Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Неразумный человек способен увлечься любым учением.(Гераклит)
 

Ad

Виталий Станьял: Симакур темтепӗр курса ҫӳрени ҫинчен

Виталий Станьял09.01.2020 16:329252 views

(«Чӑваш халӑх сайтӗнчи» шӑрпӑклансене каласа пани)

Вӑл тӑван тавралӑха юратни, ӑна тӗпчени, хӑй шыраса тупнине ҫынсене пӗлтерме тӑрӑшни мана унпа паллаштарчӗ. Паллашнӑранпа нумай ҫул иртрӗ ӗнтӗ.

Чим-ха, паллаштарам-ха сире унпа. Ӑна эсир пӗлетӗр те пулӗ-ха, вӑл Тутарстанри Вырӑс Киреметӗнче пурӑнакан чӑваш ӑсчахӗ Виктор Симаков, ЧНК Мӑн канашӗн тата Чӑваш академийӗн пайташӗ, краевед, журналист, педагог, 15 кӗнеке кӑларнӑ ҫыравҫӑ. Эпӗ унӑн пӗр кӗнеки ҫинчен йӗркеллӗ ӗнчӗхетех (рецензи) ҫырасшӑнччӗ. Анчах эрешмен шӑрпӑкланӗсем ман хӑтавсем пирки пӑтратса ҫырнине вуларӑм та, ку хутӗнче вӗсенни пек хӑтланса пӑхас-ха терӗм...

 

Мана сиплевӗшре выртнӑ чухне (эсир, интернетри Акапасар, де Герсо, Микула, Вырык, И вот, Лешкукка, ad modum пӑтранчӑк Ю.Яковлев тата ытти тусӑмсем, сиплевӗш тесен те, сыватӑш тесен те пӗлместӗр пулӗ-ха; эппин калам, сыватӑш вӑл больница, сиплевӗш — лечебница) аякри тусӑм Симакур (эпӗ ӑна «симакур» тетӗп, мӗншӗнне кайран каласа парӑп-ха) хӑйӗн 16-мӗш кӗнекине — «Суйласа илнисем» текеннине ярса пачӗ. Кӗнекине юнашарти «Ҫӗнӗ вӑхӑт» кӑларӑшра («кӑларӑш» тесен каллех пӗлместӗр ӗнтӗ, мӗн тӑвас сирӗнпе, тӑван чӗлхерен сивӗнме пуҫланӑ тӑванӑмсемпе, вырӑслах калас пуль — «издательство» вӑл, «типографи» тепӗр тесен!) эп шутсӑр лайӑх пӗлекен Чакак тусӑм (каллех чухламастӑр ӗнтӗ, ара элӗксем Лекҫей Сорокин-иҫ!) патӗнче кӑларнӑ та, нухратне шеллемесӗр (нухрат — вак укҫа, халӗ ун пек 1, 2 тимӗр тенкӗсене ачасем ура айӗнчен илме те пӑрахрӗҫ вӗт!) мана пуштӑпа Нухрат Атӑл леш енчен (ах, каянни, Нухрат Атӑл-и. — Кама, Кама вӑл) ярса панӑ. Кӗнеки тарам-ха, «Шупашкара пырсан ман ывӑлпа кин ҫӑмарта пӗр кунтӑк (ещӗк эппин — асӑрхаттарни манӑн. В.Ст.) кӗртсе параҫҫӗ» тесе хыпарланӑ.

Пӗрре савӑннипе, тепре пӑшӑрханнипе («хӑйне пушар хыҫҫӑн пулӑшайманнишӗн тӑрӑхласа ярса памасть-ши ку» тенӗрен) кӗнекене вула пуҫларӑм. Вӑл «Хам ҫинчен» текен 7 хутъенлӗ (тьху! страница темеллеччӗ) тӗрленчӗкпе (ӑнланмалла каласан — очеркпа) пуҫланать: «Эпӗ, Симаков Виктор Егорович, 1933 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Меречен ялӗнче ҫуралнӑ». Меречен ялӗнче (вырӑсла ячӗ-и. – Новое Мокшино, ара, вырӑс тиекӗсем чӑвашсене мӑкшӑ тенӗ пулех). эпир Шупашкар студенчӗсемпе ҫӗр каҫсах, мунча кӗрсех хӑналаннӑччӗ. Виктор Егоровичпа унӑн ӗҫчен те тарават мӑшӑрӗ Валентина Егоровна хаклӑ тӑванӗсене пӑхнӑ пекех пӑхрӗҫ пире. Студент пулнисем халь ҫавна астӑваҫҫӗ-ши. Ненай (каҫарӑр-ха, каллех сире юрӑхлӑ калаймарӑм). Ырӑ тунине яш-кӗрӗм халӗ шута хумасть вӗт — аслисен вӗсене кирек хӑҫан та алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳремелле тесе шутлаҫҫӗ (ман ҫилҫунатҫӑсем ун пек марччӗ те-ха, ҫак самана вӗсене те пӑсрӗ-няк!).

Ӳпкевлӗ ан пулӑрсамччӗ. Мӗн ӗнтӗ, ват ҫын вӑл калаҫура сирӗн пекех сулӑнка каять. Ҫыннӑн ватлӑх йӳтти пурах ҫав, леш Тӑри-кайӑк калашле (Туркай темеллеччӗ те, татах тем каласа тӑкасран шикленсе шарламарӑм) эпӗ те ҫавсен картне ларнӑ иккен. Ватти йӳтени вӑрҫмалли япала мар, яшшисем йӳтенкӗ хӑтланни вара чӑваш картне лармастех.

Юрӗ-юрӗ, сире кӗнекепе паллаштарасшӑнчӗ, анчах умсӑмахпах чарӑнса лартӑм. Пӑхӑр-ха, пӑхӑр эсир, ӑҫта кӑна ҫитсе мӗн кӑна курман манӑн Симакур тусӑм Йӗркипе каласа парам эппин. Вӑл Шелепи ентешӗ, ҫырас манирӗнче унӑн шелепилӗх-тӑхтилӗх сисӗнет ҫав. Эпӗ ҫавна чухларӑм пек, эсир, нумай пӗлекен Тӑрисемпе Микулсем, Акапасарсемпе Герсосем, хӑвӑра кӑна вулатӑр та, манӑн Симакура тытса пӑхман пулӗ-ха. Хамӑнах каласа парас пулать ун ҫинчен.

Ак хӑямат! Кӗнекере мӗн пуррине йӑлт каласа пани — кунӗн-ҫӗрӗн ҫыртӑм та — компьютерта ӗнер пач ҫухалнӑ! Сирӗн ун пекки пулмасть ӗнтӗ. Эсир кухаллӗн Тӗнче Эрешменне таканланӑ маҫтӑрсем (эх, ӑстасем темеллечӗ вӗт, шӗвек ҫамка!) пулса тӑнӑ теҫҫӗ. Ҫакна эпӗ чӑваш Вампиловӗнчен (астӑватӑр-и Байкалра путса вилнӗ талантлӑ драматурга.) Арҫук Таврасовран инҫесаспа (ну ара, телефонпа) илтрӗм. Кайран ҫавна хумсаспа та (чӑваш радиовӗпе) каларӗҫ пулмалла. Мар, мар! Наци инҫекуравӗнче (ӑхӑ-ӑхӑ, телевиденире) Сашук Магарин кӑларӑмӗнче (ну-ну, тӗрӗс, передачинче) пулчӗ-тӑр.

Каҫарӑр, эпӗ те сирӗнле пӑтранса ҫыра пуҫларӑм, Тӳрленетӗп, паян Симакур ҫинчен ҫӗнӗрен ҫыратӑп. Кӗскерех. Манӑн халӗ сирӗнпе, интернетри шӑрпӑклансемпе (шӑпӑрлансем мар, комментаторсемпе), сӑмах вылятас килмест. Хӑвӑр евӗрлӗ вылянса ҫырсан эсир вулас та ҫук, вуласан пуҫӑрсем алчӑрасран хӑратӑп. Вара татах тем каласа пӗтерӗр те, ман ӑҫта кайса кӗрес! Лере эпӗ эсир хӑваланипе каймастӑп-ха, ан та кӗтӗр!

Вӑт, «симакур» тени ни Ожегов, ни Бархударов словарӗсенче ҫук (пирӗн вӑхӑтра ҫавсемпе вӗренеттӗмӗр), ни Шӑнкӑрчипе Тикӗтчи (ан ҫиленччӗр тесен Скворцовпа Дегтярев тес пулать) сӑмахсарӗсенче тӗл пулмарӑм («сӑмахсар», «вулавӑш», «мӗнтел», «сапат», «пухмач», «хаймӑк», «тӗрӗскӗ», «ҫилҫунат» сӑмахсене хирӗҫ чӑваш чӗлхеҫисем епле ҫапӑҫнине астӑватӑр-и).

«Симакур» ҫӗнӗ сӑмах мар, вӑл нушана пула тӗнче касса ҫӳренӗ аптраман ҫынна пӗлтерет. Манӑн тусӑм Симаков шӑпах ҫапла ҫын. Хусамӑр шутлӑр-ха: Аксура педучилищӗре вӗреннӗ ҫӗртен ӑна салтака илсе кайнӑ. Азербайджанра ҫар хӗсметӗнче тӑнӑ чух, тутарла пӗлекенскер, тепӗр тӗрӗк чӗлхине тӗшмӗртме хӑнӑхнӑ, Хӗсметрен (службӑран ара) таврӑннӑ ҫӗре Аксу сӗрепне хупнӑ-лартнӑ (ун чух чӑваш училищисене Кемӗрте, Самар Эверккелӗнче, Патӑрьелӗнче, Ҫӗрпӳпе Нурӑсра — пур ҫӗрте те хупса пӗтернӗччӗ), вара Виктор пуҫламӑш классен вӗрентекенӗн хутне аран-аран илнӗ те Узбекистана кайма ҫул тупнӑ, пӗр вӗренӳ ҫулӗнче мӗн чухлӗ вӗрентнӗ-ши вырӑсла ачасемпе учитлӗсене (вӗсем те вырӑсла пӗлмен-ҫке-ха), хӑй вара хуракалпакла, узбекла, казахла аванах калаҫма та ҫырма вӗренсе килнӗ.

Тӑван ялне таврӑнсан вулавӑшҫӑра, ДОСААФ ертӳҫинче (вӑл ҫар чӗнӗмӗпе аслӑ лейтенантне ан манӑр), Кивӗ Илтрекелӗнче, Тури Паланлӑра, Кив Ӳселӗнче, Ҫӗнӗ Ӳселӗнче, Савкаҫра (итлӗр-ха, шӑрпӑклансем, мӗнле илемлӗ ятсем!) шкулсенче чӑвашла, вырӑсла, нимӗҫле вӗрентнӗ. Ку хушӑра вӑл Хусанта пединститут пӗтернӗ, авланнӑ та ҫурт-йӗр ҫавӑрнӑ.

Хусанти «Хӗрлӗ ялав» хаҫата 1963 ҫулта хупсан (вӑл унта ялан ҫырса тӑнӑ) Симакур пӗртик лӑш та курайман. Кӗркури Тяманов тусӗпе пӗрле вӗсем Аксура чӑвашла хаҫат тӑвас тесе тапаҫланма пуҫланӑ. 1965 ҫулта чӑваш хаҫачӗ чӗрӗлсе тӑнӑ. «1968 ҫулта парти билетне ҫухатсан тата ытти хӑш-пӗр «ҫылӑхсемшӗн» ӗҫрен каймалла пулчӗ. Ун хыҫҫӑн Йӗпреҫри (Чӑваш Республики) «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫатра ӗҫлерӗм» (5 хутъен). Чӑваш ҫӗршывне вӑл татах ҫаврӑнса килнӗ. Тӑван енчи шкулсенче тепӗр 6 ҫул ӗҫлесен («ӗҫлеме май пулмарӗ, райком хӗсӗрлерӗ») Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукалта ҫемйипех пурӑннӑ та 1982 ҫулта Самар облаҫӗнчи Сызрань хулине куҫса кайнӑ, хула айккинче хуҫалӑх туяннӑ. Эпӗ Чукалсене те (Пӑчӑрлӑ Пашьелӗнче ӗҫленӗ чухне унта ачасемпе йӗлтӗр е утсӑрапа — эй, велосипед эппин — похочӗсем ирттереттӗм), Сызране те пӗлетӗп. Ҫула май Симакур патне мӑянлӑ-пиҫенлӗ вырӑс ялне кӗрсе тухнӑччӗ. Калам-ха: эпӗ хам та чӑваш тӗнчине урлӑ-пирлӗ тухнӑ ҫын, анчах кун йышшине пӗртен-пӗрре ҫеҫ Тюмень тӑрӑхӗнче Яркка районӗнчи чӑвашсем пурӑннӑ «перспективлӑ мар» Никитино ялӗнче курнӑччӗ (ячӗшӗнех кайрӑм эпӗ вӑл яла, аре, манӑн аттен хушма ячӗ Никитин-ҫке!). Яла вӑйпа пӗтернӗ. Капмар шкулӗ, керменӗ, ҫурчӗсем япӑхса-хупӑнса ларнине курсан Чӑвашри чӑвашсен чӗрисем ҫурӑлса каятчӗҫ пуль! Пирӗн республикӑра та ялсене хытӑ хӳптӗрлерӗҫ ӗнтӗ, нумай нуша туса пачӗҫ. Халӗ тата ял шкулӗсемпе ҫапӑҫаҫҫӗ. Пӗтерме мӗ-ӗ-н! Ӑс кирлӗ мар, пӑспа та тем туса хума пулать! Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Самарти, Кемӗрти (Кемеровӑри), Сарӑтури, Пензӑри — ниҫта та! — ҫав териех япӑхса кайнӑ пӗр чӑваш ялӗ те курмарӑм. Халӗ аякри тӑвансене те ҫине тӑрсах таптаҫҫӗ. Силпипе Слакпуҫа сысна каяшӗпе шӑварасшӑн тапаҫланаҫҫӗ, илтнӗ-и. Кӗҫех сирӗн яла та ҫитеҫҫӗ, Акапасарпа де Герсо. Пӑвапа Шуратӑла шӑршлантарасси Атӑла айтарни мар вӗт!

Сирӗнпе калаҫса пӑтрансах кайрӑм. Аре, кампа туслӑ пулан, ун пек ҫаврӑнса каян тесе тӗрӗсех каланӑ ҫав. Симакур хаҫатсем пирки синкер курни ҫинчен каласшӑнччӗ. Чӑваш тӗременӗсем (редакторӗсем-ҫке, юплешке!) Симакура ҫул паман чухне вӑл тутар тата ирҫе чӗлхиллӗ хаҫатсенче ӗҫлесе тӗлӗнтерчӗ (тутарла та, ирҫелле те шӑрантарать кӑна вӗт!), кӳршӗсем чӑваш ачине хисеп хучӗсемпе мухтарӗҫ! Симакур чӑнах та пиҫӗ хаҫатҫӑ. Куҫлӑ-пуҫлӑ тӗкел ҫын хирӗҫлеме пултарас ҫук.

Эп сире Симакур «Самар Ен» хаҫатшӑн мӗн чухлӗ нуша курнине каласа пӗтерейрес ҫук. Иййа ӗнтӗ! Чӑваша чӑвашах кӑшлани ҫинчен эсир пӗлетӗр. Хӑвӑр та вӑтанмасӑрах пӗр пӗрне кӑшлатӑр вӗт!

Йӑлтах ман куҫ умӗнче иртеҫҫӗ Симакурӑн юлашки ҫулӗсем. Эпӗ ӑна «Энциклопедия чувашских населенных пунктов Самарской области», «Чувашские деревни Аксубаевского района Татарстана» тата ытти питӗ сумлӑ кӗнекисемшӗн савӑнса саламлатӑп. Питӗ ӗҫчен Симакур, йывӑрлӑха парӑнман кӗрешӳҫӗ, суяна чӗррӗн хирӗҫ тӑраканскер. «Йӗтӗн саплӑк пулнӑ та, пӗр вырӑнта тытӑнса тӑрайман» тесе ан шутлӑр. Питӗ йӑнӑш ун пек шутлани. Вулӑр-ха унӑн «Почему коммунисты не смогли удержать власть» кӗнекине. Тӳрех ӑнланатӑр вӑл кӑштӑр-мӑштӑр айван хресчен, пӑхӑнчӑк учитлӗ, мӑка журналист пулманнине.

Симакура ырӑ сунакансем тӑшманӗсенчен тем чуль нумайрах. Ӑна эсир «Саламсемпе ыр сунакансем» (2018) кӗнекине уҫса пӑхсанах курма пултаратӑр.

Ах анчах! «Суйласа илнисем» кӗнеке пирки каласси пулмарӗ. Унта сӑскан (роман тени-ҫке чӑвашла), поэма (селтӗр теҫҫӗ пирӗннисем), статьясем (хӑтавсем) курӑнмаҫҫӗ. Кӗнекере пурри - калавсем, сӑвӑ-юрӑ, шӳт, тата пилӗк халай (повеҫе ҫапла каланине илтмен пулӗ-ха; чӑвашла меслет кӗнекисем ҫине йӗрӗнсе пӑхатӑр ҫав, шкулта хӑвӑр аван вӗренекен ачасем пулнӑ пулсан та). Пӗр халайне, «Ваҫлей» текенне (ячӗ вара, ман шутпа, ӑнӑҫлӑ мар) Чӑвашстанри Хӗрлӗҫарски (хут ҫинчи пек каласан — Красноармейски район) ҫыннисене вулама тархаслатӑп. Вӑл Мӗтри Ваҫлейӗ сӑвӑҫ, Европӑра Василий Дмитриевич Дмитриев врач ячӗпе палӑрнӑ тӗпчевҫӗ, фронтовик ҫинчен. Доктор диссертацине хӳтӗлеме хатӗрленнӗ чухне хунькасси Мулеккелте 1977 ҫулта чӗре чарӑннипе вилсе кайнӑ, унтах пытарнӑ. Ҫилҫунатҫӑсемпе эпир вӑл ялта пурӑнса куртӑмӑр, арӑмӗпе Ольга Афанасьевӑпа калаҫрӑмӑр. Светлана Иванова ҫилҫунатҫӑ ун ҫинчен лайӑх хӑтав ҫырса кӑларнӑччӗ...

...Ҫитӗ, ҫитӗ. Сирӗнпе, шӑрпӑклансемпе, сӳтӗлсе кайса, пулмарӗ ӗнчӗхет ҫырасси. Тепӗр чух ӗнтӗ. Тӗл пуличчен, хау ду ю ду!

 

Виталий Станьял

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (13)]

Comments:

Agabazar // 3206.3.6276
2020.01.09 21:40
Agabazar
Эп Виктор Симакова çеç мар, Виталий Станьяла та куркаланă. Вăл шутра — çывăхран та. Калăпăр, пĕррехинче вăл манран 5 (пилĕк) меттăрта тăратчĕ.

Ну мĕн калама пулать? Пирĕн пек чăвашах Станьял. Ни апла, ни капла калама май çук уни-куни.

Пире халь чăвашла «таса» (?) калаçма вĕрентет. Анчах хайĕн кулленхи калаçавĕ ытти чăвашсенчен нимпе те уйрăлса тăмасть. Макаронизмсем те туллиех, ытти енĕпе те çÿпĕллĕ-çапăллă. Эппин ан ĕненĕр, сирĕн умăрта темле авалхи саманаран килсе çакланнă пуритан тесе! Апла мар!

Сиплевĕшпе Сыватăш хушшинчи уйрăмлăхпа пире тĕлĕнтресшĕн. Апла пулин те çавнах пульницца теме май пуррине чухласшăн мар.

Кĕнеке кăларăш-и? Ай-яй-яй!
Тен малтан ку тĕлĕшпе Чăвашла Википедири статьясене пăхса илмелле? Сăмахран, ак çак тĕле: https://cv.wikipedia.org/wiki/Чăваш_кĕнеке_кăларавăшĕ Кăларăш ăнăçлăрах-и, кăларавăш-и? Тавай çакăн пирки шутласа пăхар!!!
Кăларăш вăл — кăларнин процесĕ! Процесс! Пулса пыракан ĕç! Ятарласа майлаштарнă йĕркелĕм мар! Кăларавăш тенинче вара шăпах йĕркелĕм пирки пырать сăмах.
Арлан // 2014.44.7899
2020.01.09 23:47
Вăт-вăт, пуçланчĕ шăрпăкансен процесĕ;ç-ç-ç-ăмăркка йăваласа ларасси!
Станьяппа кайса калаç-ха, пилĕк çухрăмран ан сÿтĕл. Тен,чух кăштти тăна кĕрĕн! Салам, Акапăсар!
Agabazar // 3206.3.6276
2020.01.10 00:15
Agabazar
Мĕтри Ваçлейĕ чăнах та Мулеккелĕнче вилнĕ.
Мулеккел, Питреккел, Кăнай, Тайтак.
Самар облаçĕ, Шикун районĕ.
Анчах та ку районта тата тепĕр историлле чăваш ялĕ пур. Пĕлетĕр унăн ятне?
Вырăсла ячĕ кăна паллă — Сенькино. Чăвашла ячĕ паллă мар. Тем чуль шыраса та тупса пулмарĕ. Камăн тупмалла?

Роман вырăнне "сăскан" терĕç-и-ха? Мĕн нушапа? Роман тени чăваш чĕлхишĕн хăш енчен начар?

Тĕрĕс, повесть тени чăваш чĕлхишĕн чăнах та начар. Анчах роман мĕнпе айăпа кĕнĕ?

Повесть тенинчен пăрăнма тăрăшмалла — çавă çеç. Анчах та романа ан тĕкĕнĕр!

Поэма тени хăш енчен начар тата? Ну, статья майлах мар пуль, килĕшетĕп . Анчах та ăна мĕнпе улăштарма пулать?

Чĕлхе пĕлĕвĕнче, лингвистикăра, терминоведение текен ăслав дисциплини пур. Чăвашла — термин пĕлĕвĕ. Çавăнти ăслайсемпе килĕшÿллĕн туса пырас пулать ĕçе. Темĕнле мелсĕр мереккесем шутласа кăлармалла мар. Пурте ăслăлăх шайĕнче пултăр.

Çавă пулать те ĕнтĕ вăл меслет тени. Меслет пыйтă вĕлерме пулăшнă тет. "Куçару" шайĕнче çеç ĕçлемелле мар. Терминсене "куçарни" мар, ăсталани, майлаштарни кирлĕ.

Сăмах май каласан, Чăваш Сăскан ял пур. Мĕнле "роман" тата ку?
Малай // 3935.85.1766
2020.01.10 08:25
Акапасар, пĕр япалана шута илместĕн: Чăваш вăрăм сăмахсене юратмасть, кирек мĕнле сăмаха та кĕскетет.Туллин "эпĕ" тессине "эп" тет."Каймастăп" - "каймап".Çавăнпа телефонпа " шăнкăравла" теме те ýркенсе кĕскен кăна "звонит ту" теме ăна кăмăллăрах.Сăмахсене кĕскетнипе пĕрлех кĕвĕлĕхе юратнине те палăртмалла.Çавăнпа санăн "кĕнеке кăларавăшна" халăх йышăнасси иккĕленýллĕ."Сыватăш" тесе 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Муркаш район больницин тĕп врачĕ Можаев (ятне манăçа кăларнă) официаллă çирĕплетсе стена çине пысăккăн çырнине астăвап.
Agabazar // 3787.77.4408
2020.01.10 13:55
Agabazar
Виталий Станьял Тутарстанти Аксу районĕнчи хăшпĕр ялсен ячĕсене йăнăш асăнать. Тÿрлететĕп.

Тури Паланлă мар, Тури Паланнă (Верхняя Баланда). (Паланлă текенни пур унта, анчах вăл — урăххи, Калиновка теççĕ, Дина Садикова юстици генералĕ çавăнтан тухнă)
Савкаç мар — Чăвашьел (е Анатриял)
Илтрекел мар, Ильтреккел.

Пур Анатри Паланнă та (Нижняя Баланда). Анчах та вăл вырăс ялĕ шутланать. Çав вырăс ялĕнчен тухнă çын — Чĕваш Енри хальхи чи пысăк прокурорсенчен пĕри Александр Евграфов.

Анатри Паланнă вырăсĕсене кăтартакан видео пур Тетелте — https://www.youtube.com/watch?v=7B7sd-qQYqQ
Ялтан // 3231.27.2664
2020.01.10 14:29
Пирĕн енче арçынсем чĕлĕм туртма тухсан çак халапа каласа параççĕ:
Ларать тет Станъял Гуманитари интитутĕнче. Ятан килнĕ пĕр комбайнер кĕрсе тăрать те "Ыхра çук и?" тесе ыйтать.
-Паян пулмаç,- тет Станъял. - вăл сыватăша ыйтса кайрĕ.
Тĕлĕннипе "хм!хм!" текелет те хăна тухса утать.
Тепĕр эрнерен хайхисем ялта тĕл пулаççĕ.
- Шупашкара пырсан эп сан пата кĕрсе тухрăм, - тет комбайнер Ыхрана.- Ларатчĕ унта пĕр сухал. Ыхра ăта тесе ыйтрăм та тин кана ăна вытрезвителе тытса кайрĕç тесе хуравларĕ.
Лешкукша // 1445.84.4832
2020.01.10 15:58
Вот! Станьяла кÿрентермесĕрех питĕ лайăх лектернĕ. Ку чи ăнăçлă комментари! Виват!
Agabazar // 3280.21.1579
2020.01.10 17:02
Agabazar
Акапасар, пĕр япалана шута илместĕн: Чăваш вăрăм сăмахсене юратмасть, кирек мĕнле сăмаха та кĕскетет.Туллин "эпĕ" тессине "эп" тет."Каймастăп" - "каймап".Çавăнпа телефонпа " шăнкăравла" теме те ýркенсе кĕскен кăна "звонит ту" теме ăна кăмăллăрах.Сăмахсене кĕскетнипе пĕрлех кĕвĕлĕхе юратнине те палăртмалла.Çавăнпа санăн "кĕнеке кăларавăшна" халăх йышăнасси иккĕленýллĕ."Сыватăш" тесе 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Муркаш район больницин тĕп врачĕ Можаев (ятне манăçа кăларнă) официаллă çирĕплетсе стена çине пысăккăн çырнине астăвап.
Чăваш тăван челхине сутса вырăс чĕлхине туянма юратнине сансăрах чухлатăп. Социолингвистика саккунĕ ку.
Асăннă тĕслĕхре кĕске е вăрăм формăсем пирки мар сăмах пырать.
Пĕлтерĕшсем тĕрлĕрен. Кăларăш — кăларни. Процесс. Ĕç тунине палăртать. Вырăсла куçарсан — издание книг, процесс издания книг.Танлаштарăр: каларăш — поговорка. Йĕркелĕм ячĕ патне те пымасть. Кăларавăш тесен йĕркелĕм, учреждени пек ăнланмалла. Пуçпа шутласа ĕçлес пулать. Сăмахсен пĕлтерĕшĕсен уйрăмлăхĕсем пур.
Хусантан // 3231.27.2664
2020.01.10 17:06
Мучу пĕр сăмаха тĕрĕс мар çырать: Виноградов словарĕ тăрăх "тем те пĕр" тесе çырмалла.
Agabazar // 3280.21.1579
2020.01.10 17:24
Agabazar
Виктор Егорович Симаковăн Самар чăвашĕсем пирки çырнă кĕнекине вулани пирки каларăм. Анчах та унăн кĕнекинче те йăнăшсем пур. Сăмахран, ял ячĕсем тĕлĕшпе.

Похвиçнĕ районĕнчи Перле-Вейса ялĕ (Самар облаçĕ). Мĕн япала ку???

Виктор Симаков çакна Пĕрле Вăйпа тенĕ. Чăннипе апла мар. Иккĕмĕш компонент — ирçе сăмахĕ. "Вăйпа" мар. Ирçеллерен чăвашла куçарсан çав сăмах та пĕрле тенинех пĕлтерет. Урахла каласан, ял ячĕ икĕ чĕлхери пĕр пĕлтерĕшлĕ сăмахсенчен тăрать.

Pages: 1, 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters