Хисеплĕ Владимир Изачак,хальхи чăваш литератури чиркÿ тарçи пулса тăнă вăхăтра эсир çакăн пек ăслă та тарăн шухăшлă хайлав çырнишĕн чунтан-чĕререн тав тăватăп,паянхи пек çивĕч ăс-тăнпах нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунатăп.Анатолий Кибеч.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.08.29 20:10
Особенно то, что "паянхи пек çивĕч ăс-тăнпах": А что пришло, устроит лишь безумца".
Кибеч // 3776.66.5761
2022.08.31 21:44
Хисеплĕ Евразиец,Эсир вуласа пĕлÿ пухнă çын пулни аванах сисĕнет.Анчах пурнăçра пĕлÿ кăна çителĕксĕр.Пурăнма Ăс кирлĕ.Теприне саламланă чух çĕр çул пурăнма сĕннине те илтме пулать.Пурăнтăр,анчах пуçри йĕрке пăтрашăнса ан кайтăр.Çавăнпа та эпĕ хама çывăх çынсене "хальхи пек çивĕч ăс-тăнпах нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунатăп"тесе саламлатăп,хам кĕнекене парнеленĕ чухне те çапла çырса алă пусатăп.Хирĕç мар пулсан,Сире те çак сăмахсенех каланă пулăттăм. Ырă сунса Ан.Кибеч.
Ку çын чăнах та Кипеч пулнине ăçтан пĕлме пулать-ха?
«П» мар, «б» лартнинчен. Урăхла каласан, Кипеч мар, Кибеч тенĕ.
Вырăсла парадигмăна кĕрсе каясшăн. Анчах та ЧĂВАШ ПАРАДИГМИПЕ килĕшÿллĕн, икĕ уçă сасă хушшинче вырнаçнă паллă янравлă сасса пĕлтерни таçтан темĕнле «б» туртса кăлармасăр та витĕр курăнать.