Тӗлӗнмелле хыпар тухрӗ. Иккен, «Хыпар» тепӗр хаҫата ҫатса ярасшӑн — Шупашкар районӗн хаҫатне — «Тӑван Ене». Хам ҫак район ҫынни пулнӑ май ку мана самай пӑшӑрхантарать.
Хӑшӗ хӑшне ҫӑтса ярӗ?
«Тӑван Ен»-пе «Хыпар» икӗ пысӑк хаҫат. Иккӗшӗн те лайӑх енӗсем пур. Район хаҫачӗсене илсен «Тӑван Ен» уйрӑммӑн тарать — вӑл яланах чи лайӑххисен йышӗнче тӑнӑ. Журналистсен йышӗпе те, ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртессипе те. Сӑмахран, хаҫат сайтне тӑвасси, ҫӗнӗ дизайн ҫине куҫасси, ҫӗнӗ программӑсемпе усӑ курма тытӑнасси тӗлӗшпе вӗсем малта пыраҫҫӗ.