Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Мы в ответе за тех, кого приручили.(Антуан де Сент-Экзюпери)
 

Ad

Таисия Ташней: Шалу пысӑк пулсан Турӑ ҫынни теме юрать-ши?

Таисия Ташней12.03.2019 19:026111 views

Тӳре-шара тӳрккеслӗхӗ пирки юлашки вӑхӑтра нумай калаҫаҫҫӗ. Ҫемҫерех пукан йышӑнакансем хӑйсене ыттисенчен, пирӗн пек ахаль-махаль ҫынтан, пысӑкрах тытасси унччен те пулнӑ пуль-ха. Ахальтен-им «Фитиль» йышши сатира кӑларӑмӗсем, «Капкӑн» йышши журналсем вӗсене питленӗ.

Ҫапах та совет саманинче пуянсемпе чухӑнсем хушшинче уйрӑмлӑх питех сисӗнмен пулӗ. Колхозра трактористра ӗҫлекен ҫын та, пускилти тракторист, Чехословакине путёвкӑпа канма кайнине астӑватӑп. Тепӗр кӳршӗ те, колхозра сенӗк-кӗреҫе кунсерен йӑтса ҫӳренӗ, уй-хирте хӗллехи шартламапа ҫуллахи шӑрӑха пӑхмасӑр тар тӑкнӑ хӗрарӑм, кӑнтӑрта пулнине халӗ те аса илет. Ҫук, хӑй туприпе мар. Пӗр енчен, хӑйӗн укҫин пӗр пайӗпе те темелле-ха. Профсоюз организацийӗн пайташӗ пулнӑ май (ун чух заявлени-мӗнсӗрех пурне те йышӑннӑ вӗт) ӗҫ укҫинчен уйӑхсерен тытса юлнӑ-ҫке.

Паян пули-пулми ҫын канма кайма мар, шалуран шалӑва аран ҫитерсе пырать. Ҫемьере кӗмӗл хӗсӗк енне ачасем те пӗчӗкренех ӗҫлесе илме ӑнтӑлаҫҫӗ. Хамӑн ывӑл та иккӗмӗш класра вӗреннӗ чухнех пушӑ кӗленчепе кӑштах укҫа тӑватчӗ: пуҫтарса килнӗ хыҫҫӑн ислетсе лартатчӗ, ҫуса типӗтсе йышӑну пунктне кайса паратчӗ. Аслӑ классене ҫитсен харӑсах икӗ вырӑнта курьерта, тепӗр ҫӗрте интервьюерта тӑрӑшма пуҫларӗ. Шкултан килсен ӗҫе чупатчӗ, ҫӗрле урок тӑватчӗ.

...Тутти выҫҫине ӑнланмасть теҫҫӗ. Тӳре-шарана кӳренсен халӗ тӗнче тетелӗнче чуна уҫма пулать. Шупашкар районӗнчи кӳкеҫсем те ҫавах. Людмила Григорьева ятлӑ хӗрарӑм вырӑнти ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекен бухгалтерпа сӑмах пырса чӗнме хӗнни пирки пӗлтернӗ. Хӗрарӑм йӑлари хытӑ каяш ыйтӑвӗпе сӑмахлас тенӗ-мӗн те лешӗ ыррӑн ӑнлантарма килӗшмен иккен.

Тӳре-шара хӑйне мӗн сӑлтавпа мӑнна хунине пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Россия 1» телеканалпа кӑнтӑрла кӑтартнӑ «60 минут» кӑларӑмра та сӳтсе яврӗҫ. Александр Романович политик шучӗпе тӳре-шаран ыттисене кӳрентерме ирӗк ҫук. Ольга Скабеева телеертӳҫӗ вара малтан лаплаттарса хуракан, кайран эп апла каласшӑн марччӗ текен тӳре-шара йышланса пынинчен тӗлӗнчӗ.

Е.Т. Гайдар ячӗллӗ Экономика политикин институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Сергей Жаворонков тӳре-шара пуҫ каҫӑртнине хайхисен шалӑвӗ ытти ҫынран ытла та пысӑккипе ҫыхӑнтарчӗ. Пуҫлӑхсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи ҫӗршывра 126 пин тенкӗпе танлашать иккен, ахаль ҫынсен — 43 пинпе, халӑхӑн ытларах пайӗ илекен виҫе вара — 30 пинпе. Ахаль ҫынсенчен 3-4 хут пысӑкрах илнипе тӳре-шара хӑйне Турӑ евӗр туйма пуҫлать тесе шухӑшлать Сергей Жаворонков экономист. Пысӑк укҫаллисем ҫавӑнпа хайсене ҫуллӗ сослови, ыттисене ура айӗнчи тусан тесе хаклама тытӑнаҫҫӗ терӗ вӑл. «Анӑҫри ҫӗршывсенче те тӳре-шарапа ахаль ҫыннӑн шалӑвӗн виҫи уйрӑлса тӑрать, — пӗлтерчӗ вӑл. — Анчах унта уйрӑмлӑх — 20-30 процент».

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (4)]

Comments:

Кукша // 1345.97.3063
2019.03.17 00:44
Ахаль çыннăн 30 пин... ĂÇта вăл?
2019.03.17 09:38
126 пин мар, 400 пин е 20 мильюн Сечин йышшисен. Газпромра вара миçешер мильюн илеççĕ? Çав хушăрах тар к.ăларса ĕçлекенĕн шалăвĕ 7-8 пинпе танлашать. 30 пин вăл ытларах хут çинче. Пирĕн патшалăхра икĕ пурнăç: пĕри хут çинче, тепри кулленхи пурнăçра. Телевизорпа хаçат çинче Совет Союзĕ вăхăтĕнчинчен те ирттереççĕ. 200 олигархра çавăн чухлĕ укçа, ытти раççĕй халăхĕн, ушкăнне пухсан та ун чулĕ пулас çук. Пире вара укçа çук тесе куçран кулса лăркаççĕ
Agabazar // 3215.38.1402
2019.03.17 10:42
Agabazar
Сечинсем хальхи влаç тытăмне атлантсем пек хулпуççийĕсемпе тĕревлесе тăраçççĕ. Çавăнпа вĕсем пуян та.

Санпа манран ку тĕлĕшпе мĕн усă пур?
Agabazar // 3215.38.1402
2019.03.17 10:42
Agabazar
Сечинсем хальхи влаç тытăмне атлантсем пек хулпуççийĕсемпе тĕревлесе тăраçççĕ. Çавăнпа вĕсем пуян та.

Санпа манран ку тĕлĕшпе мĕн усă пур?

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters