Ӑҫта кӑна тӑрӑшман-ши маттур чӑваш хӗрарӑмӗ хӑй пурнӑҫӗнче: ялти шкулта, тӗрлӗ хаҫатра, ача-пӑча радиокӑларӑмӗсен редакторӗнче, “Паха тӗрӗ” фабрика ӳнерҫинче, музей пуҫлӑхӗнче. Ҫав хушӑрах театр хуралҫи те, тӗпчев институчӗн тирпейҫи те пулса курнӑ – нимле ӗҫрен те ютшӑнман. Ҫӗршыв тата тӗнче шайӗнчи алӗҫ куравӗсен ҫӗнтерӳҫи те пулнӑ.
Эпӗ ун патне кайкаласах тӑратӑп. Николай Плотникова та, Игорь Алексеева та пӗрре мар ертсе кайнӑ. Валентина Алексеевна хӑй кӗнекине, тухсанах, ыр сӑмах ҫырса парнеленӗччӗ те мана, презентацирен юлас темерӗм. Уявра Минеевӑн ҫывӑх тусӗсем пулчӗҫ: ӳнерҫӗсем, алӑстисем, журналистсем. Чӑваш телевиденийӗ унта хатӗрленӗ репортажа нарӑсӑн 29-мӗшӗнчи ҫӗнӗ хыпарсен ярӑмӗнче кӑтартрӗ.
Петӗр Хусанкайӑн 19 - та чух хайланӑ сӑвви аса килет :