Призвание художника - бросать свет в глубину человеческого сердца.(Р. Шуман)
Ad
Валерий Алексин: Хв. Уяр. «Иртнипе пуласси» 2
Валерий Алексин10.12.2023 10:334290 views
Ҫак статья (Анатолий Юман сӑвӑҫ ӑна очерк тенӗ) пирки пуҫланнӑ калаҫӑва малалла тӑсма кирлине эпӗ вулакана систерсе хӑварнӑччӗ. Вӗҫӗ ҫукчӗ-ҫке-ха, «хӳрине» такам татса илнӗ (е ҫухатса хӑварнӑ). Машинкӑпа ҫапнӑ хыҫҫӑнхи виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗш копийӗсем выртса юлман-ши? Ҫыравҫӑн еткерлӗхне Паянхи истори архивне панӑ, тен, ҫавӑнта «чакаланса» пӑхас?
Ку архивра ӗҫлесе пӑхни пирки самай кӑсӑк статья ҫырма пулать, анчах унталла сулӑнасшӑн мар эпӗ. Кӗскен каласан, очеркӑн машинкӑпа ҫаптарнӑ копийӗсем тупӑнчӗҫ Уяр хучӗсем хушшинче, анчах эпир шыракан вӗҫӗ унта та ҫук.
Ҫырнисен пуххин маларахри томне хатӗрленӗ чухне асӑрханӑччӗ, ҫыравҫӑн чылай хайлавӗсем кӗнекерен кӗнекене куҫса пыраҫҫӗ, автор вӗсене кӑшт-кашт якаткаласа та илет, сайра хутра ятне улӑштарать. Тӑваттӑмӗш тома кӗмелли ҫулҫӳрев очеркӗсене «кайран вулама» тесе уйӑрса хунӑччӗ. Ак япала, эпир шырани 1971 ҫулта тухнӑ «Телейлӗ Палюк» кӗнеке вӗҫне «Чӑвашкассинче» (ҫул ҫӳренӗ чух курнисенчен) ятпа хӗсӗнсе кӗнӗ иккен, «Иртнипе пулассире» вара Тӑванкасси ялӗ пирки сӑмах пырать. Ҫак вӑрӑмах мар сыпӑка кунта илсе кӑтартни ытлашши пулмӗ тетӗп.
Тӳрех каламалла, ҫак сыпӑкра ҫивӗч чӗлхеллӗ Уяра палласа илме ҫӑмӑлах мар, ватлӑх енне сулӑннӑ ялкор ҫырнӑ пек туйӑнса кайрӗҫ ҫак йӗркесем. Унта «малалла кайма чӑрмантаракан ӗлӗкхи чӑваш йӑлисене» йӑлтах хурласа тӑкнӑ. «Кивви чакать, мӗншӗн тесен ун тымарӗ хӑрӑк, ӑна пур енчен те ҫӗнни хупӑрласа пырать», – хӗпӗртенӗ пек пулать автор. Малалла тӑрӑшсах ӗне сӑвакансемпе, трактористсемпе, колхоз председателӗпе, парти организацийӗн секретарӗпе паллаштарнӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ ырми-канми ӗҫленипе анчах мар, кӗсйине парти билечӗ чиксе ҫӳренипе те килӗшнӗ автора.
Кама мӗнле те, кунта ҫыравҫӑ чееленни мана иккӗлентермест. Редактор е кам та пулин урӑххи «ӑс пани» сисӗнсе тӑрать. Автора ҫакӑ килӗшмен пулас, ҫавӑнпах унӑн «сасси» те улшӑннӑ. Хаяр критиксем «ирӗлсех кайччӑр» тесе тарӑхсах ҫырма пултарнӑ: курӑр-ха, ӗлӗкхипе хальхине епле хитрен танлаштарса кӑтартнӑ, «Вперед к коммунизму» колхоз палӑртнӑ тӗллев патне хӑюллӑн утни те ӗненмелле пулса тухнӑ...
Каласа хӑвармалла, «Иртнипе пуласси» очерк кӗнекере тухнинчен кунпа анчах уйрӑлса тӑмасть: Чӑвашкассинчен Тӑванкасси туса хуни пирки каларӑмӑр. Идрис тунӑ путсӗр ӗҫсем пирки ҫырса кӑтартнине йӑлтах туртса пӑрахнӑ, вӗҫӗнчи «мухтав юррине» шута илсен очерк чылай йӑвашланнӑ.
Апла пулин те ҫак очерк Хв. Уяр пултарулӑхӗнче паллӑ вырӑн йышӑнать. 1969 ҫулта ӑна А. Дмитриев вырӑсла куҫарнӑ («В некрещеной» деревне (из дорожный впечатлений). Ун хӑш-пӗр сыпакӗсене Анатолий Юман Чӑнлӑ район хаҫатӗнче пичетлесе кӑларнӑ. Каярахпа вӑл «Тӑван Атӑл» журналта Уярӑн очерк ҫырнӑ вӑхӑтри ҫырӑвӗсене пичетлесе каларнӑ (2009 ҫул, 5№). Вӗсенчен пӗринче ҫыравҫӑ акӑ мӗн ҫырать: «Сывӑ-и, Анатолий! Ҫитсе куртӑм вӗт Чӑвашкассине. Ҫитсе куртӑм та юратса парахрӑм. Ылтӑн кӑлармалли вырӑн тупнӑ пекех туйӑнчӗ. Ма пӗр 25-30 ҫул каялла пӗлмен эп вӑл яла тесе ӳкӗнтӗм». Мӗн калӑн, ылтӑн кӑларнӑ чух тӑм тата ытти тӑпра чылай тухать. Ҫавна шута илсе вулас пулать Хв. Уярӑн «Иртнипе пуласси» очерка.
«Чӑвашкассинче» ятпа тухнӑ очеркран
…Кив йӑласем пирки ытларах чарӑнса тӑнӑран, лайӑххи сахал пуль ку ялта, тейӗҫ. Ҫук, тӗрӗс мар вӑл ун пек калани. Таврари ялсем хушшинче Чӑвашкасси те ырӑ ӗҫсемпе палӑрса тӑрать. Каялла мар, малаллах утать вӑл. Ахальтен мар колхозне те вӗсем «Вперед к коммунизму» тесе ят панӑ.
Кивви чакать, мӗншӗн тесен ун тымарри хӑрӑк; ӑна пур енчен те ҫӗнни хупӑрласа пырать. Ҫӗнӗ ҫынсем, ҫӗнӗ йӑласем, ҫӗнӗ йӗрке. Ӗҫченсем, лайӑх ҫынсем кунта пӗр ял. Идриссемпе Хамитсем – виҫҫӗн-тӑваттӑн пулнӑ пуль. Ҫӑварӗсене кӑна вӗсене ҫутҫанталӑк пысӑкрах «касса» панӑ. Темшӗн ҫавӑн пек-ҫке вӑл: тӗрӗс мар тӑваканни ялан хытӑрах кӑшкӑрать…
Чӑвашкассинче эпӗ тата темиҫе ҫынпа паллашрӑм. Ӗҫченсемпе. Пӗри вӗсенчен Юманова Елена. Вӑл колхозра ӗне суса пурӑннӑ. Анчах сӑмахне ӑна хальхи пек мар, анлӑраххӑн ӑнланмалла. Ӗне сӑвакан тени вунӑ-вунпилӗк ҫул каялла выльӑх шӑварма шыв та йӑтнӑ, вутӑ та ҫурнӑ, кӗтӳ кӗтнӗ, выльӑх апачӗ те хатӗрленӗ, вите те тасатнӑ, тислӗк те турттарнӑ… кил те пӑхнӑ!.. Йӗпе-сапара та, сивӗре те. Ни ӳпкелешмен, ни кӳренмен. Хушнӑ – ӗҫлемелле, тенӗ. Тумалла. Кирлӗ. Тата ыттисем пек ҫеҫ ӗҫленипе те ҫырлахман Юманова, чунне парса ӗҫленӗ. Юратса. Пуринчен малтан пынӑ та кайран кайнӑ. Ҫамрӑксене пулӑшнӑ. Ҫав хушӑрах ачисене те выҫӑ ҫӳретмен.
Хресчен ҫынни, сывлӑхӗ хавша пуҫланине те вӑл ним вырӑнне хуман. Ури хытса ларсан, ӑна тӑсса ларса ӗне сунӑ. Алли вылянми пулсан та чарӑнман-ха ӗҫлеме. Ҫынсем асӑрхаса больницӑна ӑсатичченех фермӑра тӑрмашнӑ. Халӗ ҫӗрле выльӑх картине астӑвать. Тава тивӗҫлӗ колхозница вӑл. Ӗне сунӑ ҫӗрте ҫамрӑксем ӗҫлеҫҫӗ. Юманова ӗнтӗ ватӑлас енне сулӑннӑ. Йывӑр пурнӑҫа пула шӑлӗ ӳксе пӗтнӗ. Анчах пӑхап та эп ун ҫине, мана вӑл тепӗр ҫамрӑк хӗртен те хитрен курӑнать. Чунӗпе таса вӑл. Кӑмӑлӗпе ылтӑн. Паянах коммунизмра пурӑнма тивӗҫ. Кирлӗ пулсан, темӗн те туса парать вӑл. Вӑйӗ ҫитессипе ҫитмессине те ыйтса тӑмӗ. Вӑрҫӑра ун пек ҫынсем Иван Смирновсем пулаҫҫӗ, мирлӗ вӑхӑтра – ӗҫ паттӑрӗсем.
Акӑ Имет Хамитович (паспорт тӑрӑх Иван Харитонович щутланать). Хушамачӗпе Семенов. Механизатор. Тракторист. Кашни ҫулах премисем параҫҫӗ ӑна. «Ӗҫре палӑрнӑшӑн» медаль те пур ун. Ултӑ ҫул хушши вӑрҫӑра ирттернӗ. Вашават ҫын.
Тата икӗ ҫын пур колхозра. Пӗри Николай Петрович Казаков. Колхоз председателӗ. Тепри Николай Иванович Кураков. Унччен вӑл шкулта ачасене вӗрентнӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине. Халӗ колхозра мӑннисене вӗрентет. Парти организацийӗн секретарӗ вӑл.
Ӗҫӗ нумай вӗсен. Ответлӑх та пысӑк. Сӑмахӗ вара пурнинчен те ытла тивет. Пуриншӗн те. Атя, эппин, эпӗ те темиҫе сӑмах хушам. Юлташла.
Халлӗхе хурламаҫҫӗ Куракова. Пырать, теҫҫӗ. Парти организацийӗн ҫулталӑк хушшинчи ӗҫне хакланӑ чухне ҫапла калаҫҫӗ: пырать, аптрамасть, теҫҫӗ. Аван ӗҫленӗ, тенине пӗлтерет вӑл. Начар ӗҫленине тӳррӗн хаклаҫҫӗ – начар, теҫҫӗ.
Колхозра коммунистсем камсем? Уйра ӗҫлекенсем, выльӑх пӑхакансем, механизаторсем, агроном, зоотехник, электрик… Вӗсем чи малтан хуҫалах ӗҫӗсене вӑхӑтра тирпейлесе кӗртессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах пӗр ӗҫ пӗтет – тепри пуҫланса каять. Ҫураки вӗҫленет – утӑ ҫулма тухма хатӗрленмелле. (Пуррисен. Чӑвашкассин улӑх-ҫаран ҫук.) Тӑршшӗпех ҫавӑн пек сыпӑнса пырать. Тепӗр чух пӗр харӑс темиҫе ӗҫ те капланса килет – ҫаврӑнкаласа кӑна ӗлкӗр. Еҫлеҫҫӗ коммунистсем, ӗҫлеҫҫӗ, хӗрӳ вӑхӑтсенче кану ҫинчен манса каяҫҫӗ. Кӗнекесене, кружоксене, каҫхи шкулсене чылай чухне хӗле хӑварма тивет.
Мӗнле-ши, татса памалли урӑх ыйтусем, чӗрене ыраттарса тӑракан ӗҫсем ҫук-ши вӗсен умӗнче? Сӑмахран, мансах пӗтмен кив йӑласем, ҫынсем ӗҫкӗпе супни. Тата ял вӗҫӗнчи тип ҫырмасене илер. Вӗсем ҫулсерен тарӑнланса, аслӑланса пыраҫҫӗ – пӑхма хӑрушӑ! Ҫавсене ял халӑхӗ хӑҫан йывӑҫ лартса, ҫӗре ишӗлсе пӗтме чарӗ? Кам та пулин чӗнсе тухнипе мар, хӑй ирӗкӗпе, хӑй пуҫарӑвӗпе… Ялта садсем те сахал.
Э, ӗҫ пӗтрӗ тесе, савӑнса ларма иртерех-ха пирӗн.
Октябрь-ноябрь, 1969 ҫул.
Сӑнсенче: Хӗветӗр Уяр; Е.Шорникова, И. Мучи, Ф. Уяр, Минин, И.Ивник. 1922 ҫул.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Вăрра тупма ĕнентерÿллĕ япаласем кирлĕ пулнă. Шыраççĕ, шыраççĕ çавăн пеккине, ниепле тупаймаççĕ.
Аптранă енне тĕмсем хыçне тухса пăхаççĕ. Унта хайхи вăрăсем тула тухнă вырăн. Кут шăлса пăрахнă хучĕсем те çавăнтах выртаççĕ (кивĕ хаçатран майлаштарнисем ĕнтĕ).
Вăт следовательсен çав «хутсене» «дело« çумне çĕлесе хумашкăн тивет. Шăпах çав хутсем вăрăсен йĕрĕ çине ÿкме пулăшнă.
Çапла, ачам, Кирлех пулсан, çав кирлине таçта та шырама тивет. Эс пире çуп-çап купипе тĕлĕнтересшĕн.
Калюков тусĕ пулнă тесе персе пăрахаймастăн. Лешĕнпе пĕрле хурах пусса çÿренĕ пулсан — урăх япала, айăплама пулать.
Иккĕмĕш ретрисем, тăраканнисем, Елена Шорникова, Иван Мучи тата Хветĕр Уяр пулма кирлĕ.
Алексин // 2621.19.5120
2023.12.17 15:22
"Канаш" хаçат хăй вăхăтĕнче номертен номере Калюков эшкерне суд туни пирки репортажсем пичетленĕ, унта Курносов, Минин тата ытти хурахсене явап тыттарнă. Калюковне хăйне, Утар ялĕн çыннине, милиционерсем вилмеллех амантнă.
Минин Вăрнар тăрахĕнчен пулнă.
Кун пирки Н. Максимовăн икĕ кĕнекеллĕ "Тапă" романне вуласа пĕлме пулать.
Леонид Агаковăн «Пĕрре, çуркунне» романне асăнмалла тата. Çавăнти « Махорка» Калюковран ÿкерсе илнĕскер пулма кирлĕ.
Евразиец // 9222.5.0357
2023.12.24 11:49
"Пĕр следователь каласа пани аса килет", - зрит в корень, как всегда, Agabazar.
Зоя Романова // 5590.6.2321
2023.12.27 11:24
Уважаемые Валерий Николаевич! С опозданием узнала о вашей работе над составлением собрания сочинений Ф. Уяра, в 4-й том которого вы наверняка включите и его письмо, которое опубликовали в газете "Республика" 8 июня 2004 года в моем переводе. Не помню чувашское название, на русский я перевела его "Как отлучали от родного языка". А перевести эту полную горечи и одновремено надежды письмо талантливейшего и честнейшего писателя меня попросил тогдашний сотрудник Чувашского гуманитарного института Вазан (к сожалению, не помню его имени и отчества), лично принесший мне домой оригинал письма. Я быстро выполнила просьбу ученого, передала ему перевод и как-то не проследила дальнейшую судьбу письма. Позднее, разбирая свой архив, я его обнаружила. Оно не утратило злободневности и сегодня. Интересны рассуждения писателя о преподавании чувашского языка в школе, воспоминания о далеких школьных годах. На чувашском языке это письмо наверняка было опубликовано. На русском же я предложила тогда вам, Валерий Николаевич, его опубликовать в связи с 90-летием Ф.Уяра в 2004 году. И вы его опубликовали, что для начала двухтысячных было довольно смело.