Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Призвание художника - бросать свет в глубину человеческого сердца.(Р. Шуман)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Йӗлме йӗлтӗр...

Аçтахар Плотников15.12.2007 13:186778 views
Йӗлтӗрпе малтанхи канмалли кунах кайса ярӑнасшӑнччӗ, анчах та кахалланнине пула ун чухне каймарӑм. Малтан шӑматкун ҫывӑрас килнипе каймарӑм, вырсарникунне те тем вырӑн ҫинчен тӑрас килмерӗ.
Хальхинче вара шухӑшласа хунӑ ӗҫе пурнӑҫларӑм — ҫывӑрса тӑранман пулин те тухса утрӑм йӗлтӗр базине. Ку хутӗнче эпӗ Юманлӑха (Дубравный) каяс темерӗм (унта инҫе — хула тепӗр енӗ. Ҫитмех сехет ытла кирлӗ — Чулхула Шупашкар пек пӗчӗк мар), Щёлоково хуторне ҫитес терӗм. Вырнаҫма та инҫе мар вырнаҫнӑ, ҫитме те меллӗ — трамвай ҫине лармалла кӑна.
Ҫитнӗ хыҫҫӑн аран-аран шыраса тупрӑм йӗлтӗр базине. Пӗр ҫурт патӗнче темӗнле ҫын темскер юсатчӗ — унтан ыйтрӑм та вӑл мана инҫетри базӑна ячӗ. Каярах вара юнашар ҫуртра та йӗлтӗр бази пуррине куртӑм. Тӗлӗнетӗп эпӗ Чулхулаҫӑсенчен — юнашар вырнаҫнӑ ҫуртсенче мӗн вырнаҫнине пӗлмеҫҫӗ!
Леш базинче вара ҫын ҫук та! Пӗлтӗрхине асра тытса эпӗ иртерех каяс терӗм — кунта вара 12 сехетре те никам ҫук. Ҫын ҫукран йӗлтӗрсен хуҫи те гардероб хуҫи те ӗҫсӗр лараҫҫӗ. Кичем пулӗ вӗсене :) Иккӗшне те шырама тиврӗ. Малтан йӗлтӗр параканне, кайран пушмака хӑвармашкӑн — гардероб сыхлавҫине.
Хакӗ малтанхи пекех — 100 тенкӗ.
Йӗлтӗрпе ярӑнмалли вырӑнӗ вара мана кунта килӗшрӗ — тӑвайккисем нумай, чӑнкӑрах. Йӗлтӗрҫисем ытларах енӗпе конькиллӗ майпа ярӑнаҫҫӗ — эпӗ вара апла пӗлместӗп :( Анчах та вӗсем тӑвайккисенчен сивӗнеҫҫӗ — хӑраҫҫӗ пулас ярӑнса анма. :)
Виҫӗ хут персе антӑм. Пӗринче — юриех, тӑвайккинчен аннӑ чухне йывӑҫ ҫине пырса ҫапӑнас мар тесе (пӑрӑнса иртсе кайӑп пулӗ тесеччӗ те йӗлтӗр пӑрӑнмарӗ...). Тепринче хамах персе антӑм. Пӗр сӑлтавсӑр. Виҫҫӗмӗшӗнче — пӗр пӗчӗк ача чӑрмантарнипе. Тӑвайккинчен ярӑнса аннӑ чухне пӗр вырӑнта хӗсӗк ҫӗртрен иртсе каймалла. Вӑл вырӑн урлӑ нумай ҫын иртсе каять, тӑвайкки тарринчен вара ҫын пурри курӑнмасть. Ачи мана асӑрхасан пӑрӑнчӗ ӗнтӗ, анчах та эпӗ чарӑнма тӑрӑшаканскер асӑрхама та ӗлкӗреймерӗм — йӗлтӗр таҫта куҫса кайрӗ те персе антӑм...

Эпӗ йӗлтӗрпе ярӑннӑ вӑхӑтра пӗр китай спамерҫи вара хӑйӗн ҫуп-ҫапӗпе канашлӑва вараласа пӗтернӗ... Халӗ тасатма тивет...
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters