Возлюби Бога и поступай как хочешь.(Святой Августин)
Ad
Николай Лукианов: Юбилеюпа сана, Атнер пичче!
Николай Лукианов23.10.2018 11:576148 views
ХИСЕПЛӖМӖРСЕМ!
Ку таранччен нихӑҫан та никамӑн юбилейӗпе ҫыхӑннӑ мероприятиӗнче те пит сӑмах хушсах курманччӗ пулмалла-ха эп. Ҫавӑнпа та эп теме пула мана ҫак хам сӑмаххӑма сирӗн умӑрта тухса калама май туса паракансене тав сӑмахне каласшӑн.
Паян кун республикӑмӑрта хам чи хисеплекен ҫынсенчен пӗри пирки калаҫма лекни мана пӗр ним хумхантармасӑр тӑма пултармастех. Ҫапах та пӗр темиҫе сӑмах хушма хӑю ҫитерем-ха.
Атнер пиччепе ун пурнӑҫӗнчи чи йывӑр кунӗнче куҫа куҫӑн курса паллашмалла пулса тухрӗ те ман, ҫав вӑхӑтранпа ку таранчченех пӗр татӑлмасӑр ҫумма ҫуммӑн пӗрле юлташла килӗштерсе пурӑнатпӑр темелле. Унӑн хӑйӗн профессилле ӗҫӗпе ҫыхлансах кайманнине пула эп кунта Атнер Петровичӑн тепӗр енӗпе ҫыхӑннӑ япала пирки кӗскен, хам мӗн пӗлнӗ, мӗн пултарнӑ таран темиҫе сӑмах тухса каласшӑн.
Тӑван халӑхӑн тем чухлӗ вӑрӑм саманинче иртнӗ юлашки ҫак ҫирӗммӗш ӗмӗрти пек уншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ событисем нумаях та пулман пулӗ. Ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗпе вӗҫлемӗшӗ пирӗн халӑха, пирӗн нацине хӑйӗн пурнӑҫне хӑй пӗлнӗ пек, хӑй пултарнӑ пек йӗркелесе майлаштарса пыма историлле питӗ пысӑк шанӑҫ туса пачӗ. Иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш наци аталанӑвӗн хӑйӗн паттӑрӗсем, геройӗсем пулнӑ пулсан, ӗмӗр пӗтмӗшӗнче пулса иртнӗ событийӗсенче те халӑхӑн хӑйӗн паттӑрӗсем пурах. Шӑп та лӑп ҫавӑн пек ҫирӗммӗш ӗмӗр пӗтмӗшӗнчи пирӗн халӑхӑн историлле паттӑрӗсенчен чи малти геройӗ вӑл, пӗр ним иккӗленмесӗр каласан, паян ҫак сирӗн умӑрта ларакан Атнер Петрович Хусанкай.
Шӑп та тӑп ҫав историлле вӑхӑтра чӑвашра, ҫав тапхӑрта никам та мар, Атнер Петрович тупӑннӑ, халӑхӑн ҫав саманинчи вӑхӑтра ун пекки кирлӗ пулса тухнӑ.
Ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи халӑх шӑпи пирки пуҫӗсене ватакансем чӑвашӑн пурнӑҫӗ Раҫҫей империйӗнчи, тата каярах вӑл арканнӑ ишӗлчӗкӗсенчен йӗркеленнӗ политика системисенче хамӑрӑн вырӑн мӗнлерех пулассине тупса палӑртса хӑварасси пирки шутланӑ, калаҫнӑ пулсан ҫирӗммӗш ӗмӗр вӗҫлемӗшӗнчи паттӑрсем чӑвашсем малтан Совет Союзӗнче, каярахпа Раҫҫей Федерациӗнче ытти халӑхсемпе пӗр тан пулса хӑйсене хӑйсем тулли праваллӑ патшалӑх субъекчӗ пек туйса, ӑна ҫавӑн пек палӑртса „Мускава” уйрӑм полномочисем анчах уйӑрса памалли пирки шутланӑ та, ӗҫленӗ те. Ку анчах та мар-ха, чӑваш патриот паттӑрӗсем халӑха тӗнчери тулли праваллӑ субъект пек палӑртса, тӗнче цивилизацийӗн пӗр пайӗ пек ӑнланса илме пултаракансем те пулнӑ. Шӑп та лӑп тӑван халӑхӑн историлле вырӑнне ҫав шай таранччен ӑнланса илме пултаракан ҫынсенчен чи пултарулли вӑл, паллах, пӗр ним иккӗленмесӗр каласан, пирӗн юбиляр — Атнер Петрович Хусанкай. Апла пулсан, ҫав историлле тапхӑрта чӑваш нацинче никам та мар, Атнер Петрович тупӑннӑ, нацине вӑл кирлӗ пулса тухнӑ.
Вӑл пирӗн тӑван халӑх пирки, унӑн историлле вырӑнӗ пирки шухӑшланӑ шухӑшсем, вӑл ҫавӑн пирки тунӑ ӗҫсем паянхи вӑйпиттисемшӗн те, ыран килекеннисемшӗн те ҫутӑ тӗслӗх пек пулса тӑраҫҫӗ.
Ҫавӑнпа та эпӗ хама Атнер Петровичпа пӗрле пурӑнма, ӗҫлеме, унпа юнашар чӑваш халӑх ирӗклӗхӗшӗн кӗрешме май килнӗшӗн телейлӗ ҫын тесе шутлатӑп. Малашне те ҫавӑн пек пулмалла пултӑр.
Юбилеюпа сана, Атнер пичче!
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Хисеплĕ Николай Лукиановпа килĕшмеллех! Атнер Хусанкай 20-мĕш ĕмĕрĕн вĕçĕнче чăваш халăхĕ валли тĕлĕнмелле пĕлтерĕшлĕ ĕçсем турĕ. Унăн паттăрла ĕçĕсем чăваш халăхĕн историĕнче ĕмĕр-ĕмĕре юлĕç.
Микула каламасан кам калĕ тата ? Критикăна пачах вырăна хумастпăр .Пушкин та калать "пирĕн,чăвашсен, критика çук" тесе. Халăхăн "тĕп шухăшĕ" ."шăнăрĕ" вал историнче. Эсир хăвăр та каланаччĕ, Çăлкуçра , "сирĕн истори мана кирлĕ мар " тесе. Хусанкай та истори пирки уйрăмăн каланине астумастăп. Мĕнле майпа-ха, эсир, халăха хăвăрпа пĕрле уттарасшăн пулнă ? Пур халăхăн "идеологи " историпе çыхăннă пулсан мĕншĕн эсир çавна кирлĕ пек шута хуман? Стратегилле йăнăш пулнă вăл,историне кирлĕ пек халăха ăнлантарса памалла пулнă. Тактика енчен те ,опыт пулман,йăнăшсем пулнах. Паян кун çавна тĕрĕс мар турăмăр,унта васкарăмăр,кая юлтăмăр тесе калама пултараятăри. Пĕтĕмпех терĕс тунă, эсир кам ,мана тиркеме ,"чĕрне хури" тăшшине тăмастăн тесе каласан та ăнланăпăр.
Атнер Хусанкая мĕн "критиклемелли" пур унта? Вăл министăр мар, улпут мар, олигарх мар, "аслă конюх" мар, ректор мар, директор мар, декан мар.... Уйрăм харкамлăх кăна вăл.
Вăт лартатпăр ăна пĕр-пĕр пуçлăха — вара хырăму çурăлса тухиччен критиклеме пултаратăн.
Е çук Акапасар,суятăн. Эпир Атнере кунта тиркеместпĕр. Эпир ыйтатпăр кăна. Ăçта ,ăçта результатсем ? Истори çĕнтерÿçĕсене кăна юратать. Çĕнтерÿ тенине илтсен паттăрсем чылай тупăнĕç. Малтанах Атнер çÿмĕнче вĕсем чылай пулнă, нимĕнле кĕрекене те вырнаçтарма çукчĕ . Кайран хăшĕ унпа пĕрле юлчĕ? Миçен ? Атнерпе усă курасшăн кăна пулнă теприсем,паян та хăшĕ-пĕри çавăн пекех ? "На всякий случай" авторитетлă çын кирлĕ пулма пултарать? Каллех,каллех такамсем унпа хăйсене кăна кирлĕ пек усă курасшăн кăна? Мĕншĕн ? Мĕншĕн тесен Атнер калани министăрсене те вырăнсăр хăварма пултарать. Çавăнпах ĕнте юбилейне те " çÿлтисем" ирттерме чăрмантармарĕç,пулăшнă,асăрханă,хисеплеи пекки турĕç.
Атнер Петрович Хузангай однажды сказал: "Нам все время говорят, что нас миллион восемьсот или миллион шестьсот... Но что нам с ними сделать? Если бы нас было пятьдесят или шестьдесят тысяч, но настоящих чуваш, то проку было бы больше". Если эту мысль развить, то даже у народа в 50 тысяч человек есть будущее.(Борис Чиндыков – известный прозаик, драматург, переводчик; по выражению Атнера Хузангая – писатель "этнического отчаяния" чувашей)http://mosentesh2.ucoz.ru/news/chindykov/2012-09-22-1787