Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Ни что мы не раздаем с такой щедростью, как советы.(Ларошфуко)
 

Ad

Тимӗр Акташ: 28 ҫул каялла

Тимӗр Акташ11.12.2022 18:092178 views

Аса илӳ

1994-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхине Раҫҫей телевиденийӗн ҫӑлтӑрӗ Светлана Сорокина трагедиллӗ сасӑпа пӗлтерчӗ: Раҫсей ҫарӗсем Чечняна кӗнӗ. Ку хӑрушӑ вӑрҫа пуҫлани палӑртрӗ… Историре ку Пӗрремӗш (Раҫҫей) – Чечен вӑрҫи (кампани) 1994–1996 палӑртса юлнӑ. Официаллӑ, Раҫҫей правительстви ҫак вӑрҫӑ «Операции по восстановлению конституционного порядка в Чечне 1994-1996 годов», или «Вооружённый конфликт в Чеченской Республике и на прилегающих к ней территориях РФ» палӑртнӑ. (Википеди)

Эпӗ хӑрушӑ пӗлтерӳ илтсен, кулянтӑм: мӗнле пирӗн Раҫҫей халӑхӗн малтанхи шанчӑкӗ, перремӗш демократиллӗ Раҫҫей Президенчӗ Борис Ельцин ҫакна хушнӑ?! Ҫак вӑхӑтра унӑн политикӑллӑ, юридици, ҫар таврашӗ ҫакна хушма ӑна хистенӗ.

Шупашкарти Шахрай визичӗ

Вӑрҫӑ умӗн РФ Правительстви пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Шахрай Шупашкара килсе ҫитрӗ. Влаҫ ҫынсемпе курнаҫнӑ. Тата чӑваш гуманитари ученӑйсем, интеллигенцийӗ, обществӑллӑ деятӗлӗсем ЧПГӑИ залӗнче тӗлпулса кӗске калаҫнӑ. Мӗнле чӑваш активисчӗсем шухӑшлаҫҫӗ тесе. Унпа пӗрле пӗр чӑваш офицер граждан костюм тӑхӑннӑ вырӑнти «органран» пулнӑ. Шахрай чӑваш учёнӑйсенчен Чечня ҫинчен ыйтнӑ. Мӗнле вӗсем шутлаҫҫӗ? Лешсем ытла шарламан. Офицер, ҫак чух ҫывӑх пырса, вӗсем ҫине куҫҫемпе шӑтӑрласа сӑнанӑ.

Общество хирӗҫ калани

Раҫҫейри демократиллӗ политиксем, активисчӗсем вӑрҫа хирӗҫ каланӑ. Вӗсем хушшинче - чи паллӑ политиксем: Егор Гайдар – «Демократический выбор России» парти ертуҫи, Сергей Ковалёв правохӳтелевҫи, Салтак ӑмӑшӗсен комитечӗсем, т. ы. те.

Чӑваш активисчӗсен вӑрҫа хирӗҫ пикечӗ

1994 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче Шупашкарти Ленин (халӗ Республика) площадӗнче, Правительство ҫурчӗ умӗнче чӑваш активисчӗсем вӑрҫа хирӗҫ пикета тухрӗҫ. Унта ЧНК, ЧАП ертӳҫисемпе хастарсем, ученӑйсем, литераторсем, художниксем, журналистсем – пӗтӗм 20 ҫын яхӑн.

Эпӗ Геннадий Верблюдов, Семён Игнатьев фотожурналистсене Правительсти ҫурчӗ вестибюлӗнчен телефонпа фото ӳкерме чӗнтӗм. Дежурнӑй милиционер мана чӑрмантарман. Манран хӑрушлӑхсӑр службӑран пӗр дежурнӑй офицер ыйтрӗ: кам эсир, мӗншӗн эсир тухнӑ? Эпӗ хуравларӑм. Лешӗ те чӑрмантарман.

Кайран пикет патне Н.В.Фёдоров ЧР Президенчӗн администраци ертуҫи тивӗҫ пурнӑҫлаканӗ Александр Разумов та тухрӗ.

Ҫак информацийӗ МИХсенче тухрӗ. Семён Игнатьев фотосемпе.

ЧР Президенчӗ Н.В.Фёдоров та вӑрҫа хирӗҫ пулнӑ

1995-мӗш ҫулхи январь уйӑхӗнче Николай Фёдоров - ЧР Президенчӗ Шупашкарта РФ республикисен ертӳҫине йыхравласа пуҫтарӑннӑ. Тутарстан, Пушкӑртстан, тата урӑх регионсен ертӳҫисене. Вӗсем те вӑрҫа хирӗҫ тесе евит турӗҫ.

ЧР Патшалӑх комитечӗн чӑваш депутачӗсем Чечняна кайса килнӗ

1995-меш ҫулта вӑрҫа чарас, мирлешес тӗллевпе ЧР Патшалӑх комитечӗн чӑваш депутачӗсем Чечняна кайса килчӗҫ.

ЧР Салтак амӑшӗсен комитечӗ

ЧР Салтак амӑшӗсен комитечӗ Чӑваш Енри салтаксене хӳтеленӗ. Вӑрҫӑ хиреҫ Шупашкарти Чӑваш академии драма театрӗ умӗн митингсене те йӗркеленӗ. Чечняна, Грозный хулине та темиҫе хут ҫул ҫӳреве кайса килнӗ.

Вӑрҫа чарнӑ

1996-мӗш ҫулта Борис Ельцин ҫак хӑрушӑ вӑрҫана чарнӑ. Мӗншӗн тесен Раҫҫей обществи, халӑхӗ вӑрҫа хиреҫ пулнӑ!

 

Тимӗр Акташ.

Шупашкар, 2022-мӗш ҫулхи декабрь уйӑхӗн 11-мӗшӗ

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (4)]

Comments:

Евразиец // 1855.68.3619
2022.12.12 13:46
Что хотел сказать то этот самозванный "этнополитолог", профессиональный "историк" и "журналист"?. Вокруг "потеплело" и он взялся за перо, не случайно в начале СВО он себя тыловиком называл.
Agabazar // 1133.81.6872
2022.12.12 22:23
Agabazar
Пĕлет кушак кам какайне çинине.
Agabazar // 1133.81.6872
2022.12.12 22:42
Agabazar
Чечняри Пĕрремĕш вăрçăна Ельцин мар, Лебедь генерал чарнă темелле. Çапла пулса тухать. Анчах та вăл Ельцин ирĕкĕсĕр пурпĕрех апла тума пултарайман.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.12.13 08:07
The comment was deleted.: нарушение правил написания комментариев (пункт 1.2)

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters