Кама мӗнле-тӗр, мана Владимир Чекушкинпа Чӑваш инҫекурӑмӗн экранӗ ҫинче хальхаҫҫӑн тӗл пулни капла курнӑҫнисенчен тем чуль пахарах пулчӗ. Ишлӗ Шетмӗ вӑтам шкулӗнче яп-яшӑ, хуткупӑслӑ Володя Чекушкин — Патӑрьел райкомолӗн пӗрремӗш секретарӗ — юрӑллӑ-шӳтлӗ калаҫу ирттернине аса илтӗмӗр. Ытти мӗн-мӗн асра юлнисене каласа пӗтереймӗп.
Пӗр калаҫӑва манаймастӑп. Университетри пӳлӗме ҫула май кӗчӗ те, тӳрех каларӗ: эсӗ ҫав-ҫав писателе хӳтӗлетӗн, анчах унӑн хура чунне пӗлместӗн пулас. Асӑрхан, вӑл камне куратӑнах! Кӗнеке вуласа панӑ пекех тӗрӗс пулчӗҫ сӑмахӗсем! Лешӗ пайтах шар кӑтартрӗ, ӗмӗрӗпех тилӗленсе ҫӳрерӗ. Е тата кӑмпана тухсан пирӗн ял ҫумӗнчи Ҫӑкалӑхра ачасемпе тӗл пулнӑ та, калаҫа-калаҫа кӑмпасем ҫинчен пӗлӳ «урокӗ» ирттерсе хӑварнӑ. Ачасем мана унран салам калаҫҫӗ, мӗн пӗлсе юлнипе савӑнаҫҫӗ. Эпӗ те философӑн анлӑ ӑсталӑхӗпе, тарӑн тавракурӑмӗпе, чун уҫҫипе, ырӑ кӑмӑлӗпе савӑнатӑп. Вӑл ҫапла ҫын. Яш чухнех ҫаплаччӗ, ватӑлсан та ирӗклӗ те ӑслӑ юлчӗ. Кафедра пуҫӗнче ӗҫлени, Чӑваш Республикин Президент пулӑшуҫинче тӑни пӗр шит те пӑсмарӗ ӑна.
Ҫапла пуль ,ҫапла пуль ? Университетра философи парӑсенче час -часах юрласа панӑ. Кайран экзаменне тепри йӑшӑннӑ. Миҫейӗн провал илчӗҫ,билетсем те ыйтусем те пачах урӑххисем пулнӑран. Микулашӑн темле экзамен та уяв пулнӑ пулсан та паллашман темӑран пулнӑ ыйтусене хуравлама питех ҫӑмӑл пулмарӗ. Пить лайӑх астӑватӑп. Ишсе тухма тиврӗ пач хатӗрленмесӗр. Ку умсӑмах кӑна пулчӗ. Ыйту вара малалла.
"Чӑвашӑн хӑватлӑ ывӑлӗ нумай " тетӗр. Хирӗҫ мар. Плакатсем ҫинче "хӑват" тесе ҫырса ӗнентересшӗн. Каллех хирӗҫлемес. Анчах та сӑмах вӑл сӑмахах пулать. Хӑвачӗ мӗнре-ши ? Ытти регионсенчен ӗҫ укҫин виҫипе кая пынинче, е тата Шупашкарта чӑваш ачисем валли ТӐВАН ЧӖЛХЕПЕ усӑ курса ӲСТЕРМЕЛЛИ ача сачӗсем ҫуккинче?