Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +6.3 °C
Иногда природа суха, но искусство никогда не должно быть сухим.(Д. Дидро)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Пӳлер... Бояр...

Аçтахар Плотников26.05.2022 13:243441 views

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Вырӑссен паллӑ тӗпчевҫин Ключевскин историне вуланӑ чухне час-часах пӗрре «боляр», тепре «бояр» тенине курма пулать. Славянсен тӗн чӗлхин (церковнославянский) палӑкӗ шутланакан упранса юлнӑ хайлавсенче ытларах «боляр» тенине куратпӑр. Балкан ҫинчи пӑлхарсем патӗнчен килнӗ хайлавсенче болер тени тӗл пулать. Енчен те янӑракан хупӑ сасӑ вырӑннӗ янӑраманни каласан... полер пулса тӑрать. Ирӗксӗрех пуҫра шухӑш ҫуралать, авалхи чӑваш-пӑлхарсен чӗлхинче пӳлер пекрех илтӗнмен-ши ҫакӑ? Пӳ тахҫан ҫар, ҫарҫыннине пӗлтерекен сыпӑк пулнӑ пуль. Ӗмпӳ, ҫӗрпӳ — аслӑ ҫарҫынни, ҫӗр ҫарҫыннин пуҫлӑхӗ; ер, ар — арҫын. Пӳлер — ҫарҫынни арҫын, хан ҫумӗнче тӑракан ар. Ку сӑмаха тӑваннисем — кӗрнекер, нукер...

 

Хушса калани. Ман шухӑшпа Пӳлере ҫар ҫынни должноҫӗпе ҫыхӑнтарни тӗрӗсех мар. Темскер ҫитмест пек. Акӑ, калӑпӑр, Азербайджанра Иранпа ҫуммӑн вырнаҫнӑ Пӳлесӑвар (авалхи ячӗ: Пилесувар) хулине илес. Питӗ кӑсӑклӑ ят, ҫапла мар-и? Ҫак хуларах тата Пӑлхар ятлӑ юханшыв юхса иртет. Тепӗр май каласан, Атӑлҫи Пӑлхарти виҫӗ пысӑк хула ячӗ те пӗр вырӑнта тӗл пулаҫҫӗ.

Юхма Мишши кунта ҫавӑн пекех нукер сӑмаха илсе кӑтартать, анчах вӑл пирӗн чӗлхене молголсенчен кӗнӗ. Тата: «пӳ» + «ар» сӑмахсем сыпӑннинчен пулнӑ пулсан мӗн сӑлтавпа варрине «л» вырнаҫнӑ?

Вырӑс чӗлхинчи «бояр» (пӑлхарсен «боляр»-ӗ) танайҫи пӑлхарсенчен кӗнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Унӑн ытти славян чӗлхисемпе ҫыхӑну ҫук, ҫавна май ӑна тӗрӗк чӗлхинчен кӗнӗ пуль теҫҫӗ: «boi ar» пуян ар тенине пӗлтерет имӗш. «Бояр» ҫӑлкуҫӗ тӗрӗк чӗлхинче пулнине ӗненме пулать, анчах та ку сӑмах «пӳлер»-пе тан теме ҫавах йывӑр.

Ман шутпа «пӳлер» тени питӗ авалхи сӑмах. Умӗнхи «пӳл-» пайӗн пӗлтерӗшне пирӗн халӑх ахӑртнех ҫухатнӑ (~пӗвеле~ сӑмах синонимӗ мар ӗнтӗ!). Сӑмахран, чӑваш чӗлхинчи «пӳе» тени мӗне пӗлтерет? Ашмарин словарьне уҫса пӑхсан пӗлме пулать (сӑмахӑн тӗпне шыранӑ май асӑрхарӑм). Унашкал ҫухалнӑ сӑмаха тупайсан, тен вӑл пӗр-пӗр професси ятне пӗлтернӗ. Кайран ят пулса тӑнӑ та тӗнче тӑрӑх ҫӳренӗ. Йӑх ячӗ теес, анчах ҫырӑнса юлман пулас...

Пӗтӗмлетсе каласан, «Пӳлер» ят халӗ те хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне упрать. Апла-и, капла-и, анчах «бояр»-па ҫыхӑнман пулас.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (8)]

Comments:

Agabazar // 1483.21.1896
2022.05.27 09:23
Agabazar
Енчен те çын «Пÿлер» самаха тишкерме шухăш тытрĕ пулсан, малтан унăн ытти чĕлхесенчи вариантсене пăхса тухас пулать.

Википедире:
Биләр — тутарла
Билярск — вырăсла
Пӧлер — улăх çармăсла.

Хăшĕ кунта пĕрремĕшли, хăшĕ унтан тухса пыраканни?

Атăлçи Пăлхарти халăх, юлашкирех тапхăрсенче, хăйсене пăлхарсем темен. Хăйсене вĕсем пÿлерсем тенĕ.

Çапла вара, пÿлер тени пăлхар тенинчен тухнă теес пулать.
Вулакан // 3553.26.4142
2022.05.27 09:23
Ах,мăнтарăн пĕлÿ тĕнчи?! Мĕн чухлĕ пăтрашуллă шухăш сараççĕ Юхма йышши тарăн пĕлÿсĕр çыравçăсем,хăйне историк текенсем!
Agabazar // 1483.21.1896
2022.05.27 09:40
Agabazar
Цитата (С. Хамидуллин): << башкирское племя буляр, которое соотносится с «землей Булар», упоминаемой венгерской хроникой «Gesta Hungarorum» и ал-Гарнати (XII в.) в составе Волжской Болгарии.>> (Ну кунта Хамидуллин кăштах арпаштарнă, анчах пÿрнепе тĕллесе кăтартни вырăнлах)

Ал-Гарнати чăннипе кăшт урăхларах каланă теес пулать. Хамидуллин кăтартнă пек çеç мар.

Çавăн пекех вырăсла википедири БУЛЯР статьяна пăхăр:

«В восточных и западных средневековых источниках под билерами подразумеваются волжские булгары. Например, биларами называет булгар Абу-ль-Фида, билерами — Плано Карпини и т. д. Согласно венгерскому Анониму, bileres — являются выходцами из Волжской Булгарии, а по сообщению Notariy Bela, около 970 году в Венгрию (Паннонию) пришла группа волжских булгар-мусульман во главе с братьями Билла и Боксу, а несколько позже на Дунай переселилась другая группа bileres под начальством Хасана. По Н. И. Ашмарину, в китайских источниках столица волжских булгар упоминалась под именем Buliarh.»

https://ru.wikipedia.org/wiki/Буляр
Agabazar // 1483.21.1896
2022.05.27 09:49
Agabazar
Ал-Гарнати пăлхар тата пÿлер пирки мĕн каланине ак çак çăлкуçа пăхса пĕлме пулать:

Путешествие Абу Хамида ал-Гарнати в Восточную и Центральную Европу (1131-1153)» , М., 1971 — с.30-31

Ал-Гарнати кĕнекинчи цитата ак çапла:

<<... А смысл слова булгар — ученый человек... А ученый у них называется балар, поэтому назвали эту страну «Балар», смысл этого — «ученый человек», и арабизировали это, и стали говорить «Булгар». Это прочитал я в «Истории Булгара», переписанной булгарским кадием, который был из учеников 80 Абу-л-Масали Джувейни 81, да помилует его Аллах.>>
Agabazar // 3868.27.1765
2022.05.28 09:29
Agabazar
Ал-Гарнати каланă çак сăмаха (кунта унăн вырăсла куçарăвĕ) Геннадий Фёдорович Юмарт чăвашла куçарнă. Кама кирлĕ — çавă куçарăва тупса унпа паллашма пултарать.

Куçару патне панă комментарире Юмарт юлташ Ал-Гарнати сĕннĕ этимологие тиркет. Мĕншĕн тесен малтан çапах та «пăлхар» тени пулнă, вăл «араблатнă» япала мар.

Кайран çеç пăлхар сăмах пăлар (пÿлер) тенине куçса кайнă.

Анчах та ку самант кунта нимех те пĕлтермест. Чи кирли — ун вăхăтĕнче пÿлер евĕрлĕ сăмах пуррине Ал-Гарнати палăртни.

Вăл сăмах пуррине палăртаканни вăл çеç те мар. Палăртакансем татах та пулнă.
Эрĕм // 2202.97.2877
2022.05.28 13:01
Атăлçи Пăлхарăн малтан тĕп хули Пăлхар пулнă, çавăнпа пуль пурне те "пăлхар" тенĕ. Каярах тĕп хула - Пÿлер(Биляр) пулнă, çавăнпа пурне те çав вăхăтра "пÿлерсем" тенĕ...
Agabazar // 3528.11.1279
2022.05.28 16:50
Agabazar
Çапла вара, Атăлçи Пăлхар çыннисем хăйсене «пăлхарсем» мар, «пÿлерсем» тенĕ.

Анчах та «пÿлер» тени те маларах «пăлхар» тенинченех тухса кайнă.

Атăлçи Пăлхарăн малтан тĕп хули Пăлхар пулнă, çавăнпа пуль пурне те "пăлхар" тенĕ. Каярах тĕп хула - Пÿлер(Биляр) пулнă, çавăнпа пурне те çав вăхăтра "пÿлерсем" тенĕ...
Чăххи малтан пулнă-и, çăмарти малтан пулнă-и?
Халăхĕ мĕн ятлă пулнине кура хулине çав ятлă тунă. Тепĕр майлă мар.
Евразиец // 3753.90.6577
2022.05.29 11:57
Agabazar, чăвашăн тепĕр майлăта аван пулать, тата аванрахта пулать.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters