Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Добродетель женщин происходит часто от скупости их любовников.(Гораций)
 

Ad

Валерий Алексин: «Хӗвеллӗ генийӗн» ачалӑхӗ

Валерий Алексин15.07.2020 15:474419 viewsEdit Delete

Чӑвашсен паллӑ композиторне Геннадий Воробьева хӑй пурӑннӑ чухнех «хӗвеллӗ гени» тесе хисеплени пулнӑ. Шӳтлесе каламан ҫав сӑмахсене. Геннадий музыкӑна аван чухлакан специалистсене сасӑсемпе кӗвӗсене тӗлӗнмелле ҫивӗччӗн илтме пултарнипе тӗлӗнтернӗ. Вӑл кӗвӗленӗ юрӑ-кӗвве халӑх хапӑлласа итленӗ. Питӗ сахал пурӑннӑ пулин те (1939 ҫулта вилнӗ) пултарулӑх еткерлӗхӗ ун ашшӗнни чухлех. Унпа пӗр вӑхӑтра Мускав консерваторинче камсем вӗреннӗ-ха? Серафим Туликов, Арам Хачатурян, Назиб Жаганов тата ыттисем. Вӗсем каярахпа Социализмлӑ Ӗҫ Геройӗсем, СССР халӑх артисчӗсемпе Патшалӑх премийӗн лауреачӗсем пулса тӑнӑ. Пирӗн Геннадий вӗреннӗ чухне вӗсенчен чылай малта пынӑ. Вӗренме кӗнӗ чухнех вӑл паллӑ педагогсене тӗлӗнтернӗ. Композици кафедрин ертӳҫи Григорий Литинский профессор, сӑмахран, ТАСС корреспондентне 1935 ҫулта панӑ интервьюра ҫакна палӑртнӑ: «Товарищ Воробьев произвел сильное впечатление на членов испытательной комиссии. Какой-то особой свежестью, непосредственностью веет от его первых произведений. Кафедра убеждена в том, что Чувашия приобретет в лице товарища Воробьева весьма ценную музыкальную силу».

Тӑван культурӑшӑн ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелӗх, мухтанмалӑх та савӑнмалӑх генилле композитор ӳстерес тесе Чӑваш ҫӗршывӗ вӑл вӑхӑтри пӗтӗм майсемпе усӑ курнӑ темелле. Интеллигентлӑ ҫемьере ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫпа ҫитӗннӗ вӑл. Ашшӗ, Василий Петрович Воробьев композитор тата дирижер, чи ҫывӑх вӗрентекен тата пулӑшакан, чи паллӑ педагогсем ун талантне уҫса палӑртнӑ, уйрӑмах паха сортлӑ калчана кантӑк айӗнче шӑварса ӳстернӗ пекех ӑна вӗҫӗм сӑнаса, вӗрентсе аталантарнӑ (Степан Максимов, Федор Павлов, Людмила Полидорова-Ростовцева, Владимир Кривоносов тата ыттисем).

Чӑвашра ун чухне искусство вӑйне, пуласлӑха хытӑ шаннӑ. Геннадий Воробьев пек ҫынсем мӗнпур хӑватпа ӗҫлеме тытӑнсан мӗнлерех кӗрлесе кайӑпӑр-ха тесе шутланӑ. Литературӑпа искусствӑра самай палӑрнӑ талантсем те унпа тупӑшма хӑю ҫитереймен. Сӑмахран, Ухсай Яккӑвӗ, вӑй илсе пыракан поэт, 1938 ҫулта ун патне вырӑсла ҫапла ҫырнӑ: «Нам пришлось застрять на пути... Я хочу только одного — чтобы ты стал известным и крупным...»

Консерваторин тӑваттӑмӗш курсӗнче вӗреннӗ чухне Геннадий Воробьев ячӗ Мускавра та кӗрлесе каять. Ун ҫинчен «Советский музыкант», «Комсомольская правда» хаҫатсенче, «Советское студенчество» журналта ҫырса кӑлараҫҫӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче тата Шупашкарта вӑл автор каҫӗсем ирттерет. Ун произведенийӗсене ҫӗршыври паллӑ артистсем хӑйсен репертуарне кӗртеҫҫӗ, Мускав филармонийӗ унпа ӗҫлеме килӗшӳ тӑвать. Ҫак ӑнӑҫуллӑ тапхӑрта вӑл пысӑк произведенипе ӗҫлет, симфони ҫырса пӗтерет.

Хальхи куҫпа пӑхатӑн та, Геннадий Воробьев пиҫсе саралсан совет музыкинче чӑнах та «хӗвеллӗ гени» пекех палӑрма пултарнӑ. Ҫакна паллӑ музыковед Михаил Кондратьев хӑйӗн нумаях пулмасть тухнӑ «Композиторы Воробьевы» монографийӗнче те витӗмлӗн палӑртнӑ.

Ҫак кӗнеке уявӗ Тӑвай районӗнче иртрӗ. Композиторӑн йӑмӑкӗпе Августа Васильевна Воробьевӑпа тата ун ҫывӑх тӑванӗпе Анатолий Алексеевич Долговпа шӑпах ҫавӑн чухне паллашма май килчӗ. Вӗсем «хӗвеллӗ гени» ҫинчен чылай каласа пачӗҫ, Геннадий аппӑшӗ Зоя ҫырса хӑварнӑ асаилӳсемпе паллаштарчӗҫ. Калаҫу композитор пурнӑҫӗн пур тапхӑрӗ ҫинчен те пычӗ, нумай чӑнлав ҫӳлерех асӑннӑ монографие кӗрсе юлнӑ. Анчах Геннадий ачалӑхӗ пирки халиччен питех ҫырса кайман.

Паллашар-ха, эппин, мӗнлерех иртнӗ «хӗвеллӗ генийӗн» ачалӑхӗ Василий Петрович Воробьев композитор килӗнче.

Зоя Васильевна Воробьева асаилӗвӗнчен:

«Гена 1917 ҫулхи августӑн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ун чухне эпир Роза Люксембург урамӗнче пурӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра Шупашкар пӗчӗк уес хули шутланнӑ. Хушӑран хушӑ кунти шӑплӑха та тӗрлӗрен арӑш-пирӗш ӗҫсем вирлӗн кисретнӗ. Хула Думин ҫуртӗнче вырнаҫнӑ Казначействӑра пӗррехинче пушар тухнӑ. Ӑна сӳнтерекенсем чӳречерен укҫа ещӗкӗсем ывӑтма тытӑннӑ пулать. Халӑх ҫав пуянлӑха урса кайса тенӗ пек ҫаратма тапратнӑ. Кӗҫех юланутлӑ полици килсе ҫитнӗ те халӑха хӑваласа салатнӑ, хӑшне-пӗрне тӗрмене те хупнӑ тесе калаҫатчӗҫ.

Пӗр пушара хам та астӑватӑп. Пирӗн килтен инҫех те мар приют пурччӗ. Ҫавӑнта пӗр пӗчӗк хӗрача кӑмака ҫуннине пӑхса ларнӑ. Ун кӗпи ҫине вут сиксе ӳкнӗ те ҫунма тытӑннӑ. Воспитательницӑсем сиссе ӗлкӗрнӗ ҫӗре приюта вут хыпса илнӗ. Ача япалисене кӑларса ывӑтнӑ чухне пӗр хӗрарӑм кравать илсе тарнӑ. Пирӗн кил умӗпе иртнӗ чухне ӑна тытса чарчӗҫ: «Ма вӑрларӑн?» — тесе лӑскама тапратрӗҫ. «Мана ҫак япалана Турӑ пачӗ», — хуравларӗ хӗрарӑм.

Граждан вӑрҫи ҫулӗсенче йӗркесӗрлӗх пушшех вӑй илчӗ. Пӗррехинче пӑрахутпа анархистсем килсе чарӑнчӗҫ. Атӑл хӗррипе, Хӗрлӗ площадьпе тата К. Маркс урамӗпе ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫаппа ҫарамас хӗрсемпе каччӑсем утатчӗҫ, вӗсем хӑйсем ҫине «Долой стыд!» тесе ҫырнӑ хӑюсем ҫакнӑччӗ.

1921 ҫулта Атӑл тӑрӑхӗнче выҫлӑх пуҫланчӗ. Типӗ ҫанталӑка пула уйсем типсе кӗлленчӗҫ. Ҫынсем ҫӗршерӗн те пиншерӗн вилетчӗҫ. Унсӑр пуҫне выльӑх-чӗрлӗхе ҫӗпӗр тифӗ текен чир килсе ҫулӑхрӗ. Ун чухне атте йывӑр чирлесе ӳкрӗ, ӑна ӳпке шыҫҫи аптратрӗ. Аса илме те хӑрушӑ, мӗнле чӑтса ирттертӗмӗр-ши ҫав хӑрушӑ вӑхӑта!

Пӗчӗк Гена сывлӑх енчен пит хавшак ача пулчӗ. Вӑл виҫӗ ҫула ҫитиччен утаймарӗ. Ӑна Александр Аринархович Воронов врач пӑхса тӑратчӗ. Пирӗн пата пымассерен вӑл ҫапла шӳтлетчӗ: «Петровна, сан ачу те пурӑнасшӑн, те ҫук — пӗлейместӗп». Гена ура вӑйӗ ҫитменнипе аптӑратчӗ.

Турӑ Генӑна пысӑк талант панӑ. Икӗ ҫул тултарсанах ӑна сасӑсем илӗрте пуҫларӗҫ. Пианино умне лартсан вӑл сехечӗ-сехечӗпе клавишисене пуса-пуса ларатчӗ. Кайӑксем чӗвӗлтетнине итлеме кӑмӑллатчӗ, хӑшӗ мӗнле сасӑ кӑларнине хӑвӑрт тӗшмӗрте пуҫларӗ.

Пилӗк ҫултах вӑл хӑйӗн пӗрремӗш хайлавне — «Пионерсен маршне» — ҫырчӗ. Ултӑ ҫулта ӑна музыка шкулне вӗренме янӑ. Ӑна Людмила Полидорова-Ростовцева фортепиано калама вӗрентрӗ. Питӗ лайӑх педагог пулчӗ вӑл.

Музыка шкулне Гена питӗ лайӑх паллӑсемпе пӗтерчӗ, вара музыка техникумне харӑсах икӗ специальноҫпа вӗренме кӗчӗ — пианист тата композитор ҫулне суйласа илчӗ.

Техникумра вӗреннӗ чухне ун композитор ӑсталӑхӗ уҫӑлма тытӑнчӗ. Вӑл фортепианопа тата халӑх инструменчӗсемпе каламалли произведенисем ҫырма тытӑнчӗ. Ҫак тапхӑрта ун патне Анатолий Тогаев композитор час-часах килсе ҫӳретчӗ, Геннадий ӑна тӗрлӗ хайлавсене якатса ҫитерме пулӑшатчӗ. Кӗҫех шӑллӑм пысӑк произведенисем ҫырма пуҫларӗ.

Гена шӳте юратакан чӗрӗ ачаччӗ. Вӑл музыкӑпа анчах сӗмленмен: шахматла ӑста вылятчӗ, лаптана кӑмӑллатчӗ. Тантӑшӗсемпе пӗрле вӑрҫӑлла, сыщикла вылятчӗ. Вӑрҫӑлла выляма вӗсем хире ҫӳретчӗҫ. Халӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ вырнаҫнӑ тӗлте ун чухне тӗмескеллӗ хирччӗ, ачасем ҫав вырӑна кӑмӑллатчӗҫ. Йывӑҫран винтовкӑсем туса аппаланатчӗҫ.

Ун чухне хулара автомашинӑсем ҫӳресех кайман. Пирӗн кил умӗнче лапта вырӑнӗ пурччӗ, каҫсерен унта пуҫтарӑнса вылятчӗҫ.

Атӑл юнашар пулнӑ май час-часах шыва кӗме ҫӳреттӗмӗр. Унта пире анне илсе ҫӳретчӗ, аттен пирӗнпе ҫӳреме вӑхӑт пулман.

Гена лара-тӑра пӗлмен ачаччӗ, вӑл чӗрчунсене юрататчӗ. Такам канаш панипе кроликсем ӳстерме тапратрӗ. Кӗҫех кӗске хӳресем хунаса кайрӗҫ. Пӗррехинче кроликсем хӑйсен йӑвине кӑшласа уҫнӑ та пахчана сирпӗннӗ, унта шӑтӑксем чавса пытаннӑ. Ирхине Гена вӗсене тӑрантарасшӑн пулнӑ, анчах кӗске хӳресем курӑнман. Кӗҫех кӳршӗсем киле пуҫланӑ: вӗсен кишӗрӗпе купӑстине иленнӗ иккен ҫавчӗр чунсем. Вӗсене мӗнле чармалла? Ҫӗрле шӑтӑксенчен апат шырама тухсан аран-аран тытса пӗтерчӗҫ, «Садвинтрест» текен кантура усрама пачӗҫ.

Купӑстасемпе кишӗре кроликсене кӑшлаттарнӑшӑн кӳршӗсем Генӑна ытлашшиех ятламарӗҫ, ӑна пурте юрататчӗҫ, ҫавӑнпа каҫарас терӗҫ пулмалла.

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкула Гена манпа пӗрле ҫӳретчӗ. Эпир пур предметпа та аван ӗлкӗрсе пынӑ. Хӗллехи вӑхӑтра уроксем тунӑ хыҫҫӑн пурте столовӑйне пухӑнаттӑмӑр, пысӑк сӗтел хушшине ларса ал ӗҫӗ тӑваттӑмӑр. Анне сӗтел ҫиттисем ҫыхатчӗ. Виталий пичче ҫӑм ҫиппипе йӗпсем илсе нускипе аппаланатчӗ. Эпир Генӑпа кравать умне сармалли кавирсене тӗрлӗ тӗслӗ пурҫӑнпа тӗрлеттӗмӗр...

(Анатолий Алексеевич Долгов амӑшӗн асаилӗвне ҫакӑнта кӑштах хушса анлӑлатма сӗнчӗ. Воробьевсен ҫемйинче ырӑ йӑла пулнӑ. Каҫсерен пурте сӗтел хушшине пуҫтарӑнсан ачисен ҫак куна мӗнле ирттерни пирки каласа памалла пулнӑ: хӑвӑншӑн, ҫемьешӗн тата ҫӗршывшӑн мӗнле ырӑ ӗҫ турӑн?)

...Пӗррехинче ҫуркунне пирӗн пата «Садвинтрест» директорӗ кӗрсе тухрӗ. «Гена, сан кроликусем аванах пурӑнаҫҫӗ, — терӗ вӑл. — Анчах вӗсем типӗ утӑ ҫисе йӑлӑхнӑ, йӑмра турачӗсем кӑшласшӑн».

Уроксем хыҫҫӑн Гена ачасене пуҫтарнӑ та велосипедсем ҫине ларса «Садвинтреста» вӗҫтернӗ. Вӗсене юханшыв хӗррипе ӳсекен хӑвасене хуҫса килме хушнӑ. Каялла килнӗ чухне чӑнкӑ сӑртра Генӑн велосипечӗ ӳпӗнсе кайнӑ, пуҫӗ ҫине тӑрӑнса вӑл самаях аманнӑ. Вара ачасем тӗттӗмленичченех юханшыв патӗнчен кайман, Генӑн ыратни иртсе кайсан тин киле таврӑннӑ. Ҫак пӑтӑрмах аттепе аннене хытӑ пӑшӑрхантарчӗ. Генӑна турат хуҫма урӑх ямарӗҫ.

Хальхи Советсен ҫурчӗпе 1-мӗш шкул таврашӗнче хула сачӗсем ешеретчӗҫ. Пӗррехинче улттӑн-ҫиччӗн пуҫтарӑнтӑмӑр та ҫавӑнта панулми вӑрлама кайрӑмӑр. Ҫитсен йывӑҫсем ҫине хӑпарса шултӑра улмасене тултарма тытӑнтӑмӑр. Хуралҫӑ ҫурчӗ сад варринче вырнаҫнӑччӗ. Ун еннелле пӑхрӑмӑр та пӗр ватӑ ҫын килнине асӑрхаса чӑл та пар тарса пытантӑмӑр. Гена вара ҫакна сисмесӗрех тӑрса юлнӑ. Хуралҫӑ ӑна, йывӑҫ ҫинче лараканскерне, вӑрттӑн пырса уринчен туртнӑ. «Эс шӑпӑртрах пул, — тенӗ Гена. — Унсӑрӑн хуралҫӑ илтет». Пӑхать те — аялта хуралҫӑ тӑра парать. Хӑранипе кӗҫех йывӑҫ ҫинчен персе анман вӑл. Ватӑ мучи ачана пахчана кӗнӗшӗн хытӑ ятланӑ, тепре тытсан тӗттӗм чӑлана хупса хуратӑп тесе хӑратнӑ.

Пӗр шӑрӑх кун Гена ҫапла сӗнӳ пачӗ: «Зока (вӑл мана ҫапла чӗнетчӗ), кимӗпе ярӑнма каяр-и?» Пирӗн икӗ кимӗ пурччӗ: пӗчӗкки ҫине иккӗн лараттӑмӑр, пысӑкки ҫине вун пиллӗкӗн шӑнӑҫма пулатчӗ. Ҫав кимӗсем Атӑл тепӗр енне каҫса ӗне сума кирлӗччӗ. Йӑлӑмра ҫӑвӗпех курӑк ҫисе ҫӳретчӗҫ хула ӗнисем.

Кимӗ сӑнчӑрне вӗҫертмелли уҫҫа анне пире турткаланмасӑрах тыттарчӗ. Эх, ярӑнса киленетпӗр ӗнтӗ! Анчах кӗмӗл хумсене сӑнаса пынӑ май сисмен те, пирӗн кимӗ баржӑпа пӑрахут хушшине кӗрсе кайнӑ. Палуба ҫинчен кӑшкӑраҫҫӗ, асӑрханма хушаҫҫӗ. Тем вӑхӑтра кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. Матроссем шыва сикрӗҫ те шӑпӑрлансене туртса кӑларчӗҫ. Тӳррипе каласан, эпир путма пуҫламанччӗ, иксӗмӗр те аван ишетпӗр-ҫке. Вара пире кимӗ ҫине лартса ҫырана илсе тухрӗҫ. Пӗр-икӗ хутчен урӑх ан ашкӑнччӑр тесе ҫемҫе вырӑнтан ҫатлаттарса та илнӗччӗ пулмалла.

Киле йӗп-йӗпе таврӑнтӑмӑр. «Мӗн пулнине аннене каласа памасан та юрать пуль», — тет Гена.

Пире курсан анне тӗлӗннипе ахлатса ячӗ, эпир вара ҫумӑр айне пултӑмӑр тесе суйрӑмӑр. Тепӗртакран пире апат ҫиме чӗнчӗҫ. Сӗтел хушшине ларсан Гена Атӑл ҫинче пулнӑ пӑтӑрмах ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.

Гена шӳтлеме, ӑна-кӑна шутласа кӑларма ӑстаччӗ. Пӗррехинче унӑн питӗ хӑвӑрт техникума ҫитмеллеччӗ, анчах май уявӗ пулнӑ май Хӗрлӗ площаде кӗртмеҫҫӗ. Мӗн тумалла? «Зока, эпӗ куҫсӑр ҫын пек пулам, эс — мана ҫавӑтса ҫӳрекен», — терӗ вӑл. Вара тухса утрӑмӑр. Милиционер малтан пире чарасшӑн пулчӗ, анчах «куҫсӑрсемпе» аппаланас темерӗ. Эпир техникума хӑвӑртах ҫитрӗмӗр. Кайран ҫакна час-часах кула-кула аса илеттӗмӗр.

Учительсен ҫуртӗнче ӗҫлени аса килет тата. Унта каҫсерен сасӑсӑр кино кӑтартатчӗҫ. Пирӗн вара сеанс вӑхӑтӗнче кӗвӗсем каласа пымаллаччӗ. Ун чухне икӗ сехет ҫурӑ тӑсӑлакан вӑрӑм фильмсем пурччӗ. Тӑхӑр ҫула пуснӑ музыкант, паллах, мӗнле ывӑнмӗ? Вӑл каннӑ хушӑра эпӗ кӗвӗсем каларӑм. Чиперех ӗҫлесе патӑмӑр. Кайран пире киносеансшӑн ответлӑ ҫын патне чӗнтерчӗҫ. Вӑл пире питӗ ӑшшӑн тав турӗ анчах мар, пӗрер ывӑҫ вак укҫа та парса ячӗ (ун чухне кинона 15 пуспа кӗртетчӗҫ). Пӗрремӗш ӗҫ укҫине аннене панӑ чух Гена ҫапла каларӗ: «Паян пире вак укҫа нумай пачӗҫ, хӑҫан та пулсан эп сана хут укҫасем ҫавӑн пекех нумай парса савӑнтарӑп-ха».

Пӗррехинче пирӗн пата Степан Максимовпа Федор Павлов композиторсем килчӗҫ. Гена пирки пурте мухтаса калаҫаҫҫӗ, ун таланчӗ мӗнлерех палӑрать-ши? Ҫамрӑк музыканта аттен кабинетне кайса ларма хушрӗҫ, хӑйсем фортепианӑпа тӗрлӗрен кӗвӗсем кӑлараҫҫӗ, нотӑсене каласа пыма ыйтаҫҫӗ. Тӗрӗслев вӗҫленсен Федор Павлов тӗлӗнсе ҫапла каларӗ: «Кун пеккине халиччен курманччӗ». Гена ун чухне 10 ҫулта пулнӑ.

Августа Васильевна Воробьева «хӗвеллӗ генийӗн» юлашки кунӗсем пирки хумханмалла каласа пачӗ.

— 1934 ҫулта тӑватӑ курс хыҫҫӑн Геннадий каникула Шупашкара таврӑнчӗ. Ахаль ларас мар тесе вӑл филармони концерчӗсене тӑтӑш хутшӑнма пуҫларӗ.

Ҫав вӑхӑтра пирӗн анне ҫӑл шывӗ ӗҫсе тифпа чирлесе ӳкнӗччӗ. Тепӗртакран Геннадий та сывлӑхӗ япӑхланнине туйса илнӗ.

Ун чухне пичче Петр Николаевич Осиповпа кашни кунах тӗл пулнӑ, вӗсем «Айтар» опера ҫырма хатӗрленнӗ. Паллах, врача хӑйӗн температури 39 градусран та иртсе кайнине вӑл пӗрре мар каланӑ. Опытлӑ терапевтӑн кирлӗ пек мерӑсем йышӑнмаллах пулнӑ. Тимлӗх ҫитеймен пулас ун кӑштах, шӑнса пӑсӑлни ҫине йӑвантарнӑ, кӗҫех иртсе каять тесе йӑпатнӑ пиччене. Анчах темиҫе кун иртсен те самайланасси пулман. Фельдшер-инфекционист чир сӑлтавне хӑвӑртах тупса палӑртнӑ — тиф. Больницӑра вӗсем аннепе юнашар палатӑра выртнӑ. Кунта пӗр тимсӗрлӗх ҫине тепри тиеннӗ. Ҫав вӑхӑтра уйрӑма ертсе пыракан З.Л. Валк врач Горький хулине тухса кайнӑ пулнӑ, пиччене мӗн ҫитерме юраманнине каласа хӑварман. Ыттисем пекех ӑна тӑпӑрчӑ икерчи панӑ, тифпа чирлекеншӗн ҫакӑ наркӑмӑш панӑ пекех. Ним тума аптӑранипе атте Мускава И.В. Сталин патне телеграмма ҫаптарнӑ. Кӗҫех Шупашкарта санитари самолечӗ анса ларнӑ. «Кая юлнӑ. Кассан вӑл хирурги сӗтелӗ ҫинчех выртса юлӗ», — тенӗ Мускавран килнӗ специалист.

П.Н. Осипов августӑн 31-мӗшӗнче теплоходпа ҫул ҫӳреврен таврӑннӑ. Калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, ун Геннадий Воробьевпа пӗрле Аҫтӑрхана ҫитиччен ишмелле пулнӑ. Ҫав хушӑра «Айтар» оперӑн либреттине туса ҫитерме шутласа хунӑ.

Трап ҫинчен аннӑ-анманах Петр Николаевич порт начальникне тӗл пулнӑ. «Геннадий Воробьева курмарӑн-и?» — тесе ыйтнӑ. «Курнӑ, — тенӗ лешӗ, — ав, пытараҫҫӗ...»

Серафим Туликов, Геннадин консерваторири юлташӗ, Василий Петрович патне ҫапла ҫырнӑ: «Чтобы сейчас, в мирное время, при наличии абсолютно всех медикаментов, при отсутствии эпидемических заболеваний упустить от заразной болезни здорового парня в полном расцвете сил — немыслимое дело. Геннадий погублен и пал жертвой врачебной беспомощности и бескультурности».

П.Н. Осипов ҫылӑхӗ пысӑках пулнӑ-ши — халь калама йывӑр. Ун «диагнозӗ» чир сӑлтавне тупма пулӑшман. В.П. Воробьев ӑна виличчен те каҫарман, сывлӑх сунса алӑ паман.

Ҫапла шаннӑ кайӑк йӑвара пулман, «хӗвеллӗ генийӗн» хӗвелӗ тухайман.

 

Cӑнӳкерчӗксене М.Г. Кондратьевӑн «Композиторы Воробьевы» (Шупашкар, 2006) кӗнекинчен илнӗ:

Генӑпа Зоя (ашшӗн садӗнчи ачасен вӑййи; 1929); Ывӑлӗ тата ашшӗ (1938); Воробьев композиторсен вилтӑпри патӗнче; сулахайран сылтӑма: Тӑвай районӗн администраци пуҫлӑхӗ Н.И. Иванов, В.П. Воробьев хӗрӗ А.В. Воробьева, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ӳнер ертӳҫи Ю.В. Васильев, В.П. Воробьевӑн мӑнукӗ А.В. Долгов, В.П. Воробьев музыка шкулӗн директорӗ С.И. Васильева, А.Г. Васильев композитор (2006); Геннадий Воробьев (1939-мӗш ҫулсем).

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters