Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Самое большое счастье в жизни - это уверенность, что тебя любят.(Гюго)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Уксах Тимур

Аçтахар Плотников12.09.2008 08:465310 views
Паян ӗҫе килтӗм те пӗлтерӳсен хӑми ҫинче «Конный цырк «Тамерлан» пултарулӑхне кайса курма йыхравлан хута куртӑм. Тӗпрен илсен вӑл чӑваш халӑхӗн тӑшманӗ — тутар-монголсем касса пӗтереймен чылай чӑваша пӗтерекенӗ. Атӑлҫи Пӑлхар тӑрӑхне килсен вӑл кунта самай сӑтӑр тунӑ, самай халӑха тӗп тунӑ. Ӑна вара чыслаҫҫӗ! «Дневной дозор» кинорах ӑна епле чаплӑн кӑтартнӑ! Гитлера, сӑмахран, эпир хурлатпӑр пулсан, Уксах Тимура вара темшӗн чапа кӑларасшӑн. Тепӗр тесен Аттил та Европӑри чылай халӑх патне хурлӑх илсе килнӗ — эпир вара ӑна чыслатпӑр. Интереслӗ, вӑхӑт иртсен Гитлера та ҫаплах чыслама пуҫлӗҫ-ши?
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (3)]

Comments:

eezjum // 6076.7.7326
2008.09.29 22:50
Кăçал çулла Самарканд хулинче пулса эпĕ. Питĕ хитре хула, ери тавра элĕкхи капăр керменсемпе мавзолейсем. Тимур Амир мавзолейĕнче те пулма тӳр килчĕ. Узбексем Тимура тутар-монгол хĕсметĕнчен çăлнăшăн тата патшалăхне аталантарнăшăн питĕ хисĕплеççĕ. Камшăн Тимур тăшман пулĕ, камшăн паттăр. Сирĕн евĕр шутласан Македонски, Ермак (тата ытти вăрçă паттарĕсем те пулĕ, историне пĕлсех каймастăп) халăх тăшманĕсем пулĕç. Тепĕр тесен Чингисхан та монголсемшĕн паттăр. Хам кĕсъере Монголире çĕленĕ Чингисхан сăнне çапнă паха сăран кошелек йăтса çӳретĕп. Ку вăл авалхи истори, ăна хисеплемелле
eezjum // 6076.7.7326
2008.09.29 22:53
Тамерлан чăвашсене касни пирки пĕрремĕш хут илтетĕп
2008.09.30 12:37
Аçтахар Плотников
Паллах — вăл пĕтĕмпех авалхи истори.

Тимур Ылттăн Уртана аркатаканни пулнă. Атăлçи Пăлхарне кĕнĕ çĕрсене вăл пырса кĕрсе унти халăха чылай касса тухнă — "пуш хирсем" (вырăсла "Дикое поле") çав тапхăртан пуçланнă.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters