Одиночество - удел всех выдающихся умов.(Шопнгауер)
Ad
Владислав Николаев: Шӑмалаксем ял уявне ирттерчӗҫ
Владислав Николаев01.08.2018 09:297309 views
Пуҫласа ирттерекен ял уявне тивӗҫлипех хатӗрленсе шӑмалаксем чылай курӑмлӑ ӗҫ туса ирттернӗ. Шӑматкун вара, уяв умӗн, вӗсене «уҫса тухрӗҫ». Халӗ яла кӗнӗ ҫӗрте питӗ хитре Укӑлча юпи кӗтсе илет Шӑмалак ывӑлӗ-хӗрӗпе хӑнисене. Салтака каякан ҫамрӑксене ӑсатнӑ чухне пурте унта тӑрса сӑн ӳкерӗнмелле пултӑр, теҫҫӗ ҫак илеме ӑсталанӑ Александр Усановпа Владислав Николаев.
Шкул патӗнче «Ман юратнӑ Шӑмалак» — «Шемалаково — любовь моя» паллӑна вырнаҫтарнӑ. Яла килекен кашни ҫын, ватти-вӗтти — хуласенче пурӑнакансем уйрӑмах — пӑхса савӑнса, мӑнаҫланса ирттӗр ҫак илеме курса. Чылай вырӑнта лартаҫҫӗ ҫакнашкал япаласене, анчах та шӑмалаксем пек чӑвашла ҫырнине курманччӗ-ха.
Лавккасем патӗнче кивӗ сӑнӳкерчӗксен стенчӗсене вырнаҫтарнӑ. «Паллах, ку пуҫламӑшӗ ҫеҫ, ал айӗнче мӗн пуррипе усӑ курса ӑсталанӑскер, малашне эпир ӑна сылтӑмалла, сулахаялла тата та тӑсӑпӑр», — ӑнлантарать стендсене тума хастар хутшӑннӑ Федор Чернов.
«2-мӗш пилӗкҫуллӑх», Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденлӑ «Слава», «Свобода» хуҫалӑхсен ертӳҫи пулнӑ, РСФСР тата Чӑваш АССР Ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ленин, Октябрь Революцийӗ, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялавӗ тата ытти орденпа медальсен кавалерӗ Иван Яковлевич Денисов пурӑннӑ ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ Асӑнупа хисеп хӑмине те уҫрӗҫ ҫак кун. «Слава» хуҫалӑхра бригадирта ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ, И.Я. Денисовпа пӗрле ӗҫленӗ Анатолий Федорович Какшанов, Елчӗк районӗнчи ветерансен канашӗн ертӳҫи Рифкат Сабирович Харисов, «Свобода» хуҫалӑхӑн ертӳҫи пулнӑ Сергей Геннадьевич Кошкин, «Яманчурино» ООО хуҫалӑх ертӳҫи Владимир Сергеевич Рахмуллин, И.Я. Денисовӑн хӗрӗ Людмила Ивановна Леонтьева Иван Яковлевич ҫинчен ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ.
XVII ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче кӑна-ха паян Шӑмалак саркаланса ларакан вырӑнта пушӑ хир пулнӑ теҫҫӗ, историксем ӑна вырӑсла «Дикое поле» тесе палӑртаҫҫӗ. XVII ӗмӗрӗн ҫуррисенче Чӑваш Республикин хальхи Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Тӑвай районӗсенче пурӑнакан чӑвашсем аялалла куҫма пуҫланӑ. Вырӑс патшалӑхне кӑнтӑртан тӑтӑш тапӑнсах тӑракан нухайсемпе калмӑксене пӗрремӗш кӗтсе илекенсем, хирӗҫ тӑракансем кирлӗ пулнӑ. Куславкка районӗнчи Шӑмалӑх ялӗнче пурӑнакансем те ҫула тухнӑ. Ҫапла вара хирсем тӑрӑх, ҫырмасем урлӑ килнӗ те Шӑмалӑхсем ҫак вырӑна сиксе тухнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ку вырӑна мар — халь Аслӑ урам вырнаҫнӑ тӗле. Унта вӑйлӑ тапса тӑракан ҫӑлсем пулнӑ, вӑрманӗ — йӗри-тавра, ҫӗрӗ — хуп-хура, тата мӗн кирлӗ пурӑнма! Ку вырӑн, каламасӑрах паллӑ, питӗ килӗшнӗ вӗсене. Ҫавӑнпа та ял ятне те хӑйсеннех хӑварнӑ: ара, Шӑмалӑх тени «хитре, илемлӗ вырӑн» тенине пӗлтерет-ха та. Аслӑ урам вырнаҫнӑ тӗлтен пуҫланнӑ халь эпир кӑштах урӑхлатса Шӑмалак текен ялӑмӑр. Ерипен вӑрмансене каса-каса хирсем тунӑ, урам ҫумне урам хушӑннӑ — аслӑлансах пынӑ Шӑмалак.
Шӑмалаксем хӑйсен несӗлӗсен ялне те манса кайман: Куславкка тӑрӑхӗнче пурӑнакан, унтан тухнӑ ҫынсене хӑнана чӗннӗ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Куславккасем» ентешлӗхӗн пуҫлӑхӗ, «Дентамед» шӑл клиникин тӗп тухтӑрӗ Юрий Александрович Зорин (унӑн амӑшӗ Шӑмалӑхран), Куславкка районӗнчи Энтри-Пасар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Иванович Пайков (Шӑмалӑхра ҫуралнӑ), Шӑмалӑхра пурӑнакан таврапӗлӳҫӗ Виталий Васильевич Иванов йыхрав илсенех пыма шантарнӑ, шӑматкун килсе ҫитрӗҫ. Юрий Александрович Зорин ял хастарӗсене — Александр Петрович Чернова, Александр Петрович Усанова, Федор Петрович Чернова, Венера Кузьминична Усанована — Чӑваш Наци Конгресӗн Хисеп хучӗсемпе чысларӗ.
Уяв авалхи йӑлапа пуҫланчӗ. Александр Петрович Черновпа Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Александрович Зорин ӗлӗкхи мелпе йывӑҫпа йывӑҫа хӑшкаса вут кӑларчӗҫ. Унтан икӗ кӑвайт чӗртрӗҫ. Уява килнӗ пӗтӗм халӑх — ватти те вӗтти — вут хапхи витӗр иртсе «тасалчӗҫ», хӗрарӑмсемпе арҫынсем вӑйӑ картине тӑчӗҫ.
Шӑмалаксен «Мерчен» фольклор ушкӑнӗ вӑйӑ картине татса сцена ҫине хӑпарчӗ, ыттисем сцена ҫывӑхне пуҫтарӑнчӗҫ. «Килсе курӑр уява» юрӑ хыҫҫӑн Полина Петровна Львова ялти чи аслисенчен пӗрне Вениамин Павлович Егорова ҫӑкӑр-тӑвар пачӗ, Веня тете вара ял халӑхне уява лайӑх ирттерсе яма пил пачӗ:
— Ачамсем! Мӑнукӑмсем! Уява лайӑх ирттерӗр: юрлӑр, ташлӑр, савӑнӑр! Сывлӑхлӑ ҫӳрӗр, ялтан тухса кайнисем тӑван яла манса ан кайӑр!
Авалхи йӑласене пӑсмасӑр, ҫӗнӗ йӑла шутласа кӑлармасӑр, ваттисен пехилне илнӗ хыҫҫӑн уяв лапамӗн ялавӗсене ҫӗклерӗҫ:
Раҫҫей Федерацийӗн ялавне Раҫҫей Федерацийӗн Хисеплӗ Машиностроителӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ машиностроителӗ, «Промтрактор» акционерсен уҫӑ обществин генеральнӑй директорӗ пулнӑ Виталий Владимирович Филиппов тата Раҫҫей Федерацийӗн Хисеплӗ нефтяникӗ Александр Валентинович Диаров;
Чӑваш Республикин ялавне Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Елизавета Диомидовна Казначеева тата Зинаида Анатольевна Лисова;
Шӑмалак ялӗн ялавне ялти ватӑсем Федор Семенович Чернов, Зоя Васильевна Яковлева, Вениамин Павлович Егоров тата Львовсен ҫемьи — Юрий Николаевичпа Надежда Николаевна тата вӗсен 8 ачи — Екатерина, Ксения, Вероника, Мария, Тимофей, Ангелина, Татьяна, Матвей.
Елчӗк районӗн Пуҫлӑхӗ Ираида Ивановна Васильева тата Елчӗк районӗн администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Николай Петрович Миллин та хӗрӳ ӗҫҫи вӑхӑтне пӑхмасӑр килчӗҫ уява. Николай Петрович шӑмалаксем уява лайӑх хатӗрленнине палӑртрӗ.
— Мӗнле ырлӑхра пурӑнатӑр-ха эсир, шӑмалаксем! Вырӑнӗ мӗнле хитре кунта! Тӗрӗссипе, уяв ирттермелли кун пек хитре вырӑн эп тек ниҫта та курман. Малашне Елчӗк районӗн акатуйне те кунта ирттермелле мар-ши текен шухӑш та пырса кӗчӗ халь.
Николай Петровичпа Ираида Ивановна Шӑмалак ялӗн сумлӑ, ку ялта ҫуралса тӗнчере ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ ҫынсене «Шӑмалак ялӗн хисеплӗ ҫынни» тава тивӗҫлӗ ят парса чысларӗҫ. Ҫак ята шӑмалаксем чи малтанах 4 ҫынна парас тенӗ:
— Лидия Константиновна Сидоровӑна (Лидия Константиновна Сидорова Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Шӑмалакран хутшӑннӑ пӗртен-пӗр хӗрарӑм. Вӑл малтан зениткӑсен полкӗнче ҫапӑҫнӑ, кайран госпитальте аманнисене сипленӗ. Паян Лидия Константиновна — Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗнчи сывӑ пӗртен-пӗр ветеран);
— Федор Семенович Чернова (Федор Семенович Чернов ӗмӗр тӑршшӗпех, 45 ҫула яхӑн, тӑван ялти библиотекӑра ӗҫленӗ, вӑл Елчӗк районӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ библиотекарьсенчен пӗрремӗш малтан «Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», унтан тата «РСФСР культурӑн тава тивӗҫлӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ);
Виталий Владимирович Филиппова (Виталий Владимирович Филиппов Раҫҫей Федерацийӗн Хисеплӗ машиностроителӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ машиностроителӗ, Чӑваш Республикинчи чи-чи пысӑк предприятин — «Промтрактор» акционерсен уҫӑ обществин — генеральнӑй директорӗ, Чӑваш Республикин иккӗмӗш суйлаври Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑ);
— Михаил Иванович Тарасова (Михаил Иванович Тарасов пурте пӗлекен «Кӗрӗк» фабрикӑна никӗслекен, Чӑваш Енри чи пӗрремӗш предпринимательсенчен пӗри, чылай ҫул Чӑваш Республикин Экономика министерстви ҫумӗнчи Предпринимательствӑпа суту-илӳ ӗҫне аталантарассине тимлесе тӑракан комитетра пулнӑ).
Шӑмалаксене ҫывӑн пекех Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Михаил Александрович Егорова тата Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫуралнӑ? кун ячӗпе лартнӑ Шӑмалакри чиркӗвӗн настоятелӗ Алексей атте, Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗн депутачӗсен пухӑвӗн депутачӗ Ирина Ивановна Чернова, Лаш Таяпари «Акар» питомник ертӳҫи Леонид Васильевич Князев саламларӗҫ. Ял старости Николай Алексеевич Печков вӗҫӗнче ял уявне ирттерме пулӑшнӑ хастарсене Тав хучӗсем парса чысларӗ.
Шӑматкун Шӑмалак ялӗн уявӗ кӑна мар, пӗтӗм таврари ялсен уявӗ пулчӗ. Тӗрӗссипе каласан, ку тӑрӑхра 3-4 ӗмӗр ытла пӗрле пурӑнакан ялсем тахҫанах туслашнӑ ӗнтӗ, тӑванлашнӑ пӗр-пӗринпе. Хӑй вӑхӑтӗнче, 1918 — 1927 ҫулсенче, Шӑмалак вулӑс центрӗ те пулнӑ — ку хӑех питӗ пӗлтерӗшлӗ самант. 11 чӑваш ялӗ тата 2 тутар ялӗ кӗнӗ Шӑмалак вулӑсне — мӗн тери пысӑк пулнӑ вӑл! Шӑмалаксене уявра Лаш Таяпари «Тайпи», Патӑрьел районӗнчи Начар Упири «Туслӑх», Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсен «Сударушки» фольклор ушкӑнӗсем, Вӑрӑмхӑвари, Лаш Таяпари уйрӑм юрӑҫсем саламласа савӑнтарчӗҫ. Шӑмалакри ача пахчине ҫӳрекенсем те, шкул ачисем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.
Спорт ӑмӑртӑвӗсем те хӑйнеевӗрлӗ иртрӗҫ уявра. Лашасен чупӑвне, сӑмахран, район акатуйӗсенче кӑна курма пулать, шӑмалаксем вара ипподром ӑсталанӑ, чупу ирттерчӗҫ. Унта Шӑмалак каччи Юрий Яковлев мала тухрӗ, «Яманчурино» ООО уйӑрнӑ тӗп парнене — 0,5 тонна тырра — тивӗҫрӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсенче — Иван Вазюковпа (Патӑрьел районӗ, Сӑкӑт) Николай Яковлев (Шӑмалак), вӗсем те «Яманчурино» ООО парнисене тивӗҫрӗҫ.
Унсӑр пуҫне хӗрарӑмсем пушӑ сӑра савӑтне инҫетӗшне ывӑтрӗҫ. Кунта тинтерех ҫеҫ Шӑмалак кинӗ пулса тӑнӑ Оксана Тарасова пурне те кая хӑварма пултарчӗ. Ачасем вара велосипедпа ярӑнса тупӑшрӗҫ: пьедестал ҫине Роман Чернов, Станислав Васильев, Михаил Ермолаев хӑпарчӗҫ.
Спорт ӑмӑртӑвӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн эстрада юрӑҫисен концерчӗ пуҫланчӗ, унта та Шӑмалаксен хӑйсен юрӑҫисем савӑнтарчӗҫ: Шӑмалак кинӗ Лидия Изекеева, Шӑмалак хӗрӗпе кӗрӳшӗ Оксанӑпа Денис Антиповсем, Шӑмалак каччипе кинӗ Алексейпе Светлана Черновсем, Шӑмалаксен тусӗ Юрий Кашкӑр (Лаш Таяпа).
Каҫхи хитре салютпа уяв пограмми вӗҫленчӗ, анчах халӑх тата икӗ сехет ташласа савӑнчӗ. Шӑмалак халӑхӗ тулли кӑмӑлтан савӑнса пӗтерессе кӗтсе тӑнӑ ҫумӑр ҫума пуҫласан ҫеҫ саланчӗҫ ҫынсем.
Ульяновск облаçĕнчи Павловка районĕнчи Чăваш Шмалак вырăсла "Каменный Ключ" ятлă пулнă. Халĕ ăна Ирçе Шмалакĕпе пĕрлештернĕ. Çапла вара унти Шмалак чăвашесем Ирçе Шмалакĕнче пурнаççĕ.