Чӑвашсене хӑшӗ-пӗри ниепле те тӗрӗксен йышне кӗртесшӗн мар. Пире Европа енне те, ҫармӑссем енне те туртакансем сахал мар.
Кунта ӗнтӗ, паллах, чи пысӑк сӑлтавсенчен пӗри тӗн ыйтӑвӗ тӑрать. Ара, пур тӗрӗксем те вӗт-ха, ытларах енӗпе мӑсӑльмансем — тутарӗсем те, пушкӑрчӗсем те, казахӗсем те, Китайри уйгурсем те. Азербайджансемпе турккӑсем пирки калаҫу та ҫук. Хӑшӗ-пӗри вӗсемпе пире нимӗн те ҫыхӑнтарма пултараймасть тесе ӗнентересшӗн.
Паян пӗр термин пирки пӗлтӗм. Иккен, казахсен йӑла пур — асар ятлӑ.
«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатса пынӑ май пӗлмен ҫыравҫӑсен, куҫаруҫӑсен, журналистсен ячӗсене чылай тӗл пулма тиврӗ. Ҫавна май вӗсем пирки сире те пӗлтерес терӗм.
Чӑн та, чӑваш ҫыравҫисем пирки хатӗрленӗ чи анлӑ кӗнекесенчен пӗри вӑл — Петӗр Ялкир хатӗрленӗ «Литературный мир Чувашии». Чӑн та пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ, кам-кам кӑна ҫук пуль унта. Ҫавах ӑна ниепле те тулли кӗнеке тесе хаклама ҫук. Вырӑсларан чӑвашла куҫаракансем унта чылай пулин те хӑшӗ-пӗрин ячӗ ҫук ҫав.
Яндекс.Куҫарушӑн кама-кама та тав туса пӗтерейменни те халӗ те тӗплӗн пӗлейместӗп! Яндексра ку енӗпе те пит конкретлӑ ӗҫ-пулӑм пулса пынишӗн чӑннипех хӗпӗртемелле. Шухӑшӑма ҫирӗплетме пӗр кӗске текст кӑна илсе кӑтартатӑп. Чи малтан — яндекс чӑвашла куҫарни пулӗ (чарӑну паллисене те ҫаплах, тӗкӗнмесӗр хӑварнӑ унта), малалла ҫав текстӑн — вырӑсла оригиналӗ, кайран — хамӑр кӑштах юсанӑ вариант.
Урамсен чӑваш ячӗсем питӗ илемлӗ. Вӗсене тишкеретӗн те чӑвашсем мӗнле кӑна ят паман-ши тесе тӗлӗнетӗн. Шел те, хальхи вӑхӑтра хӑлӑх ӑсӗ мӑкарах пулас. Вӗсен фантази ҫитмест. Юрӗ, тейӗпӗр, Совет саманинче ҫӳлтен хушнӑ та чылай ялта Совет, Комсомол, Ленин тата ытти ҫавнашкал урамсем купипех шӑтса тулнӑ. Хальхи вӑхӑтра унашкалли ҫук, анчах ҫавах питӗ хавшак: ӑҫта ан пӑх — Садовая, ӑҫта ан пӑх — Южная та Лесная, Парковая та Луговая... Молодежная е Новая текеннисем пирки калаҫу та ҫук.
Чӑваш кӗнеке кӑларӑшӗнчен пӗлтӗр 8-мӗш класӑн, паян 9-мӗш класӑн ҫӗнӗ кӗнекисене (тӗрӗссипе — улттӑмӗш ҫӗнетсе улӑштарнӑ кӑларӑма) илсе килчӗҫ. Савӑнмалла. Тӑрӑшса ӗҫленӗ, Евгений Майковпа Ольга Вишнева вӗрентекенсем пултарнине тунӑ. Тепӗр тӗлӗнтермӗш, ҫӗнӗ кӗнекешӗн 3 пин ытларах гонорар парса янӑ. Унчченхисемшӗн пачах ним тӳлеменни те пулнӑ-ҫке! Ҫавӑнпа укҫа пирки калаҫмӑпӑр, ахаллӗн мана хирӗҫ Родионов-Яковлев-Ендеров тата тахӑшӗн пӗрлӗхӗ каллех кӑшласа ларать. Ку ушкӑн хам чӗрӗ чухнех курнӑҫланса синкер сарать те, вилсе выртсан мӗнле сиксе ташлӗ-ши?
В продовольственных сетевых магазинах Чебоксар и Новочебоксарска продаются вафли «Экият» (Сказка) с названием на татарском языке. Они хорошего качества. Но главное — предприятие-изготовитель АО «Челны-Хлеб» в данном случае использует оба государственных языка Республики Татарстан.
Положительный пример для других товаропроизводителей.
Чебоксарский хлебозавод номер 1 печет хлеб «Чӑваш ҫӑкӑрӗ» и «Сывлӑх» (Здоровье). Причем, используя старинные чувашские рецепты с использованием шишек хмеля.
Можно ли язык внедрить приказом? Давайте посмотрим на иврит – один из древних семито-хамитских языков, умерший еще до рождения Христа. История с ивритом показывает насколько наличие единого языка является безусловным фактором сохранения и даже формирования единства нации. В 1940-е годы ХХ века, когда было воссоздано государство Израиль и начался процесс переселения еврейских диаспор, живших в разных языковых и культурных окружениях, основатели еврейского государства поняли какая перед ними стоит колоссальная проблема — создать из разноязыкого населения сплоченную нацию.
Редакцирен: Ку статьяна автор «ӑ», «ӗ», «ҫ», «ӳ» саспаллисемсӗр ярса пачӗ. Эпир вӗсене ҫеҫ юсаса тухрӑмӑр (хӑш-пӗр вырӑнта куҫа лекменни те пулма пултарать, тӳрех каҫару ыйтатпӑр). Стилистикине вара йӑлт авторӑнне хӑвартӑмӑр. Сӑмах май аса илтеретпӗр, ку — Тимӗр Акташӑн, пирӗн сайтра вырнаҫнисенчен, пӗрремӗш чӑвашла ҫырнӑ статья мар. Вӑл унччен те чӑвашла ҫырса парсаччӗ. Калаҫма та Тимӗр Акташ журналист чӑвашла йӗркеллех калаҫать. Пирӗнешкел, ачаранах чӑвашла ӳснисемпе танлаштарма ҫук-ха ӗнтӗ, анчах кунта чи пахи — вӑл чӑн та чӑвашла калаҫма тӑрӑшнинче, чӑваш чӗлхи мана кирлех мар тесе тӑманнинче (унашкал темиҫе ҫын пур: хӑйсем чӑвашлӑха тӗпчеҫҫӗ, чӑвашлӑхпа пурнӑҫне ҫыхӑнтарнӑ, анчах чӑвашла ниепле те вӗренесшӗн мар; Акташ вӗсен йышне, тем тесен те, кӗмест).