НАРтукан пирки. Авалхи чӑвашсем кашни ҫул нартукан уявне палӑртнӑ (паянхи чӑвашсем ӑна тепӗр чухне сурхури ячӗпе паллӑ тӑваҫҫӗ). Ку уяв хӗллехи хӗвел/нар вӑранӑвӗпе, хӗвел хускалма пуҫланипе ҫыхӑннӑ. Ҫак вӑхӑтран кун ҫутти хутшӑнма тытӑнать. Паянхи астрологсем ҫак куна РАШТАВ уйӑхӗнче 21->22-мӗшӗнче (ҫӗрле 21-мӗш 22-мӗш ҫине куҫса кайнӑ вӑхӑтра) палӑртаҫҫӗ. Шала кӗмесӗр, каласа хурар: «нар» сӑмах кунта уяв ятне пуянлатать. Сӑмах май хушса калани: тукан/дуган тӗрӗк чӗлхесенче "ҫуралнӑ" тенине пӗлтереть. Паллӑ, ку уяв пирки, "Нарспи" авторӗ, К.Кашкӑр-Иванов, лайӑх пӗлнӗ (нар=хӗвел).
«Нар» тени монгол чӗлхерен чӑваш чӗлхине кӗнӗ сӑмах (В.Г. Егоров, "Чӑваш чӗлхин этимологи словарӗ"). Унччен "нар" ятлӑ сӑмах чӑваш чӗлхине "гранат" ячӗпе кӗнӗ (перссемпе авалхи чӑвашсем ҫыхӑну тытнӑ чухнех). Чӑвашсем хушшинче "нар" ятлӑ сӑмах нумай ӗмӗр икӗ пӗлтерӗшпе ҫӳренӗ: "хӗвел" ячӗпе, тата "гранат улми" ячӗпе.
ХӖВЕЛ/НАР — ҫутҫанталӑк хуҫи. Ҫапла каласан, йӑнӑш пулмасть, пуль. Апла пулсан, авалхи "нар" сӑмахӑн ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ пулӑмсенче тата йӑла-йӗркесен ячӗсенче сисӗнмеллех.
Шута илӗр: "нар" сӑмахпа автор Нарспи ятне асӑнас умӗнех (1-мӗш сыпӑкрах) усӑ курать — "Нар пек хитре хӗрӗсем, акӑшсем пек утаҫҫӗ", каланипе. Ку вӑл, ҫӑраҫҫи пек, "нар" ятлӑ сӑнар вӑрттӑнлӑхне унӑн тупсӑмне тупмалли уҫкӑч мар-и? Апла пулсан, Нарспи ятӗнче пур Силпи хӗрӗсен те хитрелӗхӗ «пытанать».
Манас марччӗ, кунта эпир «нар» пӗлтерӗшӗ пирки ҫырнӑ чухне НАРспи ячӗпе ҫыхӑнтарма пуҫларӑмӑр. Халлӗхе пуҫларӑмӑр кӑна. Ҫавна пула, ӗнтӗ, малтанлӑха палӑртрӑмӑр: «хӗвел» сӑмахӗ (хӗвел ҫутҫанталӑк хуҫи) «нар» сӑмахпа пӗр тан. Анчах та, "нар" палли НАРспи ятӗнче те курӑнсах тӑрать. Ҫавна пула, «хӗвел» пӗлтерӗшӗ те ҫакӑнтах! Ахаль чакаланни пек ан пултӑр тесе, хушса хуратӑп, мана критиклекенсем ҫакна палӑртрӗҫ: НАР нихӑш енӗпе те Нарспин ят вӑрттӑнлӑхне, унӑн тӗшшине ХӖВЕЛ сӑмахпа ҫыхӑнтарма пулмасть, тесе. Аса илтеретӗп: Нарспи нарӑс уйӑхӗнче ҫуралнӑ.
Наурус — чӑваш уявӗ. Ку уяв пӗлтерӗшӗ пирки те К.Иванов-Кашкӑр лайӑх пӗлнӗ. Ҫак пысӑк уяв каллех хӗвел паллипе, Ҫӗнӗ ҫул пуҫламӗшӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл мӑсӑльман тӗнне хирӗҫ пулсан та (мӗншӗн тесен, кунта тӗп вырӑнта зороастризм йӗрки) пушкӑртсем тата тутарсем Нэурус (Науруз, Навруз) уявне чи сӑваплӑ уяв тесе пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче ирттереҫҫӗ. Тӗплӗнрех ҫакӑнта ҫырса паллӑртнӑччӗ.
Наурус уяв ятне Нарспи ячӗпе ҫыхӑнтарас енӗпе паллӑ чӗлхеҫӗ М.Р. Федотов «Тӗне кӗмен чӑвашсен ячӗсем» тӗпчевӗнче ҫапла палӑртать: "Нарс + пи, где Нарс < перс. м. и. Науруз / Навруз "родившийся в иранский праздник Нового года — Навруз". Урӑхла каласан, "НАРӑс" самахӗнче сӑмах тымарӗ — "НАР", вӑл ХӖВЕЛ тенине пӗлтереть. НАРспи ячӗ, вара, "НАРӐС" сӑмахран пулни хӗвел ҫуттине пытараймасть: наврус --> НАРӑс уйӑхӗ --> НАР(ӑ)спи --> НАРспи.
"Нарспире" ХӖВЕЛ — никӗслекен символ (наукӑлла каласан, архетип палли). Ҫавна автор тӗп персонаж ятӗнче хытарса хуни — питӗ пӗлтерӗшлӗ. Чӑвашсен авалхи йӑла-йӗркесем (пурте!) Хӗвел хӑвачӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. "Хӗвеллӗ Нарспи" хӑйӗн ирӗклӗхне мала хурать, чӑвашӑн ӗмӗрхи хӗвелпе ҫыхӑннӑ йӑласене пӑрахӑҫлать. Урӑхла каласан, хӑйӗн ятӗнче хытарнӑ хӗвел паллине «ҫунтарса ярать». Ҫавна пула, ӑна хӑрушӑ вилӗм кӗтеть. Ҫук, ӑна никам та вӗлермест. Ҫакӑнса вилнипе, хӑйӗн нар-ятне хӑй ҫунтарса ярать. Ку вӑл питӗ пӗлтерӗшлӗ (символла!) пулӑм.
Ансат чӗлхепе каласан, кунта — Хӗвел тавӑрӑвӗ. Ҫапла, Ҫутҫанталӑка йӑла-йӗрке меслечӗсемпе йӗркелекен чи хӑватлӑ тӳпере вырнаҫнӑ Аслӑ Вӑй ӑна хирӗҫ каякан ҫынна тавӑрать — ТӖТТӖМ тупӑка ӗмӗрлӗхе вырнаҫтарать. «Тӗттӗм» е «каҫ» тени — хӗвеллӗ ҫутӑ кунсем ҫуккине пӗлтерет. "Хӗвеллӗ Нарспи" хӑйӗн нар-ятне ячӗ…
Нарспи ҫакӑнса вилни те йӑла-йӗркене пӑсни пулать. Ҫавна пула, масар лаптӑкӗнче (юратнӑ Сетнерпе, тата ашшӗ-амӑшӗпе — юнашар выртма) ҫакӑнса вилнӗ Нарспи валли вырӑн ҫук... Символла вилӗм: Нарспи хӑйне-хӑй (!) вӗлернипе, хӑйӗн ятӗнче вырнаҫнӑ пурнӑҫ шӑпине (нар-шӑпине) хӑйех татрӗ. Сӑлтав: малтанхи ҫылӑхлӑ утӑмсем туни пирки.
Шута илӗр! "Нар", ятлӑ сӑмах Сетнер ятӗнче те пытанать. Сетнер — Сатнар вариативлӑ ятсем. Нумай-нумай илемлӗ те янравлӑ чӑваш ячӗсем хушшинчен автор ҫакна, Сетнер ятне, ӑнсӑртран мар, суйласа илеть. Тӗплӗн ку ыйту пирки — ҫакӑнта: https://www.chuvash.org/blogs/comments/4779.html
ПӖТӖМЛЕТӲ. "Нарспире" Нар — Хӗвел символӗ поэтикӑпа архектоникине тата композицине ҫыхӑнтарса тӑрать, вӗсене хӑйне кирлӗ пек "ӗҫлеттерет". Вӑл никӗсе хунӑ сӑнар-архетип. Ҫак символ палли пӗтӗм текст витӗр тухать, текст ӑшӗнчи (подтекст шайӗнчи) тарӑн пытаннӑ сӑнарӗсен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса парать.
Халь нар-гранат пӗлтерӗшӗ пирки кӗскен каласа парам-ха. Ҫӳлте палӑртса хунӑччӗ: "нар" ятлӑ сӑмах чӑваш чӗлхине "гранат" ячӗпе те кӗнӗ (перссемпе авалхи чӑвашсем ҫыхӑну тытнӑ чухнех). Чӑвашсем хушшинче "нар" ятлӑ сӑмах нумай ӗмӗр икӗ пӗлтерӗшпе ҫӳренӗ: "хӗвел" ячӗпе, тата "гранат улми" ячӗпе. Кунта ним тӗлӗнмели те ҫук: тӗрӗк чӗлхесенче "нар" ятлӑ сӑмах «хӗвел» ятӗнче те, «гранат улми» ятӗнче те палӑрса тӑрать (азербайджан, казах, тутар чӗлхисенче, тейӗпӗр). Монголсем те, перссене ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн (гранат улмине тутӑнса пӑхнӑ хыҫҫӑн, пулас), «анар» ятлӑ перс сӑмахӗпе усӑ курма пуҫларӗҫ. Мӗншӗн, "нар" мар — аНАР? Хӑйсен "нар" ятлӑ сӑмахӗпе пӗр пек ан пултӑр тесе, мар-и?
Мӗне пула (тен, гранат улмине тытса та курман), нар-гранат сӑнарӗпе усӑ курма пултарнӑ хӑйӗн хайлавӗнче Чемпӗрте пурӑнакан каччӑ К.Кашкӑр Иванов? Тен, Соломон юррисен юррийӗн кӗнекери ("Песнь песней") сӑввипе паллашнӑ хыҫҫӑн? Тӗплӗнрех ҫакӑнта ҫырса палӑртнӑччӗ: https://www.chuvash.org/blogs/comments/4773.html.
Тӳррӗн каласан, нар-гранат сӑнарӗ "Нарспи" хайлавӗнче аталанни курӑнмасть. Ҫак сӑнар — танлаштару кӑна. Анчах та, хӗвел сӑнар пӗлтерӗшӗ, куртӑмӑр ӗнтӗ, хайлав поэтикине йӑлтах «тыткӑна» илет. Ҫав вӑхӑтрах, Силпире пурӑнакан чиперккесене хӗвел пӗлтерӗшӗпе те, гранат пӗлтерӗшӗпе те харӑс(!) танлаштарни поэма илемлӗхне самаях полифони енӗпе пуянлатать, темелле.
Юлашкинчен ҫакна каласа хуратӑп: "Нарспи" ятлӑ хайлав — илемлӗ литература пуянлӑхӗ. "Илем" — хӑй вӑл вӑрттӑнлӑх. Апла пулсан, "Нарспи" илемӗнче — пин-пин пытаннӑ вӑрттӑнлӑхсем...
Станислав Убасси.
* * *
Стасис Красаускас ӳкерчӗкӗсем.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.