Шӑп та уйӑх каялла, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» ҫӗнӗ хатӗр хушӑнма тытӑнчӗ: пуплевӗшсене сасӑламалли меслет. Ку функционал ҫӗнӗ велосипед шутласа кӑларни мар ӗнтӗ — ак ӗнтӗ миҫе ҫул Mozilla Common Voice проект пурнӑҫланать. «Сасӑла» функционал та ҫав ӗҫех тӑвать: сасӑсен йышне, текстпа ҫыхӑнтарнӑ чӑвашла сасӑсене пухать.
Mozilla Common Voice проектран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?
Чӑваш чӗлхинче сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем пур. Калӑпӑр, «путлӗ», «путек», «кансӗр»… Чӑвашла вӗсене йӑнӑшсӑр ҫырас тесен ҫак сӑмахсем мӗнле пулса кайнине лайӑх пӗлмелле. Уйрӑмах ҫакӑ «путсӗр» сӑмаха пырса тивет: кӗнекесенче те сахал мар ӑна «пӳтсӗр» пек ҫырнине асӑрхатӑп. Чи пысӑк сӑлтавӗ ӗнтӗ кунта ӑна каланӑ чухне эпир «путсӗр» мар, «пӳтсӗр» тенипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май ҫырнӑ чухне те «пӳтсӗр» тесе ҫырас килет. Ку сӑмахӑн тепӗр форми те пур-ха: «путлӗ». Анчах ку чухне ӑна никамах та «пӳтлӗ» тесе каламасть те, унашкал йӑнӑш тӑвас хуйхӑ ҫук.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Авалхи чылай сӑмаха эпир халӗ ӗнтӗ манса пӗтнӗ, хӑшпӗр чухне вара тата сӑмах пӗлтерӗшне улӑштарса, хальхи чӗлхере урӑх ӑнланупа ҫӳретнине те куратпӑр. Акӑ, Карӑшлӑх ятлӑ ял пур пирӗн Чӑвашстанра. Мӗне пӗлтерет-ши ку?
Думаю наконец то полностью раскрыл этимологию названия праздника Сурхури. В последнее время яростно и неистово искал этимологию Сурхури.
Понятно что в эти дни празднуют чуваши праздник солнца, и костры сжигают по обычаю, с древнейших времен ирано-булгарских предков. И солнце в эти зимние дни буквально замирает, поднимаясь всего то немножко от горизонта. Высота его в это время минимальна, среди верхних кульминаций Светила для всех дней года. И по этой же причине день зимнего солнцестояния - самый короткий в году, а ночь — разумеется самая длинная.
Акӑ, ҫак ҫӑмӑлах мар ҫулталӑк вӗҫленсе те пырать. Вӑл вӗҫнелле шуса пынӑ май, яланхи пекех эпир ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвне тӑватпӑр.
Пӗлтӗр эпир 2022 ҫула пысӑк шанӑҫпа кӗтсе илеттӗмӗр. Шел те малашлӑх епле пулассине пӗлеймен ҫав. Пӗртен-пӗр савӑнӑҫлӑ хыпар: кӑшӑлвирус пире ытлашши пӑшӑрхантарма пӑрахрӗ. Ҫук, вӑл пӗтмен-ха, сысна грипӗпе пӗрле пирӗн хушӑрах явӑнса ҫӳрет, анчах 2022 ҫул кӑтартса панӑ тӑрӑх ҫав чир ытлашшиех хӑрушах мар иккен, унтан хӑрушши те пур. Ҫавна май ун пирки шухӑшлама пӑрахрӑмӑр.
Чӑваш чӗлхин корпусне пухас ӗҫ ҫӑмӑлах мар. Лайӑх корпус пултӑр тесен 20 миллион сӑмах пухни ҫеҫ ҫителӗксӗр, унта тӗрлӗ йышши текстсем пулмалла. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» сӑнасарах пӑхсан паянхи кун унта ытларах пайне литература хайлавӗсем йышӑннине курма пулать. 2019 ҫулта урӑх ҫитменлӗхччӗ — нумай пулмасть корпуса чӑвашла куҫарнӑ Библие кӗртнӗччӗ те тӗн тексчӗ пысӑк пай йышӑнатчӗ. Вӑт хайхи ӗнтӗ, ҫав танмарлӑха пӗтерес тесе эпӗ юлашки вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче чӑвашла текстсем шыратӑп та.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекере ман шутпа пӳртпе ҫурт сӑмахсене ӑнлантарса пани ҫитмест. Ку икӗ сӑмаха этимологсем тахҫанах тӗпченӗ ӗнтӗ, вӗсем мӗнле пулнине ҫирӗплетсех калама пултараҫҫӗ. Ҫавах та хам енчен гипотеза шайӗнче урӑх верси сӗнсе пӑхасшӑн.
Ҫурт тени тӗрӗксен юрта сӑмахпа тан пулнинче ним иккӗленӳ те ҫук-ха. «Й» сасӑ йотацизма пула «Ҫ» сасса куҫнӑ та хайхи «йурт»-ран «ҫурт» пулса тӑнӑ. «Пӳрт» тени вара мана яланах шухӑша яратчӗ. Пӗрешкел илтӗнеҫҫӗ-ҫке.