Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +5.3 °C
Иногда природа суха, но искусство никогда не должно быть сухим.(Д. Дидро)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӑваш орфографийӗ умӗнче чӑннипе мӗнле ыйту тӑрать?

Аçтахар Плотников10.02.2022 23:275683 views

Раҫҫейре ӑсчахсен шайӗ питех те анса кайни вӑйлӑ курӑнать. Совет самани арканнӑ хыҫҫӑн хӑйсене ӑсчах шайне кӗртекенсен йышӗ ытла та ӳссе кайрӗ. Кашни хӑйне эксперт теме пуҫларӗ. Пӗлӗвӗ ҫитет-и, ҫитмест-и — хӑйне эксперт тет. Ҫапла вара чӑн-чӑн экспертсем те вӗсен хушшинче ҫухалса пӗтрӗҫ.

Паянхи чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхӗ ҫине пӑхатӑн та — йӗри-тавра ӑсчахсем ҫӳреҫҫӗ тейӗн. Чӑвашла калаҫма пӗлет пулсанах хӑйне ҫав тери пысӑк чӑваш чӗлхин эксперчӗ вырӑнне хурать. Ҫырма пӗлет пулсан вара — пырса та ан кӗр, профессор шайӗнчех.

Ку япала, паллах, чӑваш чӗлхи тавра кӑна пулса иртмест — ӑҫта ан пӑх: йӗри-таврах ҫакнашкал. Аслӑ шкул дипломне илесси паянхи кун нимех те мар. Укҫи кӑна пултӑр. Совет саманинче аслӑ шкула чӑнах та ӑслисем кӑна вӗренсе пӗтернӗ, диплом вӑл вӑхӑтра пысӑк хисепре пулнӑ. Паян вара? Икӗ-виҫӗ дипломлисем сахал мар.

Дипломсем кӑна мар, чаплӑ ятсем тавра та ҫавнашкалах лару-тӑру. Халӑх ҫыравҫи е халӑх поэчӗ ята илес тесе чӑн та халӑх хисеп тума пултаракан хайлавсем ҫырас тесе тӑрмашмаҫҫӗ — ятне хӑйне илес тесе пӗтӗм вӑя хураҫҫӗ. Ҫапла вара тар тӑкса ӗҫлесе курманскерсем Ӗҫ Геройӗн ятне илеҫҫӗ, право мӗн иккенне пӗлменскерсем право хӳтӗлекенсем пулса тӑраҫҫӗ. Юрӗ, Миллерпа Чечен Республикин Пуҫлӑхне тӗкӗнмӗпӗр, ку пирӗн ӗҫ мар. Анчах ҫапах та Яков Ухсайпа Светлана Асамат пӗрле юнашар тӑма пултараҫҫӗ-и? Паянхи кун пултараҫҫӗ. Именмеҫҫӗ те юнашар тӑма. Ҫук, эп Светлана Асамата халӑх поэчӗн ятне памалла мар теместӗп. Енчен те паянхи кун унтан чаплӑрах сӑвӑ ҫырма пултаракан ҫук пулсан — илтӗрех. Кӗвӗҫместӗп. Сӑмахӗ ман урӑххи пирки — паянхи ятсен сумӗ ытла та анса ларни пирки.

Таврӑнар-ха чӑваш чӗлхи патне. Ку статьяна ҫырма Николай Адёрӑн ӗнерхи ӗҫӗ хистерӗ. Чӑваш орфографийӗ пирки ҫырнӑскер. Шухӑшсем, паллах, тӗрлӗрен пулмалла. Вӗсем темле ӑнланмалла мар пулсан та — вӗсене ҫынсем патне ҫитернинче япӑххи нимӗн те ҫук.

Николай Адёр хӑйӗн статйинче пире каялла таврӑнма чӗнсе калать. Имӗш эпир, чӑваш халӑхӗ, 150 ҫул каяллах йӑнӑш ҫулпа кайнӑ та халь ҫавна ӑнкарса илсе пирӗн каялла таврӑнмалла. 150 ҫул аталаннӑ чӑваш орфографине чарт! кӑна ҫурса пӑрахмалла. Вара тинех пуль ӗнтӗ, чӑваш халӑхӗ вӑранӗ, чӑваш чӗлхи ҫӗнӗ вӑй илсе аталана пуҫлӗ. Тӗлӗнтернипех тӗлӗнтереҫҫӗ мана ҫавӑн пек шухӑшлӑ ҫынсем. Никам та вӗт-ха чӑваш халӑхне аталантарас тесе маҫаксемпе кукамайсене чӗртсе тӑратмалла тесе каламасть. Вӗсен ӗмӗрӗ иртнӗ, малалла пирӗн ӑру аталантармалла! Паянхи йывӑр лару-тӑрушӑн вӗсем мар айӑплӑ, эпир, паянхи ӑру! Эпир тивӗҫлӗ ӗҫлейменнипе ҫакӑ пулса пырать! Юрӗ, малалла каяр…

Автор хальхи орфографи йӗркине пӑрахӑҫлама сӗнет. Имӗш ӑна йӑнӑш процедурӑпа йышӑннӑ. Тӗнче кулли тет. Паллах, халӑх шухӑшне хирӗҫ кайса вӑл вӑхӑтра пысӑк йӑнӑш тунӑ, кун пирки ним иккӗленӳ те ҫук, ҫавах та тӗнче кулли-ши? Ҫав териех эпир тӗнчешӗн пӗлтерӗшлӗ-ши?

Тепӗр тесен орфографин тӗп тивӗҫӗ ҫавах та пӗр ҫын ҫырнине тепӗр ҫын тӗрӗс ӑнланмалла тӑвасси. Енчен те улшӑнусем хыҫҫӑн чылай ҫын «йӑнӑш» ӑнлана пуҫласан унашкал улшӑнусем пӗрре те хисепре пулмӗҫ. Сӑмахран, чӑвашла хаҫат-журнала ҫырӑнса илекенсен йышӗ чакнине хӑшӗсем 1992-1994 ҫулсенчи реформӑпа ҫыхӑнтарма хӑтланаҫҫӗ. Вӑл та пур пулӗ, анчах тӗп сӑлтавӗ ман шутпа унта мар. Тӗп сӑлтавӗ материалсем вулаканшӑн кӑсӑклӑ марринче. Интереслӗ ҫырсан халӑх пӗрле е уйрӑм ҫырни ҫине пӑхса тӑмӗ (йӑнӑшсене те асӑрхаса тӑмӗ!), кӑсӑкланса вулӗ.

Калӑпӑр, акӑлчан орфографийӗн пӗртен-пӗр ҫирӗп йӗрки ҫук. Вырӑс, нимӗҫ, хрантсус чӗлхин орфографине, португалсен чӗлхипе епле тӗрӗс ҫырмаллине палӑртас тесе пӗр-пӗр ятарлӑ организаци ӗҫлет пулсан, акӑлчан чӗлхин унашкалли ҫук. Мӗнле ҫырассине палӑртакан пурӗ 4-5 юхӑм пур, вӗсене тӗпе хурса акӑлчанла ҫыраҫҫӗ те. Нимӗнле тӗп хушусӑр, тӗп правилӑсӑр. Мӗншӗнни, паллӑ ӗнтӗ — акӑлчан чӗлхи тӗнче шайӗнчи чӗлхе, ҫавна май пурне те пӗр йӗрке сӗнме йывӑр пуль ҫав. АПШ-рисем пӗр йӗркепе усӑ кураҫҫӗ, Аслӑ Британирисем — кӑшт уйрӑмраххипе. Акӑлчан чӗлхин орфографийӗ тӗлӗшпе реформа ирттермелли пирки калаҫусем темиҫе ӗмӗр тӑсӑлаҫҫӗ, анчах лавӗ ҫав-ҫавах хускалман-ха.

Мӗншӗн орфографи ыйтӑвӗ ҫав тери йывӑр? Акӑлчансем пирки сӑмах хускатрӑмӑр ӗнтӗ, анчах та вырӑссем те тахҫантанпах ҫак ыйту патне пырса тӗкӗнесшӗн мар. Сӑлтавӗ вара пӗчӗк кӑна улшӑнусем темиҫе миллион ҫынна пырса тивнинче. Ак нумай пулмасть ҫеҫ вырӑс чӗлхи орфографине улшӑнусем кӗртме палӑртни пирки хыпарларӗҫ. Халӑх тӳрех сиксе ӳкрӗ: малалла мӗнле тӗрӗс ҫырмалла пулӗ-ха? тесе. Улшӑнусем тавра тавлашусем пуҫланчӗҫ... Ҫутта кӑларакан министерство хатӗрленӗ улшӑнусене, имӗш, РАН ҫумӗнчи орфографи комиссийӗн пайташӗсемпе сӳтсе явман, унта, имӗш, тӗплӗ шухӑшламасӑр хатӗрленӗ ҫӗнӗлӗхсем пур. Ҫак тӗслӗхех орфографине улшӑнусем кӗртесси мӗн тери кӑткӑс ӗҫ пулнине ҫирӗплетсе кӑтартать.

Вырӑс сӑмахӗсем пирки калас пулсан вӗсене пурне те чӑн та чӑвашлатма май кирлӗ мар ӗнтӗ. Анчах ҫавах та хӑшӗ-пӗрне, уйрӑмах кӑнттам илтӗнекенсене, вӗсен чӑвашла ӑнӑҫлӑ вариантне тупма май пур пулсан, ма чӑвашла ҫырас мар? Телевизор пур тейӗпӗр. Ӑна чӑн та ҫаплипех хӑварсан аван. Анчах та «телевидени» вырӑнне «телекурав» тесен мӗн енчен япӑх. Е, енчен те тахҫан чӑвашла варианчӗ пулнӑ, анчах тӗрлӗ сӑлтава пула манӑҫа тухнӑ пулсан. Ытла инҫе ҫӳремӗпӗр, тӗслӗх пек «ответ», «совет», «точка» сӑмахсене илер. Вӗсен вырӑнне «хурав», «канаш», «пӑнчӑ» ҫырсан мӗн енчен япӑх? Ма чӑвашлисем вырӑнне вырӑслисенех лачлаттарса хурмалла?

Алексей Леонтьев пирки каланӑ май эп вара нихӑҫан та унтан пур вырӑс сӑмахӗсенчен те хӑтӑлмалла тенине илтмен. Ку чӑн та ҫапла пулнӑ пулсан вӑл «Хыпара» ертсе пынӑ чухне хаҫатра чӑн та пӗр вырӑс сӑмахӗ те юлман пулӗччӗ. Анчах апла мар-ҫке.

Терминсене чӑвашлатас пулсан та ку ӗҫе питӗ асӑрханса тумалла. Чӑвашлатнӑ хыҫҫӑн чӑвашсемшӗн чӗлхе темле «ҫӗнӗ чӑваш чӗлхи» пулса ан тӑтӑр, текста вуланӑ чухне словарь тытса лармалла ан пултӑр. Тепӗр май каласан чӑвашлатнӑ термин чӑвашсене ӑнланмалла пулмалла. Япӑх тӗслӗх пек паянхи Википедине илме пулать. Унӑн чӑвашла версине. Вӑл тулса пырать, анчах шел те ку ӗҫе хальтерех ҫеҫ чӑвашла вӗреннӗ ҫынсем туса пыраҫҫӗ. Ҫавна май вӗсем кашни термина чӑвашлатасшӑн. Чӑвашла Википедине тултарса пыни аван-ха, ҫакӑншӑн ырламалла кӑна. Анчах кама валли вӗсем ӗҫлеҫҫӗ, ӑнланма йывӑр. Шухӑшлатӑп та — хӑйсене ӑнланмалла ҫеҫ ҫыраҫҫӗ. Ахаль чӑвашӑн вара, вӗсем мӗн ҫырнине ӑнланас тет пулсан, ятарлӑ сӑмахсарпа лармалла. Сӑмахран, мӗн вӑл сирӗн шутпа «мӑрӑлкка»? Ҫак ятпа «мотор» сӑмаха палӑртасшӑн... Юрать-ха, хальлӗхе вӑл шаях ҫитмен, анчах статья ятне ҫавах «моттор» ят панӑ-панах. Вулатӑн та ҫавнашкал текстсене аптӑраса ӳкетӗн. Чӑвашсен йышӗнче ҫав 3-4 ҫын кӑна юлнӑ, ыттисем тӗппипех пӗтнӗ тейӗн.

Терминсене чӑвашлатнӑ май вӗсен вырӑсла варианчӗсем, унччен усӑ курма хӑнӑхнӑскерсем, ман шутпа юлмаллах. Синонимсем пек. Ан тив, калӑпӑр, сӑмахсарӗ те пултӑр, словарӗ те. Ҫӳлерехри текстра, сӑмах май, эп вӗсене шӑп ҫав тӗллевпе иккӗшне те усӑ куртӑм та. Вырӑс чӗлхине темле те вӑрҫма пулать: вӑл, имӗш, чӑваш чӗлхине пӗтерет. Анчах ҫавах та вӗсенчен тӗслӗх илмелли те сахал мар. Калӑпӑр, вырӑс чӗлхи ютран килнӗ сӑмахсене пӗрре те тиркесе тӑмасть, илет те усӑ курать. Пулнӑ акӑлчан чӗлхинчи сӑмах — пулса тӑнӑ вырӑс чӗлхинчи. Пирӗн те, чӑвашла ҫырнӑ чухне, ку тӗлӗшӗнчен ытлашши тиркевлӗ пулмалла мар. Пӗр-пӗр чӑваш ҫырасшӑн пулсан «Глава», ҫыртӑрин. Ҫапла май пирӗн чӗлхере тӳрех темиҫе синоним пулӗ: кӑлава (юрӗ, «глава» ытла тӳрккес илтӗнет, чӑвашлатар кӑштах…) та, пуҫлӑх та, ертӳҫӗ те.

«Чӑваш халӑх сайтӗнче» ӗҫ-пуҫ ҫакнашкалтарах: эпир малтан пӗр-пӗр терминпа усӑ курса пӑхатпӑр, каярах вара ҫав чӑвашлатнӑ терминпа ӑна халӑх йышӑнсан кӑна малалла усӑ куратпӑр. Тӗслӗхрен, «автомобиль» сӑмах. Турккӑсем ӑна «урапа» теҫҫӗ. Эпир те вӗсен тӗслӗхӗпе усӑ курса пӗр хушӑ «урапа» тесе ҫырса пӑхрӑмӑр. Анчах, шел те, халӑх йышӑнас темерӗ. «Урапа» тенине ытларах лашана кӳлмелли хатӗр пек ӑнланатчӗ. Эпир вара хирӗҫлесе тӑмарӑмӑр, «урапа» терминпа усӑ курма пӑрахрӑмӑр. Чи кирли ҫавах та чӑвашла ҫырнӑ текст вулакансемшӗн ӑнланмалла пултӑр.

Николай Адёр статйи патне таврӑнар. Вӗҫӗнче вӑл ҫырура урӑхла ҫырма сӗнекен хӑш-пӗр сӑмахсене илсе кӑтартать. Анчах вӗсен хушшинче нимӗнле система та ҫук. Мӗншӗн апла ҫырмаллине ӑнлантарса памасть. Чӑваш Республикин тӗп хула ятне имӗш «Шубашкар» ҫырмалла («п» кунта янравлӑрах илтӗннӗрен ҫапла тума сӗнет-ха), анчах «ҫураки» сӑмахра темшӗн ҫав принципа пӑхӑнмалла мар. Темӗнле сӑлтава пула «пушӑ» сӑмахӑн икӗ омонимне пӗр-пӗринчен «о» тата «у» сасӑсемпе усӑ курса уйӑрмалла. «Ҫул» сӑмахӑн омонимӗсене те вара ҫаплах уйӑрмалла-ши? Хурав ҫук. Икӗ омоним пулсан юрать-ха, анчах та виҫҫӗ е ытларах пулсан мӗнле сасӑсемпе вӗсене уйӑрас? Тепӗр тесен ҫав тери кирлӗ ӗҫ-ши вӑл? Нихӑш чӗлхере те омонимсемпе кӗрешнине астумастӑп... Малалла тата та интереслӗрех: темме пула Николай Адёра «Вӑрмар» кӑмӑла кайман… Вӑрнара мӗнле вырӑсла транскрипцилесе ҫырнӑ, Вӑрмара та ҫавнашкалах ҫырмалла тесе шутлать-ши? Пӗр принципа пӑхӑнни ҫук.

Статьяна мӗнле хакламалла ҫакӑн хыҫҫӑн? Эп ҫапла кӑна калама пултаратӑп: чӑвашла ҫырма пӗлекен ҫын темӗн тесен те ӑсчах шутланма пултараймасть. Вӑл е ку сӑмаха мӗнле ҫырмаллине чылайӑшӗ сӗнме пултарать, анчах та сӑлтавне уҫса пама — пурте мар. Орфографи правилисем ҫав «мӗншӗн» текен ыйту ҫине хуравлаҫҫӗ те. Сӗнӳ таврашӗ ярса парас умӗн малтан «мӗншӗн апла ҫырмаллине» ӑнлантарса парас пулать.

Юрӗ, ку ахаль халӑх ҫынни тейӗпӗр. Анчах та пирӗн ӑсчахӗсем те вӗт-ха инҫех каиман. Юрий Виноградова илес. Орфографи тӗлӗшӗнчен ӑсчах темелле ӗнтӗ, мӗн чухлӗ ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, пичетлесе кӑларнӑ. Анчах пӑхатӑн та — ӗҫӗнче ӑслӑлӑх ҫине тайӑнса мар, хӑйне тивӗҫтерекен правилӑсем йӗркелесшӗнни кӑна курӑнать. Вӑт, уйрӑм ҫыртарас килет те ытти нимӗнле шухӑша та патне ямасть. Уйрӑм ҫыртарас килет пулсан аргументсемпе ҫирӗплет! Ҫук вӗт... Тахҫан ӗлӗк уйрӑм ҫырнӑ-ҫке тесе ҫиеле тухма тӑрӑшать. Ашмарин словарьне, амӑшӗ епле ҫырнине илсе кӑтартать. Тем тесен те ӑсчах ҫав шайра пулмалла мар. Амӑшӗ мӗнле ҫырни ҫине тайӑнни вӑл Николай Адёр пек уйрӑм ҫынран пӗрре те инҫе кайманнине пӗлтерет.

Ӑсчахсем чӑн та паянхи кун пурнӑҫран уйрӑлса кӑна пыраҫҫӗ. Ҫӗннисем ҫуралмаҫҫӗ. Орфографи ыйтӑвне татса пама пултаракан пӗртен-пӗр ҫын ман шутпа Пётр Яковлевич пурччӗ. Шел те, пире ҫут тӗнчерен пӑрахса кайрӗ. Орфографи комиссийӗн ларӑвӗнче вӑл пӗр питӗ ӑслӑ сӑмах каларӗ — кама та пулин чӑваш чӗлхинчи сӑмах майлашӑвӗсене тӗпчеме сӗнчӗ, вара вӗсене пӗрле е уйрӑм ҫырас ыйту татӑлӗ терӗ. Шел те, паянхи куна илсен те, ҫак ыйтӑва тӗпчеме ларнӑ пӗр ӑсчах та ҫук. Орфографи словарьне хатӗрлекенсем пур, правилӑсене улшӑнусем кӗртме сӗнекенсем сахал мар, анчах тӗпчев ӗҫне кӳленес текенни — ҫук. Чӑваш орфографийӗнче йӗрке тӑвас тесен вара чи малтан, тем тесен те, ҫав тӗпчеврен пуҫламалла.

Орфографи ыйтӑвӗ тавра калаҫнӑ май пӗлтернӗ тата тепӗр шухӑшпа та килӗшес килмест. Имӗш паянхи кун чӑваш чӗлхи ҫав тери йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ. Ҫакна шута илсе чӑваш чӗлхин орфографине тӗкӗнмелле мар, мӗнле пур — ҫапла хӑвармалла. Ытларах вӑя чӑвашла вӗрентесси ҫине ямалла. Тусӑмсем, ҫак шухӑшпа пурӑнакансем! Ман сирӗнтен ыйтас килет: ну мӗнле, орфографине хальхилле хӑварса вӗрентӳ ӗҫӗ чылай пысӑк утӑмсем турӗ-и? Эпӗ темскер курмастӑп. Ман шутпа ҫак шухӑш вӑл чӗлхе йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнипе витӗнме тӑрӑшни кӑна. Нимӗнле ӑслӑлӑхра та ӑна 100% шая пӗлсе ҫитни ҫук. Орфографине ҫаплах хӑварма сӗнни вара ку ыйтӑва вӗҫне ҫити тӗпчесе ҫитернӗ тенипе тан. Анчах апла-ши? Тӗпчемелли тата чылай-ха. Татса паман ыйтусем вӗҫленмен-ха.

Чӑваш чӗлхи орфографийӗшӗн пӑшӑрханакансене ман ҫакна сӗнес килет. Енчен те эсир чӑн та пӑшӑрханатӑр пулсан — тӗпчев ӗҫӗсем ирттерӗр, чӗлхене аталантарӑр (орфографине аталантарни те чӗлхене аталантарать!). «Пӗрле ҫырмалла!», «Уйрӑм ҫырмалла!» тесе ларни чӗлхене ним енчен те пулӑшмасть. Ку вӑл хӑвӑрӑн мӑн кӑмӑлӑра тивӗҫтерни ҫеҫ. «Ман пек пултӑр!» тенипе тан кӑна. Чӗлхене усӑ тӑвас килсен вӑл суя ҫулпа ан утӑр.

Николай Адёрӑн статйин усси пач та ҫук тесен те тӗрӗс мар. Хӑй орфографишӗн вӑл нимӗнле усӑ памасть пулин те чӗлхене кӑшт усӑ парать. Енчен те кама та пулин вӑл, пирӗн тӑван чӗлхе, пӑшӑрхантарать пулсан лару-тӑру ҫав териех япӑх маррине пӗлтерет. Тӗпнех ҫитменнине.

Пӗрле е уйрӑм ҫырмалла тесе ларас вырӑнне, атьӑр, хамӑр правительство патне чӑваш чӗлхин орфографи тӗлӗшӗпе тӗпчевсем ирттермелли пирки сӗнӳпе тухар. Грант уйӑрса паччӑр, студентсене ҫав ыйтупа вӗрентсе кӑларччӑр!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (16)]

Comments:

Agabazar // 1911.13.7390
2022.02.11 15:05
Agabazar
Хальхи йĕркевсене ик алăпа çатăрласа ярса тытмалла та ăна кирлĕ пек интепретацилемелле. Атту эпир ялан Виноградовсем мĕн каланине çеç хăлхана чикме хăнăхнă. Вăл йăлана пĕтермелле.

Йĕркевсене «Виноградовла» мар, тĕрĕс ăнлантармалла


Базиль Кириллов // 1421.4.6964 2022.02.11 09:51 Николай Михайлович ма шарламасть
Кунашкал авторсен йăли çавăн пек. Диалогла мар, монологла шухăшлав. Вĕсен шарлас шухăш пачах та çук. Темтепĕр çырса лаплаттараççĕ, кайран çавна хайсем те манса каяссĕ. Алран кайса пултăр тенĕ пек.

Сÿтсе явас тĕллев ун пеккисен пуçра пачах та çук.
Микула // 1077.37.9691
2022.02.11 20:10
Филологсен хушшинче латти лӑппи ҫуккине пытарма ҫук ӗнте. Ятарласа пӑтратнӑ пекех хӑтланаҫҫӗ . Часрах вырӑслатас программӑна пурнӑҫланӑ енпе тӑрӑшаҫ пулмалла? Ӑҫта пӑхан унта ятарлисем . Тахҫан Турцинчен, чӑвашсем патне ҫав, ӑсчахсем хӑйсен чӗлхине пуянлатас шутпа килнӗ тет . Паян вӑхӑт вӗсенчен вӗренмелли те ҫитрӗ пулмалла.
Микула // 1077.37.9691
2022.02.11 20:10
Пирӗн патри филологсемпе историксен пӗр "чир" - чӑвашсене уйрӑм,тӑлӑх халӑх тесе ӗнентересси. Ытти халӑхсенчен уйӑрсан вырӑслатма ҫӑмӑлтарах пулнӑран пулӗ кун пек тӗллев ? Филологсем "ҫӗтсе кайни"пирки мӗн калар ӗнте. ЧӐВАШ ГРАММАТИКИНЕ ТӐВАНЛА ЧӖЛХЕСЕМПЕ те усӑ курса аталантарса пымалла. Ыттисенчен уйрӑм,тӑлӑх тума тӑрӑшмалла мар.
Agabazar // 2029.53.6407
2022.02.12 15:06
Agabazar
Евразиец // 3753.90.6577
2022.02.12 18:17
Сергей Пятаков: "Автор хăй вара 1992 çулта шкул ачи пулнă...". Шкул ачи пулнă, шкул ачи юлнă... Шкул ачинчен ăспа-тăнпа иртеймен. Совет саманисене асăнашĕн тата... "Админ" дожность йышăннă вăхăт ачана уже пăсма пуçланă. Хăйне мăнна хурать, пĕтĕм тĕнче курнă çын пек тыткалать. Анчахта унăн "тĕнчи" анкарти хыçĕнчи вырăн пек - Чул-хуларан иртеймен, тухайман ха. Ĕлĕк Горький облаçĕнче, е Марийский АССРта çарта служить тунă ачасенечен анкарти хыçăнче служить тунă тесе кулнă. Айвантарах çав, айвантарах. Кама кирлĕ вĕсен орфографийĕ? Вилекенсем Чăвашра 34% ытрах юлашки вăхăтра.
Agabazar // 2029.53.6407
2022.02.12 18:24
Agabazar
ЧНК .Ваттисен Канашĕ.Чăваш орфографи ыйтăвĕ.

https://www.youtube.com/watch?v=SIVOSRPMcBc
Микула // 1077.37.9691
2022.02.13 10:45
Ватисем пур Канаш тени ҫук,пулманта. Чӑвашсем пур Наци Конгресӗ ҫук. Таҫтан такам хушнипе ,ҫипрен туртнипе анчах тунӑ хускаланусем . Чӑвашсен паян орфографи тавра анчах ташламалла? Паян пӗрле,ыран уйрӑм ,виҫмене каллех пӗрле ? Мӗнле ӑнланмаллам мар. Чӑвашсен пайтах ҫивӗч ыйтусем ыттисем пирки ан манӑр. Калӑпӑр Шупашкарта тӑван,чӑваш чӗлхипе усӑ курса ӳстермелли ача сачӗсем ҫук. Пӗрле те уйрӑм та месерле те ҫырма пултаратӑр тесе калас килет кун пек ӑсчахсене , чӑвашла калаҫма ачасене майсем туса парасси пирки кам калӗ ?
Agabazar // 2029.53.6407
2022.02.13 11:52
Agabazar
Микула // 1077.37.9691
2022.02.13 12:47
The comment was deleted.: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.2-мӗш пункт)
Яна // 1098.06.9305
2022.02.16 16:03
Давайте завернем к экскурсу о родственности чувашского и английского языков.
Mean - значительный, высокомерный
Мӑн - большой, значительный. Может использоваться при постройке выражения о высокомерности.
Вот мы получили одну родственную пару слов. В оттенках использования они почти совпадают. Да пишется конечно mean странновато, похоже заимствование из латыни

Pages: 1, 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters