Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
В страхе и опасности мы более склонны верить в чудеса...(Цицерон)
 

Ad

Владимир Тимофеев: Наци телекуравӗ чӑвашла кӑларӑмсем ытларах кӑтартмалла!

Владимир Тимофеев05.01.2021 17:313958 views

Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр.

Наци телекуравӗнче ирхи чӑвашла кӑларӑмсем пулмалла

Ирхине 5 сехетрен пуҫласа 6 сехетччен Наци Телевиденийӗпе чӑваш чӗлхиллӗ передачӑсем ҫеҫ пулччӑр! Рекламӑсем вырӑсла пулччӑр.

Чӑвашсем ура ҫинче. Ҫак вӑхӑтра вӗсен чӑваш чӗлхиллӗ кӑларӑмсене пӑхасчӗ! Чӑваш чӗлхине пӗлмен ҫынсем ку вӑхӑтра ҫывӑраҫҫӗ ҫавах! Ҫывӑрмасан та, асту, чӑваш наци телевиденийӗн передачисене пӑхаҫҫӗ пуль!

Икӗ патшалӑх чӗлхи тетпӗр. Талӑкра 23 сехет хушши вырӑс чӗлхи хуҫаланать! Ҫывӑрас килнӗ вӑхӑтра ирхине (5 сехетрен пуҫласа 6 сехетччен) пӗр сехет хушши чӑваш чӗлхи хуҫалантӑрччӗ! Ирхине 5 сехетре вӑранса чӑваш ҫынни вырӑс чӗлхине тӑван чӗлхе вырӑнне йышӑнма вӗрентӗр-и? Россия1-Чувашия телеканалпа чӑваш чӗлхиллӗ кӑларӑмсем 9 сехетре тин пуҫланаҫҫӗ!

Тутарсен ТНВ каналӗнчен тӗслӗх илмелле!

Ирхине 5 сехетрен пуҫласа 6 сехетччен экран ҫинчи этемсем вырӑс чӗлхипе калаҫмасран, вырӑс чӗлхи илтӗнмесрен, вырӑс чӗлхипе пыракан кӑларӑмӗсене итлемешкӗн (тӑнламашкӑн) майӗ ҫухаласран хӑраса ӳкрӗмӗр-ши? Мӗн чухлӗ айванлӑх, мӗскӗнлӗх пирӗн чунӑмӑрсенче!

ТНВ (Татарстан Новый Век) телеканалпа ҫӗрле 2 сехетрен пуҫласа мӗн ирхи 8 сехетччен (6 сехет хушши) телевизӑрӑн экранӗ ҫинче тутар чӗлхи хуҫаланать!!!(4 сехетрен пуҫласа 6 сехетччен пыракан передачӑсен чылайӑшӗ вырӑс чӗлхине куҫарнӑ вуламалли титрсемпе пыраҫҫӗ). Телевизорпа (кашни ир!!!) 4 сехет те 55 минутра Тутарстан патшалӑх гимнӗ янӑрать!

Пирӗн В.П. Ефимов, А.Н. Магарин юлташсене ТНВ телеканалӑн ӗҫне-хӗлне йышӑнма Хусан хулине ямаллах пулать!

 

Тимофеев В.Н.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (2)]

Comments:

Микула // 9259.3.8429
2021.01.05 18:32
Кунта пире кӑна паллаштарнипе паллах нимӗн те улшӑнмаҫ. Анлӑрах аудитори пулсан ,на-связи форумри пек ,тен мӗн те пуллин улшӑннӑ пулӗччӗ. Наци телевидени тенине те кам мӗнлерех ӑнланать. Вырӑсла "национальное телевидениие Чувашии" тенинче пачах чӑвашла тени ҫук. Одна страна -одна нация. Чӑваш чӗлхи те унта ытларах ачасене мар ,ваттисем валли кӑна. Чӑвашлатас тӗллев ҫуккине те пытаракан ҫук. Хӑш пуҫлӑхне унта чӑннипех чӑваш чӗлхи кирлӗ ? Вӗсене ҫемҫе пуканлӑ пысӑк шалуллӑ толшноҫ кӑна хумхантарать пулмалла ? Юрать ЮТВ пур.
Хамӑр ял // 1265.38.3766
2021.01.06 08:57
Сапла, Чаваш Республикине Тутарстанран теслех илмелле!

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters