕнси" пирки калаçан Акапасар ? Ан аташ. Тĕрĕс çулпа утасран ура лартса ларнине тахçанах сисетпĕр .Хирĕçтерсе ларан анчах кунта,çавăнпах ятна пытаран. Агабазарщина -сĕрĕм сарса ларан.
Agabazar // 3756.0.8691
2018.06.21 22:18
Agabazar
Микула // 9259.3.8429 2018-06-21 22:10Шупашкарта тăван чĕльхепе ÿстермелли ача пахчисем çук пулсан ,ун пирки Хусанкай та Станьял та пĕр самах та шарламаççĕ
Ку — намăсăррăн элеклени пулать. "Кайăк" темерĕн!
Микула // 9259.3.8429
2018.06.21 23:08
Кам,хăçан тата мĕн каланă ? Сăмах май асăннисĕр пуçне.Çĕр хут таккаса ăнлантарса пани хыççăн кăна. Чăваш чĕлхине аталантармаллин пĕрремĕш утăмне ,пĕрремĕш чи кирлĕ меслетне ăнланмалла. Çичĕ хут чăваш шупăрне тăхăнсан та чăваш чĕлхин грамматикине пĕльсен те ,Акапасар ,эс тăван чĕльхепе ÿстермелли ача сачĕсем малта пулмаллине тавçарса илейместĕн. Пăшалĕ мĕнрен тăнине вĕрентнĕ пулсан та пăшалĕпе пеме вĕрентмен сана. Филологи факультетĕнче çавăн пек çитменлĕх яланах пулнă. Чăвашла калаçма çырма вĕрентеççĕ пулсан та чĕлхене сыхласа ,аталантарма вĕрентекен пулман.
Agabazar // 3756.0.8691
2018.06.21 23:26
Agabazar
Такки чарăнмасть, шеремет!
Лешкукша // 3994.21.5149
2018.06.21 23:41
Пасарта ҫухалса кайнӑ Микула ача сачӗсем пирки кунта мар, Республика администрацийӗн,министерствӑсен тата Патшалӑх Канашӗн электрон почтисенче ҫырсанччӗ!
Чӑваш аксакалӗсен канашӗ ача сачӗпе пуҫламӑш шкул пирки темиҫе "петици"те кӑларчӗ, унта Микула сасси пулмарӗ. Кам эс, ҫич хут шупӑр тӑхӑнман тата президент пулас темен пӑшалҫӑ марскер?
2018.06.22 04:45
Чăнласа та, Акапасар, пурне те çитĕшсе тăриччен, мĕскершĕн хăвăр нимĕнле йышăну тума та шутламастăр? Хавшак? Каçхине "ирĕклĕ сăмах" хаçата çыру çыртăм, хуравĕ паян та çук. Вăхăтĕнче умкайпа вырăнлă пулса юлчĕç те паян пу рте çиелтен çÿреççĕ, ĕçĕ патне çитсен, таçта тарса çĕтеççĕ. Мĕншĕн ыттисем хуравлаççĕ. Тепĕр литература сайчĕ çинче сирĕн йышши чăваш çыравçи пур, вырăс сайчĕ çинче киревсĕр сăмахсене чăвашла çырса ларать, çавă пулать-и чăвашсене хисеплеме йыхăрни? Кăшт та культурăна вĕренмелле, çынсене хисеплеме. Ансат пул, вара çынсем те сан пата туртăнĕç теççĕ. Кунта вара, пустуй пупленĕ вăхăтра хаксем çÿлелле те çÿлелле хăпараççĕ, хăшне пырса тивет? Хисеплĕ çынна, çумрисене хисеплекене çеç хисеп кÿреççĕ
Agabazar // 2235.00.9370
2018.06.22 13:34
Agabazar
Аскольд Де Герсо // 3540.85.9773
2018-06-22 04:45
Чăнласа та, Акапасар, пурне те çитĕшсе тăриччен, мĕскершĕн хăвăр нимĕнле йышăну тума та шутламастăр?
================================================

Ак тата тепри!
Ку тата Акапасар ĕнси çине хăпарса ларса рая кĕрсе каясшăн!

Акапасартан Патшалах Думин депутачĕ туса хур вара пырса ыйт Акапасартан, ăнман авкаланчăк!

Акапасар паян-ыран тÿнсе каяс пулсан мĕн тăван? Вара пурнăç та чаранса ларать-им?
Кам вăл саншăн Акапасар? Патша? Турă? е Президент?
Agabazar // 3091.33.4945
2018.07.06 04:21
Agabazar
Çырана сĕве, сĕве
Майĕпен юхать Сĕве...

Pages: 1, 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters