Юлашки вӑхӑтра чӑваш чӗлхине хӗсессипе нумай хыпар пырать. Малтан педагогика университетӗнче темиҫе факультета пӗрлештерсе чӑваш факультетне пӗтерчӗҫ, халь Ульянов ячӗллӗ университетра ҫав ӗҫех пырать. Нумайлатас вырӑнне хӗсни, чакарни — ман шутпа влаҫрисем чӑваш чӗлхипе кӗрешнине кӑтартать. Ытти факультетсене пӗрлештермеҫҫӗ-ҫке... чӑвашлисене ыттисемпе хутӑштараҫҫӗ. ППЭ чӑвашла тытма майсем туса парас вырӑнне халӑха хирӗҫ тӑрмашаҫҫӗ.
Издательство ҫурчӗсене пӗрлештерни те ҫав ӗҫех — вырӑслисене пӗр ҫӗре пухасси пирки сӑмах тапратмаҫҫӗ, чӑвашлисем ҫине тапӑнаҫҫӗ.
Кам та кам Чӑваш наци телевиденийӗ чӑвашла передачӑсем нумайрах кӑтарттӑр тет - ҫакӑнта сасӑлӑр: https://docs.google.com/forms/d/1Afgl8QUQaZTVg_Aq-wZDZWTIA0SYedaAaiHBzLZ0bWA/viewform?pli=1
Чӑваш Республикин Тӳре-Шари Шупашкарта чӑвашла тухакан пӗтӗм хаҫат-журнала пӗр "тӑрӑ" айӗнче пуҫтарма шут тытнӑ.
"Государственные СМИ Чувашии, издаваемые на чувашском языке, объединят в медиахолдинг. Соответствующий проект постановления был одобрен 13 июня правительством республики." http://www.irekle.org/news/i1051.html
Тӗллевӗсене те палӑртнӑ:"Согласно принятому постановлению, холдинг создается "в целях эффективного использования государственного имущества". Мининформполитики добавляет, что объединение изданий позволит "оптимизировать штаты редакций", "гибко реагировать на запросы рынка" и "обеспечить экономию бюджетных средств"(Ҫавӑнтанах).
Чӑваш чӗлхин шӑпи ҫине пӑхатӑп та куллянтарнипех куллянтарать. ЮНЕСКО пирӗн чӗлхе пӗтме пултарать тени ҫине хӑшӗ-пӗри иккеленӳллӗ пӑхать пулин те хӑш-пӗр самантсенче унӑн малашлӑхӗ ҫутӑ та телейлӗ пуласса ӗненме те пӑрахма пулать. Мускав кирлӗ мар, пирӗн влаҫрисене кирлӗ мар. Путин хӑйне валли вертикаль власти туса хунӑранпа халӑх та вӗсем ҫине пӑхать — ӑна та чӗлхе кирлӗ мар пулас. Пуясси кирлӗ те ют ҫӗршывсене кайса канасси кирлӗ. Малашлӑх пирки шутлакан ҫынсен йышӗ вара сахалансах та сахалансах пырать.
Александра Фукс хӑй ӗмӗрӗнче чӑваш ялӗ епле тутарланнине хӑй куҫӗпе курнӑ теҫҫӗ (ҫӑлкуҫа кӑтартсан аван пулӗччӗ) те паян эпир чӑваш ялӗсем вырӑса тухнине питӗ те аван куратпӑр.
Чӑваш литературине юратакансем Роман Чепунова лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл ҫамрӑк мар ӗнтӗ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче ӑста учитель, хӗрӳ критик, интереслӗ прозаик пек палӑрнӑ. Юлашки ҫулсенче филологи ӑслӑлӑхне, фольклора тӗпчес енӗпе пултаруллӑ пулнине ҫирӗплетрӗ: чӑваш халӑх каларӑшӗсене пухса вӗсене «Хыпар» хаҫатра пичетлет.
Роман Андреевич ӗҫне пысӑка хурса хакламалла. Вӑл пуҫтарса тишкернӗ каларӑшсене кӗнекен пичетлесе кӑларма та юрать. Ку кӑларӑм ӑсчахсемшӗн те, вӗренекенсемпе студентсемшӗн те, ахаль вулаканшӑн та усӑллӑ пулӗччӗ. Пирӗн вара Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫлекенсем ҫакна асӑрхӗҫ тесе шанасси ҫеҫ юлать.
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие эп хам та хутшӑнтӑм. Чи малтанах кӑшт шикленӳсем те пурччӗ — хутшӑнас-и, е хутшӑнас мар-ши? Кайран шутларӑм-шутларӑм та — ара мӗн унта иккеленсе тӑрасси пур? Ҫырса пӑхас. Эп хам килте ҫыратӑп-иҫ. Хамӑн ӗҫ хама килӗшмесен ярса памасӑр та пултаратӑп-ҫке!
Наци радиовӗн интернет урлӑ калаҫӑвӗ те тикӗс пулмасси пирки шутланӑччӗ (хӑш чухне те каналӗ хӗсӗккине пула малтан пач татӑлатчӗ те) — пысӑк тав вӗсене, пӗр кӑлтӑксӑр иртрӗ.
Тексчӗ ман шутпа питӗ лайӑх. Кӗскерех пулин те. Пӗрремӗш текст пулнӑран Лидия Кузьмина хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене уҫса пычӗ пулас, анчах ман шутпа вӑл ытлах кирлех те мар.
Аса илтеретпӗр: Вӑйӑ конкурс инҫет майпа 2013 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 21-мӗшӗччен (00.00 сехетчен)ҫеҫ пырать.
Пӗлме: Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Красноармейски районӗнчи тата Чӑваш Республикинчи шкулсенче 5-11 классенче вӗренекенсем валли «Улӑп – 2013: Эпир Улӑп йӑхӗнчен» уҫӑ тата инҫет вӑйӑ конкурс ирттерме йышӑннӑ.