Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Хороший брак покоится на таланте и дружбе.(Фридрих Ницше)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Таркӑн» романа кӗртсе пӗтертӗм

Аçтахар Плотников24.10.2009 12:054454 views
Ҫапла, ӗҫри пушӑ вӑхӑта усӑ курсах Хветӗр Уярӑн ҫак пысӑк романне кӗртсе пӗтертӗм. Ӑна кунта тупма май пур:
http://chuvash.org/lib/haylav/1924.html

Хайлавӗ пӗр енчен килӗшрӗ ӗнтӗ, тепӗр енчен темӗскер ҫитмест пек туйӑнать. «Шурча таврашӗнче» ят панӑ та романӗ Шурча вӑрҫи тавра ҫеҫ ҫӳрет. Вӑрҫӑ пирки асӑннӑ вырӑнсене те ытларах документаллӑ майпа ҫырнӑ. Хӑй вӑрҫине, ҫапӑҫнине, ҫырса кӑтартман. Вулавҫӑн ӑна хӑйӗн ӑсӗнче ҫавӑрттарса ирттермелле. Вӑрҫӑ таврашри ӗҫсене самай лайӑх сӑнаса панине пула вӑрҫине курма йывӑр мар.
Ку ман кӗске пӗтӗмлетӳ пулчӗ.

Вуласа пынӑ май, хайлава электронлӑ вулавӑша кӗртнӗ май, куҫ умне тӗл пулнӑ пӗлмен сӑмахсене те ҫырса илтӗм:

анапӳ — сӑмахсарта ҫук... «— Чӑнах, ара. Пӗр анапӳ пек килтӗм пулӗ. Эсӗ пӗшкӗнсен эпӗ те пӗшкӗнсе ларатӑп.»
антӑрлӑх — подгубник (в конской упряжи); завязка, шнурок (у головного убора). «Хӑйне паллаттарас мар тесе вӑл антӑрлӑхлӑ калпакне куҫӗ ҫинех антарса лартнӑ.»
асси — выродок, урод; заморыш разг.; последыш прост., последний ребенок в семье. «Турпас татки кӑна вӑл. Асси. Ячӗ те пулин ҫук ун ял хушшинче — Христин упӑшки теҫҫӗ ҫеҫ.»
«Аш пулсан яшка пӗҫерӗттӗм, ҫӗрулмипе тӑвар ҫук терӗ тет-и-ха пӗри?» — килӗшрӗ. :)
ашӑкла — обивать рогожей (дверь), покрывать попоной (лошадь). «Малтан та хыҫалтан ҫеҫ ӑна юр касӑкӗсемпе купаласа хӑпартса питӗрмелле, алӑкне ашӑкламалла.»
ӑмӑр — грудь животного. «Ҫакӑнта сасартӑк кашкӑр сиксе тухсан? Ӑмрипе пӗрре ҫех пырса ҫапӗ.»
ӑншӑрт — порча. «Ӗнер мана ӑншӑрт ӳкнӗччӗ пулмалла, тӳсме ҫук пӗҫертсе пӑрахрӗ.»
ӑстрӑм — раз; прием; смена, сеанс; ряд. Вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ. «Вара тӑнчӑ вӑйӗ пӗтсен палт йӑванса каять те пӗр ӑстрӑм вилнӗ пек выртать.»; «Хӑраса вӑраннӑ Янтул пӗр ӑстрӑм ахлатса урине сӑтӑрса выртать».
йӑм — пропадать, исчезать. «Вара икӗ ҫамрӑк тепӗр хут туслашнине кура ялти сӑмах-юмах йӑмӗччӗ.»
йӑмтар — прекращать, прерывать, переставать делать что-либо. «Чикмери шӑв-шав ҫех часрах йӑмтӑрччӗ.»
йӳтӗм — повод, предлог; причина, основание. «Ытти йӳтӗмсем мӗнре?»; «Хыпса илме пӗр йӳтӗм кӑна кирлӗ».
кӑнтар — торчать, высовываться. «...ялсем вырӑнӗнче халь хура кӑмакасем ҫех кӑнтарса лараҫҫӗ».
кӑрсакалан — вспылить, горячиться; придираться. «Янтул йӑлтах кӑрсакаланса ҫитрӗ.»
кӑчӑрми — бука, пугало. «Кӑчӑрми унта мар, тӗп сакайӗнче пурӑнать, ӑна пӗлет-ха ача».
кӗлер — заваливаться, падать (о скоте). «— Кӗлермелле кайса ӳкмен-ши вӑл?»
лӑнчӑ — слабо, не туго; свободно. «Хӑвна лӑнчӑ ярса пурнӑҫ юхӑмне парӑн кӑна — эс пӗтнӗ ҫын.»
лутра ял — сӑмах «масар», «ҫӑва» пирки пырать. «Чир-чӗрпе килтисене йӑлӑхтариччен ху ирӗкӳпе лутра яла ӑсан.»
никам катман сар мӑйӑр — «никам та тутанса пӑхман» пӗлтерӗшлӗ интереслӗ каларӑш.
павра — разг. болтать, говорить много, трещать без умолку. «Пӗчченҫи паврать. Ним курмасӑр-илтмесӗр тенӗ пек, хӑйпе хӑй киленсе палкать, палкать.»
пӑскӑрт — разг. пробирать, распекать, ругать, давать взбучку. «— Лайӑх пӑскӑртрӑмӑр эпӗр вӗсене!»
пирче — затвердеть. «Ура айӗнчи тӑпра кунта, тӗме ҫинче, тӑм пекех пирчесе ларнӑ-мӗн».
пручах — сӑмахсарта ҫук. «тӑруках» пулӗ? «Ытти чухне Янтул ун пек укҫасӑр эрехе янк ҫех тутараканччӗ, халӗ пручах кутӑна печӗ.»
пумӑкла — сӑмахсарта ҫук. «...ӗрен таткипе пумӑкласа ҫыхнӑ темӗнле хутаҫа тапа-тапа ывӑтрӗ».
пушкар — мочь, осиливать, одолевать. «А мӗн — усламҫӑра пушкараймӗччӗ-и пуп?»
сан — заносы, сугробы, снежные гряды. «Ҫавӑнта хӗвсе лартнӑ юр санне ишсе антарчӗ вӑл.»
сул — заклинать, заговаривать, творить наговоры, заклинания. «— Киремете сулма вӗрент, — терӗ Утлас патакпа ҫапнӑ пек.»
суптӑрка — раскисать, развезти (напр. от вина). «Иккӗшӗ те суптӑркаса ҫитнӗ, ҫывӑрасси ҫинчен ӗмӗтленсе пӗр сӑмах чӗнмесӗр сӗнксе пыраҫҫӗ.»
сӳлет — охватываться дрожью, ознобом; нервно вздрагиватьсжиматься (о сердце); замирать (о душе). «Ҫав вӑхӑтрах темшӗн чунӗ сӳлетет.»
сырӑш — ясли, кормушка (для скота). «...сӳсменне юпа ҫумне ҫакрӗ, утне сырӑш патне кӑкарчӗ».
ҫӑлкӑш пирӗ — грубое полотно (из остатков конопли). «Паллах, ӑна амӑшӗ ҫӑлкӑш пиртен ҫӗленӗ, ӗмӗре пымалли япала вӑл.»
ҫӗвек шӑршӑ — отвратительный запах.
ҫинчӗк — сӑмахсарта ҫук. «— Ҫинчӗк те пуҫтармалла.»
ҫын сиккине сикмелле — тепӗр каларӑш.
«Упа кутне ҫу юраман» — ку каларӑш та килӗшрӗ :)
тамал — утихать, переставать, прекращаться. «Ҫил кӗрлемест, тӑман тамалнӑ, пит ҫине пӗр юр пӗрчи ӳкмест.»
тӑкӑл — скапливаться, накапливаться; набиваться. «ырӑ хыпар часах пӗтӗм таврана сарӑлнӑ та, халӑх тӑкӑлма тытӑнчӗ Янтул патне!»
тилӗр — сӑмахсарта «тилӗрт» ҫеҫ пур, «приводить в ярость, в бешенство, разъярять» пӗлтерӗшлӗ. «— Эсӗ мӗн елпӗрсе тӑратӑн? — тесе сасартӑк тилӗрсе кайрӗ Ивук.»
тинкӗле — толокно. «Тен, тинкӗле юрса парам?»
типири — злой дух. «Пуҫна касса тататӑп, типири!»
урхалӑх — чересседельник. «Хӑтана килнисен киле таврӑннӑ чухне е урхалӑхӗ татӑлать е урапа тӗнӗлӗ хуҫӑлса анать...»
ухлӗм — кормовой злак; бот. костер. «Вӗсем йӑрансем тӑрӑх упаленсе ҫӳресе ухлӗм татрӗҫ».
хампар — сӑмахсарта ҫук. «Эпир хӑнана кайма хатӗрленнӗччӗ те, ачасене хампар тӳпинчен мӑйӑр антарма кӑларса ятӑм.»
хапа — корпус, фигура. «Ҫапла, чӑнах та пӑхмалӑх пур Укка. Ҫамрӑк вӑл. Хапипе илемлӗ.»
хӑлхана тӑратрӑм — «итлеме хатӗр» тенине пӗлтерет.
хӑмшӑл — становиться дряблым, морщинистым, сохнуть, дрябнуть. «Ҫапах та ытларахӑшӗ хӑмшӑлса ҫитнӗ, сӑнран кайнӑ.»
хӗтӗхле — уговаривать, убеждать. «...ялсем тӑрӑх ҫынсене хӗтӗхлесе ҫӳрени ҫинчен асӑнать.»
хут ашшӗ — «ҫыравҫӑ» пӗлтерӗшпе.
чалхӑрт — сӑмахсарта ҫук. «...тутине кулнӑ майлӑ тунӑ та ним курмасӑр чалхӑртса пӑхса пырать.»
чуман — салазки. «... шӑвӑҫ чуманпа тӑрса юласран хӑранипе мӑк-мак тукалать те йӗркеллӗ нимӗн те калаҫаймасть»
чӳпӗк — пакля. «Ҫӑварне чӳпӗкпе хупланӑ.»
шакмак — кунтах ӑнлантарса панӑ. Тӗл-тӗл ӑна каптӑрма та, куплак та, такан та теҫҫӗ-мӗн. «Ҫӑпати тӗпне шакмак ҫыпӑҫтарнӑ пӗр ҫын килсе кӗрсе кӑмака сакки ҫине тӗршӗнчӗ.»
шӑвӑҫ — жестяной, жесть. «... шӑвӑҫ чуманпа тӑрса юласран хӑранипе мӑк-мак тукалать те йӗркеллӗ нимӗн те калаҫаймасть».
шӑвӑҫ чуманпа тӑрса юл — «улталанса юл, нимсӗр юл» тенине пӗлтерет-ши?
ывӑллӑх — интереслӗ сӑмах, пӗрремеш хут куратӑп. «— Ма пӗр-пӗр ҫын патне ывӑллӑха кӗмен?»
ырҫа — большой короб, кузов. «Ырҫара пӗрчӗ тырӑ...»
энчетрен — сӑмахсарта тупӑнмарӗ. «Энчетрен ҫав самантра сан хырӑму та тутӑ пулсан унтан ырри те ҫук вара».
эсченех — интереслӗ каларӑш. «...вӑл сан шухӑшу мар, ӑна эсченех каланӑ.»
эттен — межд. выражает чувство сожаления, досады, а также желание о, о (если бы). «— Эттенччӗ те вӗт, темле пулӗ-ҫке.»
юмарт — сердечный, ласковый. «Ытла та уҫӑ кӑмӑллӑ вӗсем, ытла та юмарт».
юр — мести, замести. «Тен, тинкӗле юрса парам?»
янтӑла — готовить, заготавливать, наготавливать, запасать. «Вӑрманне касса янтӑланӑ-и хӑть?»
ярханах — нараспашку, в расстегнутом виде; с расстегнутым воротом; разг. несобранный, расхлябанный, разболтанный. «Ярханах вӑл, йӳле пилӗкӗн, ҫурӑмӗ тӑрпа шуралнӑ.»
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (6)]

Comments:

2009.10.26 12:41
Маттур!
Кăшт кана вуларăм та ăнланмарăм, романе 19 ĕмĕртен пĕлтерет-и(1900-1917)?
Çапла пулсан çак вăхăтра чăваша Шубашкарта пурнăç пулман ĕнтĕ, мĕншен тесен чăвашсем вырăс хушшинче хăраса
пурăннă, вĕсене вырăссем çын вырăнне те хуман вара:

-Атя, хам ертсе каям... Чăваш пулсан та ăслă ачаччĕ Иванов , ăна-кăна чухлатчĕ.

— Вăл çаплине çапла та-ха, мăшкăлласа пĕтересрен хăратăп эпĕ. Вырăс эрни кунĕ ӳсĕрсем нумай пулаççĕ.
— Эпĕр хамăр та ӳсĕрĕлĕпĕр. Мĕн тесе мăшкăллĕç вара пиртен?
Ара, чăвашран мĕн тесе мăшкăлласси паллă ĕнтĕ. Чăваш, Василь Ванăч, тем те пĕр. Чĕрре кĕрсен хĕнеме те ӳркенсе тăмĕç.
— Эпĕр хамăра паллаттармăпăр, Петĕр. Çын хушшинче такам темле халăх унта. Укçа пур пирĕн.


— Манăн трахтирех каяс килетчĕ. Пĕрре чунăман çунаттине сарса курам тенĕччĕ... Чăвашĕ паллă пулсан та, эс пур пĕрех лайăх юлташ, Петĕр.
Тăхта-ха, тен, эпĕр пĕр-пĕр турккă пулăпăр?
— Мĕн вăл — турккă?


Вăт, турккă пулсан Шупашкарта çын пулăттăн...
2009.10.26 13:38
Аçтахар Плотников
Унта, романра, унашкалли нумай.
Роман 1842 çулта (йăнăшмастăп пулсан) пулса иртнĕ Шурча вăрçине сăнласа кăтартать. Тĕрĕсрех — çав вăхăт тавра çаврăнса çӳрет. Хăй вăрçине кăтартмасть — «Юнлă юнкун» пайра (вĕçĕнче) çеç мĕн пулса иртни пирки кĕскен каласа парать. Ытти пайсенче — Янтул, Ухтиван, Салакайăк (Архангельский пуп, чăвашра вăл тĕпчевçĕ пек те палăрнă), Ивук, Ваçук — ак çаксен пурнăçне сăнласа панă.
2009.10.26 13:40
Аçтахар Плотников
Тата ку романа вуличчен малтанхипе паллашмалла — унта Ивук, Шахрун, Ухтиван сăнарĕсене лайăхрах уçса панă. Шахрунпа Ивук мĕншĕн пĕрле çӳренине те унта пĕлме пулать.
2009.10.26 15:39
Эсĕ романăн пур текстне пĕр файлпа мана пама пултаратăн-и?
Эпĕ ватăлтăм пулĕ :), кунта пĕчĕк шрифтлă текстне вулама мана йăвăр. Эпĕ шрифт пысăкашне улăштарса кильте вулатăм...
2009.10.26 18:37
Аçтахар Плотников
timer***itay@****.ru адреспа ятăм
2009.10.26 18:50
Илтĕм, тавтапуç!

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters