Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +5.3 °C
Главное всюду - начать; начало важнейшая часть дел.(Авсоний)
 

Ad

Виталий Станьял: «Эпӗ ыталӑп сире савса...»

Виталий Станьял04.06.2021 14:164699 views

«Тӑван кил ҫутипе» (2020) кӗнекене, хӑй курни-чӑтнине, тӑванӗсем ас илнине пухса кӑларнӑ кӗнекене, савӑнса та мухтаса ҫавӑртӑм. Вӑл хӑйне евӗрлӗ, пуян, ҫӗкленӳллӗ, ӑслӑ шухӑшсемлӗ, тӳрӗ сӑнавсемлӗ, нумай ӳкерчӗклӗ. Ӑрусен несӗл «йывӑҫӗсене» халӗ пайтах ҫырса кӑлараҫҫӗ, вӑрӑм таблицӑсем ӳкереҫҫӗ, пулни-пулманнине пысӑклатса кӑтартни те пулкалать. Курнӑ эпӗ вӗсене, хакланӑ та. Мария Урукова кил-йыш кӗнеки вӗсенчен урӑхла. Ҫавсем ҫинченех, анчах — хӑйле, чун сисӗмӗ витӗр. Пӗр пайне амӑшӗн ҫырӑвӗсем, каласа панисем тӑрӑх йӗркеленӗ. Ӗненмесӗр тӑма ҫук. Чӑнах та чӑн сӑмахсем, хамӑрӑн пурнӑҫранах тейӗн.

«Тӑван кил ҫутипе, тӑван кил ӑшшипе, атте-анне пилӗпе» пай уйрӑм сыпӑксенчен тӑрать: «Анне кун-ҫулӗ», «Шӑппӑн, сас хӑпартмасӑр ҫӳрӗр...» (97 енрен пуҫланать), «Аннен пӗрле ӗҫленӗ тус-юлташӗсем» (100). Тӳрех каласа хӑварам – пайсемпе сыпӑксене ӑнӑҫлах ушкӑнлайман, ячӗсене юрӑхлах тупайман, анчах мана ҫак ҫитменлӗхсем ытларах та килӗшеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӗмӗрне математика тӗнчинче ирттерсе тава тивӗҫнӗ учительница литература ани енне туртӑнни, чӑвашла ҫапла ҫыпӑҫуллӑ ҫавӑрма пултарни хӑй тем пахи! Ку Мария Петровна математикӑн тӗрлӗ хаҫат-журналти статьисемпе кӗнекисенчен пӗри. Тавра пӗлӳлӗхӗ енӗпе — иккӗмӗш кӗнеке. Малтанхи «Ахах ҫутин сапакисем» ятлӑ (2018).

Аннемӗрсем ҫинчен, чӑтӑмлӑ чӑваш арӑмӗ пирки ӑшӑ сӑмах пайтах каланӑ, ку кӗнекере те вӗсем нумай. Пӗри те ытлашши мар. Чунран. Ватӑлсан аса илсе пӗтӗмлетнӗскерсем.

Амӑшӗ, Торговцева Ольга Филипповна, Анат Туҫа ялӗнче 1920 ҫулта ҫуралнӑ. Ҫемьере унӑн ашшӗ-амӑшӗ, виҫӗ тетӗшӗ — вӑрҫӑра ҫухалнӑ Эндрюш, Арсений, Василий, Ульха хыҫҫӑн Личук, Элекса пулнӑ. Виҫ ывӑл та виҫӗ хӗр. Ашшӗ унӑн, Филипп Степанччӑ, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче велосипед ротинче хӗсметре тӑнӑ, ҫавӑнпа киле таврӑнсан велосипед туса яла тӗлӗнтернӗ. Степанччӑсен аслашшӗн тӑватӑ ывӑл та пӗр хӗр ӳснӗ – вӗсен историне хӗрне ҫырса пӗлтерет Ульха. Ҫавӑрса пӑхӑр-ха килти хутсене, пур-и сирӗн мӑн маҫак-мамак ҫинчен ҫырса хӑварнисем. Пулсан, питӗ те шеп вара!

Кил вырӑнӗ, ун чухнехи урамсемпе ҫуртсен ӳкерчӗкӗсем, усӑ курнӑ япаласем, ҫӗрпӳрт, нушаллӑ пурнӑҫ Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑрӗнчи» пекех курӑнса тӑраҫҫӗ. Унтан каллех вӑрҫӑ ҫапса хӑварать. Арҫынсем фронтра ҫунаҫҫӗ, ял ватти-вӗтти Улатӑр патӗнче тӑпра чавать, Иваново облаҫӗнче торф кӑларать, вӑрман касать, сулӑ юхтарать, ҫул тӑвать. Йӑлтах алӑ вӗҫҫӗн, выҫӑлла-тутӑлла. «Сӗве хӗрринче халӗ те пирӗн блиндажсем упранаҫҫӗ тет». Пурнӑҫ мӗнле улшӑнса пыни пӗр йӑх пурнӑҫӗнче сӑн тӗкӗр ҫинчи пек уҫӑлса тӑрать. Чапа тухнӑ «Гвардеец» ҫитӗнӗвӗсем, ӗҫ паттӑрӗсем, хаҫатсенче мухтанисем. Ку вӑл пӗр ӑрури ҫынсен шӑпи тесе шутлас ҫук. Пӗтӗм халӑх кунҫулӗ ҫакӑ. Чӑваш ялӗн шӑпи.

Ольга Филипповна ӳстернӗ Валентина, Мария, Лидия, Роза пурнӑҫӗсем – вӗренӳ, вӗҫсӗр кӗрешӳ, ырӑ пурнӑҫ тӑвас тесе тӑрӑшни — ахаль иртмен. Иккӗмӗш ӑрун нуши-инкекӗ пулман теме ҫук. Тен, хальхи ҫамрӑк ӑстрӑмӑн шӑпи чылай ҫӑмӑлрах килӗ, анчах ун умӗнче те йывӑрлӑхсемсӗр пулма пултараймасть. Ҫакӑн ҫинчен Мария Петровна пуҫа ватать, тарӑн шухӑшсене сӑвӑрать. Аслӑ ӳсӗмри ҫынсен шухӑшех вӑл, эпир калас сӑмахсемех. Ҫавӑнпа кӗнекене пӗлнӗ ҫынсемпе тӑвансем кӑна вулӗҫ тесе калас ҫук — вӑл пирӗнтен кирек кама та хускатакан кӗнеке. Яш ӳсӗме аслӑ ӑру утӑмӗсене, чӑтӑмлӑхне ӑнланса илме вӗрентесчӗ. Пархатарӗ ҫавӑнта. Хӑш-пӗри шутлать: ӑҫта кайса кӗччӗр, вӗсене ун чухне ҫапла хӗснӗ, тет. Хӗсме хытӑ хӗснӗ, анчах кунта чееленни, ӗҫрен пӑрӑнса кутӑнланни сайра пулнӑ. Ӗненнӗ, шаннӑ хамӑр ӗҫе, уншӑн сывлӑша хӗрхенмен. Малашне вӑл пирӗнпе пулӗ-ши?

Ытти пайсене «Асрах-ха ачалӑх, ҫамрӑклӑх, юрату» (112), «Сӑвӑсем, сӑвӑсем, сӑвӑсем» (241) тата «Асрах упранаҫҫӗ чунри илемлӗ сӑнарсем» (361) ят панӑ. Вӗсем малтанхи пекех хавхаллӑ. Вырӑнлӑ. Ҫемьесен «йывӑҫӗсемпе» ачалӑх асилӗвӗсем ҫинче чарӑнса тӑрас теместӗп. Сӑвӑсем тенӗрен, Мария Урукова хӑйне «эп юрӑҫ мар, эп сӑвӑҫ мар» тет. Хӑй сӑвӑламасӑр пурӑнаймасть. Сӑввисенче хитре сӑнарсем, ҫирӗп шухӑшсем нумай. Ӑна халӑхла сӑвӑҫ тени тӗрӗс пулӗ. Ӗлӗк халӑх сӑмах вӗҫҫӗн хайланӑ, халӗ ҫыру урлӑ хушамачӗсене палӑртса ҫыраҫҫӗ. Вӗсен пултарулӑхне халӑх сӑмахлӑхӗн виҫипе пахаласан тӗрӗсрех пулать. Унта вӗсем — пултаруллӑ сӑмах ӑстисем. Эппин, татах хайлинччӗ, юрлинччӗ, халӑх сӑмахлӑхӗн таппине ан иксӗлтеринччӗ.

Эпӗ Туҫасенчен аякри ҫын, ҫапах та «Гвардеец» колхоза кӗнӗ ялсем чуна ҫывӑх. Малтанхи хут Шупашкарта пӗрле вӗренекен Геннадий Перепелкин студентпа ун ашшӗ патӗнче — Социализмла Ӗҫ Геройӗ Илларион Евдокимович килӗнче пулнӑччӗ. Юлашки ҫулсенче вӑтам шкулта, Карягинсемпе Салминсем патӗнче хӑналанса куртӑм. Кӗнеке ҫӳлӗкӗ ҫинче вӗсен, Мулюковсен, Павловсен, Табаковсен, университетра вӗреннӗ ҫилҫунатҫӑсен кӗнекисем шӑкӑрттин тӑраҫҫӗ. Каламасӑрах курӑнать — тулӑх Туҫасен Пӑла шывӗ, ӑмсанмалла тулӑх. Унти маттур ҫынсене кирек хӑш чӑваш та пӗлсе илмеллех. Эпӗ кӗнекере палланӑ сӑн чылай куртӑм: Мария Зиновьевна Телегина (Табакова) учительница туйне (189-190, килйышне - 356-360 енсенче куртӑм), Петӗр Мулюков учитель университетри пекех тухса тӑчӗ (182), Валерий Салмин таврапӗлӳҫӗ йывӑр вӑхӑта аса илни чуна пӑшӑрхантарчӗ (193), вӗрентӳ министрӗнче тӑрӑшнӑ Георгий Григорьева тӗл пултӑм (179, 339 енсем)... Тӗрӗссипе, пӗтӗм кӗнеке тӑван ял ҫинчен пекех туйӑнса тӑчӗ.

Мария Петровна Урукова математикӑн хисеплӗ ятсем, мухтав хучӗсемпе паллӑсем нумай. Апла пулин те эпӗ ӑна «Хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ» ят пама тата хӑйне Чӑваш наци академине илме тӑрататӑп. Вӑл вӗсене тивӗҫлӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (3)]

Comments:

Agabazar // 3277.83.3760
2021.06.04 18:36
Agabazar
Шупашкарта «Уруков урамĕ» пур.

Ăна Совет Союзĕн геройĕ Виталий Уруков ятне панă.

Мария Урукова тата Виталий Уруков хушшинче мĕнле çыхăну пур-ха? Е нимле çыхăну та çук?

Çыхăну пур.

Уруков, паллах, çак статьяри Мария Петровнан çуралнă чухнехи хушамачĕ мар. Упăшкинчен илнĕ хушамат.

Уруков хушаматсем вара, ахăртнех, пурте Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртрен тымарланса тăраççĕ. Хăшпĕр Уруковсем çывăхри ялсене те саланнă. Хальхи Шупашкарта та пур.

Леш Совет Союзĕн Геройĕн Виталий Уруковăн тăван мар ашшĕ Çĕнĕ Ахпÿртрен тухнă çын пулнă. Çапла вара çав геройăн хушамачĕ Мария Петровна хушамачĕпе тачă çыхăннă.

Тăванлăх çыхăнăвĕ ку.
ЛЕШКУКША // 2880.33.8618
2021.06.05 18:04
Тёрёсех, Акапасар!
Agabazar // 3587.9.9687
2021.06.10 21:02
Agabazar
Çав тери вăйлă тĕрĕс!

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters