Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +6.3 °C
Жить среди недостойных - вот истинный ад!(Омар Хайям)
 

Ad

Иван Саландаев: Хӑй тӑрӑшнипе, пуҫӗ ӗҫленипе Шӑмӑршӑри Иван Иванов профессора тухнӑ

Иван Саландаев21.11.2022 15:278869 viewsEdit Delete

2022 ҫул — Чӑваш Республикинчи мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ

 

Республикӑра мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пынӑ май, шкулта вӗренекенсем те паллӑ ҫынсем ҫинчен нумайрах пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ. Аслӑ мӑнукӑм та акӑ «Нарспи» поэма авторӗн Константин Васильевич Ивановӑн кун-ҫулӗпе интересленме тытӑннӑ, ҫуллахи каникул кунӗсенче класӗпех чаплӑ поэт ҫуралса ӳснӗ Слакпуҫ ялне кайса курма шутлаҫҫӗ.

— Пирӗн Шӑмӑршӑ ялӗнче те ҫӗр-шывӗпех палӑрнӑ Иванов ҫуралнӑ, — терӗм мӑнукӑма. — Иван Филиппович Иванов. Шел, ун ҫинчен ентешсем пӗлсех каймаҫҫӗ. Наукӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ хӑш-пӗр ӗҫӗ халӗ те патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗ шутланать.

Иван Ивановӑн кун-ҫулӗпе эпӗ хӗрӗх ҫул каяллах интересленме пуҫланӑччӗ. Шӑмӑршӑри Илпек урамӗнче пурӑннӑ Илья Васильевич Муллин пенсионер мана Иван Филиппович пирӗн районтан тухнӑ пӗрремӗш профессор пулнӑ тесе пӗлтернӗччӗ.

Эпӗ унпа малтанласа килӗшмерӗм: пӗрремӗш профессор Тури Чаткасра ҫуралса ӳснӗ Семен Федорович Сайкин тесе шутлаттӑмӑр вӗт-ха!

Ҫук иккен: Сайкин доктор диссертацине 1965 ҫулта хӳтӗленӗ пулсан, Иванов унран 29 ҫул маларах — 1936 ҫултах — биологи наукисен докторӗ пулса тӑнӑ. Ҫав ҫулах ӑна профессор ятне те панӑ.

Шел, Илья Васильевичран Иван Иванов ученӑй ҫинчен тӗплӗнрех ыйтса юлаймарӑм, ҫакӑншӑн паян кун та хытӑ ӳкӗнетӗп. Пирӗн ентеш ветеринари наукинче пысӑк ҫитӗнӳ тунӑшӑн Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденне илме тивӗҫ пулнине ҫеҫ ас туса юлнӑ. Тата унӑн амӑшӗ Патирекри Карсаковсен йӑхӗнчен тухнӑ тенине манман.

Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралса ӳснӗ наука ҫыннисем ҫинчен материалсем пуҫтарнӑ май, Мускаври К.И.Скрябин ячӗллӗ ветеринари академийӗн ректорӗ ячӗпе ҫыру ятӑм. Илья Васильевич мана Иванов ученӑй шӑпах ҫак академире ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗччӗ.

Хальхи вӑхӑтра почта ерипен ӗҫлени вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Ман ҫырӑва хуравласа ҫырнине те чылай вӑхӑт иртсен тин алла илсе вуларӑм. Уншӑн та — пысӑк тав. Ырӑ ҫынсем пирӗн пурнӑҫра ҫав-ҫавах нумай ҫав.

Иван Филиппович Иванов 1901 ҫулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнче Шӑмӑршӑра вулӑсри ветеринар ҫемйинче ҫуралнӑ. Шӑмӑршӑ шкулӗнчен пур предметпа та Мухтав хучӗсемпе вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, учительте ӗҫлекен куккӑшӗ сӗнӳ панипе, Чӗмпӗрти арҫынсен гимназине кайса кӗнӗ. Ҫакӑ та питӗ тӗлӗнмелле пулӑм: Иван Ивановччен Чӗмпӗрти арҫынсен гимназине Чӑваш Енрен урӑх никам та вӗренме кӗреймен. Вӗренӳ заведенине «классическая гимназия» тенӗ, кунтан пӗлӳ илсе тухнисем валли Раҫҫейри хуть те мӗнле аслӑ шкула кӗме те ҫул уҫӑлнӑ.

Гимназире вӗреннӗшӗн ҫулталӑкне 30 тенкӗ тӳлемелле пулнӑ. Ун чух ҫак сумма пысӑк шутланнӑ. Экзаменсене лайӑх тытнӑ чухӑнрах ҫынсен ачисене — мӗн пур йышӑн 10 процентӗнчен ытла мар — тӳлевсӗрех пӗлӳ панӑ. Ҫак 10 процент шутне Шӑмӑршӑ ҫамрӑкӗ кӗни уншӑн пысӑк телей пулнӑ.

Ҫак гимназире маларах Александрпа Владимир Ульяновсем вӗренни те паллӑ. Чӑнах та, Иван Иванов кунта чылай каярах пӗлӳ илнӗ, 1918 ҫулта — Шӑмӑршӑ каччи вӗренсе тухнӑ ҫул — гимназие хупма йышӑннӑ.

Гимнази хыҫҫӑн Иван Иванов пӗр хушӑ Шӑмӑршӑ шкулӗнче ачасене вӗрентнӗ, института кӗме хатӗрленнӗ. Анчах та унӑн ҫутӑ ӗмӗтӗсене граждан вӑрҫи ҫапса хуҫать. Иван Латыш дивизийӗн 8-мӗш Латыш стрелокӗсен полкӗн йышӗнче Врангельпе Махно ҫарӗсене хирӗҫ ҫапӑҫать, паттӑрлӑх кӑтартать. Семен Буденный ертсе пынӑ утлӑ ҫарпа та шуррисене ҫапса аркатма хутшӑнать.

Вӑрҫӑран таврӑнсан Иван Иванов Омск хулинчи ветеринари институтне вӗренме кӗнӗ. Наука ӗҫне чунтан парӑннӑ ентеше институт хыҫҫӑн кафедрӑрах студентсене вӗрентме хӑварнӑ, гистологи кафедрине шанса панӑ. Биологи наукин кандидачӗн диссертацине вӑл кунтах ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.

Каярахпа Иван Филипповича Хусанти ветеринари институтне ӗҫлеме чӗнсе илеҫҫӗ. Кунта вӑл 1936 ҫулта «О рецепторных элементах вегетативной нервной системы кишечника» темӑпа доктор диссертацине хӳтӗлесе хӑйӗн тарӑн пӗлӗвӗпе пурне те тӗлӗнтерет. Унӑн диссертацине вӗренӳ пособийӗ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ, кӗнеке туса пичетлесе кӑлараҫҫӗ.

Ҫамрӑк ученӑйӑн наукӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫне Мускавра та асӑрхаҫҫӗ. Ҫапла вара вӑл тӗп хулари ветеринари академийӗнчи гистологипе эмбриологи кафедрин заведующийӗ тата профессорӗ пулса тӑрать.

Иван Филипповича Мускава куҫарасси ҫакӑнпа та ҫыхӑннӑ: Совет Союзӗ тӗнче уҫлӑхне йытӑ космонавта вӗҫтерсе яма хатӗрленнӗ май Иванов ученӑйӑн тӗпчевӗсем питӗ кирлӗ пулнӑ. Лайка ятлӑ йытӑ 1957 ҫулхи ноябрӗн 3-мӗшӗнче космосра пулнӑ.

Иван Филиппович чӗр-чун чирӗсене хирӗҫ кӗрешмелли майсем ҫинчен 70 ытла наука ӗҫӗ ҫырса пичетленӗ. Студентсемпе ветеринари ӗҫченӗсем валли 12 пособи пичетлесе кӑларать. Чума, ящур, ҫӗпӗр язви, бруцеллез тата ытти инфекци чирӗсемпе кӗрешес тӗлӗшпе ҫӗр-шывӑн тӗрлӗ регионӗсене тухса ҫӳрет.

Иван Филиппович гистологи енӗпе ӗҫлекен преподавательсем хатӗрлес тӗлӗшпе нумай тӑрӑшнӑ. 1958 ҫулта вӑл Китай Халӑх Республикин тӗп хулинче — Пекинта — гистологсем хатӗрлекен курс ертсе пынӑ. СССР Наукӑсен Академийӗн Наукӑпа техника информаци институчӗн заданийӗпе реферант ӗҫне те пурнӑҫланӑ.

РСФСРти Хура тӑпраллӑ мар тӑрӑхра ящур чирне парӑнтарас енӗпе пысӑк вӑй хунӑшӑн пирӗн ентеше Тӑван ҫӗр-шыв Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ. Иван Филипповича «РСФСР наукисен тава тивӗҫлӗ деятелӗ» хисеплӗ ят та панӑ.

И.Ф.Иванов нумай ҫул хушши анатоми, гистологи тата эмбриологи наукисен Пӗтӗм Союзри обществин председателӗн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа туса пынӑ, «Архив анатомии, гистологии и эмбриологии» наука журналӗн редколлеги членӗ пулнӑ.

Иван Филиппович яланах ҫамрӑксене ҫул пама тӑрӑшнӑ, вӑл ертсе пынипе наукӑсен 8 докторӗпе 40 кандидачӗ диссертацие ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.

Пирӗн мухтавлӑ ентеш 1971 ҫулхи июлӗн 22-мӗшӗнче Мускавра вилнӗ, ӑна тӗп хула масарне пытарнӑ.

 

Ив.САЛАНДАЕВ, таврапӗлӳҫӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (14)]

Comments:

саландай // 2743.36.9268
2022.11.22 07:03
Петр Осипов " Шамарша чаваше Лукьянов " тесе вал чавашла лайах пелнипе калана пуле . Шамарша ирсисем (ватараххисем ) чан-чан чаваш пекех чавашла таса каласассе .
Agabazar // 2649.11.9744
2022.11.22 13:17
Agabazar
Салантай юлташ, Вырăс Чукалĕнчи Екатерина Семёновна Рубцова пирки мĕн калама пултаратăр? СССРти эскимологие (эскимоссене тата вĕсен чĕлхине тĕпчес наукăна) пуçласа янăскерĕсĕнчен пĕрийĕ пирки?

Хăшĕсем ăна гимнази пĕтернĕ теççĕ. Анчах ку тĕрĕс мар пуль. Чăннипе вăл икĕ класлă текен шкула пĕтернĕ (автобиографире çапла çырать). Акă Хурăнварта çавнашкал шкул пулнă. Анчах унта арçын ачасем çеç вĕреннĕ.

Хĕрачасен çавнашкал шкулĕ — Теччĕ уесĕнчи Сăмаравккара (паянхи кун вăл ял çук, çыннисем, тĕпрен илсен, Шÿккеве куçă-куçа кайнă).

Вара Екатерина Рубцова çав Сăмаравккара вĕреннĕ-ши?
салантай // 2395.43.7864
2022.11.22 14:20
Екатерина Рубцова малтан Сене Чукалти ( Пулманташри ) пусламаш халах училищинче , унтан Парачкав районенчи Раздольное яленчи ике сыпакри шкулта пелу пухна . Кун хыссан хай уксипе Хусана кайса халах учителе пулма ирек паракан документ илме экзамен тытна . Екатерина Семеновна Люляри (Патарьел р-не ) , Ирсе Теккинчи ( Шамарша р-не ) , Кесен Челемри (Ульян. обл. , Сар ( Сурски ) р-не) шкулсенче еслене .17 сул таван тарахра тарашна хыссан тетеше патне Камчаткана кайна. Медный утравенче алеут ачисене верентне.1929 султанпа--чукоткара
Agabazar // 2649.11.9744
2022.11.22 15:18
Agabazar
Раздоьное ялĕнчи икĕ сыпăклă шкулта вĕреннине ăçтан пĕлетĕр? Çăлкуç?
Agabazar // 2649.11.9744
2022.11.22 15:33
Agabazar
Лукьянов пирен патарта суралман , унан ашшепе амаше те Шамаршасем мар . Чанах та . весем Шамаршари Ирсе кассинче чылайччен пуранна , кайран Чемпер хулине кайна . Лукьяновсем чаваш мар , ирсе
Петр Осипов " Шамарша чаваше Лукьянов " тесе вал чавашла лайах пелнипе калана пуле . Шамарша ирсисем (ватараххисем ) чан-чан чаваш пекех чавашла таса каласассе
Пётр Осипов хăйĕн романĕнче 1917, 1918, 1919, 1920-мĕш тата ытти çулсенче Хусанта чăваш наци юхăмĕ епле аталннине çырса кăтартать. Пĕтĕмпех хăй кÿçĕпе курнине. Ним те шутласа кăларман. Вăл хăй те çав юхама хутшăннă. Ыттисемпе пĕрле унта хайхи Лукьянов та пур. Чăваш ĕçĕшĕн тăрăшаканнисем хушшинче.

Хăвăрăх каларăр малтан, Ишевккерен тесе. Мана хирĕçлерĕр. Халь вара вăл сасартăк сирĕн асра Шăмăршăри Ирçе касси çынни пулса тăчĕ. ))).

Ирçе пулсан, ăна епле-ха Чăваш енĕн наркомĕ пулма çирĕплетнĕ? Ун чухне коренизаци политики пулнă вĕт. Авă, Çеçпĕл Мишшине те, чăваш тесе, Теччĕрен тĕп прокурор пулма чĕнсе илнĕ. Ну, ирçе пултăр. Анчах чăваш ĕçне хутшăнмаллăхах чăвашланнă пулсан, ăна чăваш теме те пулать.

Лукьяновăн ашшĕ-амăшĕ Шăмăршăран мар тетĕр. Анчах та мĕншĕн вĕсене ирçесем тесе шутлатăр? Ирçе кассине пурăнма вырнаçнипе-и?
Agabazar // 2649.11.9744
2022.11.22 16:32
Agabazar
Салантай хоспочын, май килнипе усă курса татах ыйтам-ха.

Акă Капитолина Никитична Эсливанова пулнă. Унăн ашшĕ-амăшĕ — Çĕпрел районĕнчи Чăваш Ишлинчен. Анчах та Капитолина Никитична çуралнă вырăн унта мар.

Чăваш энциклопедийĕнче вăрманти кордонра çуралнă тенĕ . Картун ячĕ — Тюкинский (Тĕкки темелле пуль). Хальхи Шăмаршă районĕн территорийĕнче.

Халь пур-и çав картун? Çук пулсан, вăл пулнă вырăн (координатсем) паллă-и?

Сăмах май каласан, çав Капитолина Никитична та, унпа пĕр тăваннисем те, темшĕн, вырăс шутланнă. Документсенче çавăн пек. Ачисем вара уçăмлăнах хăйсене чăваш теççĕ. А эсĕр калатăр: ирçе, чăваш, ... Çавăн пек пулать вăл пурнăçра.
саландай // 3850.84.3366
2022.11.22 17:42
Ну , Акапасар юлташам , следователь пек тепчетер мана . Итлер эппин .Лукьяновсем ирсе иккенне мана Шамаршари К.Маркс ураменче (елек Мордовский конец тене )) пуранна Таисия Ильинична Гурова--ирсе херараме--каланачче. Шел , пелтер вата сын вилсе кайре . Раздольное ( ун чух ял яче урахла пулна ) яленчи шкулта веренни синчен Е .С. Рубцован сывах таване П.С.Прокофьев хайен аса илевенче сырна . Сак аса илу " Как ты хороша , родная Шемурша " кенекере .195-меш стр. пичетленне.(Шупашкар ,2000 с .) Шамарша лесничествинче " Тюкинский " картун пур Эсливанова синчен эпир пелетпер . Эсливановсем чан чавашсем пулна . Тата тепер хыпар : Е. Рубцова синчен "СЧ " хасатан 1980 сулхи январен 22-мешенчи номеренче "Дело ее продолжают ученики " статья пичетленне.
Agabazar // 2649.11.9744
2022.11.22 18:43
Agabazar
Иван Иванов Шамаршара суралнисенчен чан малтан доктор тата профессор ятне илне тенине хиреслеме сук
Апла-капла калаçмалли сăмах мар ку. Ниме те пĕлтермест. Пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш,... Çынсене çапла номĕрлесе тухмасан та юрать.

Тахçан çакăн пек ыйту сиксе тухнăччĕ: чăвашсенчен кам чăн малтан генерал пулса тăнă?

Кама кăна асăнса пăхмарĕç-ши? Эх, шыраççĕ, эх, шыраççĕ,....

Çакă палăрчĕ: генерал теме май пур чăваш Кутузов çарĕнче те пулнă. Вăл — Талиев Даниил Иванович (1784-1837). Медицина енĕпе генерала çити çĕкленнĕ. Чи малтанхи чăваш букварĕсенчен пĕрне ăсталанă Талиев Петр Ивановичăн (1778-1832) шăллĕ. Чăн та, шăмăршăсем мар ĕнтĕ. Муркаш таврашĕнчен.
Agabazar // 2649.11.9744
2022.11.22 19:02
Agabazar
Салантай хăта,
эпĕ ни следователь мар, ни йĕрлĕмçĕ мар.

Хыпарсене пĕлтернĕшен вара — пысăк тав. Паллах, Лукьяновсен килйышне, Ирçе кассинче пурăннăскере, вырăнти çынсем ирçесемех теме пултарнă. Анчах хăвăрах каларăр, авă, вĕсем кунти сынсем мар. Хальхи чĕлхепе каласан — понаехавшие.

Сăмах май каласан, ирçесем пурăнакан урам сирĕнпе кÿршĕллĕ рацентрта та, Патăрьелĕнче, пулнă. Вăл халĕ те пур. Анчах ăна «мордовский конец» мар, Ирçе касси теççĕ (Ленин урамĕ, анчах та Ленин проспекчĕ тенипе арпаштармалла мар, вăл урăххи). Паянхи кунччен хăйĕн ирçелĕхне сыхласа хăварайман. Ирçесем унтан сапаланса пĕтнĕ пулмалла. Калăпăр, кунти нумай хваттерлĕ çуртсене. Юлнисем вырăсланнă, ахăртнех. Юнашарах чăвашсем пурăнма тытăннă.

Пĕр-ик теçетке каялла Шăмăршăна пырсан, унта хăш чухне апла-капла ирçелле калаçнине те илтме пулатчĕ. Магазинсенче, почтăра, телефон станцийĕнче, кантурсенче,... Паянхи кун мĕнле — пĕлместĕп. Чăвашсем те, тутарсем те, ирçесем те вырăсланса пыраççĕ.
Agabazar // 2644.60.5723
2022.11.23 13:40
Agabazar
Татах та малалла шутласа каяс пулсан, Чĕмпĕр таврашĕнчи Ишевкке патĕнче те ирçе ялĕ пур. Вышкă (Вышки) теççĕ. Чăнах та ирçесемех пулсан, хайхи Лукьяновсем çав ялтан тухма пултарнă, тейĕпĕр . Унтан Ишевккене куçнă. Татах та каярахпа — Шăмăршăна.

Анчах та ку ахаль кăчăртатни çеç. Шанчăклăрах фактсем кирлĕ.
почтăра, телефон станцийĕнче
ку япаласем çав Салантай асăнакан Карл Маркс урамĕнчеччĕ пулас. Шăпах ирçесен тĕлĕ. Çавăнпа та кунта ирçелле калаçакансене илтме май пулнă пулĕ.

Pages: 1, 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters