Паян, нарӑсӑн 25-мӗшӗнче, пӗр паллӑ пулӑм пулса иртнӗ. 186 ҫул каялла, 1837 ҫулта, улшӑнми токпа ӗҫлекен электродвигатель тӗлӗшпе патент ҫирӗплетнӗ. Ҫав вӑхӑтран пуҫланать те ӗнтӗ электродвигательсемпе анлӑн усӑ курас тапхӑр. Ӑҫта кӑна ҫук пуль вӗсем халь… Сире вара ҫак пулӑм мӗнле пулса иртни пирки каласа парас шухӑш пур.
1833 ҫулта ялти тимӗрҫӗ, Америкӑри центртан инҫетре пурӑнакан хӑй тӗллӗн вӗреннӗ электрик Томас Дэвенпорт Джозеф Генри электромагнит шухӑшласа кӑларни пирки, унпа усӑ курса тимӗр тӑприне пуянлатни ҫинчен пӗлнӗ.
Томас Дэвенпорт Генри шутласа кӑларнӑ япалана туяннӑ, ӑна тӗпчесе вӑл мӗнле ӗҫленине ӑнланса илсе хӑй те компактлӑ магнитсем ӑсталама тытӑннӑ. Проводсене изоляцилеме арӑмӗн венчете тӑхӑнакан кӗпипе усӑ курнӑ. Томас Дэвенпорт ӑна хӑюсем ҫине пайласа пралуксене чӗркесе ҫыхнӑ.
Часах мотор ӑсталаннӑ та — ку вӑл улшӑнми токпа ӗҫлекен пӗрремӗш роторлӑ электродвигатель пулнӑ. 1835 ҫулта Томас Дэвенпорт халӑха ҫавракаланса ҫыхӑнтарнӑ чукун ҫулӑн модельне кӑтартнӑ, ун тӑрӑх пӗчӗк локомотив ҫӳренӗ. Ҫул диаметрӗ 1,2 метр пулнӑ.
Дэвенпорт шухӑшласа кӑларнӑ япала часах ҫынсен кӑмӑлне кайнӑ. Пресса хаклани тӑрӑх ҫакӑ ӑслӑлӑхри революципе тан пулнӑ. Дэвенпорт Уолл-стритра ӑсталӑх лаҫҫине уҫнӑ, укҫа-тенкӗ хывма пултаракан ҫынсене шырама тытӑннӑ, Сэмюэл Морзепе паллашнӑ. Часах Дэвенпорт The Electro-Magnet and Mechanics Intelligencer ятлӑ хаҫат кӑларма тытӑннӑ, ӑна пичетлеме электромотор хускатакан пичет станокӗпе усӑ курнӑ.
Ҫапах та вӑл хӑй шутласа кӑларнӑ ӑслайпа мӗн тери анлӑ усӑ курма пуҫланине курайман: Дэвенпорт предприятийӗ тупӑш кураймасӑр хупӑнать, Томас вара Вермонта таврӑнать. Вӑл кӗнеке ҫырма тытӑнать, анчах та ӑна вӗҫлеймесӗрех 1851 ҫулта Солсбери хулинче вилет.
Унӑн ӑслайӗпе вара каярахпа рельспа та рельссӑр ҫӳрекен электрификациленӗ транспортра, тиев ҫӗклекен крансенче, прокат станӗсенче, автоматика хатӗрӗсенче тата ытти япаласенче усӑ курма пуҫланӑ.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Яланхи ток темеççĕ.
Улшăнми (е улшăнусăр) ток темелле