Ӗнер хыпар ҫитрӗ, Ялавӑрта (Чӗмпӗр облаҫӗ) иккен Алексей Ургалкинӑн палӑкне уҫнӑ. Чаплӑ япала — хамӑрӑн паллӑ ҫынсене асра тытма кунашкал бюстсем тем тесен те питӗ кирлӗ. Уйрӑмах вӗсен тӑван ялӗсенче. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ сӑваплӑ ӗҫ туса ирттернӗ, Олег Мустаева ҫакӑншӑн пысӑк тав сӑмахӗ каламалла.
Ҫавах та пӑшӑрханмалли те ҫук мар. Темшӗн бюстӑн постаментӗнчи ҫыпӑҫтарнӑ чул ҫине сӑмахсене вырӑсла кӑна касса хунӑ. Вырӑнти чӑвашсем хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫырма вӑтаннӑ пуль терӗм те автономи ертӳҫи эп йӑнӑшни пирки каларӗ: «Микула тусӑм, чиновниксемпе ҫапӑҫса халтан кайрӑм ирӗк памарӗҫ. Эпир чӑваш республикинче мар терӗҫ», — хуравларӗ (орфографине сыхласа хӑварнӑ /WhatsApp-па ҫыхӑнса, ҫавна май орфографи ҫине тӑрӑнмасан та юрӗ. Тӗллевӗ кунта — информацие ман пата мӗнле ярса панӑ ҫавӑн пекех сире тивӗҫтересси/ — Авт.).
Чӑн та Чӗмпӗр облаҫӗ Чӑваш Республики мар. Анчах та ку пӗрре те чӑваш чӗлхипе усӑ курма чӑрмав кӳмелле мар пек. Чӑвашла ҫырма чаракан саккун та шыраса тупма ҫук. Анчах тӳре-шарашӑн чӑвашла ҫырасси — табу. Тӗрӗссипе акӑлчан чӗлхи те ӗнтӗ Чӗмпӗр облаҫӗшӗн патшалӑх шайӗнчи чӗлхе мар. Ҫавах та акӑлчанла ҫырсан хӑйпӑтса пеме ыйтмаҫҫӗ-ҫке. «Ан ҫыр акӑлчанла, эс кунта Америкре (е Британире) мар!» — тесе хирӗҫ каламаҫҫӗ-ҫке. Чӑвашли кӑна темшӗн вырӑнтисемшӗн темле тискер кайӑк пек хӑруш япалан туйӑнать.
Паллах, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсене те ӳпкелемелли сахал мар. Ҫине тӑнӑ пулсан, паллах, чӑвашла ҫырсан хирӗҫ пулмӗччӗҫ, хатӗрлесе ҫитернӗ чул хӑмана мӑлатукпа ҫапса ватмӗччӗҫ. Хавшакрах ҫав эпир. Хамӑр халӑх валли тивӗҫлӗ шайра ыйтма пултараймастпӑр. «Юрамасть» тенипех пуҫа усатпӑр.
Ку тӗлӗшпе ман Техасри Ренди Вагнера тӗслӗх пек илсе кӑтартас килет. Вырӑс чӗлхи паянхи кун тӑван халӑхӑмӑршӑн ҫуркуннехи ейӳ шывӗ пекех — тем калӑпӑшлӑскер хӑй умӗнчи мӗн пур япалана хуҫать, ҫӗмӗрет. Хайхи Ренди умӗнче те ҫавнашкал пысӑк хуйхӑ тухса тӑнӑ — иккен вӑйлӑ шыв анать, ейӳ вара ҫурта пысӑк сиен кӳме пултарать.
Ҫавах та Ренди аллине усман — вӑл хӑйӗн ҫуртне шыв илесрен хӳтӗлеме пуҫланӑ, дамба ӑсталанӑ. Ҫак ӗҫе тума вӑл 8 300$ пӗтернӗ. Паллах, ку пысӑк укҫа. Кӳршисем те унашкал тӑкака сӑнанӑ май Ренди ҫине пӑхса лӗх-лӗх кулнӑ кӑна. Ҫавах та ӗҫ харама кайман: чӑн та шыв хӑпарнӑ, ейӗве кайнӑ. Пӗртен-пӗр Ренди ҫурчӗ кӑна сыхланса юлнӑ. Ҫапла май ҫурт хуҫи 150 пин тӑкак кӳрес вырӑнне 8 пинпе ҫеҫ ҫырлахма пултарнӑ.
Пирӗн те Ренди ӗҫне тӗслӗх пек илсе хамӑр тӑван халӑхшӑн пӗтӗм вӑя хумалла. Культурӑна ҫӗклемелле, тӑван чӗлхешӗн кар! тӑмалла. Ӗҫлесен — пулать. «Пирӗнтен пулмасть, эпир ҫавах вырӑсланатпӑр...» — тесе ал сулсан ҫеҫ нимӗн те тухмасть. Кӗрешес пулать. Паллах, «чӑвашла ҫырма Чӑваш Республикине кайӑр» текенсемпе «ҫапӑҫма» йывӑр. Анчах та «Куҫ хӑрать те ал тӑвать» текен ваттисен сӑмахне асра тытсан кӗрешӳ пӗрре те йывӑр маррине ӑнкарса илме пулать. Ӗҫлемелле ҫеҫ.
Ренди пеккисем пирӗн хушӑра ҫук тетӗр-и? Пур! Ак, калӑпӑр, Юрий Виноградовах илес. Леш, хайхи, уйрӑм ҫырас текенсен авангардра пыракан чӗлхеҫӗ. Пӗрре шутлатӑп та мӗнле чӑтать-ши? текен ыйту та ҫуралать. Леонид Андреев-Лесник, Виталий Станьял йышшисем уйрӑм ҫырассине хирӗҫ миҫе кӑна ҫыру шӑрҫаламарӗҫ пуль. Чӑваш чӗлхин орфографине йӗркене кӗртме тунӑ комиссире те сахал мар «патак ҫирӗ» Юрий Михайлович. Ҫавах та хӑйӗн позицинчен пӗрре те чакмасть, уйрӑм ҫыртарас тӗлӗшпе майсем тупать. Маттур! Ренди шайӗнчи тӗслӗх илмелли ҫын!
Сӑнсене Олег Мустаев ярса панӑ.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Ялавăртан шкулти ман учитель Тимофей Малышев, хастар тусăмсем пулнă Иван Кирюшкин журналист, Петр Ургалкин художник, Петр Маркин писатель.. Алексей Ургалкина чыслани
питĕ сăваплă ĕç. Тав, мухтав пуçаруçисене.
Çак чаплă ял куç умĕнчех вырăсланчĕ - орфографие пăтратнипе тарăхса та шкулта чăвашла вĕрентме пăрахрĕç.
Аççтахар, Статьян юлаши пассажне, Техас мăриканĕпе Иçĕмçырли Лалене танлаштарнине, памфлет тесе йышăнтăм.
Сорос программипе пурăнса тăван чĕлхене сутакансене халăх сивлерĕ,вĕсене хăйсен ушкăнĕ çеç мухтама пултарать. Эсĕ те çав йышра=мĕн Пĕлменччĕ...
Тĕрĕслĕх вуçех пĕтрĕ-им?
Чăваш сăмахĕсĕр палăк — пит кирлех те мар. Кунашкал япаларан уссинчен ытла сиенĕ...
Мĕне вĕрентет кунашкал палăк?
Чăваш культуришĕн тар кăларса ĕçле — сан валли пурпĕрех чăваш сăмахĕ тивĕçес çук. Акă мĕнешкел кунта "мораль".
Каламасăрах паллă — тĕнчери чи пысăк чăваш ялĕсенчен пĕринче, Ялавăрта, шкулта та чăваш чĕлхине вĕрентмеççĕ ĕнтĕ . Вĕрентме те шутламаççĕ. Ÿпкелеме пуçласанах — халăх кăмăлĕ çавнашкал тесе сÿпĕлтетеççĕ.
Ман шутпа ку палăка сÿтсе музее ăсатмалла та — ун вырăнне чăваш сăмахĕллине лартмалла. Çĕнĕрен.
СССР Халăх артисчĕ Алексей Константинович Ургалкин мĕн ĕмĕр тăршшĕпех К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш театрĕнче драма актёрĕ пулса ĕçленĕ. (Çамрăк чухне Магнитогорскинче тата çарта театтăр ĕçĕпе аппаланнине шута илмесен).
Кунта Олег Мустаева хурлама хăтланакансем пур. Тен тĕрĕссипех хурлаççĕ пуль.
Анчах та çакна шута илмелле — тĕнчери чи пысăк чăваш ялĕсенчен пĕри Ялавăр куç умĕнчех вырăсланса тăнинче унăн айăпĕ çук.
Чĕмпĕр облаçĕнчи Синкĕл районĕнчи Ялавăр ялне вырăслатса хураканни Олег Мустаев мар.
Илтрĕр-и Станьял сăмахне: <<Çак чаплă ял куç умĕнчех вырăсланчĕ>>.
Кирилле // 7671.4.7342
2019.06.19 13:05
Паллах, ырӑ ӗҫ тӑвакана тапӑнса, айккинчен ним тумасӑр тиркесе, кӑлтӑксем шыраса тӑма лайӑх. Пирӗн Чӑваш Республикинче палӑксем, ял ячӗсене ҫырнисем веҫех чӑвашла-им-ха? Эсир хӑвӑр та, нумайӑшӗн ачисем те чӑвашла калаҫмастӑр. Чӑваш Енре чӑвашлӑхшӑн кӗрешӗр! Паттӑрсем!Республика вырӑсланать. Сире таҫти аякри тахҫан чӑваш ялӗ пулнӑ ялта палӑк ҫине вырӑсла ҫырни кансӗрлет иккен. Мӗскӗнсем. Сӑмса айӗнчине курмастӑр. Чӑваш ялӗсенчи ача сачӗсенче вырӑсла ачасемпе калаҫаҫҫӗ. Эсир Палӑка тапӑнатӑр. Вырӑсла ҫырнӑ пулсан ҫапла кирлӗ. Чӑваш Республики мар вӑл, вырӑссем унта.