«Хӗл лариччен» халай (повӗҫ) икӗ пайлӑ. Пӗри — «Арҫын», арӑмлӑ, ачаллӑ Серуш, Петров Сергей Васильевич, пӗр фирмӑра ӗҫлекен менеджер, варлӑ хӗрарӑм куҫӗпе пӑхса ӳкернӗскер, тепри — «Хӗрарӑм», упӑшкипе уйрӑлнӑ Элина Гатамова юрӑҫӑ ҫинчен ӑна ачаранпа юратакан Ҫеруш тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пани. Тӗнче литературинче пин хут калле-малле тавӑрса пӑхнӑ виҫкӗтеслӗ те икхут-виҫхут юрату теми ӗнтӗ. Кашни ҫын, ҫыравҫӑ та вӑл шутрах, тӗнчери юмахсемпе ҫырлахмасть, хӑй те юмахра пулса курасшӑн. Елен Нарпи юмахӗ хитре, усал мар. Ырӑ шухӑшлӑ вӑл, ача чухнехи пӗрремӗш туйӑмсене мухтаса ҫырнӑ паянхи поэма теме пулать.
«Элинӑн пӗвӗ-сийӗпе сӑн-сӑпачӗ ҫеҫ мар, кӗвӗ тӗнчине парӑннӑ чун-чӗри те вышкайсӑр хитре те ӗҫсе тӑранаймп ҫӑлкуҫ шывӗ пек таса иккен. Ҫакӑ вара кӑнттам чӗлхеллӗ те хивре кӑмӑллӑ, юнтарма юратакан Оля ҫумӗнче ҫӗрпе пӗлӗт пекех расна курӑнса чунӑма арӑмран пушшех те пистерекен сӑлтавсенчен пӗри пулчӗ пулас» (36 ен). Элинӑн ачалӑхӗ, азербайджан ашшӗпе темиҫе ҫултан тӗл пулни, Ҫеруша салтака ӑсатни, гастрольте пулнӑран ӑна кӗтсе илме май килменни, ӑслӑ кукамай лӑплантарни тата ытти те — пурне те Нарпи йӗркипе, тирпейлӗ те астаруллӑ ҫырса кӑтартать. «Сивӗ хӗл ларас вырӑнне евӗк ҫу каялла ҫаврӑнса ҫитнӗ» вӑхӑт хайлав геройӗсемшӗн ҫеҫ мар, вулаканшӑн та савӑк.
Ҫемьери пӑтравлӑ кунсенче Серуш арӑмӗ Оля сыватӑша лекет. «Сергейӗн арӑмне сарӑмсӑр машина ҫапса кайни сасартӑк тӑна кӗртрӗ-ши мана, е, тен, вӗсен хӗрӗпе, Аринӑпа, тӗл пулни-ши».»
«— Ҫеруш, — терӗм вара тӗлӗкри майлӑ,— пирӗн текех тӗл пулмалла мар. Санӑн ҫемье пур... Ют йӑвана салатакан пилсӗр хӗрарӑм пулас килмест ман».
Халая (повӗҫе) вуласа тухнӑ хыҫҫӑн вулакана пролога (умӗн каланине) тепӗр хут тишкерсе пӑхма сӗнетӗп. Унта хӗрарӑмпа арҫын хутшӑнӑвӗсем пирки пӗтӗмлетсе каланӑ. «Пур ҫӗрте те шайлашупа килӗшӳ пулмаллине асӑрхаса тӑракан Ҫӳлхуҫа ҫеҫ вырӑна лартма пултарать этеме» тенипе эп килӗшместӗп. Ҫыравҫӑ хӑй те турӑ мар, ҫын хӑй ӑсӗпе-намӑсӗпе тӗрӗс ҫул суйласа илнине ҫирӗплетет. Калавӗсене те библи вӗрентӗвӗсене чиксе тултарнӑ. Кӗскен каласан, Елен Нарпи ытахалех хӑйӗн чӑн пурнӑҫа, этем чунне тӗрӗс кӑтартакан хайлавӗсенче православи мистикипе хутӑштарать. Ку унӑн калавӗсемпе повеҫӗн пахалӑхне чакарать, лайӑх япаласенех ӗлӗкхи журналсенче тухнӑ тӗн халапӗ-юмахӗ шайне антарса лартать. Вара ирӗксӗрех «пурнӑҫ мар, ребус тейӗн» (187 ен).
Елен Нарпи хӗрарӑмӗсем ӳнер тӗнчинче ҫаврӑнса пурӑнаҫҫӗ пулсан, Галина Матвеева геройӗ — пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫлесе вӗренекен хӗрупраҫ.
Галина Матвееван «Мӑшӑр ҫунат» (Ш.,Чӑв. кӗн. изд-ви, 2019.— 191 с.) кӗнекине «Пурнӑҫ пурне те авать» калав (1994) тата 12 сыпӑклӑ «Мӑшӑр ҫунат» повесть (2017) кӗнӗ.
Матвеева Галина Алексеевна (Галина Ялтра, 1957, Вӑрнар районӗ), журналист, писатель, куҫаруҫӑ, кӗнекесем пухаканӗ тата тӗременӗ (редакторӗ), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. Паллӑрах кӗнекисем: «Хӑмӑркка» (2011), «Чӑваш» (2013) поэма, «Мӑшӑр ҫунат»). Университетри «Ҫилҫунат» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи пулнӑ чухне вӑл студентсене Пушкӑртстанри Слакпуҫӗнче ту ҫине шур чулсемпе «Кашлатӑр Иванов вӑрманӗ» тесе ҫыртарнӑччӗ.
Калавра хӑй ухмаххипе колоние лекнӗ ҫӑмӑлттай хӗрарӑм Зина ҫинчен ҫамрӑк студентка Аня каласа панӑ. Хӗр пуҫҫӑн ача ҫуратнӑ Зина пепкине урамри сак ҫине пӑрахса хӑварать, ҫакӑшӑн ӑна айӑплаҫҫӗ.
Шура аппа патӗнче хватттерте выртнӑ чухне пӗрререн пӗрре курать Зинӑна, анчах ун историне ӗмӗрлӗхе астуса юлать. Тепре 22 ҫултан лавкка умӗнче сӗт черетӗнче тӑнӑ чухне палласа илет те ӑна, калаҫса каяҫҫӗ. Зина ӗнтӗ пачах урӑх хӗрарӑм. «Пилӗк ача амӑшӗ эпӗ. Ҫемьеллӗ. Халӗ манӑн пурте йӗркеллӗ. Хама телейлӗ тесе калама та пултаратӑп. Упӑшка слесарь пулса ӗҫлет...» Вӑл, хӑй те ача ҫуртӗнче ӳснӗскер, пӑрахса хӑварнӑ ачана ывӑла илет, лайӑх пӑхать. Тупӑннӑ аслӑ ывӑл ӗнтӗ тахҫанах ҫемьеллӗ, хӗрӗ качча кайнӑ, вӑталӑх ывӑлӗ урӑх хулара вӗренет.
«Пурнӑҫ пурне те авать, ҫамрӑк чухне тунӑ йӑнӑш пӗрне хуҫать, тепринне — ӗс-тӑнне уҫать» тесе вӗҫленет калав. Ку шухӑш ыттисен хайлавӗсенче те пур. Елен Нарпи ӑна «Ҫӳпҫе тӗпӗнчи ҫылӑх» калавӗнче психологизм витӗмӗнче кӑтартнӑ.
«Мӑшӑр ҫунат» халайри тӗп сӑнар — Шупашкарти пир-авӑр комбинатне Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш ялӗнчен куҫса килнӗ хӗр Нина-Ниниле. Ӑна ҫул урлӑ каҫнӑ чухне машина ҫапса каять, малашнехи пурнӑҫӗ пӗтӗмпех пурнӑҫпа вилӗм хушшинче иртет.
«Тӑван чӗлхепе калаҫас килни Шупашкара илсе ҫитерчӗ. Эп саккӑрмӗш класра вӗреннӗ чухне наци шкулӗсене вырӑс чӗлхи ҫине куҫарас тапхӑр пуҫланса кайрӗ... Ку нуша ҫитмен-ха, тӑван чӗлхепе ирӗклӗн калаҫма ҫук иккен. Чӑвашла калаҫнине илтсен тӳрех асӑрхаттаратчӗҫ, ятласа тӑкакан та пурччӗ. Чӑвашла калаҫма мар, чӑвашла тӑхӑнма та чарчӗҫ шкул ачисене» (66 ен).
Шупашкар нуши ялтинчен пӗчӗк мар ҫав! Кунта ҫутӑ ӗмӗтлӗ Ниниле ним ҫук ҫӗртен (тӗрӗссипе — тискер ҫынсем таптанӑран!) ӗмӗрлӗхе хуҫӑлса-ванса юлать. Ҫапах та тӗнче усалтан кӑна тӑмасть, унта ырӑ тухтӑрсем те, амӑшӗ, тус-тантӑш, чунтан юратакан ҫынсем нумай. Вӗсем пулӑшнипех Нина куҫ курманнисен пӗрлешӗвӗнче кирлӗ ҫын пулса тӑрать, чун юратнӑ шанчӑклӑ арҫына Аванти Юманова качча тухать, Инкек татах килсе ҫапать. Авнтие авантюристсем улталаса ҫуртне сутмалла тӑваҫҫӗ, хӑйне вилӗм умне тӑратаҫҫӗ. Кулянса ӳкмест Нина, Чӑваш наци конгресӗн съездне хутшӑнать. Тухтӑрсем ачине пӑрахма сӗнеҫҫӗ пулсан та, килӗшмест. «Вилетӗп-и, чӗрӗ юлатӑп-и — ачана ҫурататӑпах». Вулакан та пин тӗрлӗ иккӗленӳллӗ шухӑшпа пӑтранать, анчах Нинилене те, унӑн ҫуралас пӗчӗк Юмановне те тӗрӗс-тӗкеллӗх сунас килет. Ҫакӑн чухлӗ асап-нуша витӗр тупнӑ шанӑҫа никамӑн та харама кӑларас кӑмӑл тупӑнмӗ.
Марина Карягина хайлавӗсем те геройсене вилӗм хӑрушлӑхӗпе тӗрӗслеҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн, самани пирӗн тӗле ҫавӑн пек килсе тухрӗ пулсан!