Хӑшӗ-пӗри питех те чӑваш халӑхне катӑк тесе кӑтартма тӑрӑшать. Ун пеккине сахал мар курнӑ. Хамӑр чӑвашсем те «ахах»-па «мерчен» шырама ютталла ытларах тӗмсӗлеҫҫӗ. Ытти халӑхсенчен вӗреннинче ним япӑххи те ҫук, кӑна ырламалла кӑна. Анчах та ҫав хушӑрах хамӑра ыттисенчен катӑкран теме хӑтланни ман шутпа киревсӗр япала.
Сӑмахӑм ман паян «Илемлӗ, илемлӗ…» чӑваш халӑх юрри пирки пулӗ. Нумайӑшӗ, вӑл илемлӗ юрӑ тесен, хирӗҫ пулмӗҫ ӗнтӗ. Ку чӑнах та ҫапла. Пӗр енчен ансат юрӑ. Анчах ҫав хушӑрах питӗ илемлӗ вӑл. Августа Уляндина шӑрантарниех епле ҫепӗҫ янӑрать:
Чи малтан юрӑ текстне илсе парар:
Илемлӗ, илемлӗ...
Илемлӗ чӑваш юрри.
Илемлӗ чӑваш юрри те —
Юрлама пӗлсен кӑна.
Илемлӗ, илемлӗ...
Илемлӗ чӑваш ташши.
Илемлӗ чӑваш ташши те —
Ташлама пӗлсен кӑна.
Илемлӗ, илемлӗ...
Илемлӗ чӑваш пики.
Илемлӗ чӑваш пики те —
Сӑпайлӑ пулсан кӑна.
Юрӑ структури пит ансат та ӑна тем тӑршшӗ тӑсса кайма пулать. «Илемлӗ чӑваш кӗпи те — Ҫӗлеме пӗлсен кӑна…» — тата ытти те. Юрӑ сыпӑкӗсенче час-часах чӑвашсен юррине, ташшине, тӗррине, кӗпине асӑнаҫҫӗ. Августа Уляндина, ав, чӑваш пикипе усӑ курнӑ.
Мана вара ҫак юрӑ хӑйӗн ансатлӑхӗпе мар, хӑйӗн философийӗпе тыткӑна илет. Кунта чӑвашӑн тӗнчекурӑмӗ, унӑн вӗрентӗвӗ пытаннӑ. Ҫепӗҫ юрӑ пулин те ун урлӑ яш-кӗрӗм чӑваш хӑйне мӗнле тытмаллине вӗренет. Мӗне вӗрентет-ха? Ара, хуть те мӗнле ӗҫе тунӑ чухне ӑна тӗплӗ тумаллине. Ташлатӑн пулсан — пӗлсе ташла, юрлатӑн пулсан — сӑвар уҫмалӑх кӑна мар, пӗтӗм чуна парса юрла тесе вӗрентет ҫак юрӑ.
Ҫапла вара «Илемлӗ, илемлӗ…» юрӑра пӗр енчен ансатлӑх та пур, тепӗр енчен ӑс пани те, виҫҫӗмӗш енчен илемлӗх те. Шырасан тата ытти те пур пуль унта. Сӑмахран, асамлӑх пур тесен те йӑнӑш пулмӗ пуль. Ҫавнашкал нумай пахалӑхлӑ юрӑсене эп сахал пӗлетӗп. Ку тӗлӗшпе пурте пӗлекен чылай юрӑ унпа танлашаймасть. Алла Пугачева юрлакан «Миллион алых роз» та — комментарисенче ӑна нумай пулмасть пӗри асӑннӑччӗ те, ҫавӑнпа тӗслӗх пек кӑтартатӑп — сӑмахран, ку енпе катӑкрах.
Статья пуҫламӑшӗнче ҫын аллинчи кукӑле асӑнтӑм. Мӗншӗн? Ара, чӑнах та вӗт, хамӑр алӑри пуянлӑха асӑрхамастпӑр! Ӑс пухма Аристотель, Марк Аврелий, Лукреций йышши авалхи философсем патне чупатпӑр, Конфуцийрен, Лао-цзирен тухӑҫри философине ӑнланма хӑтланатпӑр… Ҫав хушӑрах хамӑр ваттисен сӑмахӗсене, чӑваш халӑх пултарулӑхӗн «ҫӳпҫине» пачах та асӑрхамасӑр иртетпӗр. Ҫук, грек философӗсем вӗрентнипе, Конфуций ӑс панисемпе пачах та паллашмалла мар тесе каласшӑн мар эпӗ. «Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар» тенӗ чӑвашсем, ҫавна май ытларах пӗлнинче ним япӑххи те ҫук, кӑна ырламалла кӑна. Анчах ҫавах та ман шутпа, ютрине вӗрениччен чи малтан хамӑрӑннине шӗкӗлчесе тухас пулать. «Ваттисен сӑмахӗсем» кӗнекери 14 пин ытла тӗслӗхне тишкерсе тухрӑн пулсан, вӗсене ӑнлантӑн пулсан — малалла ютрисене вӗренме те юрать. Вара вӗсене хамӑрӑннисемпе танлаштарса пыма май пулӗ, вӗсен хушшинчи расналӑха туйса илме пултарӑн. 14 пине мар пулсан та пинӗшне ӑса хывсан та юрӗ. Ман шутпа ҫакӑ хӑвӑн тӑван халӑхна ӑнланма ҫеҫ мар пулӑшӗ, ыттисене лайӑхрах пӗлме те. Ахальтен мар ӗнтӗ танлаштару меслечӗ тӗп меслетсенчен пӗри шутланать.
Чӑваш халӑхӗ тӗрӗс каланӑ ҫав: ҫын аллинчи кукӑль тутлӑн туйӑнать кӑна. Чӑннипе вара унӑн тути сан аллунти пекех. «Чӑвашӑн вӑл ҫук, ку ҫук», — теме пӑрахмалла пирӗн. Хамӑр тавра тусанланса выртакан япалана асӑрхама кӑна вӗренмелле.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Аçтахар ну хоть "тенью красоты" хочет быть... очевидно. Наверное поэтому избитое до невозможнсти "учение пирог в чужих руках "сравнивается "красивой чувашской песней". Хорошо хоть, что не начал наставлять о красивом... Но нравоучение от начинающего жить человека чувствуется. Песня эта - жемчужина и здесь не место говорить о вкусе пирога, точнее грубо о жратве. Эта жемчужина исходит от умелого вокального мастерства, в основе которой диафрагмальное дыхание. Певческий, вокальный зевок у них правильно поставлен. Профессионально всё делает А.Уляндина. Есть еще один певец в Чувашии, со своей личностной неповторимостью, это В.Христофоров из Яльчики. Вот эти современные, настоящие современные, образованные (от ОБРАЗ) чуваши. Честь и хвала таким людям. Их красоту формирования голоса, певческого зевка описать невозможно. Любая попытка может оказаться уродством. Ибо они сами, как личности, оригинально-неповторимы. Дай Бог им здравия телесного и духовного на многая лета.