Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Неустрашимых людей нет между теми, которым есть что терять. (Наполеон I)
 

Ad

Виталий Родионов: «Хӗҫ тӗк хӗҫ пултӑр, Ҫӗпӗр тӗк – Ҫӗпӗр»

Виталий Родионов19.05.2022 14:333037 views

(180 ҫул каярах Шурча вӑрҫи пулса иртнине аса илсе)

 

2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче чӑваш хресченӗсем вырӑнти туре-шарана хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗренпе шӑп та лӑп 180 ҫул ҫитрӗ. 1942 ҫулта, Шурча вӑрҫин ҫавра ҫулӗнче, Чӑваш патшалӑх издательстви тӗрлӗ архивсенче упраннӑ хутсене пуҫтарса «Восстание чувашского крестьянства в 1842 года» ятлӑ кӗнеке кӑларнӑ. Унта кӗнӗ 115 документ 1842 ҫул тӗлнелле чӑвашсем тӳсекен кропостла тата наци пусмӑрӗ тӳсме ҫук вӑйланса ҫитнине лайӑх кӑтартса парать (вӗсенчен хӑшӗ-пӗрне кунта кӗскетсе пичетлетпӗр). Халӑлӑхӑмӑр тӳснӗ хӗн-хур чылай маларах йывӑрланса пынӑ. Ҫакна 1831 ҫулта Чӗмпӗр жандарм полковникӗ (Маслов) империри жандармсен шефне Бенкендорфа ҫырса пӗлтернинчен аван курма пулать (кунта кӗскетсе – ун пек вырӑнсене кӗтеслӗ хуплавсемпе кӑтартнӑ ‑ оригинал чӗлхипех пичетлетпӗр):

«Причины, по которым народ сей (чувашcкий. – В.Р.) более подвержен угнетению, нежели русские, суть следующие:

1. Опыты всех времен доказывают, что легче всего управлять народом невежественным, нежели получившим хотя малейшее просвещение истинное, и сколько нужно и должно поселянину; на основании сего правила начальствующие чувашами всеми силами способствуют дальнейшему распространению невежества: даже самый благонамеренный исправник есть бесполезный начальник над народом, если он занимается только одной расправой и следственными делами. […] Чуваши – они не токмо, чтобы иметь какое либо понятие о законах русских, но даже и говорят немногие по-русски, так чтобы можно было их понимать без собственного их же истолкования; с таким недостатком, что значит честный чувашин при следствии, перед судьей своекорыстным, все равно, что безгласная овца; его словам дают такой оборот, какой нужен следователю; руку за него прикладывает церковнослужитель, обязанный держать руку следователя потому, что и сам имеет с ним равное ремесло. […]

4. Чувашский народ до сего времени погружен еще в крайнее невежество; но он от природы добр, бескорыстен, миролюбив; сделанная ему малая услуга обязывает его на целую жизнь благодарностью; трудолюбие его доказывается великим количеством вывозимого на пристани волжского хлеба. С таковыми качествами народ сей должен бы благоденствовать, если бы не был отдаваем в управление таких начальников, которые не лучшее имеет к нему уважение, как к вьючному скоту. Русский крестьянин никогда бы не дал так себя притеснять, он лучше умел бы объясниться на своем языке о том, что ему нужно; чувашин же есть внутри России иностранец. […].

Как поступают чиновники с чувашами в случае открывающихся дел, и какие употребляют способы к собиранию с них денег. […]

4. Объявится ли рекрутский набор, ‑ тут волостным писарям, как посредникам между народом и земской полицией, открывается удобный случай брать деньги с народа. […] Где такой бедняк может найти себе защиту? Судья есть его притеснитель, писарь ‑ истинный тиран […]

5. Случится ли пропажа лошади в каком либо селении и понятые, шедши по следам оной, придут в другое селение, к которому хотя и след вел, но пропал. Лошадь не отыскана, но писарь, по введенному противозаконному обычаю, тотчас собирает от рубля, и иногда до пяти рублей с души за не отвод поселянами следа. […]

6. Ужасное лихоимство поселилось и в самом духовенстве. Поступки большей части церковнослужителей с чувашами не лучше писарских и судейских. Для них смерть чувашина, особенно богатого, умершего без исповеди или причастия, есть хлебное дело. За похороны такого покойника берут от 10 до 100 рублей, угрожая, в случае неплатежа, донести начальству, которое должно приехать с лекарем, дабы разрезывать мертвеца […].

7. Свадьба у чувашей есть также источник доходов судейских и священнических. […] Возмущаемый в самых естественных побуждениях своих служителем алтаря, угнетаемый своими начальниками, чувашенин ожесточается сердцем, делается нечувствительным и хладнокровным ко всему его окружающему; он беспрекословно выполняет прихоти всякого подъячего, рассыльного, проезжего. Не уверен в своей собственности и личной безопасности. Какие он должен иметь мысли о господствующем народе и религии, недавно принятой, видя такие поступки светских и духовных судей своих? […]» [Восстание. С. 23‑31].

Ҫапларах пулнӑ чӑвашӑн 1830‑1850 ҫулсенчи чӑн пурӑнӑҫӗ. Ун чухне вӑл хӑйӗн тӗп тӑшманӗ вырӑнти тӳре-шара тесе шутланӑ. Ҫав хушӑрах тӳре-шарана йӗркелесе тата итлеттерсе тӑракан патша вара чӑвашсемшӗн чи пысӑк хӳтӗлевҫӗ тата пулӑшакан ҫын пек шутланнӑ. Вӑл Турӑ хушнине ҫӗр ҫинче пурнӑҫа кӗртсе пыраканӗ-ҫке вӗсемшӗн, ахальтен мар чӑваш ҫынни: «Ҫӳлте пӗр Турӑ, ҫӗрте пӗр патша» тенӗ. Анчах Шурча вӑрҫи тӗлнелле тепӗр ваттисен сӑмахӗ ҫирӗпленсе ҫитни паллӑ: «Турри парсан та, Пӳлӗхӗ пӳрсен, ҫитмест». Ку вӑл халӑх патшана ырӑ пек курса, унпа хура халӑх хушшинче тӑракансем усал тесе шутланине пӗлтернӗ. Ҫавна май халӑх ӑнлавӗнче «Пӗр Турӑ» вырӑнне «Турӑ-Пӳлӗх» мӑшӑр сӑмах ҫирӗпленсе ҫитет, тӗслӗхрен, «Нарспи» поэмӑра та вӑл темиҫе хут тӗл пулать.

Вырӑнти (кӗпӗрнери тата вулӑсри) тӳре-шара, тӗпрен илсен, чӑваш мар халӑхсенчен тухнӑ ҫынсемпе тулса ларнӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ хуласенче пурӑннӑ. Ҫавна пулах чӑваш кантур таврашӗнчен чӗтресе тӑнӑ, хулана вара ютӑ ҫӗр пек йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех чӑваш ялӗсенчи вырӑсла кӑна калаҫакан пачӑшкӑсем те ҫичӗ ютӑн туйӑннӑ вырӑнти ҫынсемшӗн. Ахальтен мар ӗнтӗ Пӑкача пӑлхавӗ вӑхӑтӗнче чӑвашсем чи малтан хӑйсен прихутӗнчи чӑвашла пӗлмен пачӑшкӑсене тытса Пӑкача ҫыннисенчен лешсене ҫакма ирӗк ыйтнӑ, ун чухне вун-вун пупа ҫакса вӗлерни паллӑ.

Малалла Шурча вӑрҫине курнӑ, унта хутшӑннӑ ҫынсемпе сахал мар калаҫнӑ, вӗсем каласа панине вырӑсла куҫарнӑ С. Михайлов (Янтуш) пултарулӑхӗ ҫинчен калаҫар. Паллӑ ӗнтӗ, вӑл Чикмери земство сучӗн куҫаруҫинче 1842 ҫултан пуҫласа мӗн виличченех вӑй хурать. Шӑп ҫав ҫулта Шурча вӑрҫи пулса иртнӗ терӗмӗр, унта хутшӑннӑ чӑваш пӑлхавҫисенчен ыйтса ҫырнӑ хӑш-хӑш хутсене вӑл куҫарса пани паллӑ. Тӗслӗхрен, 1842 ҫулхи ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче тӑлмачӑ 15 айӑпланакан чӑваш каласа панисене вырӑсла куҫарса парать, вӗсемшӗн алӑ пусать. Ҫакна ҫырнӑ хут вӗҫне вуласан пӗлме май пур: «К сему подтвердительному показанию вместо значущих в нем людей пятнадцать человек за неумением их грамоте по личной их просьбе Козмодемьянского земского суда указный переводчик Спиридон Михайлов руку приложил».

Халӑхӑмӑр вӗренменни, алӑ пусма та пӗлменни ҫирӗмри чӑваш яшне чылаях шухӑша путарнӑ. Ҫавна пулах чылайӑшӗ хӑйсене хӳтӗлеймен, мӗскӗннӗн курӑннӑ. Чӑваша ҫав ҫулсенче малалла кайма чӑрмантаракан тӗп сӑлтав вӑл вӗренменнинче пулнине Спиркка питӗ лайӑх ӑнланнӑ. Вӗренмен халӑх патша ҫыннисемшӗн ал май пулнӑ-ҫке, вӗсем хӑйсене тӳре-шара умӗнче мӗскӗн выльӑх пек тытнӑ!

1850 ҫулсенче Раҫҫейре социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑра пулса иртнӗ улшӑнусем наци интеллигенцине хӑюллӑнрах сасӑ пама, халӑха ҫутта кӑларас тӗлӗшпе анлӑрах программа хатӗрлеме хистенӗ. С. Михайловӑн та, ҫав тӗллевсене тӗпе хурса, кӗрешӗве хутшӑнмалла пулнӑ. Ҫыравҫӑн тӑван халӑхӑмӑр ирӗкӗсене аслӑлатассишӗн, ӑслӑлӑхпа культурине, илемлӗ литературине аталантарассишӗн тӑрӑшма тивнӗ. С. Михайлов (Янтуш) литература ӗҫне явӑҫнӑ тӗле вырӑс литератури общестествӑлла анлӑ трибуна пулса тӑнӑ ӗнтӗ. Вырӑс литературинче реализм вӑй илнӗ, илемлӗ очерк жанрӗ чечекленнӗ. Юнкӑпуҫ каччи, демократиллӗ шухӑшсене ҫывӑх йышӑннӑскер, чӑваш литературинчи унчченхи традицисемпе кӑна ҫырлахса ларма пултарайман. Чи малтанах вӑл ҫӗнӗ жанра ‑ илемлӗ очерка ‑ алла илме тӑрӑшать, ҫав жанрпа ҫине-ҫинех ҫырать. Вӗсенче реакционерсем чӑвашсем пирки каланӑ шовинистла шухӑшсем тӗрӗс маррине, Раҫҫейри вырӑс мар халӑхсем Европӑри халӑхсенчен ним енчен те катӑк маррине ӗнентернӗ. Кашни ҫыннӑн ӑс-тӑн аталанӑвӗ вӑл хӑш халӑх ывӑлӗ-хӗрӗ пулнинчен килмест ‑ ҫак шухӑша ҫыравҫӑ ӗненмелле уҫса кӑтартнӑ. Хӑй те, хура халӑхран тухнӑскер, илемлӗ литературӑра ҫав шухӑша ҫирӗплетекен тӗслӗхсенчен пӗри пулнӑ. Очерк жанрне ҫыравҫӑ ахальтен суйламан. Ҫав тапхӑрти чӑваш литературин функцийӗсене туллин те пур енлӗн пурнӑҫлама очерк жанрӗ ҫеҫ пултарасса туйса илнӗ вӑл.

1850 ҫулсен иккӗмӗш ҫурринче С.Михайлов (Янтуш) ытларах чӑвашсен наци тата социаллӑ пурнӑҫӗ пирки шухӑшлама пуҫлать. Ҫакӑ унӑн ҫырас пултарулӑхӗ анлӑланса ҫирӗпленнӗрен тата чӑваш общество ӑнӗ хирӗҫле ене куҫнинчен килнӗ. Влаҫри ҫынсен хушшинче те вӑл чӑвашсене нумайрах курасшӑн. Ҫыравҫӑ шучӗпе, вӗсем чӑваш хресченӗн хуйхи-суйхине аванрах курма пултарӗҫ, пулӑшма тӑрӑшӗҫ. Ют халӑхран тухнӑ тӳре-шара вара халӑхӑн ҫутта тухас туртӑмне ун пекех пулӑшаяс ҫук тесе шутланӑ ҫыравҫӑ. Вӑл йӑхташӑмӑрсене хут вӗрентессишӗн хыпӑнса ҫуннӑ, вӗсен пуласлӑхне ӗненнӗ, М. Ломоносовпа ытти вырӑс ҫутлӑхҫисен шухӑшӗсемпе хавхаланнӑ.

С. Михайлов (Янтуш) пусмӑрти халӑхсене вӗрентес тӗлӗшпе туса ирттермелли ӗҫсем пирки тӗрлӗ сӗнӳсем панӑ. Унӑн сӗнӗвӗсене каярах Н. Ильминский ӗҫне хӳтӗлекенсем шута илнӗ. Публицист статьясемпе очерксенче мул тӗнчи ҫирӗпленнӗ май социаллӑ пусмӑр вӑйласа пынине хирӗҫ тӑнӑ. Чӑваш ҫыравҫи социаллӑ пусмӑра хирӗҫ пӑлхав ҫӗклесе кӗрешме чӗнмен, вӑл обществӑри хирӗҫӳсене ытларах кӑмӑл-сипет куҫӗпе пӑхса хакланӑ. Ҫутлӑхҫӑсен тӗп палли пулнӑ ҫак шухӑш. Атӑл ҫи хресченӗн чухӑн пурнӑҫне С. Михайлов экономика статистикипе усӑ курса кӑтартнӑ, хура ӗҫ ҫыннисене май килнӗ таран хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ.

Хам ҫырнине чӑваш ҫыравҫин «На постоялом дворе» (1859) ятлӑ хайлавӗн пӗр пайне пьеса хапи тумлантарса тата чӑвашла куҫарса паллаштарас килет:

Х ӑ н а […] мӗнле те пулин ҫӗнӗ хыпар пур-и сирӗн патӑрта?

К а р ч ӑ к. Пулмасӑр, ырӑ ҫыннӑм, пур ӗнтӗ вӑл, пу-ур!

Х ӑ н а. Мӗн ҫӗнни вара сирӗн?

К а р ч ӑ к. Акӑ пирӗн патӑмӑрта тиексем ҫамрӑксене никрута ҫырса ҫӳреҫҫӗ тет. Ҫавӑнпа нумайӑшӗ хыпӑнса ӳкрӗ. Салтака кашни пин чунтан ҫирӗм ҫын илсе каймалла теҫҫӗ.

Х ӑ н а. Никрут пухасси ҫинчен мӗнле анчӑк килсе вӗрсе хӑварчӗ вара сире?

К а р ч ӑ к. Начальниксем ӗнтӗ, вулӑс кӑлависемпе тиекӗсем, паллах.

Х ӑ н а. Суяҫҫӗ вӗсем, кинемей; кӑҫал салтака никама та илмеҫҫӗ. Эпӗ хам аслӑ пуҫлӑхсем патӗнче ӗҫлесе пурӑнатӑп, ҫавӑнпа та никама та илес ҫуккине лайӑх пӗлетӗп. Ку чухне, турра шӗкӗр, самани лӑпкӑ тӑрать.

К а р ч ӑ к (ӗненмесӗртерех). Ара, ырӑ ҫыннӑм, кӑҫал салтака чӑнласах илмӗҫ-ши вара?

Х ӑ н а. Чӑн, чӑн-чӑнах, кинемей, улталамастӑп; кирек камран та ыйтса пӗлме пултаратӑн.

К а р ч ӑ к. Мар-мар, ырӑ ҫыннӑмӑр, апла мар-тӑр. Кӑлавапа тиексем кунти хресченсене акӑш-макӑш хӑратса пӗтерчӗҫ. Мӗн чухлӗ укҫа пуҫтармарӗҫ пулӗ вӗсем кунти халӑхран, темиҫе пин те пулӗ.

Х ӑ н а. Мӗн тери айван иккен сирӗн мужиксем, чипер ыйтса пӗлмесӗрех улталанаҫҫӗ – укҫа тӗкеҫҫӗ.

К а р ч ӑ к. Хӑшӗ-пӗри Чикме хулине те, начальниксем патне, ҫитсе килчӗҫ те, унта та уҫҫи-хуппине пӗлеймен. Лешсем те ҫавнах переҫҫӗ пулас.

Х ӑ н а. Ухмахах пуль сирӗн мужиксем: вӗсен ултавҫӑсенчен мар, тӳрӗ чунлӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлмелле пулнӑ. Кӑҫал, 1859 ҫулта, салтака илмессине эпӗ лайӑх пӗлетӗп, малалла мӗн пуласси вара паллӑ мар-ха.

К а р ч ӑ к. Ҫапла ӗнтӗ вӑл, ывӑлӑм, ҫаплах. Пирӗн вулӑс пуҫӗ вара питӗ сыпма юратать. Арӑмӗ те (туса кӑтартать) – акӑ епле армак-чармакланса кайнӑ; сарӑлса каймашкӑн майӗ пур курӑнать...

Х ӑ н а. Сирӗн, кинемей, мӗн хӑрамалли пур кӑлаваран, эсир, хула мещенӗсем, ӑна пӑхӑнмастӑр-иҫ, ирӗклӗ.

К а р ч ӑ к. Ҫаплине вӑл, ывӑлӑм, ҫаплах-ха. Манӑн пӗр кӗрӳ хресчен-ҫке, вӑл салтака каякансен черетӗнче тӑрать ҫав.

Х ӑ н а. Салтака илме вӑхӑт ҫитсен, малтан шӑпа туртаҫҫӗ-ҫке. Пурин те укҫалла тӑрса юлмалла мар ӗнтӗ, патшапа ҫӗршыва камӑн та пулсан хӳтӗлемеллех.

К а р ч ӑ к (хӑна каланине илтмӗш пулса). Кӗркунне никрутсене ҫырса ҫӳренӗ чухне кӑлава унран та самаях шӑйӑрнӑ пулас, аллӑ тенкӗ таранах-тӑр. Ан улталан теҫҫӗ мар-и: ҫӑрттан вӑл пулӑ ҫывӑрса каясран кирлӗ, тенешкел.

Х ӑ н а. Ун йышши ултавсем сирӗн чылай пулас?

К а р ч ӑ к. Пулкалаҫҫӗ ҫав, ырӑ ҫыннӑм. Вӑрман улпучӗ те, авӑ, темӗн чухлӗ вӗшле йытӑ усрать. Ҫав йытӑсемпе вӑл кӗске хӳре мулкачсене мар, пирӗн сурӑхсене туллаттарать.

Х ӑ н а. Юрӑхсӑр ӗҫ ку. Пуҫлӑхсене пӗлтермелле ун ҫинчен.

К а р ч ӑ к. Эй, ырӑ ҫыннӑм, усси пурпӗр пулас ҫук. Ун ҫинчен ҫӑхав ҫырсан, ӳлӗмрен вӑл вутӑлӑх пӗр турат та памӗ.

Х ӑ н а. Халӗ парать-и вара?

К а р ч ӑ к. Пире халӗ те памасть-ха, хресченсене вара паркалать; лешӗсем вӑрман улпутне укҫа та, сӗлӗ те леҫе-леҫе параҫҫӗ те.

Х ӑ н а. Сирӗн кунта улпут хресченӗсем-и е ирӗклисем?

К а р ч ӑ к. Пурте ирӗклӗ хресченсем, чӑвашсем. Ӗлӗк вырӑссем вӗсене урта (орда) тесе калатчӗҫ тет.

Х ӑ н а. Чӑвашсем шухӑ халӑх мар-им вара?

К а р ч ӑ к. Ну тупрӑн та шухӑ ҫынсене. Ахальтен мар вӗсене: «Чӑваш – йӑваш» тенӗ. Укҫине вӗсенчен шӑйӑрмасан, камсенчен илес-ха тата? Кӑҫал ҫулла тиексем вӗсенчен сахал мар хулӑм сӑптӑрчӗҫ.

Х ӑ н а. Мӗн сӑлтавпа?

К а р ч ӑ к. Ара, салтака илесси пирки суя хыпар сарса. Вӗсене, мӗскӗнсене, сурӑхсене хӑратнӑ пек шуйхатрӗҫ: хӑшӗнчен вуннӑ, хӑшӗнчен ҫирӗм, хӑшӗнчен вӑтӑр тенкӗ, теприсенчен ҫӗр тенке ҫитиех сӑптӑрса илнӗ. Пирӗн кӑлава ломбарда (банка) темиҫе пин укҫа кайса хывнӑ тесе ахальтен каламаҫҫӗ ӗнтӗ...

Х ӑ н а. Сирӗн вулӑс пуҫлӑхӗ хӑш халӑх ҫынни, ыттисем пек чӑвашах пулӗ?

К а р ч ӑ к. Ҫук ҫав, ырӑ ҫыннӑм, ыттисем пек чӑвашах мар ҫав, хула мещенӗ пулнӑскер; малтан, тиекре ӗҫленӗ чухне, чӑваш хресченӗсен йышне ҫырӑннӑ та, вара кӑлава та пулса тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн вара пурне те малтанхинчен ытларах ултала пуҫларӗ.

Х ӑ н а. Ун йышши кӑлавасем сирӗн таврара татах та пур-и вара?

К а р ч ӑ к. Пулмасӑр. Ун йышши чее ултавҫӑсене ҫӳлерех лараканнисем юратаҫҫӗ-ҫке. Ку чухне мӗнпур чӑваш хутлӑхӗнче ҫавӑн йышши, чӗрӗ ҫынран тирне сӗвсе илме пултаракан кӑлавасене лартса тухнӑ. Мӗскӗн чӑвашсене вӗсем пурӑнма памаҫҫӗ. Усал ӗҫ шухӑшласа кӑларас тӗлӗшрен вара ҫав тери чее. Авӑ хамӑр кӑлавана Федор Ивановича илер-ха: вулӑс пуҫлӑхӗнче вӑл пӗр пилӗк ҫул ларӗ те, купсана тухса, вӑрманти йывӑҫсене сутас ӗҫпе айкашма пуҫлӗ.

Х ӑ н а. Йывӑҫ сутас ӗҫ ҫӑмӑлтарах-и мӗн?

К а р ч ӑ к. Ма ҫӑмӑл ан пултӑр. Хысна вӑрманӗсене чи малтан купсасем пӗтереҫҫӗ: вӑрман улпучӗсем вӗсене ирӗк панӑ-ҫке. Пурте иртӗхеҫҫӗ: кӑлависемпе вӗсен тиекӗсем те, вӑрман улпучӗсем те...Э-хе хей! Хура халӑхшӑн хӑҫан лайӑхланӗ-ши ку пурнӑҫ?

Х ӑ н а. Ку ҫутӑлӑх ӗмӗрӗнче вӗренес пулать, кинемей. Сирӗн ялта прихут училищи пурччӗ пулас. Ҫавӑн йышши вӗренмелли шкулсене тавраллах уҫмалла: Чемейпе Ишекре, ытти чиркӳллӗ ялсенче тӗп шкулсем пулмалла, вӗсенче Христос тӗнӗн йӗркисене тӗплӗнрех ӑнлантармалла, чиркӳ кӗллисене чӑвашла вулаттармалла тата юрлаттармалла, ытти ӑслӑлӑхсене тарӑнрах вӗрентмелле. Тӗттӗм чӑвашсен ачисем ҫырма, вулама ҫеҫ мар, тӗрлӗ саккунсемпе паллашма, хӑйсене сут таврашӗнче хӳтӗлеме пултарччӑр! Ҫапла пулсассӑн тин чӑваш хисепе тухӗ, хӑйӗнчен мӑшкӑллама никама та ирӗк памӗ. Ултавҫӑ кӑлавасемпе тиексемшӗн тинех хуйхӑ вӑхӑчӗ ҫитӗччӗ!

К а р ч ӑ к. Ҫапла пултӑрччӗ ӗнтӗ, ырӑ ҫыннӑмӑр. Ҫапла пултӑрччӗ, ӗччӗ...

Х ӑ н а (чаршав хупӑннӑ май кӗсъе типтерне алла илсе темӗн ҫырма пуҫлать).

Кунта «Хӑна» персонаж прототипӗ – Спиридон Михайлов хӑй, вӑл ӗҫ кӑлава пурӑнакан Ильинка ялӗнче 1859 ҫулта пулса иртнӗ. Маслов полковник ҫырса кӑтартнӑ лару-тӑру чӑваш ялӗсенче мӗн ҫӗнӗ реформӑсем пуҫланичченех пыни, халӑхӑмӑр наци пусмӑрне каярах та чӑтӑмлӑн тӳссе асапланни чӑн сӑмах ӗнтӗ вӑл. Ахальтен мар ӗнтӗ Петӗр Хусанкай 1920 ҫулсенче ҫапла йӗркесем ҫырнӑ: «Ма тесессӗн выльӑх-ха чӑваш!» Яланах чӗмсӗр янавар пулман чӑваш, ӑна Пӑкача пӑлхавӗнче тата Шурҫа вӑрҫинче патша салтакӗсем хӗҫӗсене юнпа «шӑварса», чи хастаррисен пуҫӗсене Ҫӗпӗре ярса ҫӗртсе ҫеҫ выльӑха кӑларма хӑтланнӑ тӳре-шара. Хусан ҫар кӗпӗрнаторӗ I Микулай патша патне 1842 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче янӑ хутра ҫапла ҫырни пур (куҫармасӑрах илсе кӑтартатӑп): «Там же получил я донесение капитана Крюденера, по собрании им в Асакасинской волости Ядринского уезда, инвалидной команды до 72-х человек и 34 казаков, он тщетно старался увещаниями, собравшуюся с заостренными кольями толпу поселян, в числе более 600 человек, обратить к повиновению и порядку и потому, наконец, принужден был приказать солдатам сделать на них нападение, строго подтвердить нижним чинам, не бить крестьян иначе, как прикладами. После некоторого сопротивления, возмутившиеся крестьяне были покорены и 304 человека из них связаны были понятыми, находившиеся при команде, все виновные […] строго наказаны. […] я немедленно отправил полковника Поля в Козмодемьянский уезд с 200-ми рядовых […] Полковник Поль водворил порядок в сей волости, рассеял толпы поселян, собравшихся там из разных волостей до 5 тысяч человек, взял и перевязал из них 464 человека».

Пӑлхавҫӑсен хушшинче ҫапларах каланисем илтӗннӗ: «Хӗҫ тӗк хӗҫ пултӑр, Ҫӗпӗр тӗк Ҫӗпӗр пултӑр». Ку ӗнтӗ «вилмелле пулсан вилӗпӗр, Ҫӗпӗре ярсан Ҫӗпӗре (пуҫиле) кайӑпӑр» тенине пӗлтернӗ, халӑх мӗн тери тӑвӑнса ҫитнине кӑтартнӑ. Шурча вӑрҫи, Львов полковник, ҫырнипе, ҫак сӑлтавсене пула пуҫланнӑ: 1. Патшалӑх пурлӑхӗн министрлӑхӗн вырӑнти пуҫлӑхӗсем ӗҫлеме пӗлменнинчен. 2. Вырӑнти тӳре-шарапа земство полицийӗ хирӗҫнинчен. 3. Хресченсенчен малтанхинчен ытларах укҫа пуҫтарма тытӑннинчен. 4. Халӑх ҫӗрӗн йӗркине мӗншӗн кӗртни пирки тӗплӗн ӑнлантарса паманнинчен. 5. Лава каяс йӗркене (подводные повинности) кӑткӑслатса янинчен. 6. Уесри тата ялсенчи мӗнпур тӳре-шара сӗтевпе (взяткӑпа) ҫыхланса кайнинчен, ҫавна пула хресченсенчен чылайӑшӗ юра ернинчен.

Ку сӑлтавсем пӗтӗмпех ҫиелте выртаканнисем. Тарӑнраххисем чи малтан, ман шутӑмпа, патша тӳре-шари чӑвашсене нимӗнле ирӗклӗхсӗр, тӗттӗм те чӗлхесӗр халӑх пек курнипе ҫыхӑннӑ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (5)]

Comments:

Евразиец // 5056.5.8477
2022.05.22 11:38
The comment was deleted.: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)
Тимӗр Акташ // 1627.65.5262
2022.05.22 20:58
Питӗ тӗрӗс, чун ыратнипе ҫырнӑ хисеплӗ профессор. Ырлас!
Agabazar // 3799.48.4714
2022.05.23 20:27
Agabazar
Приххут вĕрентĕшĕ.
Agabazar // 7654-5484
2022.05.24 14:10
Agabazar
Мĕн пуласси пулать! Хуть те мĕн пултăр, анчах мĕн тумаллине ту!
Валери ТУРКАЙ // 3348.31.7683
2022.05.26 18:04
Лайӑх статья! Тавах, Виталий Григорьевич!

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters