Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Мы действуем лучше, нежели мыслим.(Вовенарг)
 

Ad

Аçтахар Плотников: 2007 ҫула пӗтӗмлетсе

Аçтахар Плотников27.12.2007 18:376188 views
http://chuvash.org/blogs/comments/161.html — кунта пӗлтӗрхи 2006 ҫула пӗтӗмлетни.

Чи малтан япӑххинчен пуҫлас пулӗ:
1. Сервер каллех хваттере куҫрӗ. Мастерхоста куҫса укҫа сахалтарах тӑкаклас тесеччӗ те... ӗҫӗ урӑхла пулса тухрӗ пирӗн. Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн сервер халӗ те лайӑх хостинг ҫине куҫайман. Лайӑх хыпар ҫав-ҫавах пур — питани блокне илсе хурса. Ӑна вырнаҫтармашкӑн сервер корпусне шӑтармалла, касмалла... Ку ӗҫ 2008 ҫул ҫинех куҫса кайрӗ пулас...
2. Пӗлтӗртенпех тӑсӑлакан ӗҫсем :) — почта системине йӗркелесси, электронлӑ лавккана хута ярасси.
3. «Чӑваш тӗнчи» сӑн галерейинче кӑштах пӑтӑрмахсем пур — вӗсене пула хӑш-пӗр фотосессисем хӑйсен вырӑнӗсене вырнаҫса ларайман-ха... Ку пӑтӑрмахсене 2008 ҫулта юсӑп.

Ҫитӗнӳсем пирки сӑмах хушас:
1. Ку ҫул эпӗ ҫак ҫнсемпе паллашрӑм: Алатар, Елена Енькка
2. Мана Чӑваш халӑх академийӗн член-асистенчӗ туса хучӗҫ, ҫавӑн пекех Виталий Станьял мана хисеплӗ таврапӗлӳҫӗсем шутне кӗртрӗ.
3. Пысӑк сайтсем ӗҫлесе кайрӗҫ: http://history.chuvash.org (ӑна вырнаҫтарма ирӗк панӑшӑн Елена Еньккана пысӑк тав), http://samahsar.chuvash.org (сайта малтанах уҫса, анчах та кӑҫал вӑл самай лайӑхланчӗ, усӑ курма юрӑхлӑ пулса тӑчӗ. Ҫапах та лайӑхлатмалли унта нумай), http://chuvash.net (чӑваш шыравҫи. Ку проект мана хама кирлӗ пулчӗ - пысӑк шыравҫӑсем пирӗн сайтсене пӗтӗмпех индекслама ӗлкереймеҫҫӗ...), http://hunspell.chv.su (кун пирки кӑшт каярах калӑп), http://tupmalli.yumah.ru (сайта уҫса кӑна. Тӗплӗн тепӗр ҫул ӗҫлеме пуҫламалла), http://pedkanash.chuvash.org (вӗрентӳҫӗсем текскер ытлах хутшӑнасшӑн мар-ха...)
4. Кӑна ҫӳлӗрех те лартмаллаччӗ ӗнтӗ, ҫапах та ку вырӑнтах пултӑр — ООО валли (тӗрӗсрех HunSpell* валли) тӗрӗслемелли сӑмахсара хатӗрлесе ҫитертӗм, 1-мӗш верси кун ҫути курчӗ. Ӑна та лайӑхлатмалли нумай, анчах та усӑ курмалла туса ҫитерсе.
5. Ку ҫул эпӗ чӑваш ялӗсене ӳкермелле темиҫе ҫулҫӳревре пултӑм. Ытларах Шупашкар районӗ тӑрӑх ҫуреме тӳр килчӗ. Ҫак ялсем килӗшрӗҫ: Туҫи (ялпа паллаштарнӑшӑн Елена Еньккана пысӑк тав!), Ырашпулӑх, Ишек (кунти музей мана питӗ килӗшрӗ), Иккасси, Шоркка, Ҫӳлтикасси (пур 3 ялне пӗрле илсен).
6. Википедин чӑваш уйрӑменче статьясен шучӗ 7 пин патнелле ҫите пуҫларӗ. Юлашки вӑхӑтра эпӗ Википедире сахал ӗҫлеме пуҫларӑм пулин те 2000 статья ҫырса кӗртнинче ман ӳсӗм те чылай. Паллах Виктора пысӑк тав сӑмахӗ каламалла — ҫын тӑрмашать, ҫырать, тултарать. Кӑҫал Питӗр хулинче Википедин вырӑс уйрӑмӗ пӗрремӗш конференци ирттерчӗ — эпӗ те унта кайса килтӗм, ҫынсемпе паллашрӑм.
7. «Сувар» хаҫат тула пуҫларӗ. Питӗ лайӑх ӗҫ. Чӑваштет тепӗр ӗҫлекен сайтпа тулчӗ теме пулать.
8. .SU доменсем ӳнелнӗ самантпа усӑ курса темиҫе домен илсе юлтӑм — chv.su, chuvash.su, cbx.su.
9. Темиҫе мероприятире пулса куртӑм: Тутарстанри Учук фестивалӗнче, Смолин автор каҫӗнче, ЧНК мӑн канашӗнче, Халӑх академийӗн ҫулталӑк пухӑвӗнче тата ыттисенче те. Уйрӑмах мана Тутарстанри Учук фестиваль питӗ килӗшрӗ.
10. Тата эпӗ Шоркка патӗнчи икӗ армана шыраса тупрӑм. Май таран вӗсене сыхласа хӑварас ӗҫе туса пырӑп. «Хыпар» хаҫатра кун пирки статья та пичетлесе кӑлартӑм. Хальлӗхе ӗҫ кунпа вӗҫленчӗ теме пулать. Тепӗр ҫул ӗҫе малалла тӑсма тӑрӑшмалла.
11. Сайта темиҫе кӗнеке кӗртрӗм. Вӗсенчен ман шутпа чи кирлисем — Дегтярёвӑн ҫӗнӗлӗх словарӗ, Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗ (кӑна пӗтӗмпех кӗртсе пӗтермен-ха...).
12. ЧПУ-не вӗренме кӗтӗм. Вӗренсе тухасси те пулать ӗнтӗ... ҫапах та вӗренме кӗнине палартма пулать.
13. Лапсар пирки информаци пухма пуҫларӑм. Ҫитес ҫул сайт ӑсталатӑпах.
14. Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 30 ҫул тултарнине палӑртрӑм. Чи чаплӑ мӗнелник пулчӗ ку. Хӑнана килнисене пурне те тепӗр хут пысӑк тав каласшӑн.

Ҫитес ҫул мӗн тума палӑртса:
1. history.chuvash.org сайт тӑрӑх вӗренӳ хатӗрне тумалла.
2. Ӗҫ мӗнле пулса тухасса пӗлместӗп, анчах та ҫав икӗ арманӑн тӑррине те пулин епле те пулин витмеллех. Шоркка Лапсартан аякра мар (шел те пирӗн ял тӑрӑхне кӗмест) — ҫӑвна май ӗҫ ытлашшиех йывӑр пек курӑнмасть. Вӑхӑтне кӑна тупасчӗ.
3. Хуллен-майӗпен Hunspell сӑмахсарне лайӑхлатмалла.
4. Паллашу кӗтесне сармалла. Анкетисене «Сувар» сайтӗнче, май пулсан «Хыпар» сайтӗнче вырнаҫтармалла. Чӑваш хӗрӗсемпе каччисем паллашчӑр, ҫыхӑну тытчӑр.
5. Инҫет майпа вӗрентекен сайта ӑҫталамалла. Вӑхӑт те тупӑнӗ ӗнтӗ...
6. Май тупӑнсан ООо офис программин интерфейсне чӑвашла куҫармалла. Firefoxӑн ҫӗнӗ версийӗ тухсан ӑна та куҫармалла-ха... Ку та, паллах, май пулсан.

---
* Ячӗ те чӑваш майлӑ — ХунСпелл //пирӗн мӑн асаттесем хунсем пулнӑ-ҫке :)
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters