Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Всякая школа славна не числом, а славою своих учеников.(Н.И. Пирогов)
 

Ad

Blog Updates

Ҫеҫпӗл манӑн пурнӑҫра

  23.10.2024 18:19 | 3282 views

Сӑвӑҫ юбилейӗ умӗнхи калаҫуран

«Тӑван Атӑл» журналта «Ҫав-ҫав ҫыравҫӑ ман пурнӑҫра» ятлӑ ярӑм уҫас шутпа Арсений Тарасов тӗремен манпа темиҫе хут та калаҫрӗ «Виталий Петрович, эсӗ паллӑ тӗпчевҫӗ, ҫеҫпӗлҫӗ. Ҫавӑнпа санран «Ҫеҫпӗл манӑн пурнӑҫра» ятлӑ эссе журналӑн чӳк кӑларӑмӗ валли ҫырса пама ыйтатӑп», — терӗ. Эпӗ чӗркелесе пӑрахрӑм та, журнала юрӑхлӑ пулаймарӗ. Тен, Чӑваш халӑх сайтне каймӗ-ши тесе ярса паратӑп.

 

Вталий Станьял.

More...

 
[Comments (14)]

Хв. Уяр. «Иртнипе пуласси» 2

  10.12.2023 10:33 | Edit | Delete | 4292 views

Ҫак статья (Анатолий Юман сӑвӑҫ ӑна очерк тенӗ) пирки пуҫланнӑ калаҫӑва малалла тӑсма кирлине эпӗ вулакана систерсе хӑварнӑччӗ. Вӗҫӗ ҫукчӗ-ҫке-ха, «хӳрине» такам татса илнӗ (е ҫухатса хӑварнӑ). Машинкӑпа ҫапнӑ хыҫҫӑнхи виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗш копийӗсем выртса юлман-ши? Ҫыравҫӑн еткерлӗхне Паянхи истори архивне панӑ, тен, ҫавӑнта «чакаланса» пӑхас?

Ку архивра ӗҫлесе пӑхни пирки самай кӑсӑк статья ҫырма пулать, анчах унталла сулӑнасшӑн мар эпӗ. Кӗскен каласан, очеркӑн машинкӑпа ҫаптарнӑ копийӗсем тупӑнчӗҫ Уяр хучӗсем хушшинче, анчах эпир шыракан вӗҫӗ унта та ҫук.

More...

 
[Comments (13)]

Ҫӗнӗ тапхӑр тапранчӗ!

  05.11.2023 15:49 | 5396 views

Чӑваш литератури илемпе сӑнарлӑх хӑватне ҫухатманшӑн чылай ҫул савӑнса пурӑнтӑм. Ӗмӗр чиккинче Хӗветӗр Агивер, Василий Эктель, Анатолий Смолин, Арсений Тарасов, Борис Чиндыков, Николай Исмуков, Николай Ыдарай, Виталий Захаров тата ҫамрӑксем ҫырнисене ырласа вулаттӑм.

Сасартӑк лару-тӑру хирӗҫле улшӑнчӗ. Литература ӗҫӗ пӑтранма пуҫларӗ. Ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ 100 ҫул ҫитнине уявланӑ кунсенче паянхи пирки шутламалли пайтах хускалчӗ.

«Ҫӗнӗлле йӗркелӳ» пӑтравӗ вӑраха пычӗ.

More...

 
[Comments (15)]

Золотницкий шкулӗнчи сӑвӑҫсен поэзи мифологийӗ

  02.11.2023 09:53 | Edit | Delete | 3756 views

Хӗветӗр Михали ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитрӗ

Чи малтанах ҫак ӗҫре усӑ куракан ӑнлавсене мӗнлерех пӗлтерӗшсемпе усӑ курнине ӑнлантарни кирлӗ. Поэзи мифологийӗ (поэтическая мифология) тесе эпир хайлав авторӗ йӗркелекен мифологине калатпӑр. Вӑл халӑх (этническая, натуральная) мифологийӗнчен хӑйӗн харкамлӑхӗпе (индивидуальностью), хӑй евӗрлӗхӗпе уйрӑлса тӑрать. Халӑх сӑмахлӑхӗнчи лирика-эпикӑра тӑтӑшах тӗл пулакан «эпӗ» текен калу субъекчӗ пирки ӑнлантарни те кирлӗ.

More...

 
[Comments (4)]

Вековой юбилей чувашских писателей

  23.10.2023 08:03 | Edit | Delete | 2621 views

Первое чувашское литературное сообщество сложилось в 1901 г., при Симбирской чувашской учительской школе (далее – СЧУШ), которое опиралось больше всего на традиции русской поэзии золотого века, а также на сатиру и юмор И. Крылова. «Осенью 1901 года мы в своем классе начали издавать два журнала: «Компания юных пиитов» (по инициативе Гаврила Коренькова) и «Сотрудники» (по инициативе Петра Григорьева), ‑ пишет Г. Комиссаров (Вандер) в автобиографических записках. – Первый журнал был юмористический и был типа летучей газеты» (Комиссаров Г.

More...

 
[Comments (1)]

«Сильзюнат»: опыт и перспектива

  15.10.2023 10:51 | 2588 views

(выступлпение руководителя литературного объединения ЧГУ 20 мая 1992 г.)

Из архива краеведа

История литературно-творческого объединения ЧГУ «Сильзюнат» свое начало берет от литературного кружка, организованного в ноябре 1930 года на литературном факультете Чувашского педагогического института им. И.Я.Яковлева. Зачинателями кружка были активные студенты, ставшие народными поэтами и писателями Александр Алга, Николай Ильбек, погибшие на фронте с фашизмом прозаик Кӑтра Мишша (Михаил Кудрявцев), Николай Чурбай.

More...

 
[Comments (6)]

«Сире валли каҫран кун тумалла...»

  26.09.2023 21:25 | 3429 views

Чӑваш ӳнерӗнче Олег Иванович Прокопьев (1968 ҫ.ҫ.) тахҫанах палӑрнӑ. Вӑл паллӑ журналист, пултаруллӑ поэт. Унӑн сӑввисем 2008 ҫулта «Шыв ҫинчи сар хӗвел ҫутипе» кӗнекинче тата 2013 ҫулта «Чӑваш поэзийӗн антологийӗнче» пичетленнӗ, интернетра тухнӑ.

 

Олег Прокопьевӑн пичете хатӗрленӗ «Чӑвашӑм, пурӑн» кӗнеки «Кая хӑварнӑ сӑвӑсем» ятлӑ пӗтӗмлетсе хаклакан хайлавпа уҫӑлать. Сӑвӑ кая юлать-и? Лайӑх сӑвӑ ӗмӗрсем пурӑнать. Сӑввисем ҫынна «ҫунат хушса вӑй панине» кунтах каланӑ-ҫке!

More...

 
[Comments (8)]

«Еркӗн» поэмӑри топонимика

  24.04.2023 10:12 | 2555 views

Николай Шупуҫҫынни

Николай Шупуҫҫыннин ячӗ чӑваш культуринче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ӑна чӑваш литературин никӗсне хывакансенчен пӗри тесен те йӑнӑш мар пуль ӗнтӗ. Чӑваш халӑхӗшӗн ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнӑ май литературӑна та аталантармалла пулнӑ. Чӑвашсен литератури пачах та пулман теме май ҫук ӗнтӗ, анчах вӑл темле пуян пулнӑ пулин те, ытларах енӗпе халӑх пултарулӑхӗ ҫинче никӗсленнӗскер пулнӑ. Юмахсем, юрӑсем, тата ытти енлӗ пултарулӑх.

More...

 
[Comments (2)]

Писатель мне друг, но истина дороже...

  14.02.2023 14:46 | 1880 views

Из дневника

На «Чувашском народном сайте» в день 80–летия Зои Романовой (10 февраля) Борис Чиндыков опубликовал подробную статью «Выдающийся переводчик чувашской литературы». Среди других я тоже выразил свое отношение кратким отзывом:

«Шемуршинка Зоя Васильевна Романова доброе имя оставила в Бичурга-Баишевской средней школе, где она работала после завершения пединститута. Там впервые я услышал ее имя. Прими поклон от учителей, дорогая Зоя Васильевна.

More...

 

Тӗрлӗ тӗслӗ пурнӑҫпа вилӗм

  08.01.2023 14:37 | 3782 views

(«Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» драмӑна вуласан - «Тӑван Атӑл», 2022, 12)

Икӗ пайлӑ, вунӑ курӑнуллӑ драмӑри ӗҫсем пӗтсе ларнӑ ялта 1994 ҫул хыҫҫӑн пулса иртеҫҫӗ. Ҫухалса пыракан ялсен шӑпи Арсений Тарасов прозинче («Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ» калавра, сӑмахран) тахҫанах палӑрнӑчччӗ. Каллех ҫав тема, ҫав ырату.

«Ялӗнче пӗр чӗрӗ чун юлман. Эпӗ те Ульха пур. Тата кам? Ӳсӗр Палля ӗнтӗ. Тата манӑн икӗ сурӑх»,-тет ватӑлса ҫитнӗ Ҫарахви карчӑк. Унӑн юратнӑ упӑшки Элекҫей вӑрҫӑра нимӗҫ тыткӑнне лекнӗ, хӑтӑлса тухсан каллех тӑшманпа ҫапӑҫнӑ.

More...

 
[Comments (17)]
Pages: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 11
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat