Сайт ҫинче чылайранпа регистрациленни, анчах та пӗр пулӑма тавҫӑрса ҫитерейместӗп. Кунта чӑнласа чӑваш чӗлхи никама та кӑсӑклантармасть пулмалла. Пурте хӑйсем тенӗ пек чӑваш чӗлхи ӑҫтан пулса кайнине шутласа кӑларас тесе мӗкӗрленеҫҫӗ. Авалхи вӑхӑтра каланӑ: иртнине пӑхатӑн - карттусна сыр, малалла пӑхатӑн - ҫанусене тавӑр.
Анчах та ҫанӑ тавӑрма темӗн никамӑн та кӑмӑл палӑрмасть, иртнине пӑхнӑ чухне вара ҫанӑсене ҫеҫ мар, шӑлавар пӗҫҫисене те те тавӑрса хурса чаваланаҫҫӗ. Хӑҫан та пулсан эпир иртнине хисеплеме вӗренсе ҫитейӗпӗр-ши е ҫав-ҫавах сысна евӗр чаваланӑпӑр-ши? Хуть мӗнле чавалансан та иртнинчи паянхи пурнӑҫа лайӑхлатса яраймасть, енчен те эсир ун йышши шутлатӑр. Пурӑнатпӑр паян, виҫмине иртнӗ, ыранхи ҫитмен. Кунта ниепле те улшӑну кӗртме ҫук.
Тата вулакансем те йышлах мар, сайт ҫине вара чылай ҫын ҫырӑннӑ пек курӑнать, е тата шучӗшӗн ҫеҫ ҫырӑннӑ-ши, "мёртвые души" евӗр?
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Тимрук, ĕç-пуç çинче е тата мĕнле çырнинче мар, хăв мĕншĕн с саспалли витĕр çыратăн, тĕрĕслĕх кутамкки? Чăвашла раскладка тĕрлĕрен интернет уçлăхĕнче, уçлама çеç ан ÿркенсе тăр. Е хăвна аслăрах тетĕн? Кунта эсир чылай темĕн те çыракансем, урамра вара вырасла пуплесе çÿретĕр
Килĕшетĕп, Атнер хăта. Кунта пиртен сахал килет, чăваш е тутар чĕлхи урокĕсен сехетне чакарас терĕç, чакарчĕç. Анчах та кил таврашĕнче чăвашла калаçма никам та чаракан çук. Ача-пăча халĕ хăй ытларах кÿштесе, хăйне вырăс тесе палăртма васкать. Пурпĕрех мĕнле тăрмашсан та, вырăс пулаймаççĕ, пĕлÿ çитмест. Вырăссем те социальлĕ сетьсенче йăнăшпа çыраççĕ, тĕрĕс çыракан питĕ сахал. ХIХ ĕмĕрте вара вырăссем, дворянсем француз чĕлхипе шакăлтаттарса калаçнă, тупаса тухса пырать халăх
Тĕрĕс Акапасар. Совет Союзĕ вăхăтĕнче тĕнчипе пурнăçланă савутсем паянхи кун хăйĕн хуçисене тупрĕç. Çамка çине çеç çав-çав баринăн крепостнойĕ тесе кăна пичет çапмаççĕ. Трамп хăш енчен йĕсĕк? Тата пире хăш енчен килсе тивет вăл?
Можно в отдельной, а можно и в общей
Мёртвых квартирный вопрос не берёт,
Вот молодец, этот самый усопший,
Не пожалеет и не соврёт
Çакнашкал мар-и, Акапасар?
Ау, чăвашсем! Е сайт çинче чăвашла çырма икĕ-виçĕ çынсăр пуçне урăх никам та çук та-и? Кун пек пулсан мĕскер вара чăвашлăхăн пуласлăхĕ çинчен калаçмалли пур? Эпир вăрă хурахсен чĕлхи евĕр юлма та пултаратпăр. Чăвашсем иртнинче чăвашла çырма та вулама та ÿркенсе тăман
атика // 2618.49.8517
2019.05.03 06:29
чăваш текен çынна ,ачисене пăх та тÿрех паллă вăл кам,манкурт,е чăваш .кунта çырса ларни вăхăта харама яни кăна ,ачасемпе ĕçлес пулать.нумайĕшĕн çак тĕтеле кĕрекенсен ачисем тăван челхемĕре пĕлмеççĕ мĕн çырайрĕç вĕсем прĕн çинчен,нумайĕшне ачисем чăвашла калаçса кайасран хăраса йем тĕпне тултарса хума хатĕр.вырăс челхине турă вырне хунă-çавна ĕненеççĕ,чура-менталитетчĕ,мĕн калайăн хăшĕсем вилнĕ аслашĕсене те вырăс тесе çыртараççĕ ,чăваш тĕнепе пурăннă çынсен виль тăпри çине васкаса хĕрессем лартаççĕ ,ăçта васкаççĕ кая юласроан хăраççи?,хушăран соревновани пырать тейĕн кам маларах хăйне вырăс тесе çырать.çавăнпа вĕçлĕп кама кÿрентертĕм каçарăр,кам каçараймаç вăрçăр.