Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Нужда - это шестое наше чувство, заглушающее нередко все остальные.(М. Сафир_
 

Ad

Надежда Кириллова: Эстони чӑвашӗсем патӗнче

Надежда Кириллова06.07.2021 15:363911 views

Ҫулланнӑҫем илемлӗ ҫут тӗнче,

Тӗнче варри — тӑван ҫӗршывӑмӑр.

Петӗр Хусанкай

 

2006-мӗш ҫулта, шӑп 15 ҫул каялла ман Эстони чӑвашӗсем патӗнче пулса курма тӳр килнӗччӗ. Питӗр хулинчи Ленсовет ячӗллӗ театрӑн сцени ҫинче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн икӗ кунлӑх гастролӗ иртрӗ. Вӑл спектакльсене Эстони ҫӗршывӗнчи Нарвӑпа Таллин хулисенче пурӑнакан чӑвашсем те пырса курчӗҫ. Аякри йӑхташсем ҫапла пӗр пулса ӗҫлеме пултарни пире савӑнтарчӗ те, тӗлӗнтерчӗ те. Чӑваш ушкӑнӗсем Эстонире иккӗ: пӗри Нарва хулинче — ӑна Лидия Григорьева (Муркаш районӗнче ҫуралнӑ) ертсе пырать, тепри — Таллинра, ун тилхепине малтан вунӑ ҫул ытла Герман Викторов моряк тытса пынӑ (Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ), халӗ вара тӑватӑ ҫул Ираида Захарова (Елчӗк районӗнчен) йӗркелесе тӑрать. Эстонири Чӑваш культура обществи пӗлтӗр хӑйӗн вунпилӗк ҫулне паллӑ тунӑ, ӑна Эстони ҫӗрӗнче пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен Ассоциацине кӗртнӗ. Ҫак маттур та чипер хӗр Рида (ача чухне ҫапла чӗнме юратнӑ иккен ӑна кукашшӗ) Захарова пуҫарӑвӗпе тата пирӗн Культура министерстви пулӑшнипе, Таллин хулинче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина тата эпӗ, Надежда Кириллова, хамӑр пултарулӑх программипе Эстони ҫӗршывӗнче пурӑнакан чӑвашсене паллаштарма ҫула тухатпӑр. Пирӗн программӑра Борис Чиндыков ҫыравҫӑ Вера Кузьмина валли ятарласа хатӗрленӗ пьеса тӑрӑх лартнӑ «Хура чӗкеҫ» моноспектакль тата чӑваш поэзийӗпе юрри-кӗвви. Пирӗнпе пӗрле Юра Теренин оператор та пырать. Унсӑр питӗ йывӑр: программӑра юрӑ-кӗвӗ нумай.

Питӗртен Эстоние каялла каякан пысӑк автобуса васкатпӑр, анчах автобусра халӑх ҫук, водитель анчах. Эстони чӑвашӗсем «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» кӑнтӑрлахи спектакле курнӑ хыҫҫӑн этнографи музейне экскурсие кайнӑ иккен. Кӗҫех вӗсем пуҫтарӑннӑ май паллашма-калаҫма пуҫларӑмӑр. Акӑ, Нарва хулинчи чӑваш общество председателӗ Лидия Григорьева, Питӗре сакӑр ҫынна илсе килнӗ. Пирӗнпе паллашнӑ вӑхӑтрах обществӑн ҫивӗч ыйтӑвӗсем пирки те калаҫса илет: вӗсене профессионал музыкант питӗ кирлӗ иккен. Ак, Алексей Алексеев ҫармӑс, Йошкар-Олари театр училищинчен вӗренсе тухнӑ, каярах кино енӗпе интересленсе кайнӑ, халь — оператор-документалист, Таллинра Мари Эл республики янипе магистратурӑра вӗренет. Чӑваш театрне пӗлет, тӳррех хӑй ҫармӑс театрӗнче ӗҫленӗ чухне «Праски инке хӗр парать» спектакле лартнине аса илсе калаҫма пуҫларӗ. Ак, пирӗн Ираида та ҫитрӗ: ун вырӑнӗ автобусра чи малта. Ун пурне те курмалла, тӗрлӗ ыйтӑва татса памалла, ҫав вӑхӑтрах Питӗр хулинчен тухиччен «экскурсовод» та пулмалла. Пире те, виҫсӗмӗре, малти вырӑнсене лартрӗҫ. Малта — палламан ҫӗршыв. Ираида, автобус Эстони еннелле тухакан ҫулпа пынӑ май, пурне те Питӗр хулипе паллаштарать. Каярахпа ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх, ҫакӑ паллӑ пулчӗ, ҫамрӑк Рида ку хулара, унтан Мускавра хӑйӗн студент ҫулӗсене ирттернӗ иккен. Кӗҫех автобусра чӑваш юрри илтӗнсе кайрӗ, кӑна Нарва чӑвашӗсем юрлаҫҫӗ. Вера Кузьминична асӑнмалӑх вӗсене хӑйӗн кӗнекине парнелерӗ. Чӑваш юрри хыҫҫӑн вырӑс, украина халӑх юррисем илтӗнме пуҫларӗҫ. Чӑваш театрӑн спектаклӗсене чӑвашсем кӑна мар, ытти халӑх ушкӑнӗн ҫыннисем те курма пынӑ иккен. Малта — Иван-хула. Кӗҫех чикӗ. Нарва чӑвашӗсем пирӗнпе сывпуллашрӗҫ. Малалла — Эстони ҫӗрне кӗретпӗр. Яп-яка ҫулпа малалла вӗҫтеретпӗр, ҫулӑн икӗ айккипе лартса тухнӑ пӗчӗк юпа ҫинчи ҫутӑсем куҫ умӗнче вӗлтлетеҫҫӗ, халь ӗнтӗ кӑштах ҫывӑрса илме те юрать.

Ҫурҫӗр иртсе пӗр сехетсенче Таллин хулине ҫитетпӗр. Ҫӗнӗ район пулни туйӑнать: питӗ сарлака урам, урама икӗ енӗпе кашни ҫуршар километртан хӑйне майлӑ кӗперсемпе ҫыхӑнтарнӑ. Таллин кивӗ районне ҫитсен вара пурте автобусран тухрӑмӑр. Таллин хулинчи килен-каян ҫыравҫӑсем валли уйӑрнӑ хваттере Ираидӑпа пӗрле утатпӑр. Малтан уҫӑпа уҫса картишне кӗретпӗр, кайран — ҫурт подъездне. Унта кӗрсенех автоматла ҫутӑ ҫуталса кайрӗ, эпир хӑпарса пынӑ майӑн ҫутӑ та улшӑнса пырать. Вӑхӑт чылая кайнӑ пулин те часах ҫывӑрма выртаймарӑмӑр. Ираида пире ыранхи планпа паллаштарать. Унтан хамӑр чипер ҫитнӗ ятпа чӑвашӑн Ҫӗрпӳ бальзамне уҫса чӗпӗтсе илтӗмӗр те ҫывӑрма выртрӑмӑр. Кӑнтӑрла тӗлнелле вӑранса, хваттерте хамӑра ирӗклӗ хуҫаланса ирхи апат ҫирӗмӗр, телефонпа Ираида патне ӗҫне шӑнкӑравлатпӑр. Вӑл пире эстонец Як Прозес, хӑй историк пулнӑ май, пире Таллин хулин историлле вырӑнӗсемпе паллаштарма кӑмӑл тунине пӗлтерчӗ. Эпир пуҫтарӑнса, хамӑр картиш алӑкне питӗрсе, Як патне урама тухрӑмӑр. Эпир унпа урамра тӗлпулса паллашрӑмӑр. ун калаҫӑвӗпе вӑл пирӗн Ираидӑна питӗ хисеплени палӑрать. Кивӗ Таллина чулсенчен купаланӑ, ҫавӑнпа та ҫурчӗсем нумай хутлӑ мар, анчах питӗ шӗвӗр тӑрӑллӑ. Хулана сакӑрҫӗр ҫул ытла. Хула икӗ пайран тӑрать: аяли тата ҫӳлти хула. Якпа пӗрле аялтан ҫӳлелле хӑпарса пыратпӑр, кӗҫех пире Ираида та хӑваласа ҫитрӗ. Вӑл хальлӗхе хӑй ӗҫне вӗҫленӗ, ҫавӑнпа малалла пирӗнпе пӗрле ҫӳреме те пултарать.

Ак чи ҫӳле хӑпарса ҫитрӗмӗр: кунтан Балти тинӗсӗ тата аяли хула питӗ аван курӑнать. Асӑнмалӑх сӑн ӳкерттертӗмӗр. Унтан пирӗн паянхи интереслӗ экскурси пӗтнӗ ятпа апат ҫиме кафене кӗретпӗр. Як сӑра ҫеҫ ӗҫет. Сӑра ӗҫмелли кафесем Таллинра нумай. Калаҫса ларнӑ май, Як пире Чӑваш ҫӗршывӗнчен хӑй Атнер Хусанкая ҫывӑх пӗлни пирки пӗлтерчӗ. Ӑна унпа Голланди ҫӗршывӗнче пӗрле пулма тӳр килнӗ иккен: «1990-мӗш ҫулсенче Раҫҫей варринче ҫавӑн пек наци туйӑмлӑ ҫынсем пурришӗн тӗлӗннӗччӗ эпӗ», — тет вӑл. Ираида ку хыпарпа савӑнса та тӗлӗнсе Яка Вера Кузьминична Атнер Хусанкайӑн амӑшӗ пулнине пӗлтерчӗ. «Сиртен пысӑк салам калӑп эпӗ», — Яка савӑнса каларӗ Вера Кузьминична. Кӗҫех Як пирӗнпе сывпуллашрӗ, унӑн ӗҫе каймалла.

Ираида пире Ратуша площадьне илсе кайрӗ. Ку — Таллин хулин тӗп лапамӗ. Кунти пӗр ҫуртри пӳлӗмре Чӑваш обществи вырнаҫнӑ, унта пирӗн Ираида ӗҫлет. Чи малтан эпир тӗлпулу ирттермелли пысӑк пӳлӗмпе паллашасшӑн пултӑмӑр. Унтан Ираидӑн ӗҫ пӳлӗмне хӑпартӑмӑр, вӑл иккӗмӗш хутра вырнаҫнӑ. Пӳлӗмӗ пӗчӗк, тӑпӑл-тӑпӑл, кунта чӑвашпа ҫармӑс обществисем пӗрле килӗштерсе ӗҫлеҫҫӗ. Чей ӗҫнӗ вӑхӑтра Ираида пире хӑйсем ирттернӗ мероприятисем ҫинчен, «Палан» фольклор ушкӑнӗ ҫинчен каласа пачӗ. Ку пӳлӗмре нумай чӑваш ывӑл-хӗрӗ пулса курса хӑйӗн ырӑ туйӑмне журнал страници ҫине ҫырса хӑварнӑ. Эпир те хамӑртан вӑл ӗҫе турӑмӑр.

Пуш уйӑхӗн ҫиччӗмӗшӗ — пирӗн Эстони чӑвашӗсемпе иртекен тӗлпулу кунӗ. Зал куракансемпе тулнӑ: кунта Эстонири тӗрлӗ общество представителӗсем, чӑвашсем, студентсем тата ыттисем те. Эпир кунта чӑваш халӑх историйӗпе, кун-ҫулӗпе, сӑмахӗпе, юрри-кӗввипе, ун вилӗмсӗр поэзийӗпе паллаштарма килнӗ. Сцена ҫинче чӑваш тӗррисем, чӑваш историйӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем. Вера Кузьмина хӑй те тепӗр истори — вӑл Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӗҫех утмӑл ҫул ҫитет. Эпир ирттернӗ уява «Палан» фольклор ансамблӗ чӑваш юррисемпе вӗҫлерӗ. Вера Кузьминична курма килекенсене хӑй кӗнекине парнеленӗ хыҫҫӑн сцена ҫине тухса ырӑ сӑмах калакансем нумай пулчӗҫ. Мати Пальм — Таллинри Наци оперин солисчӗ. Вӑл Шупашкарта Максим Дормидонтович Михайлов ячӗпе ирттерекен фестивале те хутшӑнса курнӑ иккен. Мордва халӑх представителӗ — Раиса Клинова, Эстонире аспирантурӑра вӗренекен Наталья Константинова, вӑл Чӑваш ҫӗршывӗнчи Улатӑр районӗнче кукамӑш патӗнче пулса курнӑ, эстонсем: Эха Вилоя, хамӑр ӗнер паллашнӑ Эстонири тӗрлӗ халӑхсен ассоциацийӗн председателӗ Як Прозес, унсӑр пуҫне, вырӑссем, ҫармӑссем, поляксем... Вырӑнти радиора ӗҫлекен Лина Туровская пирӗнтен интервью илет, Эха Вилоя ыран кӑнтӑрла хӑйсен «Эстони» наци опера театрне пире экскурсие чӗнет. Кун пек тӗлпулу хыҫҫӑн ҫывӑрма май ҫук. Пире курма пынӑ чӑваш ушкӑнӗпе лапамра сӑн ӳкерттерсе хамӑр пурӑнакан хваттере утатпӑр. Пирӗнпе пӗрле Герман Викторов, Нина Муравьева (Хӗрлӗ Чутай районӗнчен), Миша Ялугин (Етӗрне районӗнчен) утаҫҫӗ. Вӗсем пурте «Палан» фольклор ушкӑнне ҫӳреҫҫӗ. Ираида Захаровӑпа пӗрле пурте чӑваш юррисене шӑрантаратпӑр.

Мартӑн саккӑрмӗш кунне те Таллинра кӗтсе илтӗмӗр, Ираида ирех пирӗн пата торт йӑтса килчӗ. Паянхи плансем пирӗн ҫапла: халь Балти тинӗсне курма каятпӑр, унтан «Эстони» Наци опера театрӗнче экскурси, кӑнтӑрла иртсе тӑватӑ сехетре вара эпир ӗнер тӗлпулу ирттернӗ ҫуртра мартӑн 8-мӗшӗ ячӗпе хӗрарӑмсен уявӗ пуҫланать, унта пире те чӗннӗ. Кӗҫех эпир Ираидӑпа пӗрле Балти тинӗсӗ хӗрринелле тухакан парка утатпӑр. Паркри йывӑҫсем ватӑ, кунта йӗлтӗрпе ярӑнакансем нумай. Пире уйрӑмах Балти тинӗсӗнче корабль пӑра мӗнле ҫӗмӗрсе пыни тӗлӗнтерчӗ. Эпир ӑна чылайччен пӑхса тӑтӑмӑр.

«Эстони» Наци опера театрне 1906-мӗш ҫулта йӗркеленӗ, ӑна халь шӑпах ҫӗр ҫул. Питӗ пысӑк та илемлӗ ҫурт, ун площачӗ — 17.000 кв.м. Эха Вилоя пире малтан куракан зала илсе кӗчӗ, унтан сцена ҫине хӑпартрӗ. Пӗтӗмпех механизациленӗ — декорацине лартса пуҫтарас енӗпе те, сасӑ аппаратури те, оркестр ями те аялалла анса каялла хӑпарма пултарать. Театрта «хӗллехи сад» пур, питӗ илемлӗ вырӑн, унта тӗрлӗрен тӗлпулусем иртеҫҫӗ. Театр репертуарӗнче опера, оперетта, мюзикл, балет, ачасем валли спектакльсем пур. Эпир артистсем ларакан вырӑна та кӗрсе курма кӑмӑл турӑмӑр. Ҫав тери таса та аван, тӗлӗнсе каймалла. Эха Вилоя хӑй малтан ку театрта солист пулса ӗҫленӗ, халь вара ку театрта профсоюз тата театр Союзӗ енӗпе ӗҫлет, артистсемшӗн хӑй епле тӑрӑшни ҫинчен пире каласа парать.

Кӑнтӑрла иртсе тӑватӑ сехет тӗлне пирӗн 8-мӗш март уявне ҫитмелле. Эстонире ку кун канмалли кун мар, анчах уява ирттереҫҫӗ, хӗрарӑмсене саламлаҫҫӗ. Ӗнерхи пӳлӗме тӗрлӗ халӑх обществин хӗрарӑм представителӗсем пухӑннӑ. Стена ҫумӗнчи сӗтелсем ҫинче пылак эрех, торт, бутербродсем, чей, кофе. Саламлама тӗрлӗ политиксем, министрсем, общество деятелӗсем килнӗ. Саламлама килнӗ ҫын малтан черкке тытса ырӑ сӑмахсем калать, унтан хӑйпе илсе килнӗ чечексене утса пынӑ май кашни хӗрарӑма парса тухать. Ҫавӑн пек культура кунта. Чи вӗҫӗнче вара юрӑсем юрлаҫҫӗ. Пирӗн пата мордва хӗрӗ Наталья Константинова пырса ларчӗ. Ӗнер хӑйшӗн мӗнле тӗлӗнмелле кун пулни ҫинчен пире каласа парать. Унтан Як Прозес пире уйрӑм саламласа кайрӗ. Вӑл каланӑ сӑмаха асра тытма эпир ӑна блокнот ҫине ҫырса пама ыйтрӑмӑр. Вӑл ҫапла ҫырчӗ:

«Были мы в Вашем прекрасном вечере. Вы передали чувашам, проживающим в Эстонии, связь с Родиной и со своим чувашским языком. Спасибо, что принесли много радости и дали надежду, что чувашский язык и культура могут иметь будущее и здесь в Эстонии. Спасибо и много-много удачи Вам. Берегите и сохраните эту драгоценность, что Вы имеете — язык. Без чувашского языка нет Вашего народа и мы все станем бедными. Спасибо и Добро пожаловать!»

Тав сире, Эстонири чӑвашсем, тӗрлӗ халӑх ушкӑнӗсем пире ҫак вӑя — чӗлхе вӑйне туйтарнӑшӑн. Тав, Ираида Захаровӑна — чӑваш чӗлхине Чӑваш ҫӗршывӗнчен аякри ҫӗршывра упраса-сыхласа тата аталанма пулӑшнӑшӑн.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

Agabazar // 3665.61.2325
2021.07.08 17:39
Agabazar
Герман Викторов çинчен сахал пĕлетпĕр.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters