Высочайшее искусство состоит в том, чтобы скрывать его.(Д. Дидро)
Ad
Сантӑр Аксар: Шӑпӑрлансен чунне туйса
Сантӑр Аксар02.04.2019 13:598606 views
Юлашки тапхӑрта чӑваш ача-пӑча литератури Марина Карягинан икӗ ҫӗнӗ кӗнекипе пуянланчӗ. 2017 ҫулта Чӑваш издательстви унӑн «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» сӑвӑсемпе хӑвӑрткаларӑш пуххине пичетлесе кӑларчӗ. Пӗлтӗр вара «Ҫӑкӑрпа сахӑр» калавсемпе сӑвӑсен кӗнеки кун ҫути курчӗ. Иккӗшӗ те ачасемпе ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ алҫыру хайлавӗсен конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ.
Пӗрремӗш кӗнекине кӗҫӗн ҫулхи шӑпӑрлансене халалланӑ. Ҫак ӳсӗмри ачасемшӗн ҫывӑх темӑна — тӑван халӑхпа хамӑр тавралӑх ҫинчен ҫырассине — тӗпе хунӑ. Геройӗсем — шкул ҫулне ҫитейменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем. Автор вӗсен чӑн пурнӑҫне, айкашӑвӗсемпе хӑтланӑвӗсене сӑнласа кӑтартать. Ӳкерчӗкӗсем — чӑваш пепкисен кун-ҫулӗнчен илнӗскерсем: чӗрӗ те кӑсӑклӑ, ӗнентерӳллӗ. Пӗрре пӑхсан, вӗсенче тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук пек: чӗвӗлтисен кулленхи айланӑвӗнчи ахаль пулӑмсем кӑна темелле. Анчах та ҫыравҫӑ сюжета пӗлсе тата ӑста йӗркелеме, ӑсласа калӑплама пӗлнӗрен асра юлаҫҫӗ, туртса тӑраҫҫӗ. Акӑ, «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» сӑвӑра виҫӗ героя куратпӑр: аппа, тете тата ача. Калаҫаҫҫӗ, канашлаҫҫӗ, сӳтсе яваҫҫӗ вӗсем. Аппӑшӗ яшка нумай ҫинипе мухтанать: «Виҫӗ тирӗк ҫисе ятӑм» тет. Лешсем вӑл чӑнласах та апат мар, тирӗк ҫинӗ пек ӑнланаҫҫӗ. Тетӗшӗ: «Капла яла култаратӑн, тирӗк ӑҫтан усса пытӑр, маншӑн пулсан пӑтӑ пултӑр» тет. Кӗҫӗнни вара, аслисен калаҫӑвне итлесе тӑрать-тӑрать те ҫапла хушса хурать: «Тирӗк ҫисе аппаланар мар, апат валли савӑт хӑварар». Аслӑраххисем «кӑлтӑр-кӑлтӑр кулса яраҫҫӗ»: «… Пултӑрах, тирӗкре-им паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра…» Ҫапла вара ҫыравҫӑ чӗлхемӗрти ҫын нумай ҫинине палӑртма калакан «темиҫе тирӗк ҫирӗм» пуплевпе ӑнӑҫлӑ усӑ курса, интереслӗ фабула йӗркелет. Ытарлӑ калаҫупа сӗтеклӗ чӗлхе хайлава тулли сӑнарлӑ тума пулӑшаҫҫӗ.
«Хитре витре» сӑвӑра сӑмах ӑсти «Камӑн витри чи хитри?» тесе тавлашакан шӑпӑлтисене ӳкерсе парать. «Ҫак вӗлле» кунӗпе сӗрлет-сӗрлет те «хӗвел аннӑ тӗлелле» вара «чӑнлӑх» патне пырса тухать.
Пӗчӗк герой рашчана тухса пӑхать. Унта йывӑҫсем ҫеҫ мар, чӗрчунсем те урӑх тум тӑхӑннине курать, тепӗр тӗслӗ пакшана асӑрхать. Тӗлӗнет ача:
Килчӗ кӗр куҫҫуль тӑкса,
Тен, вӑл ӗмӗрлӗх кукша?
Автор йӗри-тавра пулса иртекен ӗҫсемпе кӑсӑкланакан, вӗсен тупсӑмне ӑнкарма тӗмсӗлекен ачасем ҫинчен хайланӑ май текста ыйтуллӑ тата кӑшкӑруллӑ пуплевсене вырӑнлӑ кӗрте-кӗрте лартать.
Сӑвӑҫ хӑйӗн хайлавӗсенче ҫитӗнекен ӑрӑва пӑхса ӳстернӗ чух глобализаципе компьютер самани илсе килнӗ синкерлӗхпе тӳнтерлӗхрен хытӑ сыхланмаллине, чӑваш тӗнчинче хамӑрлӑха, тӑванлӑха тимлӗ упрамаллине пусӑмлатса палӑртать. Тӗслӗхрен, «Чурӑс пукане» сӑвӑра ача хӑйне «ют ҫын юррине тӑсакан парне» панӑшӑн кӑмӑлсӑр пулни курӑнать:
Ман пек юрлас вырӑнне
Тӑсать ют ҫын юррине…
Чӑвашла ташла-ташла
Такмаклатӑр чӑвашла.
Ни «анне» теме пӗлмест,
Ни килме хушсан килмест.
«Ма!.. Ма!..» тесе кӑшкӑрать —
Парса ярас кашкӑра /19 с./
«Чӗрене пыман тетте» сӑвӑри пӗчӗк геройшӑн та «Покемон та спайдермен» йышши урӑх ҫӗршыв теттисем ют:
Ачасен сӑнарне калӑпланӑ чух М.Карягина хайлавӗсенче вӑлтса калас, юптарас мелпе яланах меллӗ усӑ курать. Калӑпӑр, «Пӗлнӗ пулсан» сӑвӑри шӑпӑрлан «ача пулма ҫӑмӑл мар пуласса пӗлнӗ пулсан ҫуралӑттӑм асатте пулса» тет. /11 с./ «Ывӑнакан атӑ» хайлавра ҫамрӑк герой ҫул ҫинче хӑй мар, атти ывӑннӑ тесе шутлать. «Вӑхӑт ҫук» сӑвӑри Арҫук вара хӑй ерҫейменнин сӑлтавне йӑлтах автан ҫине йӑвантарать:
Автансем халь вӑтанмасӑр
Авӑтаҫҫӗ пӗр канмасӑр.
Арпаштартӑм вӑхӑта.
Айӑпӗ шӑп ҫавӑнта. /14 с./
Кӗнекери хӑвӑрткаларӑшсенче /«Мӑнтӑр Хӑнтӑрпа ватӑ Ӑтӑр», «Катӑркаспа тыркас» т.ыт.те/ ҫыравҫӑ яланхи пекех сасӑсемпе саспаллисен вылявӗпе туллин усӑ курать. Малтанхи сюжетра «Мӑнтӑр Хӑнтӑрпа ватӑ Ӑтӑра Вупӑр варӗнчен вӑтӑрса кӑлартӑмӑр» текен йӗркере, сӑмахран, Ӑ, Т, Р, В сасӑсен кӗвви янӑравлӑн илтӗнсе тӑрать.
М.Карягинан иккӗмӗш кӗнеки /«Ҫӑкӑрпа сахӑр»/ калавсемпе сӑвӑсенчен тӑрать. Кунти геройсем ҫулӗпе малтанхи кӗнекерисеннинчен аслӑрах. Вӗсем — вӑтам ӳсӗмри ачасем Шухӑшлавӗ те кусен, шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсеннипе танлаштарсан, анлӑрах та тарӑнрах. Акӑ «Ӑҫтиҫук» калавра ача ҫак ятлӑ шухӑ та чӑрсӑр йытӑ ҫурине килте ниепле те итлеттереймест. Ҫамрӑк герой тем пек тимлесен те лешӗ хӑйӗн киревсӗр йӑлине пӑрахмасть: выля-выля савӑт-сапана ватать, тӳшек-минтере салатать, диван хырӑмне тӑпӑлтарса кӑларать. Ҫавна май ача хӑй пирки те шухӑшласа илет: «Итлемен ачисемпе ашшӗ-амӑшӗ ҫапла тертленет пуль ҫав. Эпӗ хама урӑх нихҫан та аслисене итлемесӗр тарӑхтармастӑп» тесе сӑмах патӑм» /6 с./ Ҫак ӳкерчӗкре ытлашши нимех те ҫук темелле. Автор пӗр пӗчӗк ахаль пулӑмрах, параллель мелӗпе ӑнӑҫлӑ усӑ курса, ачасен хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ каланине яланах итлесе пурӑнмалла текен пуриншӗн те паллӑ шухӑша сӑнарлӑн куҫ умне кӑларать.
«Ҫӑкӑрпа сахӑр» калавӑн тӗп геройӗ — Алюш ятлӑ ача. Вӑл пысӑк йышлӑ чухӑн ҫемьере пурӑнать, ашшӗсӗр юлнӑ ултӑ пӗртӑванран пӗри шутланать. Тытӑнчӑклӑ калаҫать. Чӗлхи кӑлтӑклӑ пулсан та мӗскӗнленсе ҫӳремест, ытти ачасем хушшинче хӑйне ҫирӗп те хӑюллӑ тытать. Вӗсене хӑйне май ҫавӑрас ӑсталӑхӗ те пур унӑн. Пӗррехинче вӑл, яла ҫӗнӗ учитель хӑйӗн ҫемйипех куҫса килнӗ тенине пӗлсен, тантӑшӗсене вӗсен килне «вирӗм чупма, тутлӑ ҫиме» ертсе каять, «эпир вирӗм чупатпӑр-ха, тесен килнӗ хӑнана ӑкӑрпа акӑр памасӑр ямӗҫ» тет. Учительпе мӑшӑрӗ хӑйсем патне кӗпӗрленсе кӗнӗ шӗвӗрккесене варенипе чей ӗҫтерсе хӑналаҫҫӗ. Хайлав вӗҫӗнче анчах педагогсем пӗчӗк чӗнмен хӑнасем вӗсем патне кучченеҫ тутанас ӗмӗтпе килнине ӑнланса илеҫҫӗ, Алюшӑн «ӑкӑрпа акӑрӗ» вӑл ҫӑкӑрпа сахӑр тенине пӗлтернӗ иккен. Прозаик вулакансене ҫак сюжетпа паллаштарнӑ май ял ачисен таса чунне, сӑпайлӑхӗпе сапӑрлӑхне, вӑтанчӑклӑхӗпе именчӗклӗхне, тӑван чӗлхене юратса пурӑннине /вӗсем хӑйсене ҫуратнӑ ҫынсене учитель ҫемйинчи ачасем пек «папа-мама» темеҫҫӗ, «атте-аннех» теҫҫӗ/ ӗнентерӳллӗ ӳкерсе кӑтартать.
«Ахтар Арӑм Карчӑк» калавра эпир ҫамрӑк ӑрупа аслӑ ӑру хутшӑнӑвне куратпӑр. Калуҫӑ — ачапа унӑн тантӑшӗ Ленук ялти ватӑ кинеми патне Вирӗм пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесе пырса кӗреҫҫӗ. Лешӗ вӗсене халӑхӑмӑрӑн тӗрлӗ йӑли-йӗрки ҫинчен аса илсе тӗплӗн каласа парать.
«Чуччу сикни», «Уяв парни» калавсенче вӑтам ӳсӗмри ачасен чӗринче малтанхи черченкӗ туйӑмсем хускалнине романтикӑлла ӑшшӑн ӳкерсе кӑтартнӑ. Пӗрремӗш хайлаври хӗрача, халиччен «шӑлаварпа ҫӳресе арҫын ачалла пусма хӑнӑхса кайнӑскер», мӑнкун ҫитсен «уяв ячӗпе ҫӗлесе панӑ пӗрмеллӗ юбкӑпа шӑкӑлт-шӑкӑлт пушмак» тӑхӑнать. «Юбка урӑхла уттарать иккен, йӑлт улӑштарса ярать», — тет вӑл, А.Тарасовӑн «Чӑваш кӗпи» калавӗнчи герой пек, — «эпӗ, чӑпар юбкӑпа, йӑлтӑр-ялтӑр пушмак тӑхӑннӑ вӗр ҫӗнӗ хӗрача, урампа хӗрлӗ палас тӑрӑх Оскар илме тухакан киноҫӑлтӑр евӗр ҫиҫсе пыратӑп» /24 с./. Кӗҫех хаваслӑ ҫамрӑк пике тахҫан хӑйӗнпе йӗкӗлтешсе калаҫнӑ Колинкӑна тӗл пулать. Халӗ лешӗ ун ҫине куҫне илмесӗр пӑхать. Йӗкӗт хӗрачана хӑй ун ячӗпе ятарласа туса лартнӑ чуччупа ярӑнма илсе каять. Каччӑ пикене ҫӳлтен те ҫӳлерех ыткӑнтарса тӳпере ӑна хӑйсен пуласлӑхри пӗрлехи ывӑлне кӑтартасшӑн… Ҫитӗнсе пыракан яш-кӗрӗмӗн малтанхи черчен юрату туйӑмӗ туллин те хитрен тапса тӑрать ҫак хӳхӗм сӑнлав-ӳкерчӗкре. Иккӗмӗш калаври ҫиччӗмӗш класри вӗренекен Леня Васильев вара хӑй килӗштерекен хӗрачана пушӑн 8-мӗшӗ ячӗпе чӗрӗ лӗпӗш парнелесе чунне ҫӗклентерет. Калавӑн чӗлхи шыв юххи пек: ҫемҫе те ҫыпӑҫуллӑ. Ҫӗнӗллерех илтӗнекен сӑмахсене те тӗл пулатӑн кунта: ӗсӗклев /йӗрӳ-макӑру/, вӗркев /пӑлхану/, тум хӑвармалли пӳлӗм /гардероб/, шкул кутамкки /сумка/ т.ыт.те.
Иккӗмӗш кӗнекен тепӗр пайне сӑвӑсем йышӑнаҫҫӗ. Чылайӑшӗ — ҫут ҫанталӑка халалланӑскерсем. Унти пулӑмсене сӑнланӑ май ӳнерҫӗ вӑтам ҫулсенчи ачасен сӑн-сӑпатне, шухӑш-кӑмӑлне те туллин палӑртма тӑрӑшать. Чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри — «Пӑр каять» сӑвӑ. Унта ялти пӗтӗм вӗтӗр-шакӑр ҫыран хӗррине чупса тухнӑ: шӑкӑрин тӑрать. Пурте куҫӗсене чарса пӑрахнӑ. Чӗрисенче — пӑлхану-хумхану, тӗлӗнӳ-пӑтрашу:
Шатӑрт! Ҫурӑлать пӑр …
Шыв пӑтранать,
Пӑр тапранать.
— Пӑрӑнӑр! — тет пӑр.
— Пӑрӑнӑпӑр-пӑрӑнӑпӑр /34 с./.
Ҫамрӑк ӑрӑва ҫак самантра пӗтӗм тавра ҫаврӑннӑ пек, ура айӗнчи ҫӗр таҫталла куҫнӑ пек пулса каять.
Ӑнланмастпӑр: мӗншӗн пӑр тарать?
Е эпир пӑртан таратпӑр?
Хӑрани кӑна та мар, ачасене темӗнле пысӑк инкек, ҫухату килсе ҫапнӑ пек те туйӑнать. Шыв вӗсене «виҫӗ уйӑх ярӑнтарнӑ пӑра», ачасен хӗллехи хаваслӑхне, шавлӑ вӑйӑ-куллине те пӗрлех илсе каять-ҫке.
Пӑр каять…
Хӗллехи шава лартса каять.
Сехӗрленсе-чӗтренсе, хӑраса тӑрать ача-пӑча. Ҫав вӑхӑтрах тата теме кӗтет те, ҫутӑ кунсем килессе те шанать. Вӑл пӗлет: пӑр ӑсансассӑн тавралӑх чӗрӗлет, ун валли ҫӗнӗ савӑнӑҫ илсе килет:
Кайӑксем пире курма килеҫҫӗ,
Чӑвашла чӗвӗлтетсе ҫӳреҫҫӗ. /35 с./
Питӗ курӑмлӑ, витерӳллӗ ӳкерчӗк ку. Авторӑн сӑнлав мелӗсемпе ӑслайӗсем те пуян, чӗлхи яка та селӗм. Ҫыравҫӑн сӑввин кӗвви-сасси пӑр шавӗпе пӗр ҫемӗллӗ, пӗр юхӑмлӑ. Пуплевӗсем эмоциллӗ, тӗлӗнӳллӗ, кӑшкӑруллӑ, йыхравлӑ, чӗнӳллӗ. Вӗсенче Р, Ҫ, Т, Н, К, Ч, П, Л хупӑ сасӑсем ташласа-выляса тӑраҫҫӗ /«Упра, ана, тӗп тупруна — тӑпрана, — тет те пӗр пичче темччен тӑрать пӗччен»/. Евӗрлев сӑмахӗсем те сӑвва янӑравлӑх парнелеҫҫӗ /«Шӑпӑрт, Карл!», «Ланкӑрт! тӑвать», «Шатӑрт! ҫурӑлать»/. Састашӗсем те, халиччен ниҫта тӗл пулманнисем, сулӑмлӑ та сулмаклӑ: «пӑтранать-тапранать», «ан хӑра — карланкӑра», «тӑратпӑр — ҫурӑлать пӑр», «пуҫлатпӑр — пӗр паттӑр», «теҫҫӗ — те ҫӗр», «упра, ана — тӑпрана», т.ыт.те.
Ҫут ҫанталӑк картинче юптарарах хайланӑ «Хӑй хуҫа!» сӑвӑ та ҫамрӑк вулакансен асӗнче яланлӑхах юлать. Персонажӗсем — хӗвелпе ача. Пепке ҫав аслӑ ҫуткӑҫа пӗрре кутӑнла тухса пӑхма сӗнет:
Пӗрре кутӑнла тух-ха:
Хӗвел, анӑҫран тух,
Тухӑҫра ан.
Анчах лешӗ хирӗҫлет:
Апла та анӑҫра анӑп,
Тухӑп тухӑҫран.
Уншӑн пурӗ — ик ен.
Хӑй ят панӑ иккен
Анӑҫпа тухӑҫа —
Хӑй хуҫа. /41 с./
Ачасен ырӑ тата сивлек енӗсене сӑнарланӑ чух та сӑвӑҫ шахвӑртса-вӑлтса ҫырас мелех ытларах килӗштерни сисӗнет. Ку енӗпе «Кахал» тата «Пӗр ача» хайлавсем характерлӑ. «Кӑшман» сӑвӑра поэт хастарлӑ ҫамрӑк пахчаҫӑна мухтать. Вӑл тимлӗ пулнӑран унӑн кӑшманӗ ҫумкурӑка ҫӗнтерсе паттӑррӑн ашкӑрса ҫитӗнет. Ача хӑй те унран тӗслӗх илсе пурнӑҫра хӑюллӑ та харсӑр пуласшӑн:
Пуҫра ҫӗнӗ шухӑш ман:
Хӑй пек шуххӑн тӑрӑшма,
Чи вӑйлипе тупӑшма
Хама вӗрентет кӑшман. /40 с./
«Ҫӑкӑрпа сахӑр» кӗнекере автор вулакансене ахаль сӑвӑпа пӗрлех поэзин урӑхларах кӗҫӗн тӗсӗсемпе те паллаштарать. Вӗсене хайланӑ чух вӑл каллех ытарлӑх мелне кӑмӑллани паллӑ. Тӗслӗхрен, «Лиска йытӑ» мыскарара ҫакӑн пек йӗркесем пур:
"Автор националист пулсан редакторӑн ҫакна асӑрхамалла пулнӑ"... "Иван Яковлев халалне хирӗҫ калани вӗт ку!"... Ай, кай-кай-кай!
Темскер туять Сарпи. Иртни каялла килессе кӗтмест мар-и? Донос тенине тӗпе хурса ҫырнӑ. Кун пек статья пӗр ҫирӗм ҫул пичетленмен!
Анчах Сантӑр курман-илтмен-пӗлместӗп. Тавлашма хӑрать.