Ӗнер хыпар ҫитрӗ, Ялавӑрта (Чӗмпӗр облаҫӗ) иккен Алексей Ургалкинӑн палӑкне уҫнӑ. Чаплӑ япала — хамӑрӑн паллӑ ҫынсене асра тытма кунашкал бюстсем тем тесен те питӗ кирлӗ. Уйрӑмах вӗсен тӑван ялӗсенче. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ сӑваплӑ ӗҫ туса ирттернӗ, Олег Мустаева ҫакӑншӑн пысӑк тав сӑмахӗ каламалла.
Ҫавах та пӑшӑрханмалли те ҫук мар. Темшӗн бюстӑн постаментӗнчи ҫыпӑҫтарнӑ чул ҫине сӑмахсене вырӑсла кӑна касса хунӑ. Вырӑнти чӑвашсем хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫырма вӑтаннӑ пуль терӗм те автономи ертӳҫи эп йӑнӑшни пирки каларӗ: «Микула тусӑм, чиновниксемпе ҫапӑҫса халтан кайрӑм ирӗк памарӗҫ. Эпир чӑваш республикинче мар терӗҫ», — хуравларӗ (орфографине сыхласа хӑварнӑ /WhatsApp-па ҫыхӑнса, ҫавна май орфографи ҫине тӑрӑнмасан та юрӗ. Тӗллевӗ кунта — информацие ман пата мӗнле ярса панӑ ҫавӑн пекех сире тивӗҫтересси/ — Авт.).
Чӑн та Чӗмпӗр облаҫӗ Чӑваш Республики мар. Анчах та ку пӗрре те чӑваш чӗлхипе усӑ курма чӑрмав кӳмелле мар пек. Чӑвашла ҫырма чаракан саккун та шыраса тупма ҫук. Анчах тӳре-шарашӑн чӑвашла ҫырасси — табу. Тӗрӗссипе акӑлчан чӗлхи те ӗнтӗ Чӗмпӗр облаҫӗшӗн патшалӑх шайӗнчи чӗлхе мар. Ҫавах та акӑлчанла ҫырсан хӑйпӑтса пеме ыйтмаҫҫӗ-ҫке. «Ан ҫыр акӑлчанла, эс кунта Америкре (е Британире) мар!» — тесе хирӗҫ каламаҫҫӗ-ҫке. Чӑвашли кӑна темшӗн вырӑнтисемшӗн темле тискер кайӑк пек хӑруш япалан туйӑнать.
Паллах, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсене те ӳпкелемелли сахал мар. Ҫине тӑнӑ пулсан, паллах, чӑвашла ҫырсан хирӗҫ пулмӗччӗҫ, хатӗрлесе ҫитернӗ чул хӑмана мӑлатукпа ҫапса ватмӗччӗҫ. Хавшакрах ҫав эпир. Хамӑр халӑх валли тивӗҫлӗ шайра ыйтма пултараймастпӑр. «Юрамасть» тенипех пуҫа усатпӑр.
Ку тӗлӗшпе ман Техасри Ренди Вагнера тӗслӗх пек илсе кӑтартас килет. Вырӑс чӗлхи паянхи кун тӑван халӑхӑмӑршӑн ҫуркуннехи ейӳ шывӗ пекех — тем калӑпӑшлӑскер хӑй умӗнчи мӗн пур япалана хуҫать, ҫӗмӗрет. Хайхи Ренди умӗнче те ҫавнашкал пысӑк хуйхӑ тухса тӑнӑ — иккен вӑйлӑ шыв анать, ейӳ вара ҫурта пысӑк сиен кӳме пултарать.
Ҫавах та Ренди аллине усман — вӑл хӑйӗн ҫуртне шыв илесрен хӳтӗлеме пуҫланӑ, дамба ӑсталанӑ. Ҫак ӗҫе тума вӑл 8 300$ пӗтернӗ. Паллах, ку пысӑк укҫа. Кӳршисем те унашкал тӑкака сӑнанӑ май Ренди ҫине пӑхса лӗх-лӗх кулнӑ кӑна. Ҫавах та ӗҫ харама кайман: чӑн та шыв хӑпарнӑ, ейӗве кайнӑ. Пӗртен-пӗр Ренди ҫурчӗ кӑна сыхланса юлнӑ. Ҫапла май ҫурт хуҫи 150 пин тӑкак кӳрес вырӑнне 8 пинпе ҫеҫ ҫырлахма пултарнӑ.
Пирӗн те Ренди ӗҫне тӗслӗх пек илсе хамӑр тӑван халӑхшӑн пӗтӗм вӑя хумалла. Культурӑна ҫӗклемелле, тӑван чӗлхешӗн кар! тӑмалла. Ӗҫлесен — пулать. «Пирӗнтен пулмасть, эпир ҫавах вырӑсланатпӑр...» — тесе ал сулсан ҫеҫ нимӗн те тухмасть. Кӗрешес пулать. Паллах, «чӑвашла ҫырма Чӑваш Республикине кайӑр» текенсемпе «ҫапӑҫма» йывӑр. Анчах та «Куҫ хӑрать те ал тӑвать» текен ваттисен сӑмахне асра тытсан кӗрешӳ пӗрре те йывӑр маррине ӑнкарса илме пулать. Ӗҫлемелле ҫеҫ.
Ренди пеккисем пирӗн хушӑра ҫук тетӗр-и? Пур! Ак, калӑпӑр, Юрий Виноградовах илес. Леш, хайхи, уйрӑм ҫырас текенсен авангардра пыракан чӗлхеҫӗ. Пӗрре шутлатӑп та мӗнле чӑтать-ши? текен ыйту та ҫуралать. Леонид Андреев-Лесник, Виталий Станьял йышшисем уйрӑм ҫырассине хирӗҫ миҫе кӑна ҫыру шӑрҫаламарӗҫ пуль. Чӑваш чӗлхин орфографине йӗркене кӗртме тунӑ комиссире те сахал мар «патак ҫирӗ» Юрий Михайлович. Ҫавах та хӑйӗн позицинчен пӗрре те чакмасть, уйрӑм ҫыртарас тӗлӗшпе майсем тупать. Маттур! Ренди шайӗнчи тӗслӗх илмелли ҫын!
Сӑнсене Олег Мустаев ярса панӑ.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Акапасар, Украинăра вырăс чĕлхипех журнал пичетленет, тĕнчипе вулаççĕ, пустуя лемкесе ан лар! Чăваш чĕлхине хăвăр пĕтереттĕр, кунта никам та айăплă мар. Хăш тутар ачи хăйне вырăс тесе çÿрени пур? Çук ун йышши, ку чăвашра çеç, эсир вырăсланаттăр. Тутарстанра тутар чĕлхи çине мĕнле тимлĕх уйăраççĕ, влаç кăна мар, общество, халăх. Эсир вара мĕн çывăратăр. Волжски Булгари пирки вăрантăр. Анчах та кая юлнă. Болгары паянхи куна тутарсемпе тачă çыхăннă. Кунта сайт çинче вот и текен пĕр туппас ларать, чăвашла мĕр-тăр çырни пур-ши, ыттисене вĕрентме пăхать. Хăвăр çăва шăтăкне чикетĕр чăваш чĕлхине, хĕрес лартасси кăна юлнă. Тăван чĕлхешĕн кĕрешекенсем сайт çинче кăна лармаççĕ. Эсир вара пĕр сайт çинче паттăр. Упасси текенни "Нарспи" поэмăна тишкĕриш пулать, тепри тата теприне, хăвăр мĕскер туни пур? Критиклеме малтан хăвăн çырма пĕлмелле, критклекентен тем чулĕ лайăхрах тата çитменне
Акапасар, енчен те хăвна чăваш тен, мĕншĕн-ха çук сăмахлă ник хыçĕнче пытанса ларан? Е тата çĕнĕ çын евĕр вăтанатăн-и? Вăтанма кирлĕ мар, кунта пурте хамăрăн, чăвашсем...
Тата эпĕ Виноградов мар, энциклопедисемсемпе сăмахсарсем çырмастăп.
Чăвашăн камран тĕслĕх илмелле? Хăйне хăй чăваш тесе йышăнсан, ыттисенчен вăтанмасан хăйĕн чĕлхишĕн, çавăн чухне чăваш этем пулать. Кунта вара сайт çинче те Акапасар, Сÿрепасар тесе хăйсене палăртса лараççĕ. Тĕнче регистрациленнĕ çыннисем сайта кĕрсе те курмаççĕ
Акапасар, эпĕ Чăваш республикин е Чĕмпĕр облаçĕн ертуçи-и? Ку ыйтучене ятарласа вĕсен умĕнче тăрат, ман умра мар. Тепĕр тесен акăлчан чĕлхипе е латынь спсаллисемпе лавка ячĕсене çырмасса хăçан пулать саккун йышăнни, кам та пулсан пăхăнать-и?
Аçтахар Плотников Виноградова герой туни, унран тĕслĕх илмелле тени питĕ тĕлĕнтерчĕ.Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай тата ытти паллă писательсен çыру чĕлхине пăсма аванмарланма пĕлмен çынна чыслама чĕнни ман шутпа вĕсене шăпăр шăтăкне пăрахниех.Виноградовăн мĕнле позицийĕ пирки калаçма пулать кунта?Çук унăн нимĕнле позицийĕ те!Орфогафине каялла тусан хăй нимле нимле ученăй-чĕлхеçĕ те марри, çыру чĕлхине пĕлменни, пач туйманни тăрă шыв çине тухасси ăна хăратса тăрать ăна.Сăмахсене пĕрле е уйрăм çырассине ученăйсем мар, çыравçăсем татса памалла, вĕсем уйрăм сăмахсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарса предложенисем туса шухăш калаççĕ, туйăмсене çырса кăтартаççĕ.Кунта уйăрса е пĕрле çырни питĕ пĕлтерĕшлĕ.Ученăй-чĕлхеçĕн тивĕçĕ - писатель çырнине тĕпчесе классификацилесе тин орфографии правилине палăртасси.
Полттунран илтетĕп. Ку сайт çинче пуш комментарий çырассисĕр пуçне хăв мĕскер туни пур? Супăнь сутса ларатăн сайт çинче, уна та пушăлла. Эсир мĕнле Совет Союзĕ вăхăтĕнче вĕреннĕ сăнчăрти йытă евĕр кашни иртен çÿрене вĕрме, уншăн хуçаран шăма кĕтсе ларма çав-çавах юлнă. Тарçă психологийĕ.Маншăн вара хăть эсĕ акапасар, хăть сÿрепасар - авторитет мар. Юптар Кĕтерне - санăн эрне, урăх тата мĕскер пултарни пур?
Сирĕн комментарисем шăршă кĕнĕ аш-какайпа тан: какайĕ пур, çиме юрăхсăр анчах. Юрать, сире йăпанма Аçтахар Плотников сайт уçрĕ, атту пулсан ăçта çырнă пулăттăр-ши?