Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
+2.3 °C
Только тот добился успеха в жизни, кто прожил ее так,как хотел.(Морлей)

Ad

Нелли Пальмова: Сыватӑшран янӑ саламсем

Нелли Пальмова30.10.2020 18:526837 views

«Чӑваш халӑх сайчӗн» яланхи хыпарҫи Виталий Станьял юлашки вӑхӑтра сыватӑшра выртрӗ. Кунта хавасли акӑ мӗн: ун патне юлташӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен шӑнкӑравласах тӑнӑ иккен. Аякран килнӗ саламсене (Михаил Саватнеев музыкант, Камчатка* Федор Мадуров учитель, Аксу* Валерий Ильдуганов культуролог, Тюмень* Николай Кондрашкин скульптор тата ытти нумай ҫыннисене) аксакал кӗске йӗркесемпе тав тунӑ.

Сире сыватӑшри хӑшпӗр саламсемпе паллашма сӗнетпӗр.

Кам пӗлет мӗскер пулассине?

Шанчӑкпа упратӑп вӑй-хала.

Хӳтлӗх кирлӗ пӗчӗк ҫынсене,

Танлӑх кирлӗ пурнӑҫ майлама.

Калатӑн эс — ҫын пурӑнни телей.

Этем патне пыратӑн пӗр хаваслӑ.

Чӑваш турри! Парсамччӗ сан тӗле

Пехет те пурлӑх, сӑвапсем курмалӑх.

Пурнатпӑр. Курнатпӑр. Каятпӑр.

Ӗҫ ӗҫлетпӗр-ха, унсӑр мӗнле?

Кунҫула ҫакӑ пурнӑҫ таять-тӑр,

А ӑна эпир пӗртте пӗлмен!

Эпир санпа иртен-ҫӳрен кӑна.

Каятпӑрах тухса ыран-паян.

Те чухлаятпӑр-ха ӑна-кӑна,

Те ним пӗлмесӗрех иртсе каян...

Усал алхаснӑ вӑхӑтра

Ман ӗмӗр иртрӗ.

Салтак пекех, хаяр вутра,

Пире вӑл хӗртрӗ.

Тӗрӗс тесе тавлашӑнма

Тек кирлӗ пулмӗ.

Ӳпкелешме те ютшӑнма

Чӑвашлӑх хушмӗ.

Пиелесе ӳҫтерчӗ кил хуҫи.

Ачашласа этем картне кӑларчӗ.

Халь хамӑр та вӗт пултӑмӑр мучи.

Пире те, тен, несӗл тӗпне хӑварчӗҫ?

Тата кама йӑхсен тав тумалла?

Тата мӗскер вӑл мухтанмалӑх тӗп ӗҫ?

Калатӑп хытарсах: яшсем — мала,

Кил вучахне упрамалла — сан тивӗҫ!

Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (12)]

Comments:

Agabazar // 1435.67.9903
2020.10.31 08:39
Agabazar
The comment was deleted.: темӑпа ҫыхӑнман
Леешкукша // 2440.14.5966
2020.10.31 12:36
The comment was deleted.: темӑпа ҫыхӑнман
2020.10.31 12:41
Аçтахар Плотников
Акапасар, куратӑн ӗнтӗ, темӑран пӑрса янипех комментарисем пач та урӑх ҫулпала кайма пуҫлаҫҫӗ! Пӗрре асӑрхаттартӑм, иккӗ асӑрхаттартӑм. Шута илместӗн. Комментари ҫырма чарасах пулать ӗнтӗ.
2020.11.01 21:54
Нелли Пальмова
Читаете ли , далекие земляки этот сайт, как вас еще помнит и почитает ваш чувашский аксакал?,
Благодарит он местных бесконечно: Тимер, Тургай, врач Дмитриев, Ерагин, Чаганар, Эткер, Эльмень, учительницы Майорова, Александрова, Иванова пенсионер Орлова и другие
давние знакомые во все трудные дни были с ним и находили самые нужные слова.

Истинно верно, что вода нужна во время пожара!
Владимир Николаев - Изачак // 1753.69.7589
2020.11.02 12:04
Будущее можно ль предсказать?
На здоровье я надежды вон, храню.
Слабому защиту нужно б дать,
Мудрости б, в ладу жить жизнь свою...
2020.11.03 14:02
Нелли Пальмова
Спасибо, Изачак! Станьял тебе поклон передает.
Владимир Николаев - Изачак // 1282.81.1795
2020.11.03 14:41
Уважаемая Н. Пальмова! Должен извиниться,перевел только одну строфу; можно бы и остальные, но пока не в состоянии. нахожусь в безутешном трауре. Да и перевод этот -экспромт, над ним следовало бы еще хорошенько подумать.
Желаю Виталию Петровичу скорейшего выздоровления, привет ему
2020.11.03 20:42
Нелли Пальмова
Крепись!
Agabazar // 2824.69.6146
2020.11.03 22:10
Agabazar
«Пульницца» сăмаха темăпа çыхăнман тенине куçкĕрет кулни-йĕкĕлтени вырăнне хуратăп.

Анчах та ку «сыватăш» тенине хирĕç пулнине пĕлтермест. Виталий Петровччăна, çавăн пекех тата ыттисене те, сывлăх сунманнине те систермест.

Тĕрĕссипе каласан, Станьял манăн ал тытса паллашнă юлташсен шутне кĕмест те, çавăнпа та пуринчен малтан («черетсĕр») ашпиллĕ, ыр сунăмлă шухăшсене калама вырăнлах мар тесе шутланă. Унăн манран чылай çывăхрах юлташĕсем пур.

Çын сывлăхĕ шутра чухне пульниццасем çинчен павраса тăмалла мар тесе ма тÿррĕн калас мар?
Хамыръял // 1671.80.9935
2020.11.11 18:50

Кил вучазне упрамаллв вăл пирĕн тивĕç Тĕрĕс!

Pages: 1, 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters