1994-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхине Раҫҫей телевиденийӗн ҫӑлтӑрӗ Светлана Сорокина трагедиллӗ сасӑпа пӗлтерчӗ: Раҫсей ҫарӗсем Чечняна кӗнӗ. Ку хӑрушӑ вӑрҫа пуҫлани палӑртрӗ… Историре ку Пӗрремӗш (Раҫҫей) – Чечен вӑрҫи (кампани) 1994–1996 палӑртса юлнӑ. Официаллӑ, Раҫҫей правительстви ҫак вӑрҫӑ «Операции по восстановлению конституционного порядка в Чечне 1994-1996 годов», или «Вооружённый конфликт в Чеченской Республике и на прилегающих к ней территориях РФ» палӑртнӑ.
Нумай пумасть тӗрлӗ МИХсем Кадыровӑн сӑмаххисене сара пуҫларӗҫ.
«Если бы по (федеральной целевой) программе нам необходимые средства выделили — мы сделали бы больше. И еще больше, если бы нам не мешали»
--
чӑвашла: «Енчен те федераллӑ программӑпа пире укҫа-тенкӗ ытларах уйӑрнӑ пулсан эпир ытларах тунӑ пулӑттӑмӑр. Тата ытларах — енчен те чӑрмантарман пулсан»
— тенӗ хайхи Чечен Республикин Кӑлави Рамзан Кадыров.
Мускаври тата ытти федераллӑ хаҫатсемпе сайтсем, паллах, ку сӑмахсене йӗкӗлтесе илес тӗлӗшпе сара пуҫларӗҫ — вӗсен шухӑшӗпе кӑнтӑрти республикӑна укҫи-тенки сахал мар каять, лешсене вара ҫавах ҫителӗксӗр.