Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Жизнь - борьба.(Вольтер "Фанатизм или Пророк Магомет")
 

Ad

Виталий Родионов: Ҫеҫпӗл Мишшин юлашки кунӗсем

Виталий Родионов15.06.2022 16:432787 views

(Ҫеҫпӗл Мишши вилнӗренпе 100 ҫул иртнине асӑнса)

 

«Асап тӑвӗ ҫине ҫаруран...»

Ҫеҫпӗле ҫывӑх пулнӑ ҫын Н. Рубис ӑна Аслӑ Асаплануҫӑпа (Великий Страдалец) танлаштарнӑ: «Аслӑ Асаплануҫӑ ‑ ҫапла калама хӑятӑп эпӗ, мӗншӗн тесен вӑл унӑн пурнӑҫне тӗрӗссӗн кӑтартать. Михаил Кузьмичӑн пурнӑҫӗ вӗҫсӗр-хӗрсӗр асапланура иртрӗ-ҫке: чир-чӗрӗ, выҫлӑх, хаяр элек, телейсӗр юратӑвӗ...» Хӑйӗн пурнӑҫӗ Асап ҫулӗ ҫинче пулнине поэт аван ӑнланнӑ. «Асаплану ‑ ман пурнӑҫӑн саккунӗ», — тесе ҫырать вӑл хӑйӗн А. Червякова патне 1921 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче янӑ ҫырӑвӗнче.

Асаплану ҫулӗ Ҫеҫпӗле сарӑмсӑр вилӗм патне кӑна мар, поэзири вилӗмсӗрлӗх патне те илсе тухнӑ. Асапланма пӗлни унӑн поэт чунне ҫӗкленӗ, ҫынсене юратма вӗрентнӗ. Асаплану Ҫеҫпӗлӗн идеалӗсем чӑн пурнӑҫринчен урӑхларах пулнинчен те нумай килнӗ. Ҫак синкерлӗх пӗтӗм чӑваш интеллигенцийӗн шӑпинче палӑрать тесе канани те йӑнӑш пулас ҫук-тӑр. Ахальтен мар поэтӑмӑр НЭП политикине йышӑнман, унӑн идеалӗ ҫынсен Библири пек пӗрлӗхӗ пулнӑ. Ҫынлӑха тӗпе хунӑ пӗрлӗхре чунсӑрлӑхпа чурӑслӑх валли вырӑн пулман. Ҫеҫпӗл вара шӑпах та ҫавсене хирӗҫ тӑма хал ҫитереймен. Поэтӑмӑра ытларах чунсӑр тӳресем хуҫса ӳкернӗ. Хӑйӗн пӗр ҫырӑвӗнче вӑл ҫапла ҫырать: «Чунсӑр, суеҫӗ ҫынсен аллинчи вылямалли тетте пек курӑн-ха. Вӗсем кулнине, мӑшкӑлланине тӳс!.. Мӗн тери ансат пурнӑҫ. Нимӗнле вӑрттӑнлӑх та ҫук. Йӑлтах куҫ умӗнче». Ҫавӑн йышши бюрократсене поэт «коммунизм чиновникӗсем» тет, ҫав ҫынсем пур чухне ҫутӑ малашлӑха кайма май ҫукне кӑтартать, тӑванлӑх пӗрлӗхӗ пулмасса туйтарать.

Ҫеҫпӗл идеалӗпе чӑн пурнӑҫ хирӗҫлӗхӗ вӑл Киев хулинче пурӑннӑ тапхӑрта татах та ҫивӗчленет. Ку вӑхӑт тӗлне унӑн романтикӑлӑхӗ пуҫӗпех сӗвӗрӗлсе пӗтет. Пурнӑҫ ҫине вӑл выҫӑпа вилекенсен куҫӗпе пӑхать, Ирӗклӗх, Пӗртанлӑх идейисене шанма пӑрахать. «Каллех пӗрисен чухӑнлӑхӗ те теприсен пуянлӑхӗ, ‑ ӳкӗнсе ҫырать поэтӑмӑр Ф.Пакрышень патне. ‑ Хӑрушӑ тӗлӗклӗ ӑмӑр кунсене ҫутӑлтаракан ҫутӑ пайӑрки ӑҫта-ши? Мӗн тери тертлӗ, мӗн тери йывӑр».

Ҫав тапхӑрта поэт хӑйне хӑр-тӑлӑххӑн туйнӑ. Ҫакӑ илсе кӑтартнӑ ҫырӑвӑн малалли йӗркисенче те аван курӑнать: «Федя! Ан ман мана! Ҫак тӗнчере эпӗ пӗр-пӗччен. Ют тӑрӑхра ‑ ан ман мана. Пиччем пул маншӑн. Вара мана асапланӑвӑма тӳссе ирттерме ҫӑмӑлрах пулӗ. Ҫапла пурнӑҫ пурри ҫинчен эпӗ малтан шухӑшлама та пултарайман».

Юлашки тапхӑрта ҫырнӑ сӑввисен айне Ҫеҫпӗл «Манӑҫнӑ Мишша» («М. Забытый») тесе алӑ пуснӑ. Чӑн та, ку тӗле хаклӑ ҫыннисем унӑн ҫумӗнче пулман ӗнтӗ. Чи юратнӑ ҫынни ‑ ашшӗ ‑ ҫӗре кӗнӗ. Савнӑ тусӗ Нуся (А.Червякова), инҫетре пурӑнаканскер, хӑй ҫинчен хыпар-хӑнар туман т.ыт.те. Ҫапах та вӑл хӑй манӑҫа тухнишӗн мар, урӑххишӗн куляннӑ. Ҫеҫпӗл 1922 ҫулта ҫур кунне аташнӑ выҫлӑх ҫулне хӑй нимӗнпе те пӳлейменнишӗн тӑвӑлнӑ. Н. Рубиса вӑл ун чухне: «Эпӗ хама хам ытлашши туйсассӑн, ҫак пурнӑҫран кайма хал ҫитерейӗп», ‑ тенӗ имӗш. Выҫлӑха пула Атӑл тӑрӑхӗнчен тарса килнӗ ҫынсене вырнаҫтаракан инспектор пулнӑ май, вӑл хӑй ҫак ҫӗр ҫинче «ытлашшине» 1922 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче ӗненсе лартнӑ. Ҫав кун пулса иртни унӑн юлашки утӑмне тутарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен Н. Рубис ҫапла аса илет: «А.Г. Свистельник ун чухне уесри ҫӗр пайӗн пуҫлӑхӗн Нестер Савченкон пӳлӗмӗнче пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра унта Михаил Кузьмич кӗнӗ те хӑй ҫул ҫинче икӗ ачаллӑ чӑваш хӗрарӑмне курни ҫинчен пӗлтернӗ, ‑ лешсем выҫӑпа касӑлса вилес патнех ҫитнӗ, тин ҫеҫ ҫитнӗ те, ниҫта та вырнаҫма ӗлкӗреймен-ха ‑ вӗсен валли ҫӑкӑр ҫыртарма ыйтнӑ вӑл. Савченко килӗшмен, Михаил Кузьмич вара ҫапла каласа хунӑ: «Эппин, мана тивекен пая парсамӑрччӗ, эпӗ алӑ пусма хатӗр». Савченко кӑтӑрса кайса кӑшкӑрнӑран Михаил Кузьмич пӳлӗмрен чупсах тухса кайнӑ, тепӗр кунне вара унӑн виллине тупнӑ». Ку сӑвӑҫӑмӑр вӑхӑтсӑр вилнин пӗр версийӗ тейӗпӗр.

Ҫеҫпӗл хӑйне тупӑксӑр, ҫаруран, «йытта пытарнӑ пек» пытарма ыйтнӑ имӗш. Хӑйне ҫакӑн пек шеллеменни вӑл революци тӗрӗслӗхне, унӑн ҫирӗплӗхне ҫӗклесшӗн пулнипе ӑнлантарать хӑшӗ-пӗри. Ҫапах та ҫырса хӑварнах-ши вӑл ҫапла хута – ку паян чылайӑшне иккӗлентерет. Поэт хӑй ҫине алӑ хунӑ тени те иккӗленӳллӗ паян. Эпӗ хам та, ыттисем каланине ӗненсе, тӗплӗн шухӑшласа пӑхман ун пирки, сӑвӑҫӑмӑра тӳрре кӑларма тӑрӑшнӑ. Хӑй ҫине алӑ ҫӗклени поэтӑмӑрӑн тӗрӗсмарлӑхпа, чун чурӑслӑхӗпе кӗрешмелли мелӗсенчен чи юлашки те чи хӑрушши тесе ӑнлантарнӑ, ҫын ҫав тӗрӗслӗхшӗн хӑйӗн пурнӑҫне те шеллемест тесе шутланӑ. Ҫак пулӑма «типшарпа» ӑнлантарма тӑрӑшни (ку теорине Спиридон Янтушах сивленӗ-ҫке!) те эпӗ ҫын сӑмахӗ хыҫҫӑн кайни кӑна пулчӗ. «Ҫеҫпӗл выҫӑпа вилекенсене пулӑшма тӑнӑ, анчах та ҫав вӑхӑтра нимӗн те тӑвайман» тени Н. Рубис ҫырнине ӗненсе лартнинчен килчӗ-тӗр. Поэтӑмӑр вилнӗ факта романтикӑлла пулӑм енне сулӑнтарни, чӑнах та, ырӑ япала теме ҫуках ҫав. Ҫапах та эпӗ поэтӑмӑр еплерех вилни пирки паянхи кун та хамшӑн уҫӑмлатса ҫитерейместӗп, кунта ытлашши, хире-хирӗҫле фактсем чылай пур пек маншӑн. Ку ыйту патне каярах та тавӑнӑпӑр-ха. Ҫынлӑха, Чунлӑха, Тӗрӗслӗхе тӳрре кӑларассишӗн вӑл хӑйӗн ҫамрӑк пурнӑҫне те, ҫырӑнман сӑввисене те шеллесе тӑман-ши вара? Акӑ, вилес умӗн ҫырнӑ пӗр сӑввине илсе пӑхар-ха. Унта сӑвӑҫ хӑйӗн халсӑрлӑхӗнчен Нуль ятлӑ сӑнар туса ҫапла ҫырать:

Чунӑм савнӑ, юратнӑ Нуль,

Кураймастӑп сана, ылханатӑп.

Сана, уссӑрлӑха, саврӑм пуль,

Эс анчах пуль мана пӑталатӑн.

 

Патӑм пурӑнӑҫа йӑлт сана,

Ил ак ‑ ывӑс ҫинчех ман чӗремҫӗм

Чӗрӗ, йӑмӑх юнпа пӑсланать...

Ӗнтӗ ку ‑ юлашки кучченеҫӗм.

Мӗн чухлӗ хӗрхенӳсӗрлӗх, юлашки вӑй-хала пухса, шӑла ҫыртса хӑйне хӑй айӑплани. Чӑн-чӑн синкерлӗх ҫыранӗ хӗрринче тӑнӑ чухне каланӑ юлашки сӑмахсем!

Ҫеҫпӗл хӑйӗн ӗмӗрне килӗшӳлӗх, ҫураҫтару енне ӑнтӑлса ирттернӗ. Чи малтанах ҫав килӗшӗве вӑл хӑйӗнче курма ӗмӗтленнӗ. Хӑй шухӑшласа кӑларнӑ идеала пӑхӑнса, хӑйне хӑй туптанӑ сӑвӑҫ, ҫав идеалпа ӳссе пынӑ. «Ҫеҫпӗлӗн “Эпӗ” текенни пур енчен те лайӑхланса ӳссе пынӑ... – тесе ҫырать Н. Рубис П.Бекшанский патне. ‑ Пурнӑҫ чӑнлӑхӗ вара хӑй ӑнланни-курнинчен питех те инҫетре тӑнине те пӗлнӗ вӑл».

Ҫеҫпӗл пурнӑҫа ӗмӗчӗ-шухӑшӗ еккипе ярасшӑн ӑнтӑлнӑ, анчах та вӑхӑт шунӑҫемӗн вӗсем икӗ еннелле пӑрӑнсах кайнӑ. Ку вӑл поэтӑмӑрӑн тата ун ӳсӗмӗн Пысӑк Инкекӗ. Вӑл хӑйӗнпе нихӑҫан та кӑмӑллӑ пулман. «Эсир, хитрисем тата вырӑссем, ‑ тесе ҫырать Ҫеҫпӗл хайӗн савнийӗ патне, ‑ илемсӗр чӑваш ачин шӑпи мӗн тери инкеклине нихӑҫан та ӑнланаймӑр...» А. Свистельник аса илнине ӗненсен, чӑваш сӑвӑҫи хӑй Н. Рубиса савни, анчах та ҫак юрату телейсӗр пуласси ҫинчен пӗлтернӗ. Тӗп сӑлтавне Ҫеҫпӗл хӑй вырӑс мар пулнинче курнӑ иккен. Ҫав туйӑм унӑн «Юншӑх» калавӗнче те вӑйлӑ палӑрать.

Ҫеҫпӗл нацисен хушшинчи танмарлӑха питех те ҫивӗч туйма пултарнӑ, пӗр халӑх теприне кӳрентерессинчен асӑрханнӑ, хӑранӑ та. Ҫакӑ вӑл чӑвашсем нумай ӗмӗр хушши наци пусмӑрӗ, тӗрлӗ кӳрентерӳ тӳссе ирттернӗрен килнӗ ӗнтӗ. Ҫеҫпӗл хӑйӗн ҫитменлӗхӗсене хаяррӑн питлени пачах та хӑйне мӗскӗнлетнине пӗлтермест. Ҫапла майпа вӑл хӑйне ҫирӗплетсе, аталантарса пынӑ. Ҫакӑ вара унӑн таса идеалне ‑ пӗртанлӑх тата ирӗклӗх шухӑшӗсене ‑ упраса хӑварма пулӑшнӑ.

Ҫапларах утнӑ Аслӑ Асаплануҫӑ Асап тӑвӗ еннелле: хӑйӗн ирӗкӗпе, ӗмӗтри ҫутӑ тӗллевӗпе ырӑ идеалӗсене сивлемесӗр, хӑйне шеллемесӗр (поэтӑн «Паянтан» сӑввине аса илӗр). Пирӗн умра ‑ поэтӑмӑрӑн чи юлашки сӑн ӳкерчӗкӗ (А. Алимасов сӑрӑҫӑ ҫак оригинала тӗпе хурса портрет ҫырчӗ, Ҫеҫпӗлӗн ҫӗнӗ, пире паллӑ мар сӑнне кӑларчӗ). Варринче ‑ Аслӑ Асаплануҫӑ, вӑл пӑталанӑ турӑ ывӑлӗн позинче тӑрать (пуҫне кӑштах пӑрса уснӑ). Мӗн ҫинчен шухӑшлать ҫав хӳтлӗхсӗр, юр ҫинчи чӗрӗ ҫеҫке пек черченкӗ чун? Тен, сӑвӑҫӑмӑр хӑйӗн хыҫӗнчи портупейӑллӑ, ӑшӑ кӗрӗклӗ шыҫмак ҫынсене Христоса Асап тӑвӗ ҫине ҫавӑтса каякан ҫар ҫыннисемпе танлаштарать? Пуҫне вара ҫак йӗркесем аса килеҫҫӗ пулӗ:

Таврара хурахсем ахӑраҫҫӗ,

Тӳресем кӑмӑллӑн кулкалаҫ.

Ҫаруранлӑ ҫӗршыв макӑрать-ҫке,

Ун ҫине витӗнет тӗттӗм каҫ...

Тинкеререх пӑхатӑн та ӳкерчӗкре Ҫеҫпӗлӗмӗрӗн тӗп трагедине куратӑн: поэт хӑй ‑ ҫутӑ та черченкӗ ӗмӗт, пӗрлӗхлӗх идеалӗ. Ун хыҫӗнчи ӗмӗлкесем ‑ пурнӑҫ чӑнлӑхӗ (тӳресен, хурахсен иртӗхӗвӗ, вӗсен чун чурӑслӑхӗ т.ыт.те). Вӗсем пӗр-пӗринпе хаяр тӑшмансем. Кӗрӗклӗ эшкер ҫаруранлӑ Асаплануҫа Асап тӑвӗ ҫине ҫавӑтса илсе каять. Унта вара вӗсем ӑна пӑталӗҫ, эрех-йӳҫек ӗҫтерсе мӑшкӑлӗҫ. Куҫне хупас умӗн Асаплануҫӑ хуллен ахлатӗ, хӑйӗн юлашки сӑмахӗсене калӗ: «Или! Или! Лима савахвани!» Еврей чӗлхинчен чӑвашла куҫарсан вӗсем ҫапларах илтӗннӗ пулӗччӗҫ: «Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! Мӗншӗн мана манса кайрӑн?»

«Сар кайӑкӑм шур юр айӗнче...»

Ҫеҫпӗл Мишшине эпир революци йыхравҫи пек, хӑюллӑ романтик пек курма хӑнӑхнӑ. Ҫавна май ытларах унӑн «Ҫӗнӗ Кун аки», «Хурҫӑ шанчӑк» тата ытти ҫавӑн йышши программа евӗр палӑрса тӑракан сӑввисем ҫинчен калаҫнӑ, сӑвӑҫӑмӑрӑн пултарулӑх хӑй евӗрлӗхне чи малтан ҫавсенче курма хӑнӑхнӑ.

Чӑн та, 1920 ҫулта, 1921 ҫулӑн ҫуллахи уйӑхӗсенче Ҫеҫпӗл ҫавӑн пек романтика шухӑш-ӗмӗтлӗ ҫын пулнӑ. Урӑхла каласан, вӑл ҫурхи хӗвеллӗ ирхи сар кайӑк пек юрланӑ (унӑн «Ӗнер йывӑҫ пахчи кӑмӑлне...» ятлӑ сӑввин пуҫламӑшне вулӑр). Ку вӑл Ҫеҫпӗл сӑвӑҫ сӑнарӗ. Шел пулин те, поэт сӑнарне ҫапла пӗтӗмлетни унӑн чунне тӗплӗн уҫса параймасть-ха. Сӑвӑҫ сӑнарӗн тепӗр енӗ кунта илсе кӑтартнӑ сӑввӑн малалли йӗркисенче уҫӑмлӑрах палӑрать:

Паян шыв-юр чечек пахчинче,

Юр айӗнче хӗрлӗ-хӗрлӗ чечек.

Сар кайӑк ҫук хурӑн тӑрӗнче,

Сар кайӑкӑм шур юр айӗнче.

Ҫеҫпӗл Мишшин юлашки кунӗсем пирки тӗрлӗ аса илӳсенче тата ҫырса хунӑ хутсенче ӳкерӗнсе юлнӑ фактсене пуҫтарса хӑйне евӗр хроника йӗркелер (тӗплӗнрех ҫак кӗнекере ҫырнӑ: Родионов В.Г. Сеспель – цветок Земли и Неба. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2014. С. 211‑240).

1922 ҫулхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче выҫлӑха пула куҫса килнӗ ҫынсен (переселенецсен) Остер уесӗнчи комиссийӗн инструкторне Михаил Кузьмина Бровар станцине ӗҫлӗ ҫула яраҫҫӗ, выҫлӑхран таракансене вӑхӑтлӑх вырнаҫтармалли ятарлӑ ҫурт (кӗтмелли ҫурт) шыраса тупма хушаҫҫӗ. Ҫанталӑк пӑсӑлса кайнӑран ҫула ҫийӗнчех тухаймасть вӑл. Ҫул ҫинче сӑвӑҫ Кашкӑр Сӑртӗнчех ҫырма пуҫланӑ «Паянтан» хайлавне вӗҫлесе тата майласа ҫитерет (ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче). Унта лирика харкамҫи (геройӗ) хӑйне тирне сӳнӗ анчӑкпа танлаштарать. «Ют ҫатан хушшинче ҫыртӑк шырӑп, / Шупашкаршӑн выҫса йӑнӑшса» тенине хӑй Украинӑра выҫӑ ҫӳрени, тӑван ен пирки вӗҫӗмсӗр шухӑшлани ҫинчен каланӑ пек ӑнланма пулать. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл ыйтнипе партин Остерти уес комитечӗ Чӑваш облаҫӗн комитетӗнчен Ҫеҫпӗл пирки (билет номерӗ, ун ҫинчен хак пани) ыйтса ҫыру янӑ, хуравне вара кӗтсе илеймен. Ҫак лару-тӑру сӑвӑҫа чылаях пӑлхантарнӑ пулас. Ахальтен мар ӗнтӗ сӑвва ҫапла йӗркесемпе вӗҫленӗ:

Паянтан выҫса типнӗ ӑшран,

Сив масар йӑнӑшни кӑна пулӗ,

Мӑн арман чулӗпе чунӑм тулӗ

Паянтан, паянтан, паянтан...

Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Бровар станцийӗнче «кун каҫах туй турӗ ҫуркунне», ҫак кун Ҫеҫпӗлшӗн те ӑнӑҫлӑ пулнӑ: вӑл кӗтмелли ҫуртӑн пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме килӗшекен ҫынна, медицина пӗлӗвне вӗреннӗскере, тупса хурать.

Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӗтмен ҫӗртен юр ҫуса лартать. Ҫав кунах ӑна Остер уесӗн ҫӗр пайӗ Гоголь тата Семиполянск вулӑсӗсене васкавлӑн тухса кайма хушать, пай пуҫлӑхне В. Гриценко вырӑнне Нестор Савченкона лартни паллӑ пулать. Ҫак ҫӗнӗ пуҫлӑх пуҫламӑш классенче кӑна вӗреннӗ, ӑслах мар, сивлек ҫын пулнӑ. Поэтӑмӑрӑн «Ӗнер йывӑҫ пахчи кӑмӑлне...» сӑвви ҫуралать.

Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗ. Ҫӗр пайне комантировкӑран таврӑннӑ инструктор ҫӗнӗ пуҫлӑха хӑй тунӑ ӗҫсем пирки тӗплӗн каласа парать, лешӗ ӑна тем сӑлтавпа хытах хӑтӑрса илет. Ҫеҫпӗл пуҫлӑха хӑюллӑн хуравлать, мӗскӗнленсе тӑмасть. Тарӑхнӑ пуҫлӑх ҫав кунах Ҫеҫпӗл вырӑнне урӑх ҫынна лартма ыйтса уес ӗҫтӑвкомне хут ярать, лерисем килӗшмеҫҫӗ. Ҫак кун инструктор ҫӳлтисем хушнӑ ӗҫе пурнӑҫлани ҫинчен ҫапларах хут ҫырать: «Остерскому исполкому. На отношение Ваше от 11 апреля за №2369 переселенческая комиссия сообщает, что дома ожидания организуются в м. Броварах и гор. Остре. Первый начинает функционировать к 20-му, а второй – 16-му сего апреля. За секретаря М. Кузьмин». Ҫавӑн чухнех вӑл выҫлӑхран тарнисен акан 2‑16-мӗшӗсенчи кунӗсенчи лару-тӑрӑвӗ пирки ҫырса пӗлтерет: Атӑл тӑрӑхӗнчен икӗ ҫын килнӗ, маларах Украинӑпа Атӑл ҫинчер килнисем 342 ҫын, вӗсенчен 4-шӗ чирлӗ, пӗр ҫын вилнӗ.

Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗ. Уес ӗҫтӑвкомне инспектор ҫапларах хут ҫырса ӑсатать: «Последняя комиссия, организуя в м. Броварах дома ожидания для беженцев, для устройства при нем столовой подыскала помещение, в котором ранее была общественная столовая и кухня. Более подходящего помещения для столовой беженцев в м. Броварах не имеется, но таковое ныне занимает канцелярия кооператива, которому волисполкомом сделано предписание переехать в другое предоставляемое исполкомом помещение. Для предупреждения возможного отказа кооператива очистить помещение комиссия просит вас сделать кооперативу распоряжение с предложением очистить помещение под столовую для беженцев.

Председатель Осьмак. Секретарь М. Кузьмин».

Ҫак кунах Остерта уесри комсомолецсен конференцийӗ иртет, унта Ҫеҫпӗл те хутшӑнать. Ӑна унта ҫапла хут параҫҫӗ: «Уземотдел. Секретарю. Ввиду участия т. Кузьмина в уездной конференции, тов. Кузьмин сего числа на службу явиться не может, о чем сообщаю для сведения». Ҫак хут Савченкона хытах тарӑхтарни иккӗленӳсӗр.

Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗ. Остер уес комитечӗн администраципе йӗркелӳ ҫурма пайӗн пуҫлӑхӗ Богомолец Н. Савченко патне ҫапларах сӗнӳсемлӗ хут ярать: «Инструктора переселенческой комиссии тов. Кузьмина направить секретарем уземотдела, а на его место – деловода управсовхозами тов. Свидерского. Тов. Кузьмин, как работник опытный и серьезный, занимал должность особого народного следователя (палӑртни манӑн. – В.Р.), как секретарь будет весьма подходящим. Кузьмин используется нерационально, так как по своему опыту, практике и знаниям должен занимать место более важное – ответственное». Ҫак хут Савченкона хытах хӑратса пӑрахнӑ-тӑр.

Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗ. Ҫеҫпӗл Мишши выҫлӑх тӳсекенсене пулӑшмалли уйӑхлӑх планне хатӗрлесе пӗтерет, ӑна уесри ӗҫ тӑвакан комитета ярса парать. Председательшӗн хӑй, секретарьшӗн Нагорская алӑ пуснӑ.

Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗ. Ҫеҫпӗл ыйтнипе Чӑваш обкомне малтан янӑ ҫырӑвах (партине кӗнӗ вӑхӑта, билет номерне пӗлтерме тата характеристика ыйтса) телеграмма яраҫҫӗ. Ҫав хут ҫине Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫапла ҫырса хунӑ пулнӑ: «Дать справку». Остера вӑл ҫитнипе ҫитменни паллӑ мар.

Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗ. Ҫеҫпӗле уйӑхлӑх (месячник) планне юсаса тавӑрса параҫҫӗ. Малтан уйӑхлӑха ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫланса ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен (!) ирттерме палӑртнӑ пулнӑ, уес комитетӗнче тепӗр пилӗк куна каярах куҫараҫҫӗ. Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче ӗҫлекен тройка туса хураҫҫӗ, унӑн пуҫлӑхӗ Савченко, секретарь ӗҫне тӑваканӗ М. Кузьмин пулаҫҫӗ.

Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗ. Ҫеҫпӗл тухтӑр патӗнче пулать (кайран ун ҫинчен сӑвӑҫ, Пакрышень аса илнипе килӗшӳллӗн, «идиот» тесе каланӑ имӗш), лешӗ ҫапларах хут ҫырса парать: «М. Кузьмин страдает туберкулезом костей левой стороны и для лечения нуждается в освобождении от занятий на один день в неделю. 1922 года мая 22 дня. Врач М. Пташевский». Ҫак хутпа Ҫеҫпӗл, А. Свистельник каланине ӗненсен, пӗрре те усӑ курман. Тухтӑра вара лешӗ «сан чирӳ нихӑҫан та иртсе каймӗ» тенишӗн тарӑхнӑ-мӗн.

Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗ. Поэт «На дне дня» сӑвва хайлать. Уйрӑм йӗркесем:

...Трупоедством прожгут насквозь

Мое сердце строки в газете,

И застонет душа: «Где гвоздь?»

Жизнь свою затянуть бы петлей...

Лирика харкамҫи ҫакӑнас тесе калани шухӑшлаттармаст-ши пире?

Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗ. «Жизнь моя, за какими холмами...» сӑвва ҫырать, унта вӑл ҫын пурнӑҫӗ, кирек мӗнле пулсан та, Кӑвак (Небо) панӑ аслӑ ырӑлӑх пулнине, ҫавӑнпа та ӑна пысӑк тата вӗри юратупа савмалли ҫинчен калать. Эппин, сӑвӑҫӑмӑр пуҫӗнче ҫав кунсенче пурнӑҫпа вилӗм ыйтӑвӗсем арпашнӑ, пӗр-пӗринпе кӗрешнӗ темелле. Хайлава ҫак ҫаврапа пуҫласа ҫавӑнпах вӗҫлет:

Жизнь моя! За какими холмами

Твой с уютною кровлею дом?

Тихой тенью, побитой камнями

На распутье стоишь босиком.

Ҫу уйӑхӗн 25‑30-мӗшӗсем. Ҫеҫпӗл выҫлӑхран тарса килнӗ ҫынсен списокне ҫӗнетет, пушӑрах вӑхӑтра хула библиотекине ҫӳрет, «Красная новь» журнала тимлӗн вулать. Ҫав кунсенче вӑл хӑйӗн «Весна», «В солнечную Мань синевы», «Родной аул давно уж мне отлаял...» тата ытти сӑввисене ҫырать. Вӗсенчен чылайӑшӗ ҫухалса пӗтнӗ тесе шутламалла.

Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗ. Ҫеҫпӗл уесри ӗҫтӑвкомран ҫыру илет, унта «выҫлӑхран тарнисене нимӗнпе те пулӑшаймастпӑр» тесе хуравланӑ. Ҫакӑншӑн сӑвӑҫ хытӑ пӑшӑрханать.

Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ. Ҫеҫпӗл «Выдуманным глазам» сӑввине хайлать, ӑна имажинизм поэзине халаллать. Ҫав кунах выҫлӑхран тарнисене вырнаҫтарас тӗлӗшпе мӗнле ӗҫсем туса ирттерни пирки отчет ҫырать. Вӑл вӑхӑт тӗлне Атӑл тӑрӑхӗнчен 174, Украинӑран 30 ҫын хӳтлӗх тупнӑ иккен, вӗсенчен 118 ҫын ҫӗнӗрен килнисем.

Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗ. Ҫеҫпӗл куҫса килнисен комиссийӗ ячӗпе Броварти кӗтекенсен ҫурчӗ валли хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫӗн пӗр пайне Остерти 14 ҫынна уйӑрса пама ыйтать (лешсем ӗҫлеме пултарайманран). Ҫав кунсенче Ленин чирленишӗн хытах кулянать, пуласлӑх кунсемшӗн пӑшӑрханать.

Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗ. Поэт Остер уесӗн 2-мӗш участокӗн ячӗпе ҫапларах хут ҫырать: «Препровождаю при сем отношения Требуховского, Нестеровского, Пререгудовского сельисполкомов Гоголевской волости с отказом принять направленных на их попечение беженцев из голодающих губерний, переселенческая комиссия по устройству судьбы беженцев, усматривая на основании указанного сообщения в деятельности упомянутых сельисполкомов возможность преступного бездействия, пренебрежения к делу помощи голодающим, просит Вас расследование настоящее дело и при установлении следствием преступного отношения к делу помощи голодающим, виновных предать суду, руководствуясь прилагаемым при сем постановлении ВУЦИК от 1 марта 1922 г. об ответственности за преступления в деле оказания помощи голодающим». Куртӑмӑр ӗнтӗ, Ҫеҫпӗлӗмӗрӗн тӑшманӗсем ӗҫре кӑна мар, Гоголь вулӑсӗнче те сахал мар пулма пултарнӑ! Паллах, вӗсем инҫетри Чӑваш тӑрӑхӗнчен килнӗ инспектора кураймасӑр тӑнӑ, май килсен, пӑрма тӑрӑшнӑ. Ҫак ҫырнӑ хутӑн тепӗр енче Ҫеҫпӗл Ленин сӑнне ӳкерсе хуни те питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗ. Броварти кӗтекенсен ҫурчӗ валли апат-ҫимӗҫ (15 пӑт ҫӑнӑх) пама ыйтса ҫырать, унти ҫынсем валли кӗрпе, супӑнь тата ҫу таврашӗ ӑҫтан тупмалли пирки ӑнлантарса парать. Председательшӗн М. Кузьмин алӑ пуснӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗ. Ҫеҫпӗл хӑйӗн ирӗкӗпе (председатель ирӗк памасӑрах) пулӑшу фондӗнчен 8 пӑт ыраш пама ыйтса ҫырать: «Остерскому Укомпромголоду. Предъявители сего Михаил Моцный и Андрей Моцный, вновь зарегистрированные беженцы из Херсонской губ., имея две семьи в 15 человек, как вновь прибывшие, не имеют никаких средств существования. Переселенческая комиссия не может выдать им пайка ввиду неправильного толкования райотделением известной телеграммы за № 1142. Переселенческая комиссия просит Вас отпустить из фонда промгола взаимообразно 8 пудов, 17,5 фунтов для удовлетворения 15 человек. За секретаря М. Кузьмин». Кунта ырӑ чӗреллӗ инспекторпа хытса ларнӑ чунлӑ пуҫлӑх хушшинчи черетлӗ хирӗҫӳ пулса иртни палӑрать. Савченко, илнӗ телеграммӑна тӗрӗс мар ӑнланса, ҫӗнӗрен тарса килекенсене паек пама ирӗк паманран, килнисене пулӑшас ӗҫе Ҫеҫпӗл хӑйӗн ҫине илет. Чи пӗлтерӗшли кунта вӑл ачаллӑ чӑваш арӑмне мар (ҫӳренӗ халапра ҫапла), Украина ҫыннисене пулӑшнӑ иккен! Эппин, поэтӑмӑр чӑваша кӑна мар, ытти выҫӑ халӑх ҫыннине те пӗр уйӑрмасӑр-тӑмасӑр пулӑшма васканӑ! 8 пӑт ыраша Херсон кӗпӗрнинчен килнисене инспектор хӑй ирӗкӗпе панине Савченко ҫӗртмен 15-мӗшенче кӑна пӗлет. Ҫав факт пирки пуҫлӑхпа инспектор хушшинче питӗ хӗрӳ калаҫу пулса иртни ҫинчен чылайӑшӗ аса илни пур.

Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗ. Ҫак кун Ҫеҫпӗл пулӑшу комиссине ҫапларах хут ҫырса парать: «Перескомиссия просит Вас предложить Остерскому райотделению распорядиться выдать Броварскому волкомпомголоду через Броварское райотделение 15 пудов муки для столовой Броварского дома ожидания беженцев. Сообщите перескомиссии, каким путем и из каких средств снабжать упомянутую столовую крупой, маслом или жирами. За председателя М. Кузьмин».

Каллех председатель ячӗпе Ҫеҫпӗл хӑй алӑ пуснӑ. Хӑйӗн ирӗкӗпех-ши е пуҫлӑх хушнипе? Ыйту: мӗншӗн Савченко хӑй алӑ пусман-ха? Ыйту ҫине ыйту купаланать... Ҫак кун Ҫеҫпӗл сыватмӑша кайса куҫӗсене тӗрӗслеттернӗ, эмел туянма рецепт илнӗ. Ҫула май вулавӑша кӗрсе тухни, унта «Людвиг Фейербах» ятлӑ кӗнеке (Ф. Энгельс ҫырнӑ ӗҫ-ши е Карл Старке философ ӗҫӗ?) илни те паллӑ. Ҫак фактсем сӑвӑҫӑмӑр вилме пачах та хатӗрленменни, вилӗм ҫинчен шухӑшламанни пирки ҫирӗплетмеҫҫӗ-и вара?

Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗ. Ирпе Ҫеҫпӗл хӑйӗн тусӗнчен Федор Пакрышеньтен 300 пин тенкӗ кивҫенле укҫа илет (куҫ эмелӗн пӗр савӑчӗ ҫав хак тӑнӑ ун чухне), ӗҫре 15 сехетчен пулать. Малтан вӑл вулӑссене шӑнкӑравласа куҫса килнӗ ҫынсене еплерех вырнаҫтарни пирки ыйтса пӗлет, отчет ҫырать (ҫӗртмен 2‑16-мӗш кунӗсемшӗн), уйӑхлӑх еплерех пынине тишкерет. Кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче аптекӑна кайса куҫ эмелӗ туянать (295 пинлӗх). Апат хыҫҫӑн ӑна Савченко хӑй патне чӗнтерет (ахӑртнех, 8 пӑт ыраша Херсон кӗпӗрнинчен килнисене инспектор хӑй ирӗкӗпе пани пирки). Ӗҫре пулнисем пуҫлӑх пӳлӗмӗнче хӗрӳ ятлаҫу-харкашу пыни пирки аса илеҫҫӗ. Савченко патӗнчен Ҫеҫпӗл питӗ хӗрсе кайса («в весьма неуравновешанном состоянии») тухать, пӗрисем аса илнипе (Ф. Пакрышень, Н. Рубис), машинккӑпа темскерле текст ҫапать, теприсем ҫырнипе (уголовнӑй ӗҫрен), «написал записку собственноручно» и «заметку», вара тухса каять те ӗҫе урӑх таврӑнмасть. Чи пӗлтерӗшлӗ факта Петӗр Чичканов приказ хучӗсенче шыраса тупнӑ. Унта ҫапла ҫырни пур иккен: «Кузьмин Михаил Кузьмич делоприз[водитель] – 15 марта 1922 г., уволен с 15 июня 22 г., пр[иказ] № 374». Кунта Ҫеҫпӗле делопроизводительтен инструктора куҫарни пирки пачах та ҫырса хуман иккен. Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн 15 сехетчен ӗҫре пулнӑ ҫынна ҫав кунах ӗҫрен кӑларма пулать-ши вара? Вӑл вилнине ӗҫтешӗсем 16-мӗшӗнче пӗр 16 сехетсем тӗлнелле кӑна пӗлеҫҫӗ-ҫке? Савченко ҫырни ҫапла шухӑшлама май парать: е вӑл ҫав йӗркесене Ҫеҫпӗлпе хӗрӳллӗн калаҫачченех (тен, кӑшт каярах та) ҫырса хунӑ, е вилни пирки пӗлсен тин, хӑйне айӑпласран хӑраса, ӗҫрен маларах кӑларнӑ пек хушу кӑларнӑ. П. Чичканов ҫапла ҫырать: «Тен, Савченко ӑна, курайманнипе, ӗҫрен кӑларса янӑ, тӗрмене хупассипе хӑратнӑ, ҫакӑ вара сӑвӑҫ вилӗмӗн чӑн-чӑн сӑлтавӗ пулса тӑнӑ?» Хӑш версийӗ тӗресрех-ши ӗнтӗ? Тепӗр верси те пур – Ҫеҫпӗле унӑн тӑшманӗсем вӗлернӗ (е вӗлерттернӗ). Хальлӗхе ҫак версисенчен пӗри те чӑн тӗрӗсси пек пулса тӑраймарӗ маншӑн, шухӑшӑмсене документсемпе ҫирӗплетме хӑнӑхнӑ тӗпчевҫӗшӗн.

Ҫеҫпӗл синкерлӗхне ӑспа мар, туйӑм-сисӗмпе ӑнланма пултарнӑ Н. Рубис Ю. Збанацкин «Ҫеҫпӗл» романне хакланӑ май каланӑ сӑмахсене аса илни те вырӑнлӑ-тӑр: «Сеспель и ушел САМ из жизни, потому что был ДО КОНЦА предан революции, но был СМЕРТЕЛЬНО РАНЕН жизнью, которую ТАК жгуче любил – вот где его основная трагедия, которой нет в книге». Вӗсем (Ҫеҫпӗлпе Рубис) пӗр-пӗрин чунне сӑмахсӑрах ӑнланма пултарни (ҫакӑ Рубисӑн ҫырӑвӗсенче питӗ лайӑх курӑнать) мана нихӑҫан та иккӗлентермен. Ахальтен мар мар ӗнтӗ вилес умӗн Ҫеҫпӗл Наталья Рубис патне кайнӑ, анчах та лешӗ ун чухне килӗнче пулманран, ӑна хӑйӗн чи хаклӑ пуянлӑхне (сӑввисене ҫырса хунӑ типтере) парса хӑварнӑ. Урӑх нихӑҫан та тӗл пулмасса, ӗмӗрлӗх уйрӑласса систерекен паллӑ мар-ши вара ҫакӑ? Чӑн...

Сӑнсем ҫинче: 1) Ҫеҫпӗл Мишши; 2) Ҫеҫпӗл Нуся патне янӑ ҫыру вӗҫӗнчи ӳкерчӗк; 3) Наталья Рубис, Ҫеҫпӗлӗн Остерти ӗҫтешӗ; 4) Ҫеҫпӗл кӑранташпа хӑйӗн шӑллӗне Гурие ӳкернӗ ӳкерчӗк.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (3)]

Comments:

Agabazar // 3801.10.0551
2022.06.15 21:17
Agabazar
Ҫеҫпӗл Мишшине кунтан хӗссе кӑларса янӑ тени тӗрӗс мар.

Никам та ӑна кунтан хӗссе кӑларса яман.

Ҫеҫпӗл Мишши Крыма курорта кайнӑ.

Курорта кайнине епле-ха хӗсни теме пулать??? Ҫеҫпӗл Мишши курорта хӑй тӗллӗн мар, ун чухнехи влаҫсем ятарласа панӑ направленипе кайнӑ.

Урӑхла каласан, кашни ҫыннах яман ун чухне курортсене!!! Суйласа илнисене ҫеҫ! Ҫавӑн пек суйласа илнисенчен пӗри Ҫеҫпӗл Мишши пулнӑ. Тен, пӗтӗм Чӑваш Енӗпе те пӗртен-пӗрре.

Вӑл каннӑ вырӑн — Евпаторири «Талласа» санатори (ҫурчӗ паянччен сыхланайман, анчах вырӑнне тупма пулать).

Остёр еннелле Ҫеҫпӗл Мишши санаторире пулнӑ хыҫҫан Фёдор Пакрышеньпе пӗрле ерсе кайнӑ. Каллех хӑйӗн ирӗкӗпе. Никам та ӑна хӑваламан.

Паллах, Ҫеҫпӗл Мишшин курорт хыҫҫӑн каялла Чӑваш Ене таврӑнма майсем пулнӑ темелле. Анчах ҫапла тума лере хӑрушӑ выҫлӑх пуҫланни чарса тӑнӑ теес пулать.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.06.16 11:25
Себя самого пожирающим человеком был... Такие люди требуют особого внимания и воспитания в детстве, а этого он был лишен. "Памятником" своему отцу был еще в то время. Не нужно было чувашу за украинцем лезть в Остер.
Это Черниговщина, там в поле(на полигоне) и не только, и в лесу хлеб с песком(только не с сахарным) неприятно в рту, очень неприятно в зубах. А в Остре "учебка" - "школа гладиаторов", так называли в наше советское время. "Народ" там особенный.
Agabazar // 2995.60.0714
2022.06.16 19:51
Agabazar
Никифор Ваçанкка та çаплах каланă — Çеçпĕле никам та хăваласа яман.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters